Салампи повещри щамраксен кун щулепе пурнаще сочинение

Хамăр та,
тен, çак çирĕпленнĕ йĕркесене кулленхи
пурнăçра пит уясах каймастпăр. Сăмахран,
атьăр-ха пĕр ирхине вĕренекенсем шкул
алăкне еплерех уçса хупнине сăнаса
пăхар. Пĕри ав алăка хупас умĕн хыçалта
кам та пулин çук-ши тесе çаврăнса пăхать.
Хыçран кĕрекен пулсан, алăка тытса
тăрать, унăн сулăмĕ тивесрен ыттисене
ирттерсе ярать. Тепри вара, ашкăнма
юратаканни, ура вăйĕпе усă курать: пĕрех
кĕрĕслеттерет те алăка — вирхĕнсе кĕрсе
каять. Ун хыçĕнче кам та пулин пур-и е
çук-и — çаврăнса та пăхмасть, тепĕр çынна
сусăрлатма пултарасси шухăшлаттармасть
ăна. Пирĕн апла пулас марччĕ, хамăрта
сăпайлăх туртăмне аталантарса пырасчĕ.
Çыннăн çакăн йышши тыткаларăша пĕтермелле,
паллах. «Çивĕч ăс-хакăллă, таса
чун-чĕреллĕ, çирĕп вăй-халлă çитĕнес
тесен, ачамсем, чи малтанах сăпайлă
пулмалла, хутшăну-калаçура хамăра
ĕренкĕллĕ, тивĕçлĕ шайра тытмалла.
Çавăнпа та пĕр-пĕрне «сывлăх сунатăп»,
«тархасшăн», «тавтапуç», «каçар»
сăмахсене калама пачах та ÿркенмелле
мар. Мĕн пур йĕркеллĕ çын сăмахĕсем
вĕсем», — тет мана асанне.

Этемĕн çынлăх
шайĕнче çирĕппĕн тăрас тесен управлăха
хисепе хумалла. Управлăх — çут çанталăка,
сывлăха, çемье ăшшине, атте-анне пехилленĕ
ăс-хакăла тата хăв ĕçлесе пухнă пурлăха,
ача-пăчамăра, туслăх-юратăва упрани.
Çут çанталăк пире хăйĕн таса сывлăшĕпе,
куçпа виçейми илемĕпе, кĕреке тулли
çимĕçĕпе сăйласа ÿстерет. Эпир унран
çирĕп сывлăх илетпĕр. Çавăнпа ăна пирĕн
куç шăрçине упранă пек сыхламалла,
юратса пăхмалла. Тавралăха таса тытмалла,
çÿп-çаппа, тĕрлĕ каяшпа варалама памалла
мар. Анчах çыннăн сывлăхĕ епле пуласси
хăйĕнчен те килет мар-и? Ăна укçапа сутăн
илме çук теççĕ вĕт-ха ваттисем. Хăйне
хăй хисеплекен çын эрех-сăрапа супса,
пирус-наркотикпа иртĕхсе, вылянчăк
туйăмсенеирĕке ярса пурăнмасть, ÿт-пĕвĕпе
ăш-чикне пусмăрламасть, чир-чĕре çывăха
ямасть.

Типтерлĕх —
çынлăхăн тепĕр енĕ. Хăйĕн сывлăхне
упракан çын типтерлĕ те таса тумтирпе
çÿрет. Кил-çурчĕпе пÿрт ăш-чиккийĕ те
типтерлĕ. Ачи-пăчи те типтерлĕ, таса.
Хăйĕн ĕçне те тирпейлĕ те таса, тĕплĕ
те çыпăçуллă тăвать. Кашни япала хăй
вырăнĕнче. Пăхсан — кăмăл тулать. Ĕçне
те вĕçне çитермесĕр пăрахмасть. Пурлăхне
те тĕлли-паллисĕр сапаламасть. Ваттисем
пуçтарма çулталăк, салатма — пĕр талăк
тенине асрах тытать.

Типтерлĕ
çыннăн вара ĕçчен пулма тивет. Кунĕн-çĕрĕн,
тепĕр чух ларса канмасăр, тăрăшса вăй
хумасăр пулмасть вăл типтерлĕхпе
тирпейлĕх. «Ĕç — пурнăç тыткăчи»,
«Ĕç — пурнăç илемĕ», — теççĕ ваттисем.
Чăнах, ĕç çынна илем кÿрет, мухтава
кăларать. Тирпейлĕ ĕçлекен çыннăн
сывлăхĕ те çирĕп. Унăн сывлăхшăн сиенлĕ
айкашусемпе аппаланма вăхăт çук. Хăй
ĕçлесе мул пухнă çын тепĕр çыннăнне
нихăçан та хапсăнмасть, мĕншĕн тесен
вăл ĕç хакне пĕлет. Вăрласа янтă тупнă
мул çынна нихăçан та телей кÿмест. Е вăл
ăна самантрах çухатать, е инкекĕ хăйне
çаврăнса килет — хăйне çапса-вĕлерсе
пăрахаççĕ-и, тĕрмене çакланать-и…

Çыннăн тепĕр
ырă енĕ вăл — яваплăх. Яваплă çын хăйĕн
çут çанталăк умĕнчи тивĕçне туять: тăван
çĕре хисеплет, йывăç лартать, çырма-çатрана
сарăлма памасть, тавралăха вараламасть.
Яваплă çын хăй сывлăхне упрать, сывлăхлă
çын — çĕр-шыв тĕрекĕ пулнине асра тытать.
Ашшĕ-амăшне пăрахмасть, вĕсен ятне
ямасть, ачи-пăчине тĕрĕс-тĕкел те
патшалăхăмăра юрăхлă çын туса ÿстерет.
,мĕрĕпе ĕçлесе пухнă мула салатмасть —
ун çумне тата хушса пырать. Хăй хыççăн
хăйĕн ĕçне малалла тăсакан йăх-ăру
хăварать.

Çыннăн чăн-чăн
сăпатне кăмăл палăртать. Уçă кăмăллă
çын çынпа куçран пăхса ăшшăн калаçать,
хăйĕн шухăшне ним пытармасăр, чееленмесĕр,
тарăхмасăр-кулмасăр тÿррĕн палăртать.
Ун пек çынпа калаçма та кăмăллă.
Тараватлăхĕ те иксĕлми. Килнĕ хăнана
сĕтел хушшине лартса сăйламасăр кăларса
ямасть. Инкекпе-йывăрлăхпа хуçăлнă
çынна ăшă сăмахпа йăпатать çеç мар, мĕн
пур пурлăхĕпе, укçи-тенкипе пулăшма
тăрăшать. Хăйĕн пуянлăхĕ çук пулин те.
Чун-чĕри çапла унăн: çыннăн мĕн ыратать,
ăна мĕн шухăшлаттарать, вăл мĕнле
асап-нуша тÿсет — пурне те сисет, пулăшма
васкать.

Пуринчен
ытла этемĕн çынлăх шайне чун тасалăхĕ
кăтартса парать. Çынран, чĕр чунран
кулакан, мăшкăллакан, чĕрĕлĕхе таптакан
çынсем таса чунлă пулма пултараймаççех.
Çăткăнлăха, ултавпа суялăха парăннă
çынсенчен çĕр çинче ырă ĕç тăвасси
пулмĕ. Чун тасалăхĕ вăл çут çанталăка,
этеме хирĕç усал ĕç туманни, ăна ырă çеç
сунни. Таса чунлăçыннăн шухăшĕ те ырă,
ĕçĕ те пархатарлă. Ашшĕ-амăшĕн ятне те
çĕртмест, тус-тантăшне, юлташ-ĕçтешне
те сутмасть, Тăван çĕр-шывне те юратса
хисеплет. Укçапа мулшăн чунĕпе усала
парăнмасть, мĕншĕн тесен уншăн чи хакли
— чунĕ çылăхсăр пулни.

Чăваш
литературинчи сăнарсенчен хăшне чăн-чăн
çын теме пулать? Константин Ивановăн
Сетнерне илер-ха акă. Чăн-чăн арçын вăл.
Унăн икĕ аллипе вĕри чĕри кăна пулсан
та, эпир ăна юрататпăр, унăн инкекĕ-асапĕшĕн
кулянатпăр. Хамăр пурнăçра пулсан —
сăмахпа та пулин пулăшнă пулăттăмăр.
Вăл таса юратупа хĕмленсе пурăнать,
вăй-халĕ çитнĕ таран пĕр ят ани çинче,
лаша кÿлсе, çĕр ĕçĕпе тимлет, хăйĕн ватă
амăшне чыслăн пăхать, кÿршĕ-аршăпа,
пĕтĕм ял-йышпа килĕштерсе ĕмĕрлет. Камăн
та пулин инкек-синкек сиксе тухсан,
вĕсене пулăшма васкать. Çакăн пек
чун-чĕреллĕ пулнипе ĕнтĕ вăл хăй савнине
çичĕ юта сутса яракан, хăйне хаяррăн
ылханакан Нарспин ашшĕ-амăшне вăрă-хурах
çаратма пырсан та иккĕленсе тăмасть —
ватă çынсене хăтарма васкать, анчах тан
мар çапăçура пуçне хурать.

Илпек Микулайĕ
калăпланă Тухтар сăнарĕ тата! Вăл, ялти
чухăн çын ачи, хăр тăлăха юлнăскер,
кĕтÿçĕре тăрмашать. Çав вăхăтрах хăй
йыснăшĕн, Шерккейĕн, хуçалăхне тытса
пыма пулăшать. Лешĕ ăна тарçă вырăннех
тыткалать пулин те. Уншăн вăл кÿренмест,
мĕншĕн тесен ĕçлекен çын нихăçан та хур
курман. Йыснăшĕн хуçалăхне кăна мар,
Элентей пулăшма ыйтсан, ăна та пулăшма
васкать. Тата хăйĕн тăван ашшĕ-амăшĕн
вучахне те сÿнтермест вăл — унтан йыснăшĕ
патне пуçĕпех куçса каймасть, хуçалăха
çирĕп ура çине тăратма, çемьеллĕ пурнăçпа
пурăнма ĕмĕтленет. Алли-ури те çыпăçуллă:
кĕсле ăсталать, савнийĕ валли арча
тăвать… Чунĕ те пуян унăн: илемлĕ кĕвĕсем
калама пĕлет. Инкек сиксе тухсан та
№юратнă савни ирсĕр мăшкăла тÿсеймесĕр
шыва сиксе вилет№ хуçăлмасть. Хăй тĕллĕн
хулана пурăнма куçать, вулама-çырма
вĕренет. Юлашкинчен халăха ертсе пыракан
хăюллă та çирĕп çын пулса тăрать.

