Арканна кил ашши сивви сочинение хура щакар

Обновлено: 09.03.2023

Сочинени эпиграфe: Ялaм-ялaм, тaван ял,
Санра мeн чул ceн вaй-хал, –
Чун-чeререн савнaран
Эс каймастaн асaмран.
В. Давыдов-Анатри.
Тaван ceр-шыв, тaван ял, тaван кил… Cак сaмахсем чунра чи хаклa, чи cепec, чи aшa, чи хаваслa туйaмсем cуратаcce. Куc умне тaван тавралaх, йaмраллa ял, атте килe тухса тaрать. Тaван кeтесрен пахи тата мeн пур-ши? Ачалaх, cамрaклaх тaван ялaмра иртет. Кунта cын cут тeнчене килет, утма вeренет, калаcма пуcлать, cут cанталaкпа паллашать, ecе явacать, aс-тaнне cивeчлетет, пурнac cулe cине тaрать. Cавaнпа та хaй cуралса yснe вырaна никам та, нихcан та асран кaлармасть.
Ах, эсe, Юнка, ман тaван кeтес,
Ман сaпкана сиктернe ceрeм,
Сыв пул, сыв пул – чунпа йeрсе –
Эп сансaр тaлaх пулaп eмeр.
Тaван ceр-шывaм, сывa пул,
Сыв пул, сыв пул, ачалaх кунe.
Таcти юта кайсан та, чун
Сире савса пeр вecсeр cунe, –
тесе cырнa чaвашсен паллa cыравcи тата этнографe Спиридон Михайлов.
Тaван ялтан аякка тухса каякан кашни cынах калать пулe cак сaмахсене. Кашниех чунeнче савнa ялe cинчен сaвa йeркисем cуратать, кашниех тaван ялне часрах cитсе курма eмeтленсе пурaнать.
Ман шутпа, cыннaн чун-чeринчи чи пысaк туйaм вaл – тaванлaх туйaмe. Cак туйaм этеме хaй ceр-шывне, савнa тaван вырaнeсене, тaван халaхне юратма, хисеплеме хавхалантарса тaрать. Cак хaватлa туйaм пулмасан, cынсем пeтeм ceр пичeпех хaйсен вырaнне тупаймасaр cапкаланса cyрeччec. Халaх ытларах хaй cуралса yснe вырaнтах пурaнать. Пирeн чaваш халaхe хaй ceр-шывне юратса, ун cитeнeвeсемпе мaнаcланса, маттур ывaлe-хeрeсемпе мухтанса, ceнелсе чечекленекен ял-хулисемпе савaнса, кашни хaй вырa-нeнче тaрaшса ecлесе, ытти халaхсемпе туслашса тaнac пурнacпа eмeрне ирттерет. Ecленe чух ecлет, уявра савaнать, тaван ялне кайсах cyрет, ачаран килeштернe вырaнсенче пулса чунне уcать. Кирек acта пурaнсан та – cуралнa ялне манмасть.
Можно так НАЧАТЬ! А остальное сами додумывайте.
Надеюсь кому-то помогла)

Услуги

Нажмите, чтобы узнать подробности

» Шанчăклă тус такамран та хаклăрах», — тенĕ пирĕн ватăсем. Çынпа çын калаçать, паллашать, хутшăнать, туслашать. Пурнăç йĕрки çапла. Кампа та пулсан чуна уçса калаçмалла-çке, кама та пулсан чĕрери вăрттăн шухăшсене каласа кăтартмаллах, кампа та пулсан хуйха-суйха, савăнăç-хаваслăха пĕрле пайламаллах, йывăрлăхра камран та пулсан пулăшу ыйтмаллах. Апла пулсан, çыннăн чунĕ хăех ыйтать — ун çумĕнче ăна ăнланакан çывăх тус-юлташ кирлĕ. Вăл шанчăклă, ырă чунлă, ĕçчен, хастар та маттур пулмалла. Усал та кĕвĕç чунлă, чăркăш та юлхав юлташран ним усси те çук. «Юлташ тени хăвăнтан лайăх пултăр», — теççĕ. Лайăх юлташпа пĕрле çÿреме те кăмăллă, калаçма та шанчăклă, пурăнма та хаваслă. Çывăх тусу кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пуянрах пулни хăвна та ун пек пулма хистет. Хăв та ырри, илемли, лайăххи патне туртăнатăн, чунпа пуянланса, кăмăлпа çĕкленсе пыратăн. Вара санăн кулас-савăнас, ĕçлес-ĕмĕтленес, çут тĕнчепе киленсе пурăнас килет. Юлташу саншăн тем тума та хатĕр пулнине, йывăр вăхăтра пулăшма-йăпатма пултарнине пĕлсе-сиссе тăратăн пулсан — каç выртсан та канлĕ çывăратăн, ир тăрсан та лăпкăçÿретĕн.

Эпĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен манпа юнашар ăслă та ырă кăмăл-туйăмлă юлташ пур. Мĕншĕн килĕшет-ха вăл мана. Унăн çи-пуçĕ яланах таса та типтерлĕ, чĕлхи çыпăçуллă, хăйне мăн кăмăллă тытмасть, кирек кама та пулăшма хатĕр. Унпа тĕл пулса калаçсассăн хăв та ырă енне туртăнатăн, ун пек пулма тăрăшатăн. «Ырра курсан ырă пулăн, усала курсан усал пулăн», — теççĕ ваттисем. Çавăнпа та çыннăн пĕрмаях ырришĕн çунмалла. Тус-тантăшăма кура хам та ырăпа усала уйăракан пултăм. Юлташăм умĕнче киревсĕр сăмахсемпе калаçма та, çăмăлттай шухăшсене палăртма та, вăхăта усăсăр ирттерме те, хама илемсĕр тыткалама та намăс. Манăн çитменлĕхсене, йăнăшсене тÿрех асăрхать, юлташла, пĕр кÿрентермесĕр асăрхаттарать.

Аттепе анне те, кукамайпа кукаçите та ăна питĕ юратаççĕ, эпĕ чăн-чăн тус тупнăшăн савăнаççĕ. Хăйсем инçетри тăвансем патне хăнана каяс пулсан та, пире, тусăмпа иксĕмĕре, кил-çурта, хуçалăха пăхса тăма шанса хăвараççĕ. Ун пек чухне вара эпир пĕр-пĕринпе тăраничченех калаçатпăр, тем тĕрлĕ ыйту та хускататпăр, малашнехи пурнăç еплерех пулассине тĕшмĕртме тăрăшатпăр.

«Юлташ ют мар, çăкăр ыйтсан, хирĕç мар», — тенĕ ватă çынсем. Манăн ырă тусăм та маншăн ют мар, вăл çывăхран та çывăх. Эпĕ ăна икĕ-виçĕ кун курмасанах питĕ тунсăхлатăп, чуна темĕн çитмен пек туйăнать. Çавă пуль ĕнтĕ вăл çирĕп туслăх тени.

Туссăр çын — туратсăр йывăç. Туссăр çын — çунатсăр кайăк. Туссемсĕр пурнăç кичем те салху. Çĕр çинчи кашни çын туслăха тивĕçлĕ. Анчах та туслăха укçапа илме çук. Туссене чун ыйтнипе, чĕре килĕштернипе суйласа илмелле.

Оценить 923 0

Куракова Вера Васильевна

Шупашкар хулинчи 49-мĕш вӑтам шкулта

чӑваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем

Ĕҫ ҫынна илем кÿрет

Паянхи пурнӑҫа илес пулсассӑн, ҫын хӑйне вӑйлӑ туясси тĕрлĕ сӑлтавран килет: ҫемье тĕрекĕнчен, тус-юлташ пурринчен,ĕҫ вырӑнĕнчен, сывлӑх ҫирĕп пулнинчен,ӑс- тӑн чун-чĕре пуянлӑхĕнчен, пурнӑҫа тĕрĕс пурӑнма пĕлменинчен, пултаруллӑхран, кашни тĕллеве пурнӑҫлама пĕлменинчен…

Ырми-канми ĕҫлекене те, ача- пӑча ÿстерекене те, ҫукран пур тӑвакана та, ырӑ йӑла-йĕркене тытса пыракана та ĕҫчен-маттур, ҫивĕч ҫын тетпĕр. Ĕҫ-вӑл пурнӑҫ тыткӑчи,илемĕ. Пĕр-пĕрне ӑнланса, пулӑшса пырсан ҫеҫ ĕҫ ӑнать, ырӑ ят сарӑлать. Ĕҫрен хӑраман, таса чун чĕреллĕ, ырӑ ĕмĕтлĕ ҫын кӑна пулма пултарать.

Ҫĕр ҫинче ҫын алли тĕкĕнмен ĕҫ ҫук та пулĕ. Пурнӑҫа лайӑхлатас тесен кашни ҫыннӑн хӑйне килĕшекен пĕр- пĕр ĕҫе суйласа илмелле. Ҫав ĕҫре чун-чĕрене хурса ĕҫлемелле, ҫитĕнÿсем тумалла, малалли пурнӑҫ ҫинчен шухӑшламалла.

Ĕҫ- пурнӑҫ тытать, ĕҫ телей кÿрет. Кашни ҫыннӑн хӑйĕн ĕҫе, хĕлĕ.Хӑв юратнӑ ĕҫе пĕр кун хаушшинче суйласа илме май ҫук. Ҫапах та пĕр-пĕр ĕҫе кӑмӑлласси пĕчĕкренех палӑрать.

Ҫĕр ҫинче мĕн пур ĕҫе ҫыннӑн ӑста аллипе, ӑс-хакӑлĕ тӑвать.Ĕҫ чӑнлӑх,сӑпайлӑх,тараватлӑх – чӑваш ҫынсен ҫак ырӑ енĕсем кашни ҫынра пулччӑр тессе шухӑшлатпӑр.

Паллах, кашни ҫыннӑн хӑйĕн ĕҫе-хĕлĕ, хӑйĕн телейĕ. Чылай ҫынсенчен илтме пулать. Ĕҫе уява кайнӑ пек каятӑп, ĕҫре мана питĕ лайӑх, ĕҫтешĕсемпе килĕштерсе ĕҫлетпĕр, эпĕ ĕҫ вырӑнне ҫухатасран темрен хӑранӑ пек хӑратӑп теҫҫĕ. Хӑшĕ-пĕрисем хӑйсен валли хӑйсемех ĕҫ вырӑнне тупаҫҫĕ, хӑшĕ-пĕрисем вара ашшĕ-амӑшĕн ĕҫне малалла тӑсаҫҫĕ, теприсем ашшĕ – амӑшĕ каланипе, ыттиссем ҫут ҫанталӑк панӑ талантпа ĕҫлеҫҫĕ.

Паллах тĕнчере пур професси те лайӑх, пур професси кирлĕ. Анчах та пĕтĕм ҫын пултаруллӑ ҫуралаймасть. Пĕр ĕҫех пĕри лайӑх ĕҫлет, теприн пулсах пĕтеймест. Пурте артист та ÿнерҫĕ те пулаймасть. Ҫавӑнпа та ҫыннӑн хӑй мĕн тума пултарассине шута илсе, камӑлĕ хӑш ĕҫ патне туртӑнать – ҫавна суйласа илмелле.

Сӑмахран: мана вĕрентекен ҫуралсанах, ашшĕ чупса пынӑ тет, аллине тытрĕ тет те чуптуса ҫапла каларĕ тет. Манӑн хам вилличен сана учитель пулнине курасчĕ терĕ тет. Ашшĕ ĕнчи тӑвансем пурте вĕрентекенсем пулса ĕҫленĕ хӑй хĕрне те учитель тӑвасшӑн пулнӑ, паллах ашшĕн пехилĕ ҫитнĕ пуль. Апла пулсан вӑл ҫуралсанах вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ ача пулса тухать.

Чӑнах та вĕрентекенĕн хӑйĕн чӑн-чӑн ҫын пулмалла: ырӑ кӑмӑллӑ, сӑпайлӑ, таса чунлӑ, культурӑллӑ, ҫивĕч, ĕҫчен, ӑслӑ – тӑнлӑ, культурӑллӑ пулмалла. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупни — пысӑк талант..

Манӑн вĕрентекен пуринчен те ырӑ, пултаруллӑ, хисеплĕ, чуна ҫывӑх, кирек кама та ӑнланма, темĕнле йывӑр ыйтӑва тивĕҫлĕ татса пама пултаракан ҫын. Вĕрентекен ача амӑшĕ пек ыррине ҫеҫ сунать, ырӑ-сывӑ, тĕрĕс тĕкел ӑслӑ- тӑнлӑ ҫын тӑвасшӑн тӑрӑшать.

Учитель ĕҫе ҫӑмӑл маррине пурте ӑнланаҫҫĕ.Чӑнипех те шкулта, чӑтӑмлӑ та ырӑ шухӑш-кӑмӑлла вĕрентекенсем ĕлеҫҫĕ.

Этемĕн тепĕр лайӑх ĕҫе — вӑл хӑйĕн чун илемĕшĕн те тӑрӑшма пултарни. Ку ҫынна тата та вӑйлӑрах тӑвать. Ҫавӑн пекех илемлĕ тĕрлĕрен илемлĕ япаласем тума вĕрентет. Халĕ ĕнте ҫын-вĕҫме кӑна мар, шӑтӑк евĕр янӑравлӑ шӑрантарса юрлама, тӑпӑл – тӑпӑл ташлама, хут ҫине пурнӑҫри сӑнсене чӑн пурнӑҫри пекех ÿкреме, йĕри-тавралӑха тĕрĕ-эрешпе илемлетме, кино калӑплама, илемлĕ сӑвӑ – калавсем ҫырма пултарать. Ҫын ĕҫĕсене ĕҫленĕ чухне ҫын ҫакӑнта хӑйĕн чун телейне тупать. Ĕҫ вӑл – халӑхӑн тарӑн ӑсӑпе тĕрĕслĕх туйӑмĕ, таса кӑмӑл-сипечĕпе ҫынна пысӑкӑн юратни, чун илемĕпе характер ҫыпӑҫулӑхĕ, сӑмах-юмах виҫелĕхĕпе юрӑ-сӑвӑ хитрелĕхĕ.

Этеме ĕҫ ҫуратнӑ теҫҫĕ. Ĕҫ ӑна ҫын тунӑ. Ҫын вара хӑй таврашĕнчи ҫут ҫалталӑка улӑштарса тем тĕрлĕ япала шухӑшласа кӑларнӑ. Те хӑйне пурӑнма ҫӑмӑл пултӑр тесе, те хӑйне хуҫа пек тытма, те хӑйне шанчӑклӑ та ҫирĕп туйма…

Ырӑ сӑмах, ырӑ шухӑш, ырӑ ят хӑварас тесен ҫыннӑн йывӑҫ лартмалла, ача ҫуратса тĕрĕс-тĕкĕл ÿстермелле, пÿрт лартмалла теҫҫĕ.

Мана чӑнахах та учителĕн пархатарлӑ ĕҫĕ питĕ килĕшет. Кашни вĕрентекенех хăйĕн вĕренекенĕсем сапăр та хастар чун-чĕреллĕ çынсем пулччăр тесе тăрăшать, ырă шухăш-ĕмĕтпе пурăнать. Вăл çĕр çинчи çĕршер професси валли тÿрĕ чунлă çынсем вĕрентсе хатĕрлет. Тÿрĕ чунлă çынсем — саккунлăхпа йĕркелĕхе пăхăнакансем. Ку вара — çĕр çинчи, хамăр хушăри тăнăçлăх никĕсĕ. Çакăнта мар-и учителĕн пархатарлă ĕçĕ?