«Хура
çăкăр» романри Элентей вара — чăн-чăн
чăваш хресченĕн сăнарĕ. Çынсемпе
килĕшÿллĕ пурăнма тăрăшаканскер, ăна
тăтăшах пĕр-пĕр çыншăн кĕрешнĕ йывăр
ĕçре — вăрман кăларнă çĕрте, тимĕр туптанă
е лашапа çÿренĕ чухне курма пулать.
Кăмăлĕ унăн уçă та ырă, ăсĕ çивĕч,
тавçăруллă. Пурнăçне хăй мехелĕпе
çĕклесе пырать. Çынна та усă кÿме, ырă
тума хавас. Çынсемпе ялан сăпайлă, çын
сăмахĕ хыççăн кайса пĕтĕмлетÿ тумасть,
ырă çыншăн тем тума та хатĕр. Пиччĕшĕ
хăйĕнчен ютшăнать пулин те, ăна пÿрт
лартнă чух вăрман касса кăларма пулăшать.
Хăй тăванне чи малтан хăй ăнланма
тăрăшать, çийĕнчех çилленсе лартмасть.
Ун йăлинче çынна куç хыçĕнче çисеайăпласа
çÿресси çук. Çын пирки нихăçан та
иккĕленмест. Тÿрĕ ĕçпе пурăнсах пурлăхĕ
те хăйне пурăнмалăх çитет, çăкăр-тăвартан
татăлмасть, янттине хапсăнмасть. Халăх
ĕмĕтне тивĕçтерекен чăн-чăн сăнар вăл.

Çакăн йышши
çынсем пирĕн пурнăçра ытларах пулсан
пит аванччĕ. Çĕр çинче çынна
пусмăрлакан-вĕлерекен, тĕнчене
вăр-çă-харçă çулĕпе яракан, аркатупа
ишĕлчĕк çырмине йăвантаракан çынсем
сахал пулĕччĕç. Вара тавралăх та, тĕнче
те илемлĕ пулĕ, çынсен питĕнче савăнăçпа
телей кулли çеç çиçĕ.

ЮЛТАШУ
ХĂВĂНТАН ПУЛТĂР МАТТУР

Ирĕклĕ темăпа
çырнисем 08.06.2009, 19:23

Сочинени
эпиграфĕ: «Юлташ лайăх пулсан ĕмĕр
иртни сисĕнмест». Ваттисен сăмахĕ.

«Юлташсăр
пурнăç çук», — тенĕ пирĕн ватăсем.
Çынпа çын калаçать, паллашать, хутшăнать,
туслашать. Пурнăç йĕрки çапла. Кампа та
пулсан чуна уçса калаçмалла-çке, кама
та пулсан чĕрери вăрттăн шухăшсене
каласа кăтартмаллах, кампа та пулсан
хуйха-суйха, савăнăç-хаваслăха пĕрле
пайламаллах, йывăрлăхра камран та пулсан
пулăшу ыйтмаллах. Апла пулсан, çыннăн
чунĕ хăех ыйтать — ун çумĕнче ăна ăнланакан
çывăх тус-юлташ кирлĕ. Вăл шанчăклă, ырă
чунлă, ĕçчен, хастар та маттур пулмалла.
Усал та кĕвĕç чунлă, чăркăш та юлхав
юлташран ним усси те çук. «Юлташ тени
хăвăнтан лайăх пултăр», — теççĕ. Лайăх
юлташпа пĕрле çÿреме те кăмăллă, калаçма
та шанчăклă, пурăнма та хаваслă. Çывăх
тусу кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пуянрах
пулни хăвна та ун пек пулма хистет. Хăв
та ырри, илемли, лайăххи патне туртăнатăн,
чунпа пуянланса, кăмăлпа çĕкленсе
пыратăн. Вара санăн кулас-савăнас,
ĕçлес-ĕмĕтленес, çут тĕнчепе киленсе
пурăнас килет. Юлташу саншăн тем тума
та хатĕр пулнине, йывăр вăхăтра
пулăшма-йăпатма пултарнине пĕлсе-сиссе
тăратăн пулсан — каç выртсан та канлĕ
çывăратăн, ир тăрсан та лăпкă çÿретĕн.
«Юлташлăхра телей иккен-мĕн, илем
юлташлăхра кăна», — тенĕ чăвашсен
паллă поэчĕ Митта Ваçлейĕ.

Эпĕ хама
телейлĕ тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен
манпа юнашар ăслă та ырă кăмăл-туйăмлă
юлташ пур. Мĕншĕн килĕшет-ха вăл мана.
Унăн çи-пуçĕ яланах таса та типтерлĕ,
чĕлхи çыпăçуллă, хăйне мăн кăмăллă
тытмасть, кирек кама та пулăшма хатĕр.
Эпĕ ун çине пăхатăп та тĕлĕнетĕп —
ашшĕ-амăшĕ ăна чăнах та чĕкеç чĕлхи
пилленĕ, чăн-чăн чăваш чунĕ парнеленĕ.
Унпа тĕл пулса калаçсассăн хăв та ырă
енне туртăнатăн, ун пек пулма тăрăшатăн.
«Ырра курсан ырă пулăн, усала курсан
усал пулăн», — теççĕ ваттисем. Çавăнпа
та çыннăн пĕрмаях ырришĕн çунмалла.
Тус-тантăшăма кура хам та ырăпа усала
уйăракан пултăм. Юлташăм умĕнче киревсĕр
сăмахсемпе калаçма та, çăмăлттай
шухăшсене палăртма та, вăхăта усăсăр
ирттерме те, хама илемсĕр тыткалама та
намăс. Манăн çитменлĕхсене, йăнăшсене
тÿрех асăрхать, юлташла, пĕр кÿрентермесĕр
асăрхаттарать.

Аттепе анне
те, йăмăкпа шăллăм та ăна питĕ юратаççĕ,
эпĕ чăн-чăн тус тупнăшăн савăнаççĕ.
Хăйсем инçетри тăвансем патне хăнана
каяс пулсан та, пире, тусăмпа иксĕмĕре,
кил-çурта, хуçалăха пăхса тăма шанса
хăвараççĕ. Ун пек чухне вара эпир
пĕр-пĕринпе тăраничченех калаçатпăр,
тем тĕрлĕ ыйту та хускататпăр, малашнехи
пурнăç еплерех пулассине тĕшмĕртме
тăрăшатпăр.

«Юлташ ют
мар, çăкăр ыйтсан, хирĕç мар», — тенĕ
ватă çынсем. Манăн ырă тусăм та маншăн
ют мар, вăл çывăхран та çывăх. Эпĕ ăна
икĕ-виçĕ кун курмасанах питĕ тунсăхлатăп,
чуна темĕн çитмен пек туйăнать. Çавă
пуль ĕнтĕ вăл çирĕп туслăх тени.

Паллах, хăвна
ăнланакан тус-юлташ çумра пулсан пурнăç
илемлĕрех те, туллирех те. «Кампа
туслашан, çавăн пек пулан», — теççĕ.
Ку тĕрĕс сăмах. Юлташу хăвăнтан япăхрах
пулчĕ пулсан, унăн витĕмĕпе хăв та çав
шая анса ларатăн. Ун пек чухне вара хăвăн
çирĕпрех пулмалла, ун еккипе каяс çук,
ăна хăвна май çавăрмалла, хăвăн тĕслĕх
парса тăмалла.

Тусран нумай
килет çав. Эрех-сăра ĕçекен, пирус
туртакан çамрăксемпе туслашса кайсан,
хăв та вĕсен серепине кĕрсе ÿкетĕн. Кĕме
çăмăл, тухма йывăр. Пĕрре туртма-ĕçме
вĕренсен — ку чиртен хăтăлма питĕ хĕн.
Туссем те тĕрлĕрен пулаççĕ çав. Ахальтен
каламан ĕнтĕ: «Юлташсемпе туслаш та,
куçна ан хуп», — тесе. Тус-юлташа та
тĕрĕс суйласа илме пĕлмелле иккен. Атту
пуçна çухатăн. Çакна пурте ăнланасшăнах
та мар. Кам хăйне каппайтарах, мăнаçлăрах,
сĕмсĕртерех тытса çÿрет, çавăнпа туслашма
тăрăшаççĕ — ун хÿттинче пуласшăн. Анчах
кун пек юлташ самантлăха çеç, вăл ытларах
хăйне хисеплет иккен. Ыттисем вара — вăл
мĕн хушнине пурнăçласа тăраканнисем
кăна. Вăл юлташ мар, вăл хăйне май
«пуçлăх». Çакăн пек «пуçлăхсен»
аллине лекесрен те хăрамалла, сыхланмалла,
ун пек «туссенчен» аякра тăмалла.
«Юлташ ăсне пĕл те, пĕрле Мускава
кай», — тесе тĕрĕсех каланă ватăсем.

Чăваш
литературинчи сăнарсенчен те тĕслĕх
илме пулать вĕт-ха. Петр Осиповăн «Айтар»
драминчи Сентиерпе Улай — чи шанчăклă
туссем. Сентиере пулăшас, вилĕмрен çăлса
хăварас тесе Улай хастаррăн кĕрешет,
хăй тусне Айтар мăшкăлĕ пулма памасть.

Александр
Артемьевăн «Салампи» повеçĕнчи
Салампипе Лена та — çывăх туссем. Салампи
хăйĕн иртнĕ пурнăçĕ çинчен ним пытармасăр,
тĕпĕ-йĕрĕпе Ленăна каласа парать. Çав
вăхăтра ăна Лена çеç ăнланассăн туйăнать.
Йывăр самантра Салампипе юнашар шанчăклă
хĕр тусĕ пулни ăна хăват парать, ырă
ĕмĕт-шухăшпа пурăнма хавхалантарать.
Раиса Сарпи çырнă сăвă йĕркисем те
пĕр-пĕринпе туслашса пурăнмалли çинчен
калаççĕ.

Тăванлăх —
çынлăх,

пĕрне-пĕри

акам тăвар,

туслашар.

Пĕрле

усаллăха
çĕнтерме

çăмăлрах
пулĕ

пире.

Туссăр çын
— туратсăр йывăç. Туссăр çын — çунатсăр
кайăк. Туссемсĕр пурнăç кичем те салху.
Çĕр çинчи кашни çын туслăха тивĕçлĕ.
Анчах та туслăха укçапа илме çук. Туссене
чун ыйтнипе, чĕре килĕштернипе суйласа
илмелле.

Митта Ваçлейĕ
хăйĕн юратнă тусне, Петĕр Хусанкая,
халалласа çырнă сăвă йĕркисем пирĕн
асран ан тухчăр:

Вăй параттăн,
ывăнса çитсен,

Сас параттăн,
шухăша кайсассăн,

Е хĕвеллĕ
çумăр пек ачашшăн

Ислететтĕн,
чун типсе килсен…

Ахаль мар эп
тайăлса каласшăн:

Чăвашсен пĕр
лайăх сăмах пур —

Юлташ пултăр
хăвăнтан маттур!

ЭТЕМ
ЭТЕМЕ АН ПУЛТĂР ЫТЛАШШИ

Ирĕклĕ темăпа
çырнисем 07.06.2009, 20:51

Сочинени
эпиграфĕ: «Этем пурте пĕр — вырăс та,
тутар та, чăваш та, мăкшă та». Каларăш.

Çакă çутă
тĕнчере

Вăйли çук та
этемренĕ

Шывсем çинче,
çĕр çинче

Хуçа пулса
вăл тăрать, —

тенĕ чăвашсен
паллă классикĕ Константин Иванов поэт,
этемĕн çĕр çинчи шăпи çинчен тарăннăн
шухăшласа.