Учитель ĕçĕ питĕ яваплă ĕç. Пурне те пĕлесшĕн çунакан таса чунлă шăпăрлансемпе пĕлÿлĕх тĕнчинче çÿрени, мĕн пĕлнине пĕлменнисемпе тавçăрайманнисем патне çитерме тăрăшни мăнаçлантарать, хавхалантарать, чунра савăнăç вăратать. Чăнах, хăвăн ăс-тăнна, пултарулăхна ыттисене парнелесси — сăваплă ĕç. Кашни вĕрентекен хăйĕн пурнăçне пархатарлă ĕçпе ирттерет. Учитель ĕçĕ çăмăл маррине пурте ăнланаççĕ. Хăйĕн чун пуянлăхĕпе çамрăксене те çынсене юратса хисеплеме, ĕçчен те йĕркеллĕ çын пулма вĕрентет.

Мĕнле хисеплемĕн-ха вĕрентекене? Вăл кашни ачан пурнăçĕпе, савăнăçĕ-хуйхипе, терт-нушипе пурăнать. Кашни вĕренекене хăй ачине юратнă пек юратать, йывăр вăхăтра пулăшать, унпа пĕрле савăнать те, кулянать те. Педагог вăл пĕр вăхăтрах чун инженерĕ те. Ачан чунне вĕрентекен пек тата кам ăнланма пултарать-ши? Тата кам унран ытла ача чунне витĕр курать, ăна сăваплă витĕм кÿрсе çĕр-шыва, ашшĕ-амăшне, тăванĕсене, юлташĕсене юрăхлă та тивĕçлĕ çын ÿстерме хевте çитерет?

Педагогсем — кашни ача шăпинче ырă йĕр хăваракансем, кашни ачан ăс-тăнĕпе характерне çирĕплетсе, ăсталăхне аталантарса пурнăç çулĕ çине кăларакансем.

У меня бабушка и дедушка говорили на чувашском. Мама говорит, а её сестры и братья его понимают. А я, к сожалению, не говорю, не понимаю ну и тем более не пишу на этом языке.

Сочинени эпиграфĕ: Ялăм-ялăм, тăван ял,
Санра мĕн чул çĕн вăй-хал, —
Чун-чĕререн савнăран
Эс каймастăн асăмран.
В. Давыдов-Анатри.
Тăван çĕр-шыв, тăван ял, тăван кил. Çак сăмахсем чунра чи хаклă, чи çепĕç, чи ăшă, чи хаваслă туйăмсем çуратаççĕ. Куç умне тăван тавралăх, йăмраллă ял, атте килĕ тухса тăрать. Тăван кĕтесрен пахи тата мĕн пур-ши? Ачалăх, çамрăклăх тăван ялăмра иртет. Кунта çын çут тĕнчене килет, утма вĕренет, калаçма пуçлать, çут çанталăкпа паллашать, ĕçе явăçать, ăс-тăнне çивĕчлетет, пурнăç çулĕ çине тăрать. Çавăнпа та хăй çуралса ÿснĕ вырăна никам та, нихçан та асран кăлармасть.
Ах, эсĕ, Юнка, ман тăван кĕтес,
Ман сăпкана сиктернĕ çĕрĕм,
Сыв пул, сыв пул — чунпа йĕрсе —
Эп сансăр тăлăх пулăп ĕмĕр.

Тăван çĕр-шывăм, сывă пул,
Сыв пул, сыв пул, ачалăх кунĕ.
Таçти юта кайсан та, чун
Сире савса пĕр вĕçсĕр çунĕ, —
тесе çырнă чăвашсен паллă çыравçи тата этнографĕ Спиридон Михайлов.
Тăван ялтан аякка тухса каякан кашни çынах калать пулĕ çак сăмахсене. Кашниех чунĕнче савнă ялĕ çинчен сăвă йĕркисем çуратать, кашниех тăван ялне часрах çитсе курма ĕмĕтленсе пурăнать.
Ман шутпа, çыннăн чун-чĕринчи чи пысăк туйăм вăл — тăванлăх туйăмĕ. Çак туйăм этеме хăй çĕр-шывне, савнă тăван вырăнĕсене, тăван халăхне юратма, хисеплеме хавхалантарса тăрать. Çак хăватлă туйăм пулмасан, çынсем пĕтĕм çĕр пичĕпех хăйсен вырăнне тупаймасăр çапкаланса çÿрĕччĕç. Халăх ытларах хăй çуралса ÿснĕ вырăнтах пурăнать. Пирĕн чăваш халăхĕ хăй çĕр-шывне юратса, ун çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланса, маттур ывăлĕ-хĕрĕсемпе мухтанса, çĕнелсе чечекленекен ял-хулисемпе савăнса, кашни хăй вырă-нĕнче тăрăшса ĕçлесе, ытти халăхсемпе туслашса тăнăç пурнăçпа ĕмĕрне ирттерет. Ĕçленĕ чух ĕçлет, уявра савăнать, тăван ялне кайсах çÿрет, ачаран килĕштернĕ вырăнсенче пулса чунне уçать. Кирек ăçта пурăнсан та — çуралнă ялне манмасть.

Можно так НАЧАТЬ! А остальное сами додумывайте.
Надеюсь кому-то помогла)

Читайте также:

      

  • Сочинение рассуждение по тексту трифонова
  •   

  • Описание свадебной фотографии сочинение
  •   

  • Эпитеты одежда слов сочинение рассуждение
  •   

  • Сочинение с афоризмами на любую тему
  •   

  • Сочинение я шагаю по москве фильм
Кулакова Светлана Пантелеймоновна
Кулакова Светлана Пантелеймоновна

Тăван кил-йыш, тăван çемье,

Эс панă çутă кун мана,

Чун-чĕреме çĕклентерме.

Тупайăп-и санран хитри,

Санран пахи, санран ырри,

Тăван кил-йыш, тăван çемье?

(Юрăран)

Тăван кил ăшши… Çемьери ырă йăла-йĕрке пирки сăмах пуçласан, эпĕ ваттисен сăмахне аса илетĕп: «Кил ăшши-килĕнтеш». Чăнах та, паянхи пурнăçра çак сăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Мĕн тумалла-ха тăван кил ăшши пиртен ан тартăр тесен? Çакна упраса хăварма пире, ваттисене те, хĕрарăмпа арçынна та, пĕр япала çеç пулăшма пултарать — пĕрне-пĕри ăнланни, çемьери татулăх, тирпейлĕх.

«Кил… Сăмахĕ те чĕнсе каланă пек вĕт… Мĕн тăвас тетĕн, эсĕ çуралнă кĕтес-çке-ха. Унта тĕтĕмĕ те тутлă, çанталăкĕ те ăшă, çĕрĕ те çăкăр пекех…» — çапла туять тăван кил ăшшине чăвашсен паллă писателĕ Хветĕр Уяр.

Анчах пурте кил ăшшине упрама пĕлетпĕр-и-ха? Нумайăшĕ чăвашсен сăваплă пархатарлăхне- сăпайлăхне, ĕçченлĕхне- манса кайса ĕç вăхăтĕнчех ĕçсе супса та, ачи -пăчисене манса эрни-эрнипе йăска йытă пек çÿреме те, намăс сăмахсемпе перкелешме те именсе тăмаççĕ. Çакăн йышши çынсем ăçтан кил ăшшине упраччăр. Атте-анне çавăрнă йăвана салатасси те ним те мар çав.

Çавра сăмахăма тăснă май ман ялсенчи тăлăх çуртсем çинчен те чарăнса тăрас килет. Нумай вĕсем пирĕн тăрăхра. Кашни ялтах чÿречисене урлă çапнă, паян-ыран йăтăнса анас пек ларакан пушă хуçалăхсене курма пулать. Пирĕн пĕчĕк ялта кăна теçетке ытла вĕсем. Кашнин хăйĕн шăпи, историйĕ.

Хамăртан инçех мар ларакан пĕр тăлăх çурт куç умне тухать. Чылай çул ĕнтĕ кунта пурăнмаççĕ. Анчах малтан, темиçе-темиçе çул каялла мĕнле шавлăччĕ çак çуртра. Максимовсен çемйине ял-йыш хисеплетчĕ. Чăннипех те ырă сăмаха тивĕçлĕччĕ вĕсем. Анчах та усал чир-чĕр аркатрĕ тăван йăвана. Кайран, çемье аркансан, çурт питĕрĕнчĕ.

Акă Максимовсен килĕнчен инçех мар тепĕр тăлăх çурт тунсăхласа ларать. Кунта та вăхăтĕнче пысăк çемье пысăк ĕмĕтсемпе хавхаланса пурăннă. Анчах ку йăва та тĕрлĕ сăлтавсене пула тахçанах саланнă. Татах та пур çакнашкал хупăннă çуртсем. Кашнин çинчен уйрăммăн темĕн чухлĕ каласа пама, çырса кăтартма пулать. Темиçе çул пĕчĕккĕн çавăрнă йăвасем халĕ никама та кирлĕ мар. Хăçан та пулин вĕсене ăшă кĕрĕ-ши?

Çивĕч çĕçĕпе чикнĕ пекех ыраттараççĕ чĕрене çакăн пек мĕскĕннĕн, тăлăххăн курăнса лараканскерсем. Пĕрре те упрама пĕлместпĕр вĕт-ха тăван кил ăшшине. Тарăн шухăшламасăрах, пĕр кĕтмен çĕртенех атте-анне пирĕн валли çавăрнă йăвана аркататпăр. Унран ырри, пахи çуккине, вăл пире çутă кун кăтартнине туймастпăр. «Ырă ят ылтăнран çутă», — тесе ахаль каламан ваттисем. Тăван кил-йыш çинчен кирек кама та ырă сăмах илтме кăмăллă, анчах ăна тивĕç пулма та çăмăл мар.

Эпир пурăнакан вырăн вăл- начар-и лайăх-и — тăван ен, санăн кил-çурту, чăн- чăн çын пулса ÿсме кирлĕ сиплĕ сывлăш. Атте-анне кил-çуртне юхăнтарнăшăн ĕмĕрĕпех ял-йыш ывăл-хĕрне сивленĕ, пÿрт çывăхĕнче пĕр тĕп йывăç та лартса ÿстермен çынна пурнăç çынни вырăнне хуман. /лĕкхи ырă йăласем нумай пулнă халăх хушшинче. Ачи-пăчи хăйĕн çывăхĕнче- çемьене тăрантарса усракан çĕр çинче тарăн тымар яма пултартăр тесе, хресчен мĕн кирлине пĕтĕмпех тума тăрăшнă.

Халĕ, чăнах та, çĕре ĕçлесе хатĕрлеме унчченхи чухлĕ алă вăйĕ кирлĕ мар, мĕнпур йывăр ĕçе техникăпа тăватпăр. Çăмăл халь ялта ĕçлесе пурăнма, хамăрăн пĕлĕве, культура шайне ÿстерме пушă вăхăт çителĕклĕ.

Çĕр çинче мĕнле кăна ĕç çук пулĕ. Шутласа та пĕтереймĕн вĕсене. Анчах та, ман шутпа, çĕр ĕçĕ — чи асли: çулĕпе те, пĕлтерĕшĕпе те. Çăкăрсăр пĕр кун та пурăнма йывăр вĕт. Çыннăн пурнăçĕ çăкăртан пуçланать. Çăкăр пулсан- кăмăл та уçă, ĕçлес те килет. Ытти апат-çимĕç сĕтел çинче тÿпемиех пулсан та, унсăрăн сĕтел пушă пекех туйăнать. Утма-калаçма тин вĕренекен ача малтанхи сăмахĕсемпе- «атте-анне» сăмахсемпе пĕрле «çăкăр сăмаха калать.

Ялсăр хула пурнăçĕ ытлă-çитлĕ пулаймасть. Мĕн пур савăнăç-телей ялтан- эсĕ акса хăварнă тырă пĕрчинчен, пучахĕнчен, ял халăхĕ çитĕнтернĕ тырăран пĕçернĕ çăкăр чĕллинчен пуçланать.

Хăвна шанса панă кирек хăш ĕçе те чĕрепе парăнса, юратса туни хăй вăл паттăрлăх пулса тăрать, механизатор ĕçĕ те, фермăри ĕç те, ялти кирек мĕнле ытти ĕç те Тăван çĕр-шывшăн питĕ кирлине палăртмалла. Анчах та вĕренмесĕр, тарăн пĕлÿ илмесĕр ялта та, хулара та тулли пурнăçпа пурăнма май çук. Хăть мĕнле ĕçе те чунтан юратса, кăмăл туртнипе пурнăçламалла. Чăн-чăн çын пулас, кирек хăш ĕçе те тытса тума пултарас тетĕн пулсан, ан ÿркен кăна. Пур профессипе те интереслен, пĕлменнине ыйт, хăвна ĕçре кăтартма тăрăш. Ун пек çынсене халăх юратать, хăйĕн ăсне, пултарулăхне парса пулăшать.

«Халĕ пурте хуланалла туртăнаççĕ. Экономист, юрист, программист пуласшăн. Анчах та вĕренсе тухсан ĕç тупаймасăр хăшкăлаççĕ, яла вара таврăнасшăн мар. Пурте çăмăл пурнăç шыраççĕ. Ялта пурăнма питĕ йывăр тесе шутлать чылайăшĕ. Анчах та эпĕ урăхла шутлатăп. Ÿркенмесен, майне пĕлсе ĕçлесен ялта та халь хуларинчен пĕрре те кая мар пурăнма пулать. Мана ялта пурăнма çав тери килĕшет. Ялти сывлăш, вырăнсем, йăли-йĕрки- пурте чуна çывăх. Çавăнпа та эпĕ атте-анне чĕртнĕ кил вучахне сÿнтересшĕн мар, ялтах тĕпленсе вĕсен ĕçне малалла тăсасшăн. Ман çинчен никам та: «Çĕре йĕртет, ĕçрен сивĕннĕ вăл, ашшĕ-амăшĕ пиллесе хăварнине маннă», — тесе калама ан пултартăр.» — пĕлтерчĕ мана 11 класран вĕренсе тухакан пĕр ача.

Питĕ тарăн шухăшлакан, мал ĕмĕтлĕ çын çеç çапла шутлама пултарать. Унăн шухăшĕпе килĕшетĕп, ырлатăп çеç. Шкул пĕтерсен Ял хуçалăх академине вĕренме кĕме тĕллев лартнă.

Ял тăрăхĕсенче халь фермер хуçалăхĕсем аталанаççĕ, агрофирмăсем вăй илеççĕ. Патшалăх та ял-хуçалăх аталанăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрать. Анчах та ялсенче ăста специалистсем çителĕксĕр. /çе пĕлсе ĕçлекенсем кирлĕ. Унсăрăн ял-хуçалăхне ура çинче çирĕп тăма йывăртарах.

/лĕкех, халăх хальхи пек нумай вĕренмен-пĕлмен чухнех, аслă ăрусен ĕçне çитĕнекен ăрăвăн малалла тăсмаллине чун-чĕрепе ăнланса, аçу-аннън ани-çаранне нихçан та ан ман, тенĕ. Питĕ вырăнлă каланă. Пирĕн вăхăтра çак сăмахсем ялта çуралса ъснĕ çынсене хăйсене çамрăклăхăн нихçан манми тулли савăнăçне парнеленĕ çĕр-аннемĕре ĕмĕрĕпех асра тытма хушать. Сĕтел хушшине апата лартса, алла çăкăр чĕлли тытсан, хамăра тăрантаракан-тумлантаракан çĕр-аннемĕр, Тăван çĕр-шывăмăр тата пуянрах пултăр тесе пурне те турăмăр-и тесе ыйтар хамăртан, ун умĕнче яланах парăмра иккенне манар мар. Тивĕçе пурнăçласа, кашнийĕ хăйĕн вырăнĕнче мĕн пултарнине пĕтĕмпех тăвар.

Шухăш тĕввине тĕвĕленĕ май çакăн пек пĕтĕмлетсе калас килет. Пĕр килте çитĕнсе çунат сарнă кашни çын хăйне пурнăç çулĕ таçта илсе çитерсен те, тăван кĕтесе ан мантăрччĕ, хăйĕн ĕçĕсемпе килте юлнă ашшĕ-амăшне, тăванĕсене, тус-юлташĕсене намăс къресрен асăрхантăрччĕ. Кирек мĕнле йывăр пулсан та, кил хăтлăхне, кил илемне, тăван кил ăшшине упратăрччĕ. Вара хăвăн хыççăнхи ăрăву та сана тав тăвĕ.