Чăнах, этеме
пурăнма Турă пилленĕ Çĕр чăмăрĕ çинче
унран вăйли те, ăсли те, пултарулли те
çуках. Çакăн пек мехеле ăна çут çанталăк
хăй парнеленĕ.

Мĕнре-ха
этемĕн çĕр çинчи пурнăçĕн тивĕçĕ? Ăна
вăл епле пурнăçласа пырать?

Этем çĕр çине
вăхăта ирттерме мар, çак çут тĕнчери
пурнăçа — пурлăх никĕсне, ăслăлăха, илеме
малалла аталантарма çуралнă. Пирĕн
йăх-несĕлсем туса хăварнă пурлăха татах
пуянлатмалла, ку таранччен аталаннă
ăслăлăха çĕнĕ шая çĕклемелле, культурăпа
искусствăна çÿллĕ пусăма хăпартса
пурнăçа тĕрлĕ енлĕ илемлетмелле.
Юлашкинчен хамăра тивĕçлĕ йăх-ăру
хăвармалла. Çакă пулать те этемĕн çĕр
çинчи тĕп тивĕçĕ.

Анчах пурăнан
пурнăçра эпир çак пысăк тĕллевсем çинчен
шухăшласах каймастпăр. Ытларах кулленхи
пурнăç урапи саккунлăхпа йăла-йĕркери
хутшăнура, кил-йышпа ял-йыш хушшинче,
тĕркешÿпе хĕвĕшÿре, ĕçпе канура иртет.
Çын ретĕнчен тухса ÿкес марччĕ, ытларах
чухне ыттисенчен кая юлас марччĕ, май
килсен мала та ÿкесчĕ текен шухăшсемпе
вăхăта ирттеретпĕр. Хырăм тутă пултăр,
çире çĕтĕк тумтир ан пултăр, ача-пăчамăр
ырă-сывă ÿссе чипер çын пултăр, ватлăхăмăр
канлĕ те чыслă ирттĕр тетпĕр тата.

Этем шăпи
этемренех килмест мар-и? Этем этеме ыр
сунать е усал сĕнет. Ура хурать е такăнса
ÿксен тăма пулăшать. Çынпа çын хушшинчи
хутшăнăва чăваш литератури епле
сăнлать-ха?

Тăван
литературăмăр ку темăна чылай хускатнă,
вăл тĕп вырăнта тăрать тесен те йăнăш
мар. Акă, илер-ха паллă чăваш классикĕсем
калăпланă Нарспи, Пинерпи, Селиме
сăнарĕсене. Вĕсем хăйсен кĕске пурнăçĕнче
мĕн кăна тÿсмеççĕ пулĕ. Нуша кăтартаканнисем
те юнашар пурăнакан çывăх çынсемех-çке-ха.
Нарспи ашшĕ, «пĕтĕм ялта пĕр пуян»
Михетер, хăйĕн хĕрне хăй пурлăхĕн пĕр
пайĕ пек туяканскер, ăна чун савнийĕнчен
уйăрса мул ÿстерме пулăшакан япала
вырăнне парса ярать. Ăна «çичĕ ютра»
тăван хĕрĕ епле пурăнни кăсăклантармасть
те. Лешне этем чури вырăнне тытаççĕ
пулин те. Пинерпине те тăван ашшĕ Ахтупай,
çĕрме пуянпа пĕрлешсе хурăнташланас
ĕмĕтлĕскер, хĕрне вăйпах, хăй килĕштернĕ
савнинчен уйăрса, сăхă та хаяр, усал
чунлă çынна «парнелет». Лешĕ,
тахçанах этем чаракĕнчен тухса кайнăскер,
Пинерпине чура вырăнне те мар, йытă
вырăнне хурать — кăкарса усрать,
мăшкăллать, юлашкинчен чиксе пăрахать.
Çăткăн чунлă Шерккей вара, пуян çынсен
ретне кĕресшĕн тапаланса, хăй хĕрне
сутмаллипех сутать. Лешсем вара — чунилли
тейĕн. Селимене усрав выльăх вырăнне
тытаççĕ — хупса лартаççĕ те — кирлĕ пулсан
çитереççĕ, кирлĕ мар пулсан шыв та
памаççĕ. Ултавпа суяна пула тăнран
кайнă, тискерлĕхе чăтаймасăр ниçта
кайса кĕреймен Селиме шыва сиксе пурнăçне
татать.

Сергей
Ялавинăн «Çул çинче» калавне илер-ха
тата. Этем сăн-сăпатне çухатнă Эрхип
«лĕпĕш пек шурă хĕр» Ульккаç çине
шăши тухнине сыхласа выртакан хура
кушак пек сиксе ÿкет. Ăна, виçĕ кунтан
качча тухма пуçтарăннăскере, çĕнĕ пурнăç
пуçлама хавхаланнăскере, выçă хурчкалла
пусса ÿкерет, мăшкăллать. Вара намăса
чăтайман пике çакăнса вилет. Этем мар
теççĕ халăхра Эрхип пеккисене. Выльăх
туйăмĕ шайне анса ларнă чун кăна вĕсем
пеккисен. Чĕри вырăнĕнче — чул. Пуçĕ
вырăнĕнче — арпалăх. Катемпи — пĕр сăмахпа
каласан.

Александр
Артемьев калăпланă сăнарсем — Валентин
Актаевпа Варсун Аюхин («Симĕс ылтăн»)
— ачаран пĕрле ÿссе çитĕннĕ тантăшсем.
Анчах çынпа çын пĕр мар çав. Валентин
Актаев этемлĕхе ирсĕр чуралăхран çăлса
хăварас тесе тÿрĕ кăмăлпа, хастар
хăюлăхпа Тăван çĕр-шывăн тăшманĕсемпе
çапăçать пулсан, Варсун Аюхин хăй
пурнăçне, хăй пуçне сыхласа хăварасшăн
тимлет, çав хушăрах ырă чунлă çынсене
таптать, ура хурать. Хăравçă та мĕскĕн
Варсун çапăçу хирĕнче аманнă Валентина
тăшман аллине пăрахса хăварать. Куншăн
вăл кулянма мар, савăнать те тейĕн. Яла
таврăнсан Валентин фашистсем енне хăй
ирĕкĕпе куçнă тесе сăмах сарать. Çапла
майпа Валентина шывпа çуса тасатма çук
пылчăкпа варалать. Ку та çитмест ăна —
Валентинăн савнине — Нинăна та вăйпа
туртса илесшĕн вăл. Ырă-сывă юлнă, хăйĕн
чыслă ятне тавăрнă Валентин тăван килне
таврăнсан та ăна ура хума пăрахмасть.
Тăвайккинчен чакса анма пуçланă йывăр
çăклă урапа айне лекнĕ Валентина куçпа
курса тăрсах инкекрен хăтармасть, ăна
çапла майпа иккĕмĕш хут вилĕм сунать.
Акă мĕнле вăл этем сăн-сăпатне çухатнă
çын. Ун пеккисенчен çур çухрăмран пăрăнса
иртмелле иккен.

Шел пулин
те, патшалăхăмăр историйĕнче те этем
этеме хисепе хуман вăхăтсем пулнă çав.
Сталин кульчĕ вăхăтĕнче, сăмахран,
пиншер çынна, уйрăм çын шухăшĕ пуç пулса
тăнипе усă курса, тĕрме-лагерьсене
ăсатнă. Ним айăпсăр тап-таса чунлă çынсем
саманан ирсĕр атти айне пулнă. Çав шута
чăваш писателĕсемпе поэчĕсем те лекнĕ
— Петĕр Хусанкай, Митта Ваçлейĕ, Нестер
Янкас, И. Максимов-Кошкинский… Хăш-пĕрисем
ырă çынсем пулăшнипе вилĕмрен аран-аран
хăтăлса юлнă. Митта Ваçлейĕ вара вун
çичĕ çул хушши чĕрĕ тамăкра нушаланнă
— юратнă мăшăрĕнчен, ачисенчен, çывăх
тăванĕсенчен уйăрса янăскер, лашман-чалтунра
çÿренĕ вăл. Ирĕклĕхсĕр, танлăхсăр,
тăванлăхсăр инçетри тăрăхра чунне
пусмăрланă унне. Çынлăхран кăларасшăн
пулнă. Анчах, телее, вăл парăнман.
Çамрăклăхĕ-пултарулăхĕ çунса кайнă
тепĕр ырă çын — Нестер Янкас — çак юнлă
тамăкран хăтăлайман та. Пуçĕпех пĕтнĕ.
Вилни çинчен калакан хутне те тăванĕсем
вуншар çул иртсен çеç илнĕ. Виçĕ ачи
вара, Сетнер, Валери тата Роза, халăх
тăшманĕсем тесе ăшă хваттертен сивĕ
урама амăшĕпе пĕрле кăларса ывăтнăскерсем,
выçăпа хавшаса шăнса вилнĕ.

Çак çынсен
пĕртен-пĕр «айăпĕ» те — Тăван çĕр-шыва
чун-чĕререн юратни, çав юратăва ирĕккĕн
те уççăн, хăйсемле — поэзи сăмахĕпе
палăртма пултарни. Халăхшăн, патшалăхшăн,
çынсемшĕн вĕсем нимĕнле япăх ĕç те
туман. Пĕтĕм çĕр-шыва эсрел ярса илнĕ
тейĕн. Кам пуç пĕкмест — ăна çак усал вăй
çавапа пуç касса каять… Хресчен-и,
рабочи-и, инженер-и, тĕпчевçĕ-и, пултаруллă
артист-режиссер-и, хастар ертÿçĕ-и вăл
— суйласа тăман ахăр саманан тискер те
юнлă урапи.

Паянхи
саманара, паллах, кун йышши пăтăрмахсем
çукĕ. Анчах урăхла йышшисем вăй илчĕç.
Усал шухăшлă çынсем вăрттăн пĕрлĕхе
пуçтарăнаççĕ те таса ĕмĕтлĕ çынсен
пурнăçне, ĕçĕ-хĕлне, туртăм-хавалне
таптаççĕĕ Криминал тĕнчине парăннă,
укçапа мулшăн чунне сутма хатĕр çынсем
уйрăм çынсене тапăнаççĕ, хваттерĕсене
çаратаççĕ, хăйсене вĕлереççĕ. Вĕсемшĕн
ку вăйă тейĕн. Вăл кăна та мар. Киллер
текен тискер çынсем укçашăн, пуç пулса
тăрассишĕн этем пурнăçне кирек хăçан
та татма пултараççĕ. Этем тискер кайăка
— хаяр кашкăра тухрĕ мар-и? Çак ирсĕр
çынна та амăшех çуратнă вĕт-ха. Вăл унран
ырă çын тумах ĕмĕтленнĕ пуль. Анчах вăл
çĕр çинчи этемлĕхе аталанма пулăшас,
вăй хурса тата тар юхтарса хăй пурнăçне
килĕшÿллĕ йĕркелес вырăнне этем йышĕнчен
тухса ÿкет. Кам айăплă çакăншăн? Тен,
эпир унăн амаланакан пултарулăхне
асăрхаман, ăна аталанма, çунат сарма
пулăшман? Тен, ырă сăмахне ытларах калас
вырăнне усаллине нумайрах каланă? Ырра
ырă çуратать, усала — усал тесе ахальтен
каламан-тăр халăхра.

Юлашки вăхăтра
халăхсем хушшинчи туслăха аркатакан
-çĕмĕрекенсем нумайланчĕç. Усал шухăшлă
террористсем тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче
хăйсен политикăлла тĕллевĕсене пурнăçа
кĕртес тĕллевпе бомбăсем хураççĕ,
çуртсене сирпĕтсе яраççĕ, самолетсене
тытса илсе ÿкереççĕ — ним айăпсăр ырă
çынсен пурнăçне татаççĕ. Раççейĕн Мускав
тата ытти хулисенче Чечен вăрçине вут
тĕртнĕ террористсем миçе çурт ишсе
антармарĕç-ши? Лăпкăн, тĕлĕк курса
çывăракан миçе пĕчĕк ача-пăча, яш-кĕрĕмпе
хĕр упраç, хĕрарăмпа арçын пĕтрĕ унта,
хăйĕн çутă малашлăхне çухатрĕ. Израильте
тата ĕçе е ĕçрен киле васкакан çынсемпе
ларса тулнă автобуссене террористсем
сывлăша сирпĕтсе яраççĕ. Афган вăрçине
вут тĕртнĕ террористсем Америкăри пысăк
суту-илÿ çуртне самолетпа пырса çапни
куç умĕнчех. Виçĕ пин çынна яхăн пĕтрĕ
пĕр самантра. Ашшĕ-амăшĕ — ывăлĕ-хĕрĕсĕр,
вĕсен мăшăрĕсем — упăшкисĕр-арăмĕсĕр,
ачисем — ашшĕ-амăшĕсĕр, мăнукĕсем —
асламăшĕ-аслашшĕсĕр е куками-кукаçисĕр
тăрса юлчĕç. Политикăра татса паман
ыйтусемшĕн вĕсем пĕртте айăплă мар.
Айăплисем — çак тискер ĕçе йĕркелесе
тăвакансем, этеме этем вырăнне
хуманскерсем. Вĕсем валли çĕр çинче
чĕрне хурилĕх вырăн та пулмалла мар.

Этем пурте
пĕр — вырăс та, тутар та, чăваш та, мăкшă
та… Эпир пурăнакан çак çутă тĕнчери
пурнăç питĕ кĕске. Сисейместĕн те —
ачалăх иртет, унтан — çамрăклăх, кайран
— çулланнă вăхăтпа ватлăх. Вилес умĕн
тин çын шухăшлама пуçлать — мĕнле те
пулин ырă йĕр хăварайрăм-ши эпĕ. Пурнăç
никĕсĕ вара виçĕ çирĕп чулран тăрать
теççĕ — ырă шухăш, ырă сăмах, ырă ĕç. Ытти
пĕтĕмпех усаллăх. Этем хăйĕн ĕмĕрĕнче
çут çанталăк ырлăхĕпе пуянлăхне сыхласа
упрама, тăван-хурăнташа юратса чыслама
тата хăй таврашĕнчи мĕнпур çынна
хисеплесе пурăнма, тимлĕ ĕçпе пурнăç
тытма тăрăшать. Çаксем пĕр-пĕринпе
çыхăннă виçĕ пысăк юрату. Вĕсем çынна
таса та йĕркеллĕ пурăнма, тăвансене,
кил-йыша, ял-йыша, тăван халăха ырă тума,
упрама, хисеплеме, ăруран ăрăва йыш
хушса нумайланма, пилленĕ тата тупа
тунă сăмаха çирĕп тытма, тăван çĕр-шывшăн
тăрăшма хистеççĕ. Çак идейăна чăваш
литературинче Салампи сăнарĕ пит çывăх.
Унăн шухăш-ĕмĕчĕ те кăмăлĕпе пĕр майлă
— çынна япăх ан пултăр, хăйне йывăр пулсан
та. Вăл чăн-чăн гуманист. Хăйне, урампа
иртсе пыраканскере, вăрçă вучĕ витĕр
тухса ашшĕ-амăшне çухатса тăлăха тăрса
юлнă вырăс ачи амăшĕ вырăнне хурса
чĕнсен, вăл чăтаймасть — ăна ырă тума
васкать, хăй çумне хÿтте илет — лăпкать,
ачашлать, вĕрентет, ăс парать… Тата
Муза ун çинчен темĕн тĕрлĕ элек сарать
пулсан та, вăл ăна хирĕçле пĕр киревсĕр
ĕç те тумасть. Çынна усал сунманскер,
чипер тыткаларăшĕпе, ырă шухăшлă та
пархатарлă ĕçĕпе хăй ун пек маррине
унсăрах аван кăтартса парать.

Сыватайми
чирлĕ-и, уксах-чăлах-и, ăсран тайăлнă-и,
чĕлхесĕр-и, хăлхасăр-и, суккăр-и — пурте
çын, пурте тăван. Вĕсене пурне те
юратмалла, хисеплемелле, чыс тумалла.
Мĕншĕн тесен çĕр çине килнĕ кашни чун
— пирĕн пуянлăх, пирĕн ырлăх, пирĕн тупра.
Çавăнпа хамăн шухăша самана таппин
шелсĕр авăрне ÿксе шар курнă Митта
Ваçлейĕн сăмахĕсемпе вĕçлесшĕн-

Нумай та
пĕтет, сахал та çитет,

Тату пурнăçа
элле мĕн çитет?

Пурри вăл —
пĕрле, çукки — çурмалла,

Тата, тăвансем,
мĕнле пулмалла?

Ăс патăр
ватти, вăй патăр яшшиĕ

Этем, этеме
ан пул ытлашши…

  1. Кÿртĕм

Тема:

А.С.Артемьев çырнă «Салампи» повеçри ваттисен сăмахĕсемпе афоризмсем.

Тĕллев:

«Салампи» повеçри сăнарсем усă куракан ваттисен сăмахĕсене, афоризмсене тупса палăртасси, пĕтĕмлетÿсем тăвасси, повеçри сăнарсем ваттисен сăмахĕсемпе усă курнин диаграммине тăвасси.

Ыйтусем: пирĕн ума çакăн пек ыйтусем тухса тăчĕç:

1.Чăваш çыравçисем халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсемпе усă кураççĕ — и?

2. А.С.Артемьев хăйĕн хайлавĕсенче ваттисен сăмахĕсемпе усă курать – и?

3. Ваттисен сăмахĕсемпе мĕн тĕллевпе усă курнă?

4 . Паянхи куншăн тема актуаллă – и?

5. Ĕçĕн çĕнĕлĕхĕ пур – и? Пурнăçра ку тема кирлĕ – ши?

6. Çак темăпа çырнă ĕçсем пур – и?

Тема актуаллăхĕ:

Мĕншĕн суйласа илтĕмĕр – ха эпир çак темăна? Артемьевăн «Салампи» повеçне вуланă хыççăн ваттисен сăмахĕсем тăтăшах тĕл пулни интереслентерсе ячĕ пире. Эпир ваттисен сăмахĕсене çырма тытăнтăмăр. Анчах та пĕр тĕпчев ĕçĕ те тупаймарăмăр. А.С.Артемьев пултарулăхне сăнарсем енчен тишкернĕ ĕçем пур, анчах та чĕлхе енчен тишкернĕ ĕçсем пачах та çук иккен.Унсăр пуçне А.Артемьев çуралнăранпа кăçал 90 çул çитет.Çавăнпа та эпир ку темăна актуаллă тесе шутлатпăр.

Çĕнĕлĕх:

Кун пек ĕç чăваш литературинче çук пирки эпир ăна çĕнĕлĕх тесе шутлатпăр. А.С.Артемьев хăйне евĕр çыравçă пулнине, вăл сăнарлă чĕлхепе вырăнлă усă курма пĕлнине куратпăр. Çак ĕçпе вĕрентекенсем литература урокĕнче усă курма пултараççĕ.

Меслетсем:

Хамăр ума кăларса таратнă тĕллевсене татса пама çак меслетсемпе усă куртăмăр: вулав, шырав, тĕпчев, петĕмлетÿ, хаклав. Чи малтан Артемьев çырнă произведенисене вуласа тухрăмăр. Унтан ыйтусене тĕрĕс ăнлантарас тесе тĕрлĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетме тăрăшрăмăр.

Курăмлăх хатĕрĕсем:

«Салампи» повесть, компьютер, тĕрлĕ авторсен кĕнекисем, интернетри статьясем.

Ваттисен сăмахĕсем ăса вĕрентсе калакан, пысăк шухăша кĕскен те сăнарлăн палăртакан хайлавсем. Вĕсем сĕм авалах пуçланса кайнă. Вĕсем пурнăçăн тĕрлĕ пулăмĕсене – ырлăхпа шырлăха, чăнлăхпа суяна, ĕçченлĕхпе наянлăха туспа тăшмана пĕр – пĕринчен уйăрса илме, хаклама вĕрентеççĕ. Вĕсенче халăхăн сăн – сăпачĕ, кăмăл – туйăмĕ палăрать.

Ваттисен сăмахĕсем ăруран ăрăва куçса пынă. Ашшĕ – амăшĕ хăй ачине пурнăçа вĕрентсе пынă май час – часах ăслă сăмахсемпе усă курнă. Ăса вĕрентекен ваттисен сăмахĕсем пур çыншăн та усăллă, тĕрĕс, тарăн шухăшлă та витĕмлĕ. Кĕскен те ытарлă каланă пирки кашни сăмахĕ асра юлать, кашни сăмахĕ чун чĕлĕхĕсене хускатать.

Ваттисен сăмахĕсем – хальхи илемлĕ литература чĕлхине сăнарлă кÿрекен мелсенчен пĕри. Вĕсем произведении тĕп шухăшне уçса пама, витĕмлĕ те ĕнентерÿллĕ сăнарсем тума пулăшаççĕ. Çак паха ен чăваш писателĕсен пултарулăхĕнче те аван палăрать.

  1. Тĕп пайĕ:

Ваттисен сăмахĕсемпе пĕлсе, вырăнлă усă курасси А.Артемьев пултарулăхĕнче те анлă сарăлнă. Тăван чĕлхене илем кÿрессишĕн сахал мар вăй хурса ĕçленĕ, тăрмашнă А.Артемьев. 1

Александр Артемьевăн «Салампи» повеçĕ ваттисен сăмахĕсемпе, афоризмсемпе çав тери пуян. Шăпах çак хайлаври сăнарсем усă куракан ваттисен сăмахĕсене тупса пĕтĕмлетÿсем тăвăпăр.

Произведенири сăнарсене пăхса тухнă хыççăн ваттисен сăмахĕсем ытларах ваттисен калаçăвĕнче тĕл пулни палăрчĕ: вĕсем Анна Ивановна, Салампи амăшĕ, Лена амăшĕ, Анна Матвеевна. Пăхса тухар – ха Анна Ивановна калакан ваттисен сăмахĕсене.

  1. Кĕрхи кун тутă пулать, ачам (Петьăна)(54 стр.)

  2. Хĕр чухнехи тунсăх – хĕвел аннă хыççăнхи çывхаракан сĕмлĕх.(68 стр.)

  3. Чан çурăкки çапса пăхмасăр та палăрмасть теççĕ.(72 стр.)

  4. Телей сăнтан пăхса килмест çав.

  5. Каснă чĕлле каялла çыпăçтараймăн.