Комментарисем:

татьяна (2014-12-02 22:13:43):
питĕ тĕрĕс шухăш. чуна пырса тиврĕ

Галина Васильевна (2015-01-17 23:42:16):
Тăван кил ăшшине, çемье ăшшине упрасчĕ.

Хамăр та,
тен, çак çирĕпленнĕ йĕркесене кулленхи
пурнăçра пит уясах каймастпăр. Сăмахран,
атьăр-ха пĕр ирхине вĕренекенсем шкул
алăкне еплерех уçса хупнине сăнаса
пăхар. Пĕри ав алăка хупас умĕн хыçалта
кам та пулин çук-ши тесе çаврăнса пăхать.
Хыçран кĕрекен пулсан, алăка тытса
тăрать, унăн сулăмĕ тивесрен ыттисене
ирттерсе ярать. Тепри вара, ашкăнма
юратаканни, ура вăйĕпе усă курать: пĕрех
кĕрĕслеттерет те алăка — вирхĕнсе кĕрсе
каять. Ун хыçĕнче кам та пулин пур-и е
çук-и — çаврăнса та пăхмасть, тепĕр çынна
сусăрлатма пултарасси шухăшлаттармасть
ăна. Пирĕн апла пулас марччĕ, хамăрта
сăпайлăх туртăмне аталантарса пырасчĕ.
Çыннăн çакăн йышши тыткаларăша пĕтермелле,
паллах. «Çивĕч ăс-хакăллă, таса
чун-чĕреллĕ, çирĕп вăй-халлă çитĕнес
тесен, ачамсем, чи малтанах сăпайлă
пулмалла, хутшăну-калаçура хамăра
ĕренкĕллĕ, тивĕçлĕ шайра тытмалла.
Çавăнпа та пĕр-пĕрне «сывлăх сунатăп»,
«тархасшăн», «тавтапуç», «каçар»
сăмахсене калама пачах та ÿркенмелле
мар. Мĕн пур йĕркеллĕ çын сăмахĕсем
вĕсем», — тет мана асанне.

Этемĕн çынлăх
шайĕнче çирĕппĕн тăрас тесен управлăха
хисепе хумалла. Управлăх — çут çанталăка,
сывлăха, çемье ăшшине, атте-анне пехилленĕ
ăс-хакăла тата хăв ĕçлесе пухнă пурлăха,
ача-пăчамăра, туслăх-юратăва упрани.
Çут çанталăк пире хăйĕн таса сывлăшĕпе,
куçпа виçейми илемĕпе, кĕреке тулли
çимĕçĕпе сăйласа ÿстерет. Эпир унран
çирĕп сывлăх илетпĕр. Çавăнпа ăна пирĕн
куç шăрçине упранă пек сыхламалла,
юратса пăхмалла. Тавралăха таса тытмалла,
çÿп-çаппа, тĕрлĕ каяшпа варалама памалла
мар. Анчах çыннăн сывлăхĕ епле пуласси
хăйĕнчен те килет мар-и? Ăна укçапа сутăн
илме çук теççĕ вĕт-ха ваттисем. Хăйне
хăй хисеплекен çын эрех-сăрапа супса,
пирус-наркотикпа иртĕхсе, вылянчăк
туйăмсенеирĕке ярса пурăнмасть, ÿт-пĕвĕпе
ăш-чикне пусмăрламасть, чир-чĕре çывăха
ямасть.

Типтерлĕх —
çынлăхăн тепĕр енĕ. Хăйĕн сывлăхне
упракан çын типтерлĕ те таса тумтирпе
çÿрет. Кил-çурчĕпе пÿрт ăш-чиккийĕ те
типтерлĕ. Ачи-пăчи те типтерлĕ, таса.
Хăйĕн ĕçне те тирпейлĕ те таса, тĕплĕ
те çыпăçуллă тăвать. Кашни япала хăй
вырăнĕнче. Пăхсан — кăмăл тулать. Ĕçне
те вĕçне çитермесĕр пăрахмасть. Пурлăхне
те тĕлли-паллисĕр сапаламасть. Ваттисем
пуçтарма çулталăк, салатма — пĕр талăк
тенине асрах тытать.

Типтерлĕ
çыннăн вара ĕçчен пулма тивет. Кунĕн-çĕрĕн,
тепĕр чух ларса канмасăр, тăрăшса вăй
хумасăр пулмасть вăл типтерлĕхпе
тирпейлĕх. «Ĕç — пурнăç тыткăчи»,
«Ĕç — пурнăç илемĕ», — теççĕ ваттисем.
Чăнах, ĕç çынна илем кÿрет, мухтава
кăларать. Тирпейлĕ ĕçлекен çыннăн
сывлăхĕ те çирĕп. Унăн сывлăхшăн сиенлĕ
айкашусемпе аппаланма вăхăт çук. Хăй
ĕçлесе мул пухнă çын тепĕр çыннăнне
нихăçан та хапсăнмасть, мĕншĕн тесен
вăл ĕç хакне пĕлет. Вăрласа янтă тупнă
мул çынна нихăçан та телей кÿмест. Е вăл
ăна самантрах çухатать, е инкекĕ хăйне
çаврăнса килет — хăйне çапса-вĕлерсе
пăрахаççĕ-и, тĕрмене çакланать-и…

Çыннăн тепĕр
ырă енĕ вăл — яваплăх. Яваплă çын хăйĕн
çут çанталăк умĕнчи тивĕçне туять: тăван
çĕре хисеплет, йывăç лартать, çырма-çатрана
сарăлма памасть, тавралăха вараламасть.
Яваплă çын хăй сывлăхне упрать, сывлăхлă
çын — çĕр-шыв тĕрекĕ пулнине асра тытать.
Ашшĕ-амăшне пăрахмасть, вĕсен ятне
ямасть, ачи-пăчине тĕрĕс-тĕкел те
патшалăхăмăра юрăхлă çын туса ÿстерет.
,мĕрĕпе ĕçлесе пухнă мула салатмасть —
ун çумне тата хушса пырать. Хăй хыççăн
хăйĕн ĕçне малалла тăсакан йăх-ăру
хăварать.

Çыннăн чăн-чăн
сăпатне кăмăл палăртать. Уçă кăмăллă
çын çынпа куçран пăхса ăшшăн калаçать,
хăйĕн шухăшне ним пытармасăр, чееленмесĕр,
тарăхмасăр-кулмасăр тÿррĕн палăртать.
Ун пек çынпа калаçма та кăмăллă.
Тараватлăхĕ те иксĕлми. Килнĕ хăнана
сĕтел хушшине лартса сăйламасăр кăларса
ямасть. Инкекпе-йывăрлăхпа хуçăлнă
çынна ăшă сăмахпа йăпатать çеç мар, мĕн
пур пурлăхĕпе, укçи-тенкипе пулăшма
тăрăшать. Хăйĕн пуянлăхĕ çук пулин те.
Чун-чĕри çапла унăн: çыннăн мĕн ыратать,
ăна мĕн шухăшлаттарать, вăл мĕнле
асап-нуша тÿсет — пурне те сисет, пулăшма
васкать.

Пуринчен
ытла этемĕн çынлăх шайне чун тасалăхĕ
кăтартса парать. Çынран, чĕр чунран
кулакан, мăшкăллакан, чĕрĕлĕхе таптакан
çынсем таса чунлă пулма пултараймаççех.
Çăткăнлăха, ултавпа суялăха парăннă
çынсенчен çĕр çинче ырă ĕç тăвасси
пулмĕ. Чун тасалăхĕ вăл çут çанталăка,
этеме хирĕç усал ĕç туманни, ăна ырă çеç
сунни. Таса чунлăçыннăн шухăшĕ те ырă,
ĕçĕ те пархатарлă. Ашшĕ-амăшĕн ятне те
çĕртмест, тус-тантăшне, юлташ-ĕçтешне
те сутмасть, Тăван çĕр-шывне те юратса
хисеплет. Укçапа мулшăн чунĕпе усала
парăнмасть, мĕншĕн тесен уншăн чи хакли
— чунĕ çылăхсăр пулни.

Чăваш
литературинчи сăнарсенчен хăшне чăн-чăн
çын теме пулать? Константин Ивановăн
Сетнерне илер-ха акă. Чăн-чăн арçын вăл.
Унăн икĕ аллипе вĕри чĕри кăна пулсан
та, эпир ăна юрататпăр, унăн инкекĕ-асапĕшĕн
кулянатпăр. Хамăр пурнăçра пулсан —
сăмахпа та пулин пулăшнă пулăттăмăр.
Вăл таса юратупа хĕмленсе пурăнать,
вăй-халĕ çитнĕ таран пĕр ят ани çинче,
лаша кÿлсе, çĕр ĕçĕпе тимлет, хăйĕн ватă
амăшне чыслăн пăхать, кÿршĕ-аршăпа,
пĕтĕм ял-йышпа килĕштерсе ĕмĕрлет. Камăн
та пулин инкек-синкек сиксе тухсан,
вĕсене пулăшма васкать. Çакăн пек
чун-чĕреллĕ пулнипе ĕнтĕ вăл хăй савнине
çичĕ юта сутса яракан, хăйне хаяррăн
ылханакан Нарспин ашшĕ-амăшне вăрă-хурах
çаратма пырсан та иккĕленсе тăмасть —
ватă çынсене хăтарма васкать, анчах тан
мар çапăçура пуçне хурать.

Илпек Микулайĕ
калăпланă Тухтар сăнарĕ тата! Вăл, ялти
чухăн çын ачи, хăр тăлăха юлнăскер,
кĕтÿçĕре тăрмашать. Çав вăхăтрах хăй
йыснăшĕн, Шерккейĕн, хуçалăхне тытса
пыма пулăшать. Лешĕ ăна тарçă вырăннех
тыткалать пулин те. Уншăн вăл кÿренмест,
мĕншĕн тесен ĕçлекен çын нихăçан та хур
курман. Йыснăшĕн хуçалăхне кăна мар,
Элентей пулăшма ыйтсан, ăна та пулăшма
васкать. Тата хăйĕн тăван ашшĕ-амăшĕн
вучахне те сÿнтермест вăл — унтан йыснăшĕ
патне пуçĕпех куçса каймасть, хуçалăха
çирĕп ура çине тăратма, çемьеллĕ пурнăçпа
пурăнма ĕмĕтленет. Алли-ури те çыпăçуллă:
кĕсле ăсталать, савнийĕ валли арча
тăвать… Чунĕ те пуян унăн: илемлĕ кĕвĕсем
калама пĕлет. Инкек сиксе тухсан та
№юратнă савни ирсĕр мăшкăла тÿсеймесĕр
шыва сиксе вилет№ хуçăлмасть. Хăй тĕллĕн
хулана пурăнма куçать, вулама-çырма
вĕренет. Юлашкинчен халăха ертсе пыракан
хăюллă та çирĕп çын пулса тăрать.

«Хура
çăкăр» романри Элентей вара — чăн-чăн
чăваш хресченĕн сăнарĕ. Çынсемпе
килĕшÿллĕ пурăнма тăрăшаканскер, ăна
тăтăшах пĕр-пĕр çыншăн кĕрешнĕ йывăр
ĕçре — вăрман кăларнă çĕрте, тимĕр туптанă
е лашапа çÿренĕ чухне курма пулать.
Кăмăлĕ унăн уçă та ырă, ăсĕ çивĕч,
тавçăруллă. Пурнăçне хăй мехелĕпе
çĕклесе пырать. Çынна та усă кÿме, ырă
тума хавас. Çынсемпе ялан сăпайлă, çын
сăмахĕ хыççăн кайса пĕтĕмлетÿ тумасть,
ырă çыншăн тем тума та хатĕр. Пиччĕшĕ
хăйĕнчен ютшăнать пулин те, ăна пÿрт
лартнă чух вăрман касса кăларма пулăшать.
Хăй тăванне чи малтан хăй ăнланма
тăрăшать, çийĕнчех çилленсе лартмасть.
Ун йăлинче çынна куç хыçĕнче çисеайăпласа
çÿресси çук. Çын пирки нихăçан та
иккĕленмест. Тÿрĕ ĕçпе пурăнсах пурлăхĕ
те хăйне пурăнмалăх çитет, çăкăр-тăвартан
татăлмасть, янттине хапсăнмасть. Халăх
ĕмĕтне тивĕçтерекен чăн-чăн сăнар вăл.

Çакăн йышши
çынсем пирĕн пурнăçра ытларах пулсан
пит аванччĕ. Çĕр çинче çынна
пусмăрлакан-вĕлерекен, тĕнчене
вăр-çă-харçă çулĕпе яракан, аркатупа
ишĕлчĕк çырмине йăвантаракан çынсем
сахал пулĕччĕç. Вара тавралăх та, тĕнче
те илемлĕ пулĕ, çынсен питĕнче савăнăçпа
телей кулли çеç çиçĕ.

ЮЛТАШУ
ХĂВĂНТАН ПУЛТĂР МАТТУР

Ирĕклĕ темăпа
çырнисем 08.06.2009, 19:23

Сочинени
эпиграфĕ: «Юлташ лайăх пулсан ĕмĕр
иртни сисĕнмест». Ваттисен сăмахĕ.

«Юлташсăр
пурнăç çук», — тенĕ пирĕн ватăсем.
Çынпа çын калаçать, паллашать, хутшăнать,
туслашать. Пурнăç йĕрки çапла. Кампа та
пулсан чуна уçса калаçмалла-çке, кама
та пулсан чĕрери вăрттăн шухăшсене
каласа кăтартмаллах, кампа та пулсан
хуйха-суйха, савăнăç-хаваслăха пĕрле
пайламаллах, йывăрлăхра камран та пулсан
пулăшу ыйтмаллах. Апла пулсан, çыннăн
чунĕ хăех ыйтать — ун çумĕнче ăна ăнланакан
çывăх тус-юлташ кирлĕ. Вăл шанчăклă, ырă
чунлă, ĕçчен, хастар та маттур пулмалла.
Усал та кĕвĕç чунлă, чăркăш та юлхав
юлташран ним усси те çук. «Юлташ тени
хăвăнтан лайăх пултăр», — теççĕ. Лайăх
юлташпа пĕрле çÿреме те кăмăллă, калаçма
та шанчăклă, пурăнма та хаваслă. Çывăх
тусу кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пуянрах
пулни хăвна та ун пек пулма хистет. Хăв
та ырри, илемли, лайăххи патне туртăнатăн,
чунпа пуянланса, кăмăлпа çĕкленсе
пыратăн. Вара санăн кулас-савăнас,
ĕçлес-ĕмĕтленес, çут тĕнчепе киленсе
пурăнас килет. Юлташу саншăн тем тума
та хатĕр пулнине, йывăр вăхăтра
пулăшма-йăпатма пултарнине пĕлсе-сиссе
тăратăн пулсан — каç выртсан та канлĕ
çывăратăн, ир тăрсан та лăпкă çÿретĕн.
«Юлташлăхра телей иккен-мĕн, илем
юлташлăхра кăна», — тенĕ чăвашсен
паллă поэчĕ Митта Ваçлейĕ.