  6. Чăн, ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар: пурăнан пурнăçра тем тĕрлĕ кун та килсе тухать.

  7. Çапла çав пурăнма пĕлмесен: вĕçме тĕнче ирĕклĕ те – ларма тăвăр.

  8. Ыр çынтан ырлăх, усаллинчен – шырлăх.

  9. Çамрăклăх килессе мăн çулпа килет, пурăнма майне пĕлмесен вак çулпа иртсе каять.

  10. Талантлă çынни нимĕнле пысăк ĕç туманни – халăха улталанипе, çаратнипе пĕрех.(11 стр.)

  11. Качча кайиччен малтан сарă кăткă тĕми çине ларса пăхма хушаççĕ.(79 стр.)

  12. Кайăк – кĕшĕк пĕчĕккĕн сăхсах тăранать.(82 стр.)

  13. Хĕрĕ пăхма хĕвел пек, ăшĕ – чикки – чикан пек.(115 стр.)

Çак ваттисен сăмахĕсене Анна Ивановна хăйĕн хваттерĕнче пурăнакан студентсемпе калаçнă чухне усă курать. Паллах, вăл пурнăçа тĕрĕс те нумай пĕлекен ăслă ватă пулнине пĕлетпĕр. Хăйпе юнашар пурнакан çамрăксене вăл пурнăçра таса пулма, ăна пĕлсе пурăнма, кирек мĕнле йывăрлăхра та пуçа усмасăр, киревсĕр çул çине тăмасăр ăна çĕнтерсе тухма вĕрентет.

Салампи амăшĕн сăмахĕсем:

  1. Ваттисем калани пуш çăвартан тухнă сăмах мар.(63стр.)

  2. Ăслăран та ăсли татах та пур, ухмахран ухмаххи те тупăнать.(59стр.)

  3. Тиркекене тирĕк тĕпĕ, чавсу çывăх пулĕ те – çыртаймăн. Хĕр ĕмĕрĕ вăрăм мар.(28 стр.)

  4. Ашшĕсĕр ача – çур тăлăх, амăшĕсĕр ача – хăр тăлăх.(29 стр.)

  5. Амăшĕн çĕр шухăш, хĕрĕн пĕр шухăш.(29 стр.)

  6. Çырни çырлан курăнать.(29 стр.)

  7. Ырă кÿршĕ – çур пурнăç. Пускил усал пулсан пурнăç саланасси те инçе мар.(139 стр.)

  8. Шывра та путас çук, вутра та çунас çук.(21 стр.)

Лена амăшĕн сăмахĕсем.

  1. Çылăх вăл çири кĕперен те çывăх.(40 стр.)

Салампи амăшĕпе Лена амăшĕ çак сăмахсене хĕрĕсене вĕрентсе калаççĕ. Авалтанах чăваш хĕрарăмĕ хăйĕн хĕрне сăпайлă, ĕçчен, тирпейлĕ, çынпа çын пек пулма, хĕр чысне яланах упрама вĕрентнĕ. «Салампи» повеçре те эпир Ленăпа Салампие амăшĕсем вĕрентсе каланă çак ваттисен сăмахĕсем хĕр чысне çамрăкран упрама, ял çыннисен умĕнче яланах ятуллă, кÿршĕ – аршăпа туслă пулма вĕрентеççĕ.

Анна Матвеевна калакан ваттисен сăмахĕсем: 2

  1. Телей сăнтан пăхса килмест çав.(102 стр.)

Александр Артемьев ваттисене кăна мар, çамрăксене те ваттисен сăмахĕсемпе калаçтарать. Вĕсем те çамрăкран ваттисен сăмахĕсене, вĕсен вĕрентĕвне чунпа туйса ăсра тытса пыни малашлăхра ырă çынсем пуласса систерет, пурнăçра усала, киревсĕрлехе ырринчен уйăрса илме вĕрентет.

Салампи калакан ваттисен сăмахĕсем:

  1. Элекĕн чĕлпĕрĕ çук – таçта та çитет, тытса чараймăн.(42 стр.)

  2. Янкăс хĕрĕн турăшĕ – тĕкĕр.(48 стр.)

  3. Чечен алăллă ар çын ют çын янтăланине хапсăнать.(51 стр.)

  4. Каснă чĕлле каялла çыпăçтараймăн.(115 стр.)

Лена калакан ваттисен сăмахĕсем:

  1. Карма çăвара тутăр карса та чараймăн.(36 стр.)

Виктор.

  1. Ташла пĕлмене яланах кĕвĕ килĕшмест.(38 стр.)

Пĕчĕк Нина.

  1. Улми улмуççинчен аякка ÿкмест.

  2. Чараксăр чĕлхеллĕ çын çăварне яланах элек йăва çавăрать.(108 стр.)

  3. Куçпа кур та — урупа тар.(114 стр.)

Алмазов.

  1. Çил ÿкернĕ йывăçăн тымарĕнчен ытла турачĕ нумайрах.(137стр.)

  2. Шухăшлă çынта сăн тăмасть.(103стр.)

  3. Ăнсăртлăха, шăпана парăнма юрамасть. Шăпана карланкăран тытма тăрăшмалла.(106стр.)

  4. Телей килессе ан кĕт, ăна ху çывхартма тăрăш.(127стр.)

Таруç.

  1. Чаплă хĕрĕн чапĕ часах каять çав.(14 стр.)

  2. Шăтăклă шăрçа çĕрте выртмĕ.(119 стр.)

Маруç:

  1. Хĕр ĕмĕрĕ – хăналăх, арăм ĕмĕрĕ – яланлăх.

  2. Сын куçĕнчи çÿппе лайăх куратăн, ху умăнти каскана курасчĕ.(13 стр.)

Вирьялов:

  1. Чан çурăкки çапса пăхмасăр та палăрмасть.(76 стр.)

Повеçре çамрăксен калаçăвĕнче автор усă курнă ваттисен сăмахĕсем вĕсен кăмăлне, сăнарне уçса пама та витĕмлĕ пулăшаççĕ.

Афоризмсем – пĕр – пĕр автор каланă тарăн шухăшлă, кĕске те вырнаçуллă, илемлĕ те сăнарлă сăмах çаврăнăшĕсем. «Салампи» повеçре те пуçласа вĕçне çитичченех вулакана тыткăнлакан, геройсемпе пурăнтаракан, пăшăрхантаракан, савăнтаракан, çĕклентерекен афоризмсем çав тери йышлă. Вĕсем хайлаври сăнарсене уçса паракан, проблемăсене кăларса тăратакан, тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тума пулăшакан сăмахсем. Писатель пултарулăхĕ чĕлхе ăсталăхĕ тетпĕр пулсан ытти илемлĕх мелĕсемпе юнашар çыравçă ваттисен сăмахĕсемпе, афоризмсемпе усă курни повеçе тата пуянрах тума пулăшнă.

«Салампи» повеçре автор каланă тарăн шухăшлă çунатлă сăмах çаврăнăшĕсем.

  1. Пĕр пурăнса ирттернĕ вăхăта каялла тавăраймăн, иртнĕ куна çил çунатлă урхамахпа та хăваласа çитеймĕн.(93стр.) 3

  2. Усал сăмах утпа çÿрет, çилпе вĕçет, чÿречерен кĕрет.(146стр.)

  3. Сывалман суран яланах кĕтмен çĕртен вĕрĕлсе , сурса ыратма тытăнать.(151стр.)

  4. Вутă хурса тăмасан темле хĕрÿллĕ юрату та сÿнет.(169стр.)

  5. Ĕмĕр ĕмĕрлесси – уй урлă каçасси мар.(185стр.)

  6. Шанчăк пуррисем телейлĕ.(246стр.)

  7. Çыннăн пурнăçĕ, шухăш – ĕмĕчĕ, хуйхи – суйхи, савăнăçĕ халăх пурнăçĕпе, халăх шухăш – ĕмĕчĕпе, халăх хуйхи – суйхипе, халăх савнăçĕпе пĕр пулсан – çав çын вара – телейлĕ.(218стр.)

  8. Халăхран уйрăм савăнăç – пĕчĕк савăнăç, халăхран уйрăм телей – пĕчĕк телей, вĕсем нумай пыраймĕç.(170стр.)

  9. Пĕччен вут пуççи кăмакара та сÿнет, темиçе вут пуççи уйра та çунать теççĕ.(185стр.)

  10. Вилсен те пĕччен выртмалла ан пултăр, çăва çинче те йышпа выртмалла пултăр тенĕ пĕччен пурнăçа ылханнă çынсем.(192стр.)

  11. Чăн: юрату вут пулсан уйрăлу – çил, вăйсăр çунакан вута çил тÿрех сÿнтерет, вăйлине – тата хытăрах чĕртсе ярать. (246стр.)

  12. Юратса кĕтме пĕлекенсем , шанчăка çухатманнисем – телейлĕ.(246стр.)

«Салампи» повеçри сăнарсем ваттисен сăмахĕсемпе усă курнин диаграмми.

4

  1. Пĕтĕмлетÿ

Пĕтĕмлетсе çапла калама пулать: ваттисен сăмахĕнче, афоризмсенче халăхăн çивĕч ăс – хакăлĕ, анлă тавра курăмĕ, чун – чĕре пуянлăхĕ – иксĕлми!

Çак сăмахлăх – халăхăн ылтăн çÿпçинчи чи хаклă еткер: халăх тĕнче курăмĕ, иртнипе малашлăхĕ, тăванла туйăмĕ.

Тĕпчев ĕçĕнче ума лартнă тĕллевсене пурнăçларăмăр тесе шухăшлатпăр.

Йывăрлăхсемсĕр пулмарĕ паллах. Вĕсенчен пĕри — çыравçă пултарулăхне тишкерсе çырнă статьясем çукки. Вырăс литературинче писательсен произведенийĕсенчи ваттисен сăмахĕсене пăхса тухнă статьясем пур. Пирĕн вара кун пек ĕçсем тупăнмарĕç. А.С.Артемьев пултарулăхĕ пысăк хака тивĕç. Унăн произведенийĕсен чĕлхи сăнарлă та витĕмлĕ, хăйне евĕр. Пĕр «Салампи» повеçре кăна мĕн чухлĕ ваттисен сăмахĕ, каларăшĕ, илемлĕ те ăслă сăмах каларăшĕ, илемлĕ те ăслă сăмах çаврăнăшĕ. Чăннипех те Артемьев — чĕлхе ăсти. Прозăра ăна ку енĕпе çитекен сахал.

5

Усă курнă литература:

1.А.С.Артемьев «Салампи» роман.- Шупашкар.Чăваш кĕнеке издательстви, 1991.-256 с.

2.Г.Я.Хлебников «Пултарулăх тĕшши».-Шупашкар.1981.

3.Чăваш халăх сăмахлăхĕ. – Шупашкар.1984.

4.http:/www/Chuvash.org – Чăваш халăх сайчĕ.

6

Тупмалли:

1.Кÿрĕм…………………………………………………………………………1стр.

2.Тĕп пайĕ………………………………………………………………………1–4стр.

3.Пĕтĕмлетÿ…………………………………………………………………….5стр.

4.Усă курнă литература………………………………………………………..6стр.

Районная научно-практическая конференция

Секция Чувашский язык и литература

А.С.Артемьевăн «Салампи» повеçĕнчи ваттисен сăмахĕсемпе афоризмсем

Ефимова Кристина

МБОУ «Турмышская СОШ», 11 класс

Научный руководитель:

Григорьева Зинаида Николаевна,

учитель чувашского языка и литературы

МБОУ «Турмышская СОШ»

Янтиково 2014

Районная научно-практическая конференция

Секция Авторская поэзия и проза.

Стихи

Николаева Анастасия

МБОУ «Турмышская СОШ», 8 класс

Научный руководитель:

Григорьева Зинаида Николаевна,

учитель чувашского языка и литературы

МБОУ «Турмышская СОШ»

Янтиково 2014


1


А.С. Артемьевăн илемлĕх тĕнчи Çынсен чунĕсене тарăнрах кăтартнине пулах Александр Артемьев произведенийĕсем вулакансене тыткăна илеççĕ, шухăша яраççĕ, вĕçне çитиччен вулаттарса пĕтермесĕр те алăран каймаççĕ, асра юлаççĕ,шухăша яраççĕ. Çакă мар-и ĕнтĕ писателĕн ăсталăхĕ? Çапла, çакна шăпах ăсталăх тени тăвать. Çынсен чунĕсене тарăнрах кăтартнине пулах Александр Артемьев произведенийĕсем вулакансене тыткăна илеççĕ, шухăша яраççĕ, вĕçне çитиччен вулаттарса пĕтермесĕр те алăран каймаççĕ, асра юлаççĕ,шухăша яраççĕ. Çакă мар-и ĕнтĕ писателĕн ăсталăхĕ? Çапла, çакна шăпах ăсталăх тени тăвать. В.Сатай. В.Сатай.


2


А.С.Артемьевăн пурнăç çулĕ А.Артемьев Элĕк районĕнчи Тури Вылă ялĕнче 1924 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче çуралнă. А.Артемьев Элĕк районĕнчи Тури Вылă ялĕнче 1924 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче çуралнă. Штанашри вăтам шкула пĕтерсен вăрçă çулĕсемпе утса тухнă. Штанашри вăтам шкула пĕтерсен вăрçă çулĕсемпе утса тухнă. Вăрçă хыççăн « Ялавпа» Вăрçă хыççăн « Ялавпа» « Тăван Атăл» журналсенче тăрăшать. « Тăван Атăл» журналсенче тăрăшать. Литература институтĕнче вĕренет. Литература институтĕнче вĕренет. А.Артемьев-чăваш халăх писателĕ. А.Артемьев-чăваш халăх писателĕ.


3


Кĕнекисем: « Ан авăн, шĕшкĕ», « Юрату юррисем», « Салампи», « Улма йывăç авăнать», « Салтак калавĕсем», « Алтăр çăлтăр», «Çунатлă çуралнисем», « Хунавлах хăрнисем», « Шурă çÿçлĕ хĕр», « Симĕс ылтăн», « Тăвăл умĕн», « Çăкăр хакĕ».


4


А.Артемьевăн « Салампи » пове ç ĕ – чăваш прозин классикла тĕслĕхĕ « Салампи» повеçĕн теми – вăрçă хыççăнхи çамрăксен юратăвĕпе туслăхĕ, кăмăлĕпе сипечĕ.


5


« Салампи» повеçри сăнарсем « Салампи» хайлаври геройсене виçĕ ушкăна уйăрма пулать: 1) халăхшăн тăрăшакан, чунне пама хатĕр хастар çынсем ( Салампи, Лена, Андрей ); 2) юлхав та вĕçкĕн, с ÿп ĕлти чĕлхеллĕ çынсем ( Вирьялов, Муза, « кĕрхи шăнасем» ); 3) пурнăçра хăйсен вырăнне шыракансем « Алмазов, Шамбулкин, Маруçпа Таруç ).


6


«Салампи» повесть тытăмĕ Ĕç умĕ – ял çамрăкĕсем улахра. Кунта автор хайлавра тĕл пулакан геройсене сăнласа парать, вĕсенчен кашниех Салампи сăнарне уçса пама пулăшать. Ĕç тĕвĕленĕвĕ – Салампи яла «ачипе» таврăнни. Ĕç аталанăвĕ – Салампин ялти тата хулари пурнăçĕ. Кульминаци – ача усрама илни. Ĕç вĕçленĕвĕ – Салампи Алмазова Автан çырми патĕнче кĕтсе илни.


7


« Салампи» повесть содержанине астăватăр – и? Салампипе унăн Лена ятлă юлташĕн хушамачĕ мĕнле? Салампипе унăн Лена ятлă юлташĕн хушамачĕ мĕнле? Салампи кампа ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ? Салампи кампа ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ? Салампи çемьере миçемĕш ача пулнă? Ыттисем çинчен мĕн пĕлетĕр? Салампи çемьере миçемĕш ача пулнă? Ыттисем çинчен мĕн пĕлетĕр? Кам çинчен ялта : « Вăл çитмĕл те çичĕ çемĕ пĕ- Кам çинчен ялта : « Вăл çитмĕл те çичĕ çемĕ пĕ- лет»,- теççĕ? лет»,- теççĕ? Салампи амăшне ялта мĕнле чĕнеççĕ? Салампи амăшне ялта мĕнле чĕнеççĕ?


8


1.Ялти çамрăксем улах ларма камсем патне пуçтарăнаççĕ? 1.Ялти çамрăксем улах ларма камсем патне пуçтарăнаççĕ? 1.Таруçсем патне 1.Таруçсем патне 2.Маруçсем патне 2.Маруçсем патне 3.Ленăсем патне 3.Ленăсем патне 2. « Çирĕмре.Тăрăхла питлĕ, шуранкарах çутă сăнлă, çÿхе туталлă, кăвак куçлă».Кам – ши вăл? 2. « Çирĕмре.Тăрăхла питлĕ, шуранкарах çутă сăнлă, çÿхе туталлă, кăвак куçлă».Кам – ши вăл? 1.Маруç 1.Маруç 2.Таруç 2.Таруç 3.Лена 3.Лена 3.Журналта пичетленнĕ Алмазовăн « Юрату юррине» улахра ларакан çамрăксем ăçтан пĕлеççĕ? 3.Журналта пичетленнĕ Алмазовăн « Юрату юррине» улахра ларакан çамрăксем ăçтан пĕлеççĕ? 1.Хĕрсем юрланинчен 1.Хĕрсем юрланинчен 2.Салампи юрланинчен 2.Салампи юрланинчен 3.Радиопа итленинчен 3.Радиопа итленинчен


9


4.Салампи: « Юрату – анне мар, ама çури пулчĕ маншăн…» тет те пулни – иртнине кама йĕркипе каласа парать? 4.Салампи: « Юрату – анне мар, ама çури пулчĕ маншăн…» тет те пулни – иртнине кама йĕркипе каласа парать? 1.Ленăна 1.Ленăна 2.Кольăна 2.Кольăна 3.Таруçа 3.Таруçа 5.Пĕр – пĕринпе килĕштерсе çÿрекен Салампипе Анатолие кам уйăрать? 5.Пĕр – пĕринпе килĕштерсе çÿрекен Салампипе Анатолие кам уйăрать? 1.Леон Вирьялов 1.Леон Вирьялов 2.Муза Любимова 2.Муза Любимова 3.Нина Петрова 3.Нина Петрова 6.Салампипе Алмазов ăçта тĕл пулаççĕ? 6.Салампипе Алмазов ăçта тĕл пулаççĕ? 1.Автан çырми патĕнчи ватă хурама айĕнче 1.Автан çырми патĕнчи ватă хурама айĕнче 2.Автан çырми патĕнчи ватă йăмра айĕнче 2.Автан çырми патĕнчи ватă йăмра айĕнче 3.Автан çырми патĕнчи ватă хурăн айĕнче 3.Автан çырми патĕнчи ватă хурăн айĕнче

Эпир пурте юратса вулакан «Салампи», «Алтăр çăлтăр», «Шурă çÿçлĕ хĕр», «Симĕс ылтăн» повеçсемпе «Хунавлах хăрнисем», «Тăвăл умĕн» романсем тата нумай хайлав çырнă Чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев çуралнăранпа кăçал 92 çул çитрĕ.

«Салампи» повесть тăрăх Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕ, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен секцийĕ тата «Самант» журнал «Чăваш халăхĕн чи юратнă пики» викторина ирттерчĕç.

Конкурса хутшăнакансем «Салампие» тĕплĕн вулани, ăмăртура маттур пулни савăнтарчĕ. «Салампи» повеçе килĕштерекенсем пирĕн республикăра чăнах та пуррине пĕлтĕмĕр. Кун пирки чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Валентина Ефимова /Куславкка районĕ, Куславкка 3-мĕш шкулĕ/ çапла çырать: «Салампие» тепĕр хут вуласа тухрăм. Пĕрремĕш хут повеçпе паллашни аса килчĕ. Александр Артемьевăн чĕлхе пуянлăхĕнчен тĕлĕнтĕм. Ăмăртăва чăнласах чи чаплă, кăтартуллă хайлав тăрăх пĕлсе йĕркеленĕ. Конкурс пирĕн несĕп-сипете туптама пулăшрĕ».

Повеçе юратса вулакан кĕçĕн классен учителĕ Татьяна Архипова /Çĕнĕ Шупашкар, 3-мĕш шкул/ Салампи çинчен хăйĕн шухăшне уçăмлă палăртса калать. «Чăваш хĕрĕ Салампи пирĕншĕн чи юратнă пике пулса тăчĕ», – тет вăл. Евгения Сорокина /Элĕк районĕ, Вутлан ача сачĕ, воспитатель/: «Тавтапуç сире «Салампи» повеçе çĕнĕрен аса илме пулăшнăшăн. Питĕ интереслĕ пулчĕ».

Викторинăна 60 ытла çын хутшăнчĕ. Вĕренекенсем: Татьяна Еремеева, Ангелина Бабанова /Канаш районĕ, Сиккасси шкулĕ/, Анастасия Осипова /Красноармейски районĕ, Трак шкулĕ/, Анна Долгова /И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ/, Мария Софронова /Патăрьел районĕ, Туçа шкулĕ/, Анастасия Бельдекова /Патăрьел районĕ, Тури Туçа шкулĕ/, Алиса Митрофанова /Шупашкар, 40-мĕш шкул/, Валентина Бельская /Канаш районĕ, Сиккасси шкулĕ/, Екатерина Васильева /Патăрьел районĕ, Нăрваш Шăхаль шкулĕ/, Дария Иванова, Кристина Катыкова /Патăрьел районĕ, Пăлапуç Пашьел шкулĕ/, Елена Яшина, /Елчĕк районĕ, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ/, Юлия Кулакова /И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ/, Людмила Вениаминова /Етĕрне районĕ, Мăн Чураш шкулĕ/ пулчĕç.