Эпĕ хама
телейлĕ тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен
манпа юнашар ăслă та ырă кăмăл-туйăмлă
юлташ пур. Мĕншĕн килĕшет-ха вăл мана.
Унăн çи-пуçĕ яланах таса та типтерлĕ,
чĕлхи çыпăçуллă, хăйне мăн кăмăллă
тытмасть, кирек кама та пулăшма хатĕр.
Эпĕ ун çине пăхатăп та тĕлĕнетĕп —
ашшĕ-амăшĕ ăна чăнах та чĕкеç чĕлхи
пилленĕ, чăн-чăн чăваш чунĕ парнеленĕ.
Унпа тĕл пулса калаçсассăн хăв та ырă
енне туртăнатăн, ун пек пулма тăрăшатăн.
«Ырра курсан ырă пулăн, усала курсан
усал пулăн», — теççĕ ваттисем. Çавăнпа
та çыннăн пĕрмаях ырришĕн çунмалла.
Тус-тантăшăма кура хам та ырăпа усала
уйăракан пултăм. Юлташăм умĕнче киревсĕр
сăмахсемпе калаçма та, çăмăлттай
шухăшсене палăртма та, вăхăта усăсăр
ирттерме те, хама илемсĕр тыткалама та
намăс. Манăн çитменлĕхсене, йăнăшсене
тÿрех асăрхать, юлташла, пĕр кÿрентермесĕр
асăрхаттарать.

Аттепе анне
те, йăмăкпа шăллăм та ăна питĕ юратаççĕ,
эпĕ чăн-чăн тус тупнăшăн савăнаççĕ.
Хăйсем инçетри тăвансем патне хăнана
каяс пулсан та, пире, тусăмпа иксĕмĕре,
кил-çурта, хуçалăха пăхса тăма шанса
хăвараççĕ. Ун пек чухне вара эпир
пĕр-пĕринпе тăраничченех калаçатпăр,
тем тĕрлĕ ыйту та хускататпăр, малашнехи
пурнăç еплерех пулассине тĕшмĕртме
тăрăшатпăр.

«Юлташ ют
мар, çăкăр ыйтсан, хирĕç мар», — тенĕ
ватă çынсем. Манăн ырă тусăм та маншăн
ют мар, вăл çывăхран та çывăх. Эпĕ ăна
икĕ-виçĕ кун курмасанах питĕ тунсăхлатăп,
чуна темĕн çитмен пек туйăнать. Çавă
пуль ĕнтĕ вăл çирĕп туслăх тени.

Паллах, хăвна
ăнланакан тус-юлташ çумра пулсан пурнăç
илемлĕрех те, туллирех те. «Кампа
туслашан, çавăн пек пулан», — теççĕ.
Ку тĕрĕс сăмах. Юлташу хăвăнтан япăхрах
пулчĕ пулсан, унăн витĕмĕпе хăв та çав
шая анса ларатăн. Ун пек чухне вара хăвăн
çирĕпрех пулмалла, ун еккипе каяс çук,
ăна хăвна май çавăрмалла, хăвăн тĕслĕх
парса тăмалла.

Тусран нумай
килет çав. Эрех-сăра ĕçекен, пирус
туртакан çамрăксемпе туслашса кайсан,
хăв та вĕсен серепине кĕрсе ÿкетĕн. Кĕме
çăмăл, тухма йывăр. Пĕрре туртма-ĕçме
вĕренсен — ку чиртен хăтăлма питĕ хĕн.
Туссем те тĕрлĕрен пулаççĕ çав. Ахальтен
каламан ĕнтĕ: «Юлташсемпе туслаш та,
куçна ан хуп», — тесе. Тус-юлташа та
тĕрĕс суйласа илме пĕлмелле иккен. Атту
пуçна çухатăн. Çакна пурте ăнланасшăнах
та мар. Кам хăйне каппайтарах, мăнаçлăрах,
сĕмсĕртерех тытса çÿрет, çавăнпа туслашма
тăрăшаççĕ — ун хÿттинче пуласшăн. Анчах
кун пек юлташ самантлăха çеç, вăл ытларах
хăйне хисеплет иккен. Ыттисем вара — вăл
мĕн хушнине пурнăçласа тăраканнисем
кăна. Вăл юлташ мар, вăл хăйне май
«пуçлăх». Çакăн пек «пуçлăхсен»
аллине лекесрен те хăрамалла, сыхланмалла,
ун пек «туссенчен» аякра тăмалла.
«Юлташ ăсне пĕл те, пĕрле Мускава
кай», — тесе тĕрĕсех каланă ватăсем.

Чăваш
литературинчи сăнарсенчен те тĕслĕх
илме пулать вĕт-ха. Петр Осиповăн «Айтар»
драминчи Сентиерпе Улай — чи шанчăклă
туссем. Сентиере пулăшас, вилĕмрен çăлса
хăварас тесе Улай хастаррăн кĕрешет,
хăй тусне Айтар мăшкăлĕ пулма памасть.

Александр
Артемьевăн «Салампи» повеçĕнчи
Салампипе Лена та — çывăх туссем. Салампи
хăйĕн иртнĕ пурнăçĕ çинчен ним пытармасăр,
тĕпĕ-йĕрĕпе Ленăна каласа парать. Çав
вăхăтра ăна Лена çеç ăнланассăн туйăнать.
Йывăр самантра Салампипе юнашар шанчăклă
хĕр тусĕ пулни ăна хăват парать, ырă
ĕмĕт-шухăшпа пурăнма хавхалантарать.
Раиса Сарпи çырнă сăвă йĕркисем те
пĕр-пĕринпе туслашса пурăнмалли çинчен
калаççĕ.

Тăванлăх —
çынлăх,

пĕрне-пĕри

акам тăвар,

туслашар.

Пĕрле

усаллăха
çĕнтерме

çăмăлрах
пулĕ

пире.

Туссăр çын
— туратсăр йывăç. Туссăр çын — çунатсăр
кайăк. Туссемсĕр пурнăç кичем те салху.
Çĕр çинчи кашни çын туслăха тивĕçлĕ.
Анчах та туслăха укçапа илме çук. Туссене
чун ыйтнипе, чĕре килĕштернипе суйласа
илмелле.

Митта Ваçлейĕ
хăйĕн юратнă тусне, Петĕр Хусанкая,
халалласа çырнă сăвă йĕркисем пирĕн
асран ан тухчăр:

Вăй параттăн,
ывăнса çитсен,

Сас параттăн,
шухăша кайсассăн,

Е хĕвеллĕ
çумăр пек ачашшăн

Ислететтĕн,
чун типсе килсен…

Ахаль мар эп
тайăлса каласшăн:

Чăвашсен пĕр
лайăх сăмах пур —

Юлташ пултăр
хăвăнтан маттур!

ЭТЕМ
ЭТЕМЕ АН ПУЛТĂР ЫТЛАШШИ

Ирĕклĕ темăпа
çырнисем 07.06.2009, 20:51

Сочинени
эпиграфĕ: «Этем пурте пĕр — вырăс та,
тутар та, чăваш та, мăкшă та». Каларăш.

Çакă çутă
тĕнчере

Вăйли çук та
этемренĕ

Шывсем çинче,
çĕр çинче

Хуçа пулса
вăл тăрать, —

тенĕ чăвашсен
паллă классикĕ Константин Иванов поэт,
этемĕн çĕр çинчи шăпи çинчен тарăннăн
шухăшласа.

Чăнах, этеме
пурăнма Турă пилленĕ Çĕр чăмăрĕ çинче
унран вăйли те, ăсли те, пултарулли те
çуках. Çакăн пек мехеле ăна çут çанталăк
хăй парнеленĕ.

Мĕнре-ха
этемĕн çĕр çинчи пурнăçĕн тивĕçĕ? Ăна
вăл епле пурнăçласа пырать?

Этем çĕр çине
вăхăта ирттерме мар, çак çут тĕнчери
пурнăçа — пурлăх никĕсне, ăслăлăха, илеме
малалла аталантарма çуралнă. Пирĕн
йăх-несĕлсем туса хăварнă пурлăха татах
пуянлатмалла, ку таранччен аталаннă
ăслăлăха çĕнĕ шая çĕклемелле, культурăпа
искусствăна çÿллĕ пусăма хăпартса
пурнăçа тĕрлĕ енлĕ илемлетмелле.
Юлашкинчен хамăра тивĕçлĕ йăх-ăру
хăвармалла. Çакă пулать те этемĕн çĕр
çинчи тĕп тивĕçĕ.

Анчах пурăнан
пурнăçра эпир çак пысăк тĕллевсем çинчен
шухăшласах каймастпăр. Ытларах кулленхи
пурнăç урапи саккунлăхпа йăла-йĕркери
хутшăнура, кил-йышпа ял-йыш хушшинче,
тĕркешÿпе хĕвĕшÿре, ĕçпе канура иртет.
Çын ретĕнчен тухса ÿкес марччĕ, ытларах
чухне ыттисенчен кая юлас марччĕ, май
килсен мала та ÿкесчĕ текен шухăшсемпе
вăхăта ирттеретпĕр. Хырăм тутă пултăр,
çире çĕтĕк тумтир ан пултăр, ача-пăчамăр
ырă-сывă ÿссе чипер çын пултăр, ватлăхăмăр
канлĕ те чыслă ирттĕр тетпĕр тата.

Этем шăпи
этемренех килмест мар-и? Этем этеме ыр
сунать е усал сĕнет. Ура хурать е такăнса
ÿксен тăма пулăшать. Çынпа çын хушшинчи
хутшăнăва чăваш литератури епле
сăнлать-ха?

Тăван
литературăмăр ку темăна чылай хускатнă,
вăл тĕп вырăнта тăрать тесен те йăнăш
мар. Акă, илер-ха паллă чăваш классикĕсем
калăпланă Нарспи, Пинерпи, Селиме
сăнарĕсене. Вĕсем хăйсен кĕске пурнăçĕнче
мĕн кăна тÿсмеççĕ пулĕ. Нуша кăтартаканнисем
те юнашар пурăнакан çывăх çынсемех-çке-ха.
Нарспи ашшĕ, «пĕтĕм ялта пĕр пуян»
Михетер, хăйĕн хĕрне хăй пурлăхĕн пĕр
пайĕ пек туяканскер, ăна чун савнийĕнчен
уйăрса мул ÿстерме пулăшакан япала
вырăнне парса ярать. Ăна «çичĕ ютра»
тăван хĕрĕ епле пурăнни кăсăклантармасть
те. Лешне этем чури вырăнне тытаççĕ
пулин те. Пинерпине те тăван ашшĕ Ахтупай,
çĕрме пуянпа пĕрлешсе хурăнташланас
ĕмĕтлĕскер, хĕрне вăйпах, хăй килĕштернĕ
савнинчен уйăрса, сăхă та хаяр, усал
чунлă çынна «парнелет». Лешĕ,
тахçанах этем чаракĕнчен тухса кайнăскер,
Пинерпине чура вырăнне те мар, йытă
вырăнне хурать — кăкарса усрать,
мăшкăллать, юлашкинчен чиксе пăрахать.
Çăткăн чунлă Шерккей вара, пуян çынсен
ретне кĕресшĕн тапаланса, хăй хĕрне
сутмаллипех сутать. Лешсем вара — чунилли
тейĕн. Селимене усрав выльăх вырăнне
тытаççĕ — хупса лартаççĕ те — кирлĕ пулсан
çитереççĕ, кирлĕ мар пулсан шыв та
памаççĕ. Ултавпа суяна пула тăнран
кайнă, тискерлĕхе чăтаймасăр ниçта
кайса кĕреймен Селиме шыва сиксе пурнăçне
татать.

Сергей
Ялавинăн «Çул çинче» калавне илер-ха
тата. Этем сăн-сăпатне çухатнă Эрхип
«лĕпĕш пек шурă хĕр» Ульккаç çине
шăши тухнине сыхласа выртакан хура
кушак пек сиксе ÿкет. Ăна, виçĕ кунтан
качча тухма пуçтарăннăскере, çĕнĕ пурнăç
пуçлама хавхаланнăскере, выçă хурчкалла
пусса ÿкерет, мăшкăллать. Вара намăса
чăтайман пике çакăнса вилет. Этем мар
теççĕ халăхра Эрхип пеккисене. Выльăх
туйăмĕ шайне анса ларнă чун кăна вĕсем
пеккисен. Чĕри вырăнĕнче — чул. Пуçĕ
вырăнĕнче — арпалăх. Катемпи — пĕр сăмахпа
каласан.

Александр
Артемьев калăпланă сăнарсем — Валентин
Актаевпа Варсун Аюхин («Симĕс ылтăн»)
— ачаран пĕрле ÿссе çитĕннĕ тантăшсем.
Анчах çынпа çын пĕр мар çав. Валентин
Актаев этемлĕхе ирсĕр чуралăхран çăлса
хăварас тесе тÿрĕ кăмăлпа, хастар
хăюлăхпа Тăван çĕр-шывăн тăшманĕсемпе
çапăçать пулсан, Варсун Аюхин хăй
пурнăçне, хăй пуçне сыхласа хăварасшăн
тимлет, çав хушăрах ырă чунлă çынсене
таптать, ура хурать. Хăравçă та мĕскĕн
Варсун çапăçу хирĕнче аманнă Валентина
тăшман аллине пăрахса хăварать. Куншăн
вăл кулянма мар, савăнать те тейĕн. Яла
таврăнсан Валентин фашистсем енне хăй
ирĕкĕпе куçнă тесе сăмах сарать. Çапла
майпа Валентина шывпа çуса тасатма çук
пылчăкпа варалать. Ку та çитмест ăна —
Валентинăн савнине — Нинăна та вăйпа
туртса илесшĕн вăл. Ырă-сывă юлнă, хăйĕн
чыслă ятне тавăрнă Валентин тăван килне
таврăнсан та ăна ура хума пăрахмасть.
Тăвайккинчен чакса анма пуçланă йывăр
çăклă урапа айне лекнĕ Валентина куçпа
курса тăрсах инкекрен хăтармасть, ăна
çапла майпа иккĕмĕш хут вилĕм сунать.
Акă мĕнле вăл этем сăн-сăпатне çухатнă
çын. Ун пеккисенчен çур çухрăмран пăрăнса
иртмелле иккен.

Шел пулин
те, патшалăхăмăр историйĕнче те этем
этеме хисепе хуман вăхăтсем пулнă çав.
Сталин кульчĕ вăхăтĕнче, сăмахран,
пиншер çынна, уйрăм çын шухăшĕ пуç пулса
тăнипе усă курса, тĕрме-лагерьсене
ăсатнă. Ним айăпсăр тап-таса чунлă çынсем
саманан ирсĕр атти айне пулнă. Çав шута
чăваш писателĕсемпе поэчĕсем те лекнĕ
— Петĕр Хусанкай, Митта Ваçлейĕ, Нестер
Янкас, И. Максимов-Кошкинский… Хăш-пĕрисем
ырă çынсем пулăшнипе вилĕмрен аран-аран
хăтăлса юлнă. Митта Ваçлейĕ вара вун
çичĕ çул хушши чĕрĕ тамăкра нушаланнă
— юратнă мăшăрĕнчен, ачисенчен, çывăх
тăванĕсенчен уйăрса янăскер, лашман-чалтунра
çÿренĕ вăл. Ирĕклĕхсĕр, танлăхсăр,
тăванлăхсăр инçетри тăрăхра чунне
пусмăрланă унне. Çынлăхран кăларасшăн
пулнă. Анчах, телее, вăл парăнман.
Çамрăклăхĕ-пултарулăхĕ çунса кайнă
тепĕр ырă çын — Нестер Янкас — çак юнлă
тамăкран хăтăлайман та. Пуçĕпех пĕтнĕ.
Вилни çинчен калакан хутне те тăванĕсем
вуншар çул иртсен çеç илнĕ. Виçĕ ачи
вара, Сетнер, Валери тата Роза, халăх
тăшманĕсем тесе ăшă хваттертен сивĕ
урама амăшĕпе пĕрле кăларса ывăтнăскерсем,
выçăпа хавшаса шăнса вилнĕ.

Çак çынсен
пĕртен-пĕр «айăпĕ» те — Тăван çĕр-шыва
чун-чĕререн юратни, çав юратăва ирĕккĕн
те уççăн, хăйсемле — поэзи сăмахĕпе
палăртма пултарни. Халăхшăн, патшалăхшăн,
çынсемшĕн вĕсем нимĕнле япăх ĕç те
туман. Пĕтĕм çĕр-шыва эсрел ярса илнĕ
тейĕн. Кам пуç пĕкмест — ăна çак усал вăй
çавапа пуç касса каять… Хресчен-и,
рабочи-и, инженер-и, тĕпчевçĕ-и, пултаруллă
артист-режиссер-и, хастар ертÿçĕ-и вăл
— суйласа тăман ахăр саманан тискер те
юнлă урапи.