Вĕрентекенсем: Т.А. Архипова, Л.Н. Леонтьева /Çĕнĕ Шупашкар, 3-мĕш шкул/, В.А. Фомина /Шупашкар, 29-мĕш шкул/, Л.А. Алексеева /Шупашкар, 5-мĕш гимнази/, Ю.Е. Анисимова, Л.В. Анисимова, А.В. Егорова, М.И. Архипова /Шупашкар, 10-мĕш шкул/, Р.А. Гаврилова, Н.М. Николаева, А.В. Митрофанова, Е.О. Шленская /Шупашкар, 40-мĕш шкул/, Е.А. Майков /Шупашкар районĕ, Кăшавăш шкулĕ/, А.В. Ишова /Шупашкар районĕ, Тутаркасси шкулĕ/, Г.Т. Такин /Комсомольски районĕ, Комсомольски 1-мĕш шкулĕ/, С.В. Тяхмусова /Шупашкар, 43-мĕш шкул/, Л.Н. Клементьева, Е.М. Михайлова /Йĕпреç районĕ, Пучинке шкулĕ/, З.П. Михайлова /Красноармейски районĕ, Красноармейски шкулĕ/, Г.Г. Ямангеева /Муркаш районĕ, Шомик шкулĕ/, Л.В. Ишмуратова /Çĕнĕ Шупашкар, 20-мĕш шкул/, Ю.Е. Кузьмина /Красноармейски районĕ, Трак шкулĕ/, О.В. Маркова /Вăрнар районĕ, Кĕçĕн Кипек шкулĕ/, Т.В. Иванова, Е.Д. Данилова /Шупашкар, 49-мĕш шкул/, Н.В. Петрова, З.В. Хромова /Çĕнĕ Шупашкар, кадетсен лицейĕ/, К.Н. Михайлова /Шупашкар, 2-мĕш лицей/, В.Н. Воронова /Елчĕк районĕ, Курнавăш шкулĕ/, В.П. Ефимова, Г.А. Педюсева /Куславкка районĕ, Куславккари 3-мĕш шкул/, С.П. Кулакова /Патăрьел районĕ, Ыхраçырми шкулĕ/, Л.В. Мироновна /Вăрнар районĕ, Туçи Мăрат шкулĕ/, Н.И. Павлова /Патăрьел районĕ, Нăрваш Шăхаль шкулĕ/, Е.В. Анюрова /Патăрьел районĕ, Сăкăт шкулĕ/, Г.Л. Никифоров /Çĕрпÿ районĕ, Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕ/, С.Н. Ефимова /Çĕнĕ Шупашкар, 17-мĕш шкул/, А.А. Такина /Çĕнĕ Шупашкар, 18-мĕш лицей/, Г.Ф. Хлебникова /Патăрьел районĕ, Патăрьелĕн 2-мĕш шкулĕ/, Е.А. Сорокина /Элĕк районĕ, Вутлан ача сачĕ, воспитатель/, Л.А. Кузнецова /Канаш районĕ, Аслă Мами шкулĕ/, А.В. Трофимова, И.Г. Никифорова /Çĕнĕ Шупашкар, 13-мĕш шкул/, И.В. Власова, А.Г. Петрова /Шупашкар, 47-мĕш шкул/, Л.В. Осипова, В.А. Самарина /Патăрьел районĕ, Турхан шкулĕ/, Н.К. Черлакова /Етĕрне районĕ, Мăн Чураш шкулĕ/ хастар хутшăнчĕç.

Викторина ыйтăвĕсене пурте туллин хуравланă. Çапах та хăшĕ-пĕри «Салампи» повеçĕн малтанхи ятне тĕрĕс палăртманни пулчĕ.

Александр Артемьев тĕп герой ятне кура хайлава малтан «Илемпи» ят панă пулнă. Повеçĕн тĕп сăнарне Салампи ят парасси Петĕр Хусанкайпа çыхăннă. 1950-мĕш çулхи раштав уйăхĕсенче чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай Тури Вылăра Артемьев патĕнче хăнара пулнă. Хусанкайăн малтанхи арăмĕпе çуратнă хĕрĕ Салампи ятлă пулнă. Автор повеçе «Салампи» ят парса 1956 çулта уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларнă.

Александр Артемьев чăн пурнăçри хăй лайăх пĕлекен çынсен сăн-сăпатне, характерне «Салампи» повеçри персонажсен сăнарне калăпланă чухне тĕпе хунă. Паллах, вăл тăван ялĕнчи çынсен, тантăшĕсен сăнарĕсемпе те усă курнă. Вулакансенчен чылайăшĕ «Салампири» сăнарсен пурнăçри прототипĕсене тĕрлĕрен палăртнă.

Тĕрĕссипе, хуравсем çапларах. Салампи прототипĕ – Тури Вылăри Нина Ивановна Ермакова учительницăн сăнарĕ. Вăл Александр Артемьевăн пĕрремĕш юратăвĕ пулнă, анчах вĕсем пĕрле пулайман. Нина Ивановна Александр Спиридоновича юратнипех качча каймасăр ĕмĕрне ирттернĕ теççĕ.

Салампи сăнарне, характерне тума автор хăйĕн пĕрремĕш арăмĕн, чипер сăнлă Октябринăн тата иккĕмĕш арăмĕн, хулăн çивĕтлĕ, ырă кăмăллă Валентинăн сăнарĕсене илнĕ. Салампи амăшĕ, Валери амăшĕ – Александр Артемьев амăшĕ. Анатолий Алмазов – Александр Артемьев хăй, Анисим Асламас композитор та. Саланов хушаматлисем Тури Вылă ялĕнче темиçе те. Чушков, профессор, самăрри – Сергей Павлович Юшков, педагогика наукисен кандидачĕ, çыравçă. Ласкин, лутри – Геннадий Плаксин çыравçă. Борисов – Борис Иванович Борисов, Тури Вылă ялĕнче Александр Артемьевпа кÿршĕре пурăннă. Борис Иванович çамрăк чухне Шупашкарта И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ.

«Салампи» повеç шухăш-туйăма çĕклекен йĕркесемпе малтанах пуçланать: «Купăс сасси илтĕнсен кĕрхи каç та илемлĕ. Таçтан, тури касри йăмрасем айĕнчен, юрă вĕçсе килчĕ те, анат касри улаха чун кĕчĕ, тунсăхланă хĕрсен чĕрисем хаваслăн тапма тытăнчĕç.

– Ах! – терĕç икĕ хĕр харăсах. Иккĕшĕ те пĕр хушă сывлама чарăнса купăс сассине тăнларĕç». Кĕрхи каçра тунсăхлă янăракан купăс сасси çамрăксен чун-чĕри хусканăвĕпе пĕрлешсе кĕвĕленет те вулакана темле çутă туйăмпа çупăрласа илет. Çак туйăм ăна повеçе мĕн вуласа пĕтеричченех çупăрласа тăрать. Çакнашкал чĕрĕ ÿкерчĕксемпе сăнлăхсем, символла пĕлтерĕшлĕ пайрăмсем хайлавра тăтăшах тĕл пулаççĕ. Паллах, вĕсене ÿкерчĕклеме музыка чунлă Артемьев кăна пултарнă.

Повеçре пулса иртекен ĕçсем кăткăс та çивĕч. Автор пурнăçа тĕрлĕ енлĕн, ÿкерчĕклĕн сăнарлать, геройсен тулаш тата ăшри хирĕçĕвĕсене ăста та хивре кăтартать. Çаксене пула ĕнтĕ Валерий Яковлев режиссер «Салампи» повеçе никĕсе хывса пьеса çырнă, кĕвĕ-çемĕ сассиллĕ хайлав Анисим Асламаса вара «Салампи» опера çырма хавхалантарнă.

Литература критикĕсем Александр Артемьев пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн хакланă. Вĕсенчен пĕри Ипполит Иванов «Салампи» повесть автор ятне çÿле çĕклерĕ, тăван литературăна çĕнĕ те вăйлă талант килни çинчен пĕлтерчĕ», — тенĕ.

Тĕнче литературинче чăнласах классика шайĕнчи «Салампи» повеçе юратса вулакан хаклă туссем! Сире çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, «Чăваш халăхĕн чи юратнă пики» ăмăртура маттур пулнăшăн тав тăватпăр, вăййа хастар хутшăннăн тата ыйтусене хуравланăшăн пурне те Хисеп хучĕпе чыслатпăр.

2017 çулта та «Самант» журналпа тата «Тантăш» хаçатпа туслă пулма, вĕсем йĕркелекен ăс-хакăлпа пултарулăх ăмăртăвĕсене хастар та пуçаруллă хутшăнма кăмăл, чăтăмлăх, ăнăçу тата çирĕп сывлăх сунатпăр.

Хисеп хутне Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, Пичет çурчĕ, 13-мĕш çурт, 6-мĕш хут адреспа «Тантăш» хаçатпа «Самант» журнал редакцийĕсене кĕрсе илме пултаратăр. Хăвăрпа пĕрле «Тантăш» хаçатпа «Самант» журнала çырăннине ĕнентерекен квитанцие илме ан манăр!

Геронтий НИКИФОРОВ,

ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.

1

Пĕчĕкçеççĕскерĕм!

Ма эс пысăк мар-ши?

Çырăттăн чиперрĕн

Кунсерен пĕр аршăн.

Салтака манмашкăн

Епле эс пултарăн?

Вăл сана ачашшăн

Асăнать, мăнтарăн.

Ун лутра çĕр пӳрчĕ

Санпа çеç илемлĕ.

Кӳр чуппине, кӳрччĕ!..

Вилĕм тек килеймĕ.

2

Чĕвĕл-чĕвĕл чĕкеçсем

Ларчĕç бруствер хĕррине.

Алă вĕççĕн çĕклесе

Чĕкеçрен чĕлхе илме

Эп сана вĕрентеймерĕм.

Каçарах, пĕчĕкçĕскерĕм!

Вĕлле хурчĕ тутанать

Çеçпĕле те ӳхлĕме.

Сим кӳмешкĕн тутуна,

Çу пек çепĕç пуплеме —

Пылпа çу эп сĕреймерĕм,

Каçарах, пĕчĕкçĕскерĕм!

3

Кунĕн-çĕрĕн çумăр, çумăр,

Тăхлан çумăр пуç çинче…

Эс, юрать-ха, çумма-çуммăн.

Эс, юрать-ха, пит инçе.

Хăш чухне эп, ывăнсассăн,

Сан сăнна пăхатăп та —

Çĕкленет каллех ман сассăм,

Ватăлма каллех тăхтап.

Хăш чухне, стройра пырса та,

Юнпа хытнă çӳссене

Эп куратăп та — сасартăк

Тăп тăратăп, çӳçенеп…

Кунĕн-çĕрĕн çумăр, çумăр,

Тăхлан çумăр пуç çинче…

Эс, юрать-ха, çумма-çуммăн.

Эс, юрать-ха, пит инçе.

4

Урамра çилсем кумаççĕ,

Шăтăк-шăхăр шăхăрать.

Иксĕрех эсир кун-каçăн,

Япăхатăр, ахăрах.

Кив тетте те пушă аркă,

Кам кӳрес-ха çĕннине?

«Чăвашла юрласа пар-ха»

Тетĕн эс асаннӳне.

Асаннӳ юрлать… Пĕлесчĕ:

Мĕн юрлать-ши ватăскер?

Ман пуласчĕ пĕчĕкçеççĕ,

Çип-çинçе те кĕп-кĕске.

Ман халап-юмах итлесчĕ,

Сывламасăр, санашкал,

Савăнса вĕçне çитесчĕ,

Сĕтĕресчĕ çунашка.