Паянхи
саманара, паллах, кун йышши пăтăрмахсем
çукĕ. Анчах урăхла йышшисем вăй илчĕç.
Усал шухăшлă çынсем вăрттăн пĕрлĕхе
пуçтарăнаççĕ те таса ĕмĕтлĕ çынсен
пурнăçне, ĕçĕ-хĕлне, туртăм-хавалне
таптаççĕĕ Криминал тĕнчине парăннă,
укçапа мулшăн чунне сутма хатĕр çынсем
уйрăм çынсене тапăнаççĕ, хваттерĕсене
çаратаççĕ, хăйсене вĕлереççĕ. Вĕсемшĕн
ку вăйă тейĕн. Вăл кăна та мар. Киллер
текен тискер çынсем укçашăн, пуç пулса
тăрассишĕн этем пурнăçне кирек хăçан
та татма пултараççĕ. Этем тискер кайăка
— хаяр кашкăра тухрĕ мар-и? Çак ирсĕр
çынна та амăшех çуратнă вĕт-ха. Вăл унран
ырă çын тумах ĕмĕтленнĕ пуль. Анчах вăл
çĕр çинчи этемлĕхе аталанма пулăшас,
вăй хурса тата тар юхтарса хăй пурнăçне
килĕшÿллĕ йĕркелес вырăнне этем йышĕнчен
тухса ÿкет. Кам айăплă çакăншăн? Тен,
эпир унăн амаланакан пултарулăхне
асăрхаман, ăна аталанма, çунат сарма
пулăшман? Тен, ырă сăмахне ытларах калас
вырăнне усаллине нумайрах каланă? Ырра
ырă çуратать, усала — усал тесе ахальтен
каламан-тăр халăхра.

Юлашки вăхăтра
халăхсем хушшинчи туслăха аркатакан
-çĕмĕрекенсем нумайланчĕç. Усал шухăшлă
террористсем тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче
хăйсен политикăлла тĕллевĕсене пурнăçа
кĕртес тĕллевпе бомбăсем хураççĕ,
çуртсене сирпĕтсе яраççĕ, самолетсене
тытса илсе ÿкереççĕ — ним айăпсăр ырă
çынсен пурнăçне татаççĕ. Раççейĕн Мускав
тата ытти хулисенче Чечен вăрçине вут
тĕртнĕ террористсем миçе çурт ишсе
антармарĕç-ши? Лăпкăн, тĕлĕк курса
çывăракан миçе пĕчĕк ача-пăча, яш-кĕрĕмпе
хĕр упраç, хĕрарăмпа арçын пĕтрĕ унта,
хăйĕн çутă малашлăхне çухатрĕ. Израильте
тата ĕçе е ĕçрен киле васкакан çынсемпе
ларса тулнă автобуссене террористсем
сывлăша сирпĕтсе яраççĕ. Афган вăрçине
вут тĕртнĕ террористсем Америкăри пысăк
суту-илÿ çуртне самолетпа пырса çапни
куç умĕнчех. Виçĕ пин çынна яхăн пĕтрĕ
пĕр самантра. Ашшĕ-амăшĕ — ывăлĕ-хĕрĕсĕр,
вĕсен мăшăрĕсем — упăшкисĕр-арăмĕсĕр,
ачисем — ашшĕ-амăшĕсĕр, мăнукĕсем —
асламăшĕ-аслашшĕсĕр е куками-кукаçисĕр
тăрса юлчĕç. Политикăра татса паман
ыйтусемшĕн вĕсем пĕртте айăплă мар.
Айăплисем — çак тискер ĕçе йĕркелесе
тăвакансем, этеме этем вырăнне
хуманскерсем. Вĕсем валли çĕр çинче
чĕрне хурилĕх вырăн та пулмалла мар.

Этем пурте
пĕр — вырăс та, тутар та, чăваш та, мăкшă
та… Эпир пурăнакан çак çутă тĕнчери
пурнăç питĕ кĕске. Сисейместĕн те —
ачалăх иртет, унтан — çамрăклăх, кайран
— çулланнă вăхăтпа ватлăх. Вилес умĕн
тин çын шухăшлама пуçлать — мĕнле те
пулин ырă йĕр хăварайрăм-ши эпĕ. Пурнăç
никĕсĕ вара виçĕ çирĕп чулран тăрать
теççĕ — ырă шухăш, ырă сăмах, ырă ĕç. Ытти
пĕтĕмпех усаллăх. Этем хăйĕн ĕмĕрĕнче
çут çанталăк ырлăхĕпе пуянлăхне сыхласа
упрама, тăван-хурăнташа юратса чыслама
тата хăй таврашĕнчи мĕнпур çынна
хисеплесе пурăнма, тимлĕ ĕçпе пурнăç
тытма тăрăшать. Çаксем пĕр-пĕринпе
çыхăннă виçĕ пысăк юрату. Вĕсем çынна
таса та йĕркеллĕ пурăнма, тăвансене,
кил-йыша, ял-йыша, тăван халăха ырă тума,
упрама, хисеплеме, ăруран ăрăва йыш
хушса нумайланма, пилленĕ тата тупа
тунă сăмаха çирĕп тытма, тăван çĕр-шывшăн
тăрăшма хистеççĕ. Çак идейăна чăваш
литературинче Салампи сăнарĕ пит çывăх.
Унăн шухăш-ĕмĕчĕ те кăмăлĕпе пĕр майлă
— çынна япăх ан пултăр, хăйне йывăр пулсан
та. Вăл чăн-чăн гуманист. Хăйне, урампа
иртсе пыраканскере, вăрçă вучĕ витĕр
тухса ашшĕ-амăшне çухатса тăлăха тăрса
юлнă вырăс ачи амăшĕ вырăнне хурса
чĕнсен, вăл чăтаймасть — ăна ырă тума
васкать, хăй çумне хÿтте илет — лăпкать,
ачашлать, вĕрентет, ăс парать… Тата
Муза ун çинчен темĕн тĕрлĕ элек сарать
пулсан та, вăл ăна хирĕçле пĕр киревсĕр
ĕç те тумасть. Çынна усал сунманскер,
чипер тыткаларăшĕпе, ырă шухăшлă та
пархатарлă ĕçĕпе хăй ун пек маррине
унсăрах аван кăтартса парать.

Сыватайми
чирлĕ-и, уксах-чăлах-и, ăсран тайăлнă-и,
чĕлхесĕр-и, хăлхасăр-и, суккăр-и — пурте
çын, пурте тăван. Вĕсене пурне те
юратмалла, хисеплемелле, чыс тумалла.
Мĕншĕн тесен çĕр çине килнĕ кашни чун
— пирĕн пуянлăх, пирĕн ырлăх, пирĕн тупра.
Çавăнпа хамăн шухăша самана таппин
шелсĕр авăрне ÿксе шар курнă Митта
Ваçлейĕн сăмахĕсемпе вĕçлесшĕн-

Нумай та
пĕтет, сахал та çитет,

Тату пурнăçа
элле мĕн çитет?

Пурри вăл —
пĕрле, çукки — çурмалла,

Тата, тăвансем,
мĕнле пулмалла?

Ăс патăр
ватти, вăй патăр яшшиĕ

Этем, этеме
ан пул ытлашши…

Ĕмĕр сакки сарлака!

Ваттисен сăмахĕ

Ларма хĕр пек капăррăн курăнать çурт умĕнчи лаштра хурама. Парка турачĕсем кивĕ пӳртĕн улăм çивиттине ешĕл чатăрăн карса илнĕ. Урамалла тухакан пĕчĕк чӳречесем иккĕш икĕ еннелле чалăшнă та, пĕри урам урлă, тепри хăй умĕнчи тăпрас çинелле пăхать. Пӳртпе юнашар чăнкă пусмаллă крыльца пур, çуртне кура мар каçăрăлса тăрать: çӳллĕ, сарлака та чечен; кивĕ пӳрт çумĕнче вăл — çĕтĕк сăхман çине хаклă пустав татăкĕ лартса янă саплăк пек. Крыльца тăррине кĕтеслекен хăмасене чăвашла касса тĕрленĕ. Пусма аяккипе чĕнтĕрленĕ карлăк анать. Чаплă крыльцапа юнашар çĕрĕшнĕ юпасенчен тыттарнă çил хапхи пур, вăл лаптак витнĕ лаççа тĕкĕнет. Лаçă умĕнче армак-чармак тараса каркаланса тăрать.

Лутра лупасайĕнче чăпар чăхсем чаваланаççĕ. Хӳме çумне хăрах турталлă юман акапуç таянтарса хунă. Сăлăп янă витере хушка çамкаллă çӳрен юпах кĕçенкелесе илет, хушăран вăл малти сакăл урипе урайне канăçсăр кукалет.

Картишĕнчен пӳрте кĕме пăлтăр умне тăвăр пусма сарнă. Пӳрчĕн, урамалла тухакан икĕ чӳречерен пуçне, пахчаналла тепĕр чӳрече пур, унăн çĕмрĕк куçне, çил кĕресрен, çĕтĕк ланчашкапа питĕрнĕ. Пăчă. Тăкăскă та чĕрĕ сывлăш. Алăк патĕнчи йăрхахсенче — тĕрлĕрен тумтир. Урлă сак çинче маччана перĕнес пек тӳшек-минтер купаланса выртать, тенкелĕ çинче — сăран питле минтер — хуçа вырăнĕ. Килти çынсем тĕпел кукăрне пуçтарăннă; пурте салху та шăп — сăмах хушма хăраса тăраççĕ. Кансĕр шăплăхра пĕрене çурăкĕнчи хĕрлĕ таракан çăтăртатни çеç хутран-ситрен илтĕнет. Алăк патĕнчи йывăç пуçелĕклĕ лутра путмар çинче Çамакка выртать. Юлашки сывлăшне халь-халь кăларас пек, вăл хăвăрт-хăвăрт сывлать. Питĕнчен юн тарнă, йĕтĕн чӳпĕкĕ пек кĕске сухалĕ çак кунсенче тата ытларах шуралнă.

Çамаккана шалкăм çапнă. Вилсе кайиччен чĕлхи те пулин уçăлинччĕ тесе, тăванĕсем аякри юмăçсем патне те çӳрерĕç, чӳк хывнă чухне те мĕн кирлине хĕрхенсе тăмарĕç, мунча пăлтăрĕнче шăпăр та çыхтарчĕç, пӳлĕхе те тархасларĕç — усси пулмарĕ. Çамаккан чĕлхи уçăлмарĕ. Вăл сулахай урипе аллине кăна хускаткалать, çăварĕнче пĕр тĕпренчĕк пулмасан та, хушăран темĕн чăмлать, типсе куштăрканă тутине çулакалать, хĕсĕк куçне мăч-мăч уçса-хупса, хăй умĕнче кам-кам тăнине пĕлме тăрăшнă пек пăхкалать. Умĕнче вара икĕ ывăлĕ — Шерккейпе Элентей тăраççĕ, унтан Шерккей арăмĕ Сайте, хĕрĕ Селиме, кĕçĕн мăнукĕсем Тимрукпа Ильяс, — пурте вĕсем старике куç сиктермесĕр пăхаççĕ. Сайтепе Селиме саппун вĕçĕпе куçĕсене шăлкалаççĕ, Ильяс, çемьере чи кĕçĕнни, çичче пуснăскер, аслашшĕн чи юратнă мăнукĕ, енчен енне хăравçăн пăхкалать; Тимрук йĕрес килменрен йĕрем пек тăвать. Шерккей аллисене кăкăрĕ умне хĕреслетсе тытнă, хускалмасăр тăрать.

— Çаплах пĕр сăмах та каламарĕ-и? — шăплăха татса, шанмасăр ыйтать Элентей.

— Пĕр сăмах та каламарĕ, — сăмах хушать Шерккей. Элентей чирлĕ ашшĕн аллине чăмăртать, çамкине тыта-тыта пăхать. Ăшĕ вăркать хăйĕн, йăлкăшан хăмăр куçĕ енчен енне тирсе пăхать.

— Саккăрмĕш кун-и? — çаврăнса ыйтать вăл инкĕшĕнчен, ашшĕ ӳкнĕренпе миçе кун иртнине маннă пек пулса.

— Саккăрмĕш кун, ывăлсем, — тет Сайте шăппăн çеç.

— Паян вилет, — татса калать Элентей. — Тĕлĕкне куртăм. Пӳрт лартрăмăр пек. Çĕнĕ пӳрт. Чӳрече кастармарăмăр. Витмерĕмĕр. Алăк уçса атте кĕрсе кайрĕ. Чĕнтĕм — тухмарĕ. Шаккарăм — уçмарĕ. Вилет.

Шерккей нимĕн те чĕнмест. Унăн хăйĕн шухăш: «Пӳрт тенĕрен, сана, шăллăм, çĕнĕ пӳрт лартса патăмăр-ха, уйрăлса тухрăн та ырă курса пурăнатăн, тав тăвас вырăнне тата тем хапсăнатăн-ха», — тесе шухăшлать вăл шăллĕ пирки.

Чирлĕ çын çав вăхăтра хăрах урине мелсĕр хускатрĕ, хăрах аллине кăкăрĕ патнерех çĕклерĕ, такама кăчăк туртса чĕннĕ пек, пӳрнисене икĕ хут хутлатрĕ. Шерккейпе Элентей иккĕшĕ те ун патнелле пĕр харăс пĕшкĕнчĕç. Ватă Çамакка тем калать, тути мĕкĕлтетет, сасси илтĕнмест. Акă вăл кăчăк туртан аллине улача тӳшек пичĕ тăрăх халсăр шутарчĕ те çĕрелле усрĕ, шĕвĕр пӳрнипе урайнелле тĕллерĕ.

— Тем кăтартмасть-и, тем кăтартмасть-и вăл? — ыйтрĕ Шерккей, куç чарса пăхакан Элентейрен.

— Вилчĕ… Шăнăрĕ юлашки хут туртăнчĕ.

Пӳртре хĕрхĕрарăм ӳлесе йĕме тытăнчĕ. Элентей, пĕр чăрманса тăмасăр, ашшĕ кĕсйинчен сăтăрăлса пĕтнĕ сарă енчĕк туртса кăларчĕ, пур пек укçине шутласа, енчĕкне тĕпелти сĕтел çине çиллессĕн çĕклесе çапрĕ: çыхман енчĕкри укçа, пăхăр авăрлă çĕçĕ тĕлне лексе, саланса кайрĕ.

— Утмăл икĕ тенкĕ!.. Çак кăна-и?! — вилнĕ ашшĕне вăратас пек кăшкăрса ячĕ Элентей. — Ытти ăçта?

Вăл, ашшĕ путмарне хапăл-хапăл хускатса, виллĕн тепĕр енне кайса тăчĕ.

— Итле, тете… Тăс аллуна атте урлă. Кала, атте укçине мансăр таткаламарăн-и?

— Йĕркеллĕ пул-ха, шăллăм, — йăлăнчĕ Шерккей, аллине вилнĕ ашшĕ урлă тăсса. — Мĕн калаçан кирлĕ мара? Атте пире кĕсйи патне мар, тумтирĕ патне те яханне яман, яхăнне яман, ху пĕлместнем? Ме, тыт таса аллăма!

— Юрĕ. Ĕненетĕп. Хам пĕлетĕп… Итле! Атте ятĕнчен мĕн те пулин юлни пулсан — пĕтĕмпе çурмалла. Тете, пĕр сĕтел çинчи çăкăр-тăвартан уйрăлмăпăр. Тăванла килĕштерсе, кирек хăçан та тӳрĕ пурăнар…

— Тӳрĕ пурăнар çав, унсăрăн епле вăл?

Вилĕ ашшĕ урлă çапла пĕр-пĕрне алă пани çак самантра темле вырăнсăр пек, килĕшӳсĕр пулса тухрĕ. Чăн та, мĕншĕн вĕсен тату пурăнмалла мар, мĕне пула хирĕçмелле?..

Элентей сĕтел патне пычĕ; малтан салатса янă укçине пĕррĕн-пĕррĕн пуçтарса, çуррине Шерккее тыттарчĕ, çуррине хăй кĕсйине чикрĕ. Унтан вăл сарă енчĕке тепĕр хут силлесе пăхрĕ. Енчĕкре тенкĕ çурра яхăн вак кĕмĕлпе пăхăр пуçтарăнчĕ, пĕр тутăхнă кукăр пăтапа пĕчĕк çăра уççи тупăнчĕ. Элентей вак укçана та çурмалла валеçрĕ. Çăра уççине пăхрĕ те пуçне сулкаларĕ: çуртра унпа нимĕн уçмалли те çук иккенне пурте пĕлеççĕ. Вĕсен ашшĕ хăй çавнашкал çынччĕ: кирлĕ-кирлĕ мар япала тупăнсан, ăна кĕсйине илсе чикмесĕр малалла ярса пусмастчĕ. Тен, çак кукăр пăтапа çăра уççине те çапла тупса чикнĕ пуль. Элентей, кусем аттерен асăнмалăх юлнă япаласем тесе, пăтине тетĕшне парасшăн пулчĕ, лешĕ илмерĕ, Элентей ăна çăра уççи сĕнчĕ. Шерккей ăна та хавас пулмарĕ. Вара Элентей çăра уççипе пăтине хăй илсе чикрĕ, енчĕкне Шерккее тыттарчĕ.

Çакă пулчĕ ĕнтĕ вĕсен ашшĕнчен юлнă пĕтĕм мулĕ. Кун пек пуласса Шерккей те, Элентей те кĕтменччĕ, анчах тинех мĕн тăвăн? Йывăрпа иртрĕ-çке ашшĕн кунçулĕ… Çамакка несĕлĕ пирки ялта тĕрлĕ сăмах çӳрет: хăшĕсем вĕсене ĕлĕк-авалтанах çапла чух пурăннă теççĕ, хăшĕ тата: «Вĕсем мул пур çинчех хытса пăнтăхнă», — тет. Çамаккан аслашшĕ-и, мăн аслашшĕ-и, хăй вăхăтĕнче таврари çулсен çĕрлехи тискер хуралçи пулнă пулать, вăл усал вăрă-хураха çывăх курнă имĕш, пуян сутăçсене чееленсе юранă, тет, çавăнтан вара хăй те пит пуйса кайнă пулать. Каярахпа, хăйĕн çывăх пĕлĕшĕсемпе тупăшса та тава кĕрсе, вăл таканлă вилĕмрен те аран çăлăнса юлнă имĕш…

Ял сăмахĕ ĕнтĕ, калаçан çынна ăçтан чарса пĕтерĕн. Кирек мĕн каласан та, вăл хăй еткерне усала вĕрентесшĕн пулман курăнать: вилес кунĕ çитеспе сывă тăванĕсене чĕнсе пуçтарнă, тет те, ӳлĕм хăйĕн юнлă çулне çерем пустăр, ăна никам та ан такăрлаттăр тесе, хытарса каласа хăварнă, тет. Пил сăмахĕнче те вара халăха кӳрентермесĕр, таса чун хавалĕпе ĕçлĕсе пурнăçа тĕрĕс-тĕкел тытма ӳкĕтленĕ, тет. Çак сăмахра тĕресси те пулнă куран, Çамакка хăй пурнăçĕнче ĕмĕр тăршшĕ канăçа пĕлмесĕр ĕçлерĕ, нушаланчĕ, — ырри-шуррине мар, хурине ытларах курчĕ вăл, — çитти пурпĕрех çитмерĕ, пурпĕрех нимĕн те çук, ачисене нимĕн те хăвараймарĕ. Вăл тырă акса вырман-и, вăрман çĕмĕрмен-и, пахчаçимĕç ӳстерсе сутман-н, Пасарлă Упири хупахçă патне уйăхсерен эрех турттарса тăман-и?..

Сакăрвуннăсем пуçтаракан Çамакка тертлĕ пурнăçне кăптăрмăшла ирттерчĕ çав. Çӳрессе килте тĕртсе çĕлетнĕ кăвак йĕмпе, пир кĕпепе çӳрерĕ, çĕре те халь çаплипех кĕрет, çиессе те çăкăрпа суханран ытла ирттермерĕ, хушăран пултăран яшки сыпкалатчĕ, чăмăрла çĕрулми юрататчĕ; ĕне юр-варне тĕкĕнмен ĕнтĕ, эрех ĕçмен, ачисене те иртĕхме памарĕ. Хăй çапах та еккине янă самантсенче: «Ачамсене пехиллесе хăвармалăх кĕсъем пур-ха манăн»,— тесе йăнкăлтататчĕ. Янавар чунпа мĕн тума çӳрĕн, хăш чух кăштах мухтанас йăли те хăйпе пĕрлех çуралнă пуль çав; тен, вăл çавăн пек каласа, чунне кăна йăпатнă пуль, ватă чĕрине ăшăтна пуль, çын куç умне курăнма ытлах вăтанмалла ан пултăр тенĕрен те каланă пуль, — кунçулĕ сӳннĕ сехетре çавăншăн тӳре пулмăпăр ун тĕлне. Ĕнтĕ вăл кама мĕн сунса хăварнă пулĕччĕ-ши, кама мĕн каласшăнччĕ-ши, — ĕлкĕреймерĕ-çке. «Йывăр тăпру çăмăл пултăрах», — терĕç ăна кун çути курма юлакан тăванĕсем. Пĕр Элентей кăна: «Эс, атте, темле вăрттăнна хăвăнпа пĕрле илсе кайрăн», — тесе, хăй тĕллĕн шухăша кайса, куçне халь те хуптарман вилĕ ашшĕне шанмасăр, хуçăлнă кăмăлпа пăхса тăчĕ.

Тупмалли

  • Пролог
  • Пĕрремĕш кĕнеке
    • I. Канăçсăр ир
    • II. Кĕтмен парне
    • III. Инкекпе куçа-куçăн
    • IV. Çăлăнăç
    • V. Хисеп йыхравĕ
    • VI. Кантюк кĕреки
    • VII. «Çинçе шывĕ сивĕ мар»
    • VIII. Кĕрекеçра
    • IX. Ятлă çынсем
    • Х. Чĕре сасси
    • XI. «Шерккейĕн те ăс çук мар»
    • XII. Кĕтмен пăтăрмах
    • XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
    • XIV. Инкек телей кӳрет-им?
    • XV. Чун патĕнчи сăмахсем
    • XVI. Пĕртăвансем
    • XVII. Тунсăхланă çуртра
    • XVIII. Харсăр алăсем
    • XIX. Каçхи сасă
    • XX. Чĕре çунтармăш кунсем
    • XXI. Вăхăтсăр татăлнă юрă
    • XXII. Амăшĕ
    • XXIII. Тавăру черечĕ
    • XXIV. Ашшĕпе хĕрĕ
    • XXV. Çĕр варринчи шуйхану
    • XXVI. Пӳкле вилĕм
    • XXVII. Шăпа
    • XXVIII. Таптанми йĕр
    • XXIX. Кĕтмен хăнасем
    • XXX. Çураçу
    • XXXI. Йĕпетнĕ çул
    • XXXII. Кĕтмен тĕлпулу
    • ХХХIII. Ашшĕн каламан сăмахĕ
  • Иккĕмĕш кĕнеке
    • I. Текерлĕк канăçне çухатнă
    • II. Ял мыскарисем
    • III. Ют хӳте ăшăтас çук
    • IV. «Харам пыр»
    • V. Ăшаланă ăсан хака ларать
    • VI. Тăван çуртран аякра
    • VII. Çĕнĕ пуян
    • VIII. Инкек куçа курăнмасть
    • IX. Юлташсен тупи
    • X. Янташ
    • XI. Йывăççипе улми
    • XII. Ятлă йыхравçă
    • XIII. Кĕтмен хирĕçӳ
    • XIV. Ешĕл туй
    • XV. Ухмаха ури канăç памасть
    • XVI. Ял çывăрмасть

11-м.ш класра литературăпа ирттерн.
у=ё урок конспекч.?

Урок
теми
: Илпек Микулай.н «Хура =ёкёр» роман-чёвашлёх
т.к.р.?

Урок
т.с.
:
П.т.млет урок.? Сочинении =ырма хат.рленесси?

Сёпарлёх
т.ллев.
:
чён-чёваш пулма
в.ренесси*

П.л
т.ллев.
:

-Текста
ёнланма в.рентесси*

-Произведение
стсе явма хутшёнтарасси*

-Романти
чёвашлёх паллисене тупса т.сл.хсемпе =ир.плетесси*

-Сочинени
=ырма хат.рленесси*

Илемл.х
т.ллев.
:
хамёра сёпайлё тытма в.рентесси;

            
кил-=уртра тирпейлеме в.ренесси*

Пуплеве
аталантарасси
:

-произведение
тишкересси: шухёша фактсемпе =ир.плетесси*

-хайлаври
.=сене хак парасси*

Урок
мел.семпе меслеч.сем
:

-учитель сёмах.

-кластер тăвасси

-ёмёрту

-ыйту-хурав

-кала=у

-кирл.
эпизодсене илемл. вуласа тишкересси

-кроссворд

-словарь
.=.

-ваттисен
сёмах.сем

-шырав:
т.пчев .=.

Словарь:

карлёк-перила(у
лестницы)

«=ил
хапхи»-жердевые ворота

йёрхах-деревянный
крюк (вешалка)

юп
кур-кил.ш

с.лк.-т.рлен.
ал шёлли

юпах
тиха-=улталёкри лаша

кашма-тшек
=ине сармалли пысёк к.==е

юрма-яшка
шуратма усё курнё с.т-турёх

ёншёрт-хаяр
=ын вёр=сан кекен чир

хатарлён-пит
хёватлё

Курёмлёх
хат.р.сем
:

-видео-ролик

-презентаци

-кроссворд

-тест

-«Хура
=ёкёр» И?Микулай. =ырнё к.неке

Эпиграф «???чёваш хёй
пайтине =ухатман: ч.лхине те: таса та =ив.ч ёсне те хатарлён усранё: упранё?
Малашне вара =авсене усраса =е= мар: чунтан пикенсе хёй кун-=улне стерме те
амалантарма =унатланса .м.тленет
»

                  
            Илпек Микулай. «Хура =ёкёр»

               
Урок план.?

1?Учитель
сёмах.?

-Ырё
кун пултёр: хисепл. хёнасем!

-Ырё
кун пултёр: ачасем!

Эпир сир.нпе паян Илпек Микулай.н «Хура =ёкёр»
произведений. тёрёх
Романри чёвашлёх проблеми: чёваш
пурнё=.? Чёваш х.рарём.-х.р.* Яш каччи-.=чен.? Утламёш ял.нче упраннё чёваш
аваллёх.: чёваш йёлисем =инчен кала=ёпёр? Произведение п.т.м.шле тишкерсе
тухёпёр: чёвашлёх паллисене шыраса тупса фактсемпе =ир.плетсе хёварёпёр?

-«Хура =ёкёр» -роман? Произведенири .=сем 100 =ул
каярахри чёваш =ынни епле х.н-хур курса пурённи =инчен: =ёкёр нушиш.н м.нле
тертшар курни сёнарланнё?

Роман 2 к.некепе тухнё: п.ри-1958=:
тепри-1961=? Малтан ёна Илпек Микулай. «Хура ыраш» тесе ят панё иккен: каярахпа
Митта Ва=лей. с.ннипе «Хура =ёкёрпа» улёштарнё?

Ачасем: эсир Илпек Микулай. пурнё=.
пирки м.н калама пултаратёр
? Автор ё=та тата ми=ем.ш =улта
=уралнё
?

Унён
м.нле произведений.сене п.лет.р
?

2?Малалла
эп. сире видеоролик курма с.несш.н?

-Ачасем:
сир.н видеоролик кёмёла кайр.-
и?

-Ролик
кам е м.н =
инчен?

урнё
хы==ён сир.н м.нле туйём =уралч.
?

Ачасем:

Учитель-Чён
та: =ёкёр =ул. вёрём: йывёр? Ёна .=лекен кёна п.лет?

Чёвашлёх
паллисене эсир унра куртёр-ши
?

3?Словарьпе
.=лесси
?

Учитель?

-Ачасем:
произведении калёпёш. пысёк: ёнланман сёмах.сем те чылай?

Эсир
м.нле ёнланман сёмахсене т.л пултёр
?

Ачасем
кала==.? Сёмахсен п.лтер.ш.сене у=са парасси?

Учитель?

-Ку
сёмахсене манса ан кайёр: пире в.сем урокра тата та кирл. пул.=?

4?Кластер
й.ркелесси
?

Т.пе
хёш сёмаха хурар
?

Ачасем?
ЧЁВАШЛЁХ сёмаха хурар

М.нле-ши
вёл чёваш =ынни
?

Ачасем?

1)-,=чен?

,=чен
пулни м.нре курёнать: тупса =ир.плетсе хёварёр?

Ачасем
хак пара==.

 1?Чăваш çынни хăй ачи-пăчине мĕн çамрăкран ĕçе вĕрентет. Асли улт-çичче
çитсен, ĕç-çи вăхăтĕнче ăна ашшĕ-амăш кĕçĕннисене пăхма киле хăварать. Саккăрти
ача алла çурла тытса вырма тытăнать, хĕр-ачапча пански çыхать, арçын ача çăпата
тума вĕренет. Вунпиллĕкелле
çитсен, çамрăксен
хуçалăхра тума пĕлмен ĕç те çук. Кам ĕçрен хăрамасть, тар тăкать те шӳт
тăвать — ял çинче ун ячĕ хисепре
.

2. Ашшĕ вир пăхма ярас пирки сăмахласан,
Селиме васкаварлăн апатланчĕ те хире тухса утрĕ
.

3.Çу кунĕнче Шерккей картишĕнчен пӳрте кĕре
пĕлмест, ялан мĕнле те пулин ĕç тупăнать: е вите тасатмалла, е вутшанкă вакласа
купаламалла, пуçвĕрен явмалла, урапа-çуна тӳрлетмелле, — пушă вăхăтра вăл çавăн
пек ĕçсемпе тек аппаланать. Шерккей, хăй килĕнче яра кун ĕçсĕр ларас пулсан,
чирлесе ӳкнĕ пулĕччĕ.

4?
Чёваш .=с.р пурёнаймасть (Элентейпе Селиме: Сайте Тухтар геройсем)

5?
Тайнă алăкран Селиме ĕçлени
илтĕнет. Вăл сурпан вĕçĕ тĕртет. Аллинчи ăси юрласа кăна вылять.

Т.р.
т.рлеме п.лмен х.ре хисеплемен

6?
П.лмен .=
ě в.ренес тени (Тухтар Тим.р=.
ла==инче: хулана тухса кайса .=
ě
в.ренни)

7?
Шерккей уява тухмасёр кил-тавраш.нче .=лет?

8?Чĕнмен чух çапла пӳрт умĕнче ларса кăштах
йăпанать те каялла кĕрет: кунтăк авать, Шерккей е Элентей валли витре-чĕрес
тĕплет; хуçалăхри пур ĕçе те вĕренсе çитнĕ вăл, ун ĕçе тиркесси те, ĕçрен
пăрăнасси те çук.
(Тухтар)

Учитель

-Тата
чёвашлёх паллисене м.нре куратёр
?

Ачасем?

2)-Чёваш
=ынни вёл-ырё кёмёллё?

Учитель?

-Вёл
м.нре курёнать
?

1? Тухтар мĕн калатăр ăна? Вăл: «Тавтапуç,
Шерккей йысна. çакăншăн сана эп нихçан та манас çук», — тет те шăпланать.
Чăнласах та Тухтар манмасть Шерккее. Вĕсем çичĕ хурăнтан кăна хурăнташлă пулсан
та, вăл Шерккей патĕнче сухине сухалать, вуттине турттарать, çаранне çулать,
лашине пăхать — тем те ĕçлет, тав сăмахĕ илтессе кĕтмест, тӳлессе асăнтармасть,
чĕнмест, ӳпкелешмест. Ĕçе юратакан Тухтарăн йăли çавăн пек.

2?Итле-ха, йĕкĕт, — терĕ палламан çын, Тухтар
аллинчи çыхха курса. — Мĕн те пулин çырткаламалли пулмасть-ши санăн?

— Çырткаламалли… çăкăр
пур акă манăн, — çава аврине хулĕпе хĕстерсе тытрĕ Тухтар.

3?— Ме, çак пиншака та пулин парса хăварам
пĕрех хут. Лайăх юлташ панăччĕ ăна. Хама вăл пурпĕрех тăвăр, кĕскерех те. Сана
шăп пулма кирлĕ. Асăн Палюк тетӳне!

4.Чёвашсем тёлёх ачана нихё=ан та пёрахма==.?
(Шерккей Тухтара  прт юсаса парать тёлёха юлсан)

5?Тухтар
Ильяса Ч.мп.р хулинче т.л пулсан пулёшни?

Учитель?

-Ырё
сёнарсен шутне кама к.ртер
?

Ачасем. Селиме: Тухтар: Сайте: Элентей???

3)Учитель?
Теп.р чёвашлёх палли м.нре курёнать
?

Ачасем?
Чёваш =ынни тарават тесе калама пултаратпёр?

Учитель?

-Вёл
палли
=инчен =ир.плетсе хёварёр?

Ачасем?

1? Мăнтарăн чăваш çынни, тарават-çке хăйĕн
чыслă хăнисене сăйлама! Тепри ĕнтĕ, хăй яра кун выçă ларсан та, килнĕ хăни
валли мĕн те пулин тупать, пускилĕнчен те пулин кивçен йышăнса, ăна
çăкăр-тăварсăр кăларса ямасть.
(Кантюк киленче
ханара)

2?Шерккей
те Сайтене апат-=им.=
ě хёнисем киличченех хат.рлеме
хушать?

3?Чёваш
=ынни с.тел =ине пур апат-=им.=
ě те кёларса хурать

4)Учитель?

-Теп.р
чёвашлёх паллине м.нре куратёр
?

Ачасем?Чёваш
=ынни сёпай пулни палёрать?

1?Селиме кашни чăваш хĕрĕ пекех —
вăтанчăкрахскер. Сăнаса пăхакан куçа курсан, хĕрелсе каять, ватти калаçнă чух
сăмаха вырăнсăр хутшăнмасть. Вăйăра хăй сăвă пуçласа каламасть, сасси чипер
пулсан та, тантăшĕсенчен ирттерес тесе, ăмăртмалла янăратмасть вăл. Хĕл кунĕнче
тăванĕсем патне ларма кайсан, пӳрни тирĕ сĕвĕнсе ӳкиччен арлать, кил-çуртри ĕçе
тума та елкĕрет. Иртнĕ сулсенче ăна пĕр касăри яш-кĕрĕм кăна пĕлетчĕ. Халĕ, ав,
ялĕпех Шерккейĕн сарпике пек чаплă хĕр ӳсет, ĕçре те маттур, хăйне хăй
тыткалама та пĕлет теççĕ.

2? Хĕрсем, хăйсене çав тенкĕсемпе
капăрлатасшăн пулса, çăвăн-хĕлĕн канăçа пĕлмесĕр кĕрĕшсе, пĕр-пĕринпе ăмăртса
ĕçлеççĕ. Çавсене çакса тухсан, вĕсем ытармалла мар хитре сăнарлă курăнаççĕ. Вăрăм
çӳçеллĕ пурçăн явлăкĕсене хĕрле çавăрса çыхаççĕ, хулăн çӳç тунисен вĕçне хаклă
йышши çеçтенкĕсемпе эрешлентереççĕ. Туллиех çакса тултарнă кĕмĕл шăнкăртатнине
илтсен, суккăр çын та çаврăнса пăхмасăр чăтаймасть

3? Вăтанса, ик питĕнчен юн пĕрехтерес пек
хĕрелсе, сăмах хушма хăяймасăр тăрать Селиме сĕтел умĕнче

4? Пит чипер япала парăп сана та, — Тухтар
каллех салтса пăхасшăн пулчĕ.

5.— Кайран темерĕм-и? — чарчĕ ăна Селиме, итлемен ачана хăтăрнă пек. — Урамра аван мар, çын курса хамăра вăтантарĕ,
килне илсе кайсан та курма ĕлкĕрĕн.

6.— Пĕчченех каям, çын тем калĕ…тет Селимене
Тухтартан урамра уйралсан

Учитель. Т.р.с? Селиме пёхма вётанни:
вёйёсенче хёйне чипер тытни* аслисене хисеплени (Тухтар: Селиме)

(Кантюк
х.р. те аппёшне к.тсе качча каймасть(ватта юлать))

Ашш.-амёш
сёмах.нчен иртме==.?

Селимене
амёш. «+ын =инче =ын пек =ре: тет»

 «Ята
ярас мар»:- те==. Чёвашсем? Шерккей с.р пулсан та Кантюк патне =.р ка=ма
юлмасть?Килне урампа каймасть: пахчапа каять?

Каясах тетĕн
пулсан, пулăшăп-ха ăна. Хамăр патăмартах канмалла марччĕ-шим?
(Шерккей нямас патенчен ханаран каять

— Çук, çук, хисеплĕ
çыннăмсем. Ун пекех ятăма ярас марччĕ…

— Э, йăхăр-махăр, тем мар
вăл пире. Урнашка! — чĕнсе илчĕ Нямаç. — Çĕкле-ха Шерккей тетене кăранк-каранк,
эпĕ хыçалтан пăхса пырăп, пахчаранах тухатпăр
.

Шерккей Шерпике
пат.нче хёйне чипер тытма тёрёшать? «Сыхланма п.лмесен ырё ят кайма
пултарать»:-шухёшлать вёл?

Кантюкпа
Алиме те хёра==.? «Вёрланё х.р тухса тарсан-ял мёшкёл. Пулать»-тесе шухёшла==.
в.сем?

5)Учитель?

-Чёваш
=ынни =ир.п тенине .ненет.р-и: эсир
?

Ачасем?
,ненетп.р?

1?Палюк
Тухтара Селиме вилсен инкек пуснё чух «Арёслан пек патер пул!-тет?

2?
Тим.р пёта та вута чётаймасть:м.н чёттёр- Шерккей чётать? Ура тёсма шутламасть?

3?
«Чёваша й.ни кил.шместь? Пыршу тухса ксен те ви= кун пурёнма тапа=лан!»-тет
Элентей Шерккее?

6)Учитель?
Тата м.нле паллине тупрёр
?

Ачасем?

Чёваш
тёвана хисеплет?

1?Элентей вак укçана та çурмалла валеçрĕ.(ашш. Вилсен)

2?Пил сăмахĕнче те вара халăха кӳрентермесĕр,
таса чун хавалĕпе ĕçлĕсе пурнăçа тĕрĕс-тĕкел тытма ӳкĕтленĕ, тет

3?Ялан
п.р-п.рне пулёшни палёрать?(Пушар хы==ён Элентей Шерккее пулёшать)

2?Ёс
пани?(Элентей пичч.шне:»Кантюксемпе ан =ыхлан!»-тесе ёс парать?)

3?
Шерккей Селимене вёрлаттарни =инчен п.лсен Элентей ёна вёр=са пёрахать? +авна
пула в.сем п.р-п.ринпе кала=ма==.?

7)Учитель?
Тата чёвашлёх паллисене тупрёр-и
?

Теп.р
паллё вёл аптраманлёх?

1?Тухтара
Шерккей хёваласа кёларсан: вёл аптраса тёмасть(к.т к.тсе пурёнать: Тим.р=.
ла==инче .=лет: =ёпата тума в.ренет: =ёматё туса сутать: хулана пурёнма тухса
каять)

2?
Шерккей =унса кайсан пртне =.н.рен тума шутлать? «Йёлт =.н.рен»:-тет вёл?

5?Учитель?Вёйё?

_Ачасем:
роман тесе калёпёш.пе пысёк произведенисене кала==.? Унта сёнарсем те чылай?
Айтёр ик. ушкёна уйрёлар
:

П.рисем-х.р
арём сёнар.сене =ырса тух.=: теприсем-ар =ын сёнар.сене =ыр.=?Кам хёвёртрах
тата нумайрах =ырса пар.?

6?Кроссвордпа
.=лесси?

7?Учитель?

-Ачасем:
чаваш пунё=не =.р =инче .=лесе кёна ирттерн.-ши
?

Ачасем?
+ук? В.сем савёнма та п.лн.? Романра Илпек Микулай. Акатуй: +ин=
ě

уявсем пирки те =ырать?

,л.к-авал
чёваш =ынни т.ш-м.ше .ненн.? Хёш вырёнта палёрать ха вёл
?

Ачасем?

1? — Паян вилет, — татса калать Элентей. —
Тĕлĕкне куртăм. Пӳрт лартрăмăр пек. Çĕнĕ пӳрт. Чӳрече кастармарăмăр.
Витмерĕмĕр. Алăк уçса атте кĕрсе кайрĕ. Чĕнтĕм — тухмарĕ. Шаккарăм — уçмарĕ.
Вилет.

2. — Шерккей йысна, — терĕ вăл васкамасăр,
пиншакне йыснăш аллинчен илсе, — эсĕ хăвах калатăн-ха, телейӳ тĕлне пулнă
япалана урăх çынна пама юрамасть тетĕн…

(пиншакне шерккей ывалне парасшан пулсан
Тухтар сапла калать)

3?Ан чăркăшлан, тете! Çинçе шывĕ сивĕ
мар. Сиплĕ шыв!

Мĕн тăвăн çав халăхпа.
Çакăн пек чухне никампа та урлă пулма юрамасть, ятлаçсан-мăртăхсан ăншăрт
çулăхма пултарать, теççĕ.

4?Пирĕн атте çак курăка, ăшне хытă кĕрсен, чей
вырăнне вĕретсе ĕçет, — терĕ Елисса.

— Чарăнать тет-и вара ăш
ыратни? — пĕлесшĕн пулчĕ Тухтар.

— Чарăнать тет çав, сиплĕ
курăк тет. Малтан вăл ăна ăшĕ ыратнă тĕле тытса сăвать, кайран вĕретсе ĕçет.

— Мĕнле сăвать? — ыйтрĕ
Тухтар.

— Такмакĕ пысăк: «Пĕр
чикен сăвап, виç чикен сăвап», — тесе тăххăра çити ытă хисеплесе каять те унтан
çапла майпах кутăнла хисеплесе килет, кайран: «Пĕр чикен сăвăп — пĕртте ан
пултăр», — тесе пĕтерет. Çавăн пек унăн такмакĕ.

5?  Алăкран тухсан тин вăл сывлăш çавăрчĕ. Çил
хапхи леш енче чăнласах тем пуррине асăрхасан, куçне чарса пăрахрĕ. Çав япала,
тен, паçăрах пурччĕ пуль, епле хăй курмарĕ-ха ăна?

Хĕрри çунса кăмрăклаинă
ывăс çине темтепĕр хурса тултарнă: унта çӳç пайăрки те пур, тăмран туса хытарнă
чăкăт та, тăпра муклашки те, тĕрлĕрен пĕрчĕсем те; ывăсăн чи варринче тăхланран
шăратса тунă мăкла качака пур, ăна çиелтен мунчала ашăкĕпе витнĕ, çĕрĕшнĕ
кантрапа ывăс тыткăчинчен çыхса хунă. Ывăс аяккинче, пĕр хĕрринче, çăкăр хытти
выртать. Йывăçран касса ăсталанă пĕчĕк чĕресе ука çиппе кăшăлланă, чĕресне
темиçе сум нухрат укçа янă. Тата ытти çавăн майлă ăпăр-тапăр тултарнă.

Шерккей, хапха уçса урам
енне тухма хăяймасăр, çĕрелле кукленчĕ, ывăс çинче мĕн пуррине хăй куçĕпе хăй
курать пулин те, шанмасăр тĕлĕнсе те шикленсе пăхса тă

— Асьялти Ухиме карчăка
ăста чĕлхеçĕ, теççĕ, çав сирме пĕлсен кăна ĕнтĕ,— чĕтреве ӳкнĕ сасăпа канаш
ыйтрĕ Шерккей.

Хӳме сӳтме
килĕшмерĕ вăл. Кукленсе ларнă çĕртен çĕкленчĕ те витене кайрĕ, лашине çавăтса
пăлтăра туртса хăпартрĕ.

6? Шерпике хăйне нумайччен кĕттермен иккен. Шерккей
пынă вăхăтра вăл каç курнă тĕлĕк тупсăмне тĕпчесе пĕлнĕ те-мĕн, хăйсен умне
тумлансах тухса ларнă. Тĕлĕкĕ Шерккей пырса чĕнессе пулнă имĕш.

Шерккейĕн çавăн пек хур
пулнине илтсен, Шерпике ик аллипе пĕççине шарт çапа-çапа тарăхрĕ, куçа курăнман
пĕтĕм усал-тĕселе ылханчĕ, çĕрле йыт-качкасемпе çуртсăр кушак-кайăксене тĕл
пулман-и тесе ыйтрĕ. Мурĕ пĕлсе çиттĕр-и унта мĕн пулнипе пулманнине, ахаль
куçпа нимĕнех те курмарăм тесе пĕлтерчĕ Шерккей. Çапах та пăсни пур-ха, камăн
та пулин хаяр алли хура инкек леçсе хăварнă. Çавăн пек чухне çын хутне кĕмесен,
тĕнчере çынпа çын пурăнать-çке? Шерпике халех чĕлхеçĕ пулса инкеке тавăрма
килĕшрĕ.

7?
Тркеллине 6-7 сыпёкран ытлатытма юраман-инкек пулать тен.?(Шерпике карчёк
каланё)

8?
Кантюк патне Шерккей п.ррем.ш хут к.н. чух: «Ырра мар»:- тесе шутласа илет
Кантюк?

Чёвашлёхён
7 пилне у=са пёхрёмёр? Ахальтен мар чёвашсен паллё академик. Волков Г?Н?
чёвашсене =ич. пилл. чёвашсем тет?

8?Учитель?

_
ваттисен сёмах.сене пёхса тухса тишкерер?

Теллей
т.лне пулсан япалана урёх =ынна пама==.

Ху
хёпарса ларнё туратна хёвёнах касмалла марчч.?

Туман
тиха пил.кне ан ху=?

+ынпа
=ын пурёнать?

,м.р
сакки сарлака?

Алла
алё =ёвать?

Т.т.мс.р
вут тухмасть?

Ка=хи
=ул-кёкёр =инчи чул?

9?Тест
тёвасси?

Учитель?
+
акёнпа
урока в.=л.п.р? Айтёр чёвашлёх паллисене аса илсе =ир.плетер? Эпир те чёвашсем:
м.нле пулмалла-ши пир.н
?Хёш чёвашлёх паллисене хёвёрта
аталантарма шутлатёр
? Хальхи пурнё= юхём. Ромнтинчен
уйрёлса тёрать-и: м.нре
?

Илпек
Микулай. «Хура =ёкёр» романра чёвашсем =инчен анлё у=са парать?Апла пулсан =ак
произведение «Чёваш халёх энциклопедий.» тесе калама пултараятпёр-и
?

10?Ачасене
урокра .=лен.ш.н хак пани?

11?Киле
.=
:

сочинении =ырса килмелле «Хура =ёкёр» — роман чёвашлёх т.к.р.?

Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ çуралнăранпа кăçал çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче 100 çул çитрĕ. Унăн чылай калавĕ, повеçĕ, уйрăмах «Хура çăкăр» романĕпе çав ятлă драми çынсен кăмăл-туйăмĕпе чунне тата чăваш халăх пурнăçне лайăх пĕлнипе палăрса тăрать.

Сумлă çыравçăн, илемлĕ проза ăстин «Хура çăкăр» романĕ паянхи кун та халăх юратса вулакан кĕнеке йышне кĕрет. Чăнах та, çак паллă произведени кăçал та чи вулакан 100 кĕнекерен пĕри пулчĕ. Чăваш халăхĕн ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи кулленхи пурнăçне сăнлакан «Хура çăкăр» роман тăван халăх культурин ĕмĕрхи пуянлăхĕн йышне кĕрсе юлчĕ.

Пурнăç чăнлăхĕпе палăракан хайлава тĕпе хурса «Хура çăкăр» романа кам тĕплĕн вуланă?» литература викторинине ирттерес терĕмĕр. Ăна йĕркелекенсем Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕ, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕ тата «Самант» журнал редакцийĕ пулчĕç. Вăйă ăмăртăва Ирина Иванова /11-мĕш класс, Усак-Кичури шкулĕ, Пишпÿлек районĕ, Пушкăртстан, вĕрентекен — Венера Васильевна Васильева/, Людмила Васильева /Çĕнĕ Выçли ялĕ, Йĕпреç районĕ/, Марта Михайловна Павлова /вĕрентекен, Шупашкар, 50-мĕш шкул/, Екатерина Егорова /9-мĕш класс, Шупашкар, 49-мĕш шкул, вĕрентекен — Татьяна Владимировна Иванова/, Анна Генералова /10-мĕш класс, Çĕньял Покровски шкулĕ, Шупашкар районĕ, вĕрентекен — Галина Аркадьевна Смирнова/, Анастасия Николаева /9-мĕш класс, Шупашкар, 49-мĕш шкул, вĕрентекен — Елена Дмитриевна Данилова/, Снежана Волкова /11-мĕш класс, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ, Елчĕк районĕ, вĕренте- кен — Нина Аркадьевна Левая/, Ангелина Тулпанова /8-мĕш класс, Шупашкар, 10-мĕш шкул, вĕрентекен — Мария Ильинична Архипова/, Анастасия Васильева, Ольга Федорова /10-мĕш класс, Урпаш шкулĕ, Етĕрне районĕ, вĕрентекен — Венера Меркурьевна Кузьмина/, Нина Филиппова /11-мĕш класс, Янкăлч шкулĕ, Канаш районĕ, вĕренте- кен — Елена Всеволдовна Васильева/, Вероника Мулюкова /11-мĕш класс, Тури Туçа шкулĕ, Патăрьел районĕ, вĕрентекен — Мария Зиновьевна Табакова/, Павел Кузнецов /10-мĕш класс, Тури Туçа шкулĕ, Патăрьел районĕ, вĕрентекен — Алевтина Юрьевна Кузнецова/, Татьяна Степанова, Екатерина Федотова, Юлия Фомина /9-мĕш класс, Шупашкар, 10-мĕш шкул, вĕрентекен — Ольга Николаевна Яковлева/, Вера Артемьевна Фомина /вĕрентекен, Шупашкар, 29-мĕш шкул/, Анастасия Антонова /11-мĕш класс, Вăрман Çĕктер шкулĕ, Шупашкар районĕ/, Инна Васильева /10-мĕш класс, Ухман шкулĕ, Канаш районĕ, вĕрентекен — Елена Петровна Васильева/, Сергей Яковлев /9-мĕш класс, Йÿçкасси шкулĕ, Муркаш районĕ, вĕрентекен — Елена Сергеевна Шумилова/, Светлана Садовникова /ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн тĕп специалист эксперчĕ/, Елена Кудрявцева /3-мĕш курс студентки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, вĕрентекен — Любовь Васильевна Кудрявцева/ хастар хутшăнчĕç.

Пире, «Хура çăкăр» романа кам тĕплĕн вуланă?» викторинăна ирттерекенсене, эсир литература ăмăртăвне хутшăнса çак произведенипе тĕплĕн паллашни, тишкерни, редакцие хуравсене вăхăтра ярса пани савăнтарчĕ. Хайлава вулакансем хăйсен ăс-хакăлĕпе чунне пуянлатни пирки пачах иккĕленместпĕр. Ара, «Хура çăкăр» ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш халăхĕн кулленхи пурнăç йĕркисене, ĕлĕкхи йăлисене питĕ тĕплĕ сăнласа парать. Çапла эпир чăваш хресченĕн хуçалăхĕнчи ĕçĕсемпе, уявĕ-вăййипе, йăли-йĕркипе паллашрăмăр, хура çĕр çинче çăкăр тăвакан халăхăн пурнăçĕ тем пек йывăрлăхра та чун хавалĕ çирĕп, кăмăл-сипечĕ ырă, шухăш-ĕмĕчĕ илемлĕ пулнине пĕлтĕмĕр. Ваттисем «Хура çăкăр çиекен хур пулман», — тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Автор романăн пĕрремĕш кĕнеки умне эпиграф вырăнне çак ваттисен сăмахне илнĕ. Ыраш çăкăрне туса илме, чăнах та, çăмăл мар. Çĕр ĕçĕ вăл ĕлĕкех тертлĕ те нушаллă пулнă. Йывăр ĕç хресчен чунне пиçĕхтернĕ, чăтăмлă тунă, тÿрĕ те таса кăмăла аталантарнă, çавăнпа Илпек Микулайĕ хăйĕн романне «Хура çăкăр» тесе ят панă.

Викторина ыйтăвĕсене пурте тулли хуравланă. Çапах та хăшĕ-пĕри «Хура çăкăр» романăн малтанхи ячĕсене тĕрĕс палăртайманни тĕл пулчĕ. Романăн маларахри ячĕсем — «Ыраш çăкăрĕ» тата «Хура ыраш».

«Хура çăкăрти» хăш сăнар чухăн хресченсен ачисен пурнăçĕпе шăпи пирки шухăшланă чухне хытă чунлă, хĕрхенÿсĕр пулни палăрать?» ыйтура Кантюк сăнарĕ пирки сăмах пырать. «…Кантюк урамри ачасем çинелле пăхать, вĕсем пирки пулас тарçисем тесе шухăшлать. Çав ачасенчен çын пуличчен çурри ытла вилсе пĕтет, хăшĕ-пĕрисем вара пурăнкалам пек хăтланаççĕ. Мĕн тăвайĕç-ши вĕсем ÿлĕмрен?.. Хĕç пек ырхан вĕсем, аяк пĕрчийĕсем хушшипе витĕр çил вĕрет, черченкĕ шăммисем çурхах пек çÿхе те патрак, ÿт-тирĕ турткаланса пĕтнĕ, кирĕклĕ ÿчĕсене кĕсен çине кĕсен пирченĕ». «Нимĕн те çук хăвăрăн, ним масăр та çук, çапах та пурăнасшăн», — тесе шухăшлать Кантюк. — Кама кирлĕ эсир пурăнни? Кама?..».

«Хура çăкăр» романа кам тĕплĕн вуланă?» викторинăна хутшăннисен йышĕнче ыйтусене туллирех те тĕрĕсрех хуравланисем пулчĕç. Вĕсем: Павел Кузнецов /10 класс, Тури Туçа шкулĕ, Патăрьел районĕ, вĕрентекен — Алевтина Юрьевна Кузнецова/, Вероника Мулюкова /11-мĕш класс, Тури Туçа шкулĕ, Патăрьел районĕ, вĕрентекен — Мария Зиновьевна Табакова/, Снежана Волкова /11-мĕш класс, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ, Елчĕк районĕ, вĕрентекен — Нина Аркадьевна Левая/, Вера Артемьевна Фомина /вĕрентекен, Шупашкар, 29-мĕш шкул/.

«Хура çăкăр» романа юратса вулакан хаклă туссем! Сире К.В. Иванов çулталăкĕнче литература вăййине хастар хутшăннăшăн тав тăватпăр, пурне те Хисеп грамоти парса чыслатпăр, малашне те тĕрлĕ викторинăпа конкурссене хутшăнма, «Тантăш» хаçатпа, «Самант» журналпа тата кĕнекепе туслă пулма çирĕп вăй-хал сунатпăр!

Викторинăна хутшăннисене пурне те «Самант» журнал редакцине кĕрсе тухма чĕнетпĕр, сире Хисеп грамотипе парне кĕтет.

Ырлăх-сывлăх сунса, викторинăна йĕркелекенсем

Юлия АНИСИМОВА,

Геронтий НИКИФОРОВ,

ЧНК Президиумĕн тата вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕсем.

Çĕр çинче кашни çыннăн çуралнă çĕршывĕ, тăван ялĕ, ашшĕ-амăшĕн килĕ пур. Çавсем пуррипе çын телейлĕ те. Кирек ăçта пулсан та, хамăра сĕткен парса ÿстернĕ, вăй-халлă тунă, мăшăр çунат хушса вĕçтерсе кăларса янă тараватлă çĕре манса кайма çук.
Тăван çĕршыв, тăван ял, тăван кил… Çак сăмахсем чунра чи хаклă, чи çепĕç, чи ăшă, чи хаваслă туйăмсем çуратаççĕ. Тăван кĕтесрен пахи тата мĕн пур-ши? Ачалăх, çамрăклăх тăван ялăмра иртет. Кирек ăçта пурăнсан та хăй çуралса ÿснĕ вырăна никам та асран кăлармасть. Тăван атте-анне килĕнчен темиçе çул каяллах çунат хушса вĕçсе тухса кайнă пулсан та, тăван кил нихăçан та асран тухмасть.
Кил ăшши — атте-анне. Атте-анне ăшши — манăн чун ăшши. Хĕвел хăйĕн ăшшине çĕр çине еплерех сапалать, аттепе анне те хăйсен чун-чĕре ăшшине пире çапла парнелерĕç. Вĕсен тĕреклĕ çуначĕ айĕнче эпир нимрен шикленмесĕр савăнса ÿсрĕмĕр. Паянхи кун Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Шăхаль ялĕнче тымар ярса пурăнатăп пулин те, ÿссе çитĕннĕ ял, тăван кил асрах.
Пирĕн анне, Нина Сергеевна Быкова ?Артемьева/ 1940 çулта Аслă Çĕрпÿел ялĕнче кун çути курнă. 7 класс пĕтернĕ хыççăнах тăван колхозра фермăра ĕçлеме пуçланă. 22 çул тултарсан вăр-вар та правур, тăрăшуллă та харсăр хĕре пĕр ял каччи Иван Быков мăшăр пулма ыйтать. 1962 çулта чаплă туй кĕрлеттернĕ хыççăн çамрăк мăшăр Оренбург облаçĕнчи Троицки районне тухса каять. Нина хăнăхнă йăлапа фермăна ĕçлеме вырнаçать, Иван, ĕçрен хăраман каччă, трактористра ĕçлеме пикенет. Аякри пурнăç тем пек лайăх пулсан та, кил — килех. Шалти ту-йăм виçĕ ачана кун çути парнеленĕ çемьене тăван енех туртать. 1968 çулта вĕсем тăван яла таврăнаççĕ. Быковсен çемйи çултан-çул ача сассипе тулать: Юля, Ваня, Вова, Сергей, Лена, Ира, Галя, Оля, Наташа, Таня. Вĕсем аттепе аннешĕн пурнăç илемĕ пулса тăраççĕ. Юратнă 10 ачине тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларас тесе атте-анне ырми-канми тăрăшать.
Анне ачисене çĕтĕк çÿретес мар тесе çĕрĕ-çĕрĕпе ларса сахал мар алсиш-нуски çыхать, çĕвĕ çĕлет, тĕрĕ тĕрлет… Асрах-ха, эпир тăнă çĕре сĕтел çинче кăмакаран тин пиçсе тухнă çăкăр, каланка çинче пиçнĕ яшка тутлă шăршă кăларса сăмсана кăтăклани. Кукăль, кĕсел, пÿремеч, икерчĕ, капăртма, пашалу пĕçерсе çитерни нихăçан та асран тухас çук. Пысăк çемье тăрантнипе çеç мар, колхоз валли те килте çăкăр пĕçерсе паратчĕ анне.
Пире, ачисене, мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ÿстерчĕç аттепе анне. Колхоз уйĕнче çулсеренех пахча çимĕç пайĕсем илнĕ. Ачисем нумай пулнăран пайне те нумайрах парса хăваратчĕç… Хамăрăн пая çумласа пĕтерсен çынсене пулăшма чупаттăмăр. «Çынна пулăшнипе аллăрсем хуçăлса ÿкмеççĕ», — тетчĕ анне.
Атте мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех трактор рульне алран ямарĕ. Йĕтем патĕнче те тракторпа тырă турттарчĕ. Пысăк çемьене тĕрĕс-тĕкел ÿстерес тесе выльăх-чĕрлĕх нумай усратчĕç: икĕ ĕне, пăрусем, сыснасем, сурăхсем, хур-кăвакал, чăх-чĕп… Халь те асрах-ха, эпир хур чĕппи пăхнă чухне атте тракторпа çулпа иртсе кайнă чух яланах чарăнса канфет-печени парса хăварни.
Пирĕн аннене «Ача амăшĕ- героиня» медаль парса чысланă. Ĕçре хастар пулнăшăн Хисеп грамотисем те илме тивĕçлĕ пулнă вăл.
Анне яланах ăшпиллĕ те ырă чунлă пулнипе, ватта сума сунипе палăрса тăрать. Килнĕ хăнана сĕтел хушшине лартса чей ĕçтермесĕр нихăçан та кăларса ямасть. Килте яланах пÿрт тулли хăна пуçтарăнать. Пирĕн анне юрра-ташша та питĕ ăста. Астăватăп-ха, эпĕ пĕчĕккĕ чухне пирĕн пата «Уяв» ансамбль ертÿçи Зинаида Васильевна Козлова ĕлĕкхи хăна юррисене çырса илме те пынăччĕ.
Быковсен 10 ачи те çемьеллĕ, пурте пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă: кам медицина сферинче вăй хурать, кам культура ĕçĕнче талпăнса ĕçлет, кам сутуçăра тимлет. Мускав çыннисем метропа туллин усă курччăр тесе тăрăшаканни те пур, тутлă та техĕмлĕ апат пĕçерекенсем те, шоферпа тракторист та. Аттепе аннен 26 мăнукпа 9 кĕçĕн мăнук! Кăçал атте — 80 çул, анне 79 çул тултарать. Эпир вĕсене çуралнă кун ячĕпе чун-чĕререн саламласа тĕнчери мĕн пур ырлăха, нумай-нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, тулли телей сунатпăр. Яланах хаваслă та ырă, чунăрпа çамрăк пулăр, чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр, тăван кил ăшшине упраса нумай çул пурăнмалла пултăр. Эсир, аттепе анне, пире, 10 пĕртăвана, чунăр-чĕрĕрти мĕн пур ырăлăха, ăшăлăхăра парса, юратса, лăпкаса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăлартăр. Çакăншăн Турă сире вăй-хал патăр, эпир сирĕн умăрта, хисеплĕ çыннăмăрсем, ĕмĕр-ĕмĕр парăмра. Малашне те ачăрсен, мăнукăрсен пархатарне курмалла пултăр. Ĕмĕр сукмакĕ сирĕн яланах таса та çутă пултăр. Сĕтелĕр çăкăр-тăвартан, кĕрекĕр тус-тăванран ан татăлтăр. Эпир сирĕнпе мухтанатпăр. Эсир пурришĕн Турра тав тăватпăр.
Г.ФЕДОРОВА.
Кĕçĕн Шăхаль ялĕ.
Елчĕк районĕ.

Like this post? Please share to your friends:
  • Аргументы против экзаменов
  • Аргументы про экологию к сочинению егэ
  • Аргументы про учителей егэ
  • Аргументы про технический прогресс итоговое сочинение
  • Аргументы про счастье для итогового сочинения