Халь ак эпĕ, итлесен те,

Манас çук салтак хĕçне.

Вăрçă юмах мар иккен те, —

Ман пĕлесчĕ ун вĕçне.

Анчах эп пĕлеп, пĕлетĕп:

Халапла кирек мĕнле,

Эс пур чух вăрçă вĕçне те

Чĕррĕнех эп çитмелле.

5

Салампи! Паян кĕрешрĕ

Икĕ кайăк кăнтăрла:

Пĕри хуп-хура хĕреслĕ,

Тепри хĕрлĕ çăлтăрлă.

Хăваларĕç, кĕр-кĕрлерĕç,

Сăхрĕç хытă пĕр-пĕрне;

Чикĕм пуçлă кускаларĕç,

Кĕç ӳкмерĕç çĕр çине.

Окопран пăхса выртатпăр

Хăш палли çĕнтерессе.

Кăшт тăрсассăн хĕрлĕ çăлтăр

Вут хыптарчĕ хĕресе.

Персе анчĕ леш, хĕресĕ,

Тĕтĕм-çулăм кăларса.

«Пултаратăн, çăлтăр, эсĕ!» —

Терĕç пирĕн харăсах.

6

Эс çуралнă ::хулана:Ленинград пирки сăмах пырать::

Тăшман илнĕ çавăрса.

Çывăрсам, ан кулянах:

Парăнмасть вăл. Çывăрсам.

Эс алхаснă пӳлĕмре

Сивĕ, тĕттĕм, пуш-пушах.

«Çывăр, килĕн ӳлĕмрен»

Тет резин упа, кушак.

Эс çӳренĕ пахчана

Халь ӳкеççĕ етресем.

Пĕр турат та тăшмана

Пуçне таймĕ. Тĕлĕрсем.

Эс чӳхеннĕ шыв-шура

Пăтратаççĕ ют çынсем.

Вăл тасалĕ — ан хăра:

Пулмĕ юшкăн та вĕсен!

Уйăх чăмрĕ Атăла,

Аякра сăпку халь сан.

Эп тасатрăм пăшала.

Çывăр, çывăр, лăплансам…

7

Ах, яту хитре-çке санăн!

Тупса хунă-мĕн такам…

Тӳррипе калас пулсассăн,

Кĕвĕçеп пăртак, ачам.

Сан ятна эп асăнсассăн,

Тин пусап вун саккăра.

Халăх çамрăклăхĕ манăн

Куç умне тухса тăрать.

А пĕлетни эс, чиперĕм,

Тутаркас таврашĕнчи

Салампи ятлă пĕр хĕрĕн

Кун-çулне? Тăхта-ха, чим…

Юрăсти пулнă аппу çав,

Пуçлăх пулнă уявра.

Ку сахал: вăл пăлхав пуçĕ

Пулнă теççĕ каярах.

Те çĕр çул, те ик çĕр çул-ха

(Пĕлме çук тĕрĕссипе) —

Чăвашсем пăлханнă шухă

Аслă Атăл хĕррипе.

Атăл урнă: «Кам кама-ха!»

Хӳнĕ вăл шыв хӳмесем.

Çăварлăхланă урхамаххăн

Шăлне йĕрнĕ хумĕсем.

Хуçасен кимми-таврашĕ

Ваннă, путнă куç курах.

Путнăçем хуçи паврашнă:

«Тур çырлах! Шуçи хурах!»

Ват юманлăх кăмăлланă

Яш çилле вĕчĕхтерсе.

Юмансем пуçне сулланă

«Парăнмастăпăр!» тесе.

Эс пăлетни — çуллахи çĕр

Чи яштак юман сине,

Чи çӳле çав Салампи хĕр

Шур пĕркенчĕк карнине?

Халăха çапла пуçтарнă —

Пуртăпа та сенĕкпа

Улпутсен, мăрса-турханăн

Мăшкăлне пĕтерес пек.

Анчах çичĕ хут капланнă

Мăшкăл пирĕн мăй çине.

Салампи ĕçĕ хупланнă,

Çитеймен вăл хăй вĕçне.

Тăшман çарĕ ухăланă,

Çурнă шур пĕркенчĕке.

Темĕн чухлĕн тыткăнланнă,

Пăлхав пуçĕ те лекет.

Пуçилле ăна ăсатнă

Инçетри сĕм вăрмана.

Ун ятне манман асаплă,

Тертлĕ халăх, самана.

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Салампи
Жанр: роман
Автор: Александр Артемьев
Тăван чĕлхи: чăваш
Хайланă çул <1956>
Пичетленĕ: 1956
Уйрăм кăларăм: 1966, 1969, 1983, 2012
Куçару: Ытти чĕлхесене куçарни-куçарманни паллă мар

«Салампи» — Александр Артемьев (1924-1998) çырнă чăвашла лирикăлла роман. 1969-мĕш çулхи кăларăмра ăнлантарнинче «Çĕнĕ çынсем» трилогин пĕр кĕнеки тесе палăртнă[1]. Трилогин ытти кĕнекисем кун çути курни-курманни паллă мар.

Хайлав çуралса кун çути курни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Аслă Атилĕх вăрçи хыççăн çуралнă роман.

Ят çăлкуçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Салампи — хĕрарăм ячĕ. Кун пек ята суйласа илесси Петĕр Хусанкай сăвăçпа туслă пулни витĕм кÿме пултарнă, мĕншĕн тесен лешĕн чăнах та çав ятлă хĕр (Саламби Петровна) пур.

Тепĕр енчен, хранццус çыравçин Гюстав Флоберăн (1821-1880) «Саламбо» (Salammbô) ятлă историлле роман пур[2]. Унта та «Саламбо» тени хĕрарам ятне пĕлтерет. Çак япала та автора витĕм кÿме пултарнă.

Ку тĕлĕшпе Александр Артемьев романĕн текстĕнче, «Кĕрхи шăнасем» сыпăкра, ак çакнашкал каланине тĕл пулма пулать:

— Салампи, — терĕ Вирьялов хĕр ятне çепĕççĕн пĕлтерсе. — Акрамова.

— М-да, — терĕ «профессор», сăмсана нĕрлесе, м-да, интереслĕ ят. Бальзакăн «Саламбо» ятлă роман пурччĕ пулас.

— Флоберăн, — йăпăлтатнă сасăпа пĕлтерчĕ Вирьялов, — Флоберăн…

Повеç е роман?[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Авторĕ хăй пурăннă чухне те, халĕ те, апла та, капла та калани-палăртни тĕл пулать.

Тытăм, сюжет тата фабула[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Романăн сюжечĕ кăткăс мар. Унта, тĕрĕссипе, ним тĕлĕнмеллиех те пулса иртмест.

Хаклавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Геннадий Айхи «Салампи» роман авторне халалланă сăввинче çапла çырнă:

чĕр пурнăç чĕртнĕ пек эс куртăн
хальхи ачаш нарспилĕхе.[3]

Чыславсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Год: 1969
  2. ^ Французская литература / Г. Флобер Саламбо
  3. ^ Геннадий Айхи. Лирикăллă проза çыравçине

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Чӑваш чӗлхи: «Салампипе» кӗҫех турккӑлла та паллашма май пулӗ.

Содержание

  1. Презентация по родной (чувашской) литературе на тему „Салампи“ повеçри çамрăксен кун-çулĕпе пурнăçĕ » (А.С. Артемьевăн «Салампи»повеçĕ тăрăх)“
  2. Оставьте свой комментарий
  3. Подарочные сертификаты
  4. А.С.Артемьев çырнă «Салампи» повеçри ваттисен сăмахĕсемпе афоризмсем.
  5. Просмотр содержимого документа
    «А.С.Артемьев çырнă «Салампи» повеçри ваттисен сăмахĕсемпе афоризмсем.»
  6. «Чĕлхе асамçи»
  7. Скачать:
  8. Предварительный просмотр:
  9. 1. «Мĕн вăл классикăлла хай-лав?» карточкăпа ĕçлесси
  10. классикăлла хайлав
  11. чаплă, илемлĕ
  12. вула, шутлан, пул
  13. Классикăлла хайлав – пĕтĕм тĕнчипе паллă илемлĕ литература хайлавĕ. Ăна пĕтĕм халăх вулать, çав вăхăтри хайлавсемшĕн вăл литература тĕслĕхĕ шутланать.
  14. тĕслĕх
  15. Оставьте свой комментарий
  16. Подарочные сертификаты
  17. Видео

Презентация по родной (чувашской) литературе на тему „Салампи“ повеçри çамрăксен кун-çулĕпе пурнăçĕ » (А.С. Артемьевăн «Салампи»повеçĕ тăрăх)“

Сочинение салампи на чувашском языке

Описание презентации по отдельным слайдам:

УРОК ТЕМИ „Салампи“ повеçри çамрăксен кун-çулĕпе пурнăçĕ » (А.С. Артемьевăн «Салампи»повеçĕ тăрăх)“ Хатĕрлекенĕ: Патăрьел районĕн Патăрьелти агропромышленность техникумĕнче чăваш литературине вĕрентекен Т. А. Имеркина

Çынсен чунĕсене тарăнрах кăтартнине пулах Александр Артемьев произведенийĕсем вулакансене тыткăна илеççĕ, шухăша яраççĕ, вĕçне çитиччен вулаттарса пĕтермесĕр те алăран каймаççĕ, асра юлаççĕ,шухăша яраççĕ. Çакă мар-и ĕнтĕ писателĕн ăсталăхĕ? Çапла, çакна шăпах ăсталăх тени тăвать В.Сатай.

Урок эпиграфĕ Ах, яту хитре-çке санăн Тупса хунă-мĕн такам. П. Хусанкай. Çамрăклăх – хăналăх. Ваттисен сăмахĕ

Салампи хайлаври çамрăксен виçĕ ушкăнĕ 1. Халăхшăн тăрăшакан, чунне пама хатĕр хастар çынсем ( Салампи, Лена, Андрей ); 2. Юлхав та вĕçкĕн, сÿпĕлти чĕлхеллĕ çынсем ( Вирьялов, Муза, « кĕрхи шăнасем» ); 3. Пурнăçра хăйсен вырăнне шыракансем « Алмазов, Шамбулкин, Маруçпа Таруç )

Викторина ыйтăвĕсем 1. Салампипе унăн Лена ятлă юлташĕн хушамачĕ мĕнле? 2. Салампи кампа ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ? 3. Салампи çемьере миçемĕш ача пулнă? Ыттисем çинчен мĕн пĕлетĕр? 4. Кам çинчен ялта : « Вăл çитмĕл те çичĕ çемĕ пĕлет»,- теççĕ? 5. Салампи амăшне ялта мĕнле чĕнеççĕ?

Тест ыйтăвĕсем 1. Ялти çамрăксем улах ларма камсем патне пуçтарăнаççĕ? 1. Таруçсем патне 2. Маруçсем патне 3. Ленăсем патне 4. Саламписем патне 2. « Çирĕмре, тăрăхла питлĕ, шуранкарах çутă сăнлă, çÿхе туталлă, кăвак куçлă».Кам – ши вăл? 1. Маруç 2. Таруç 3. Лена 4. Салампи

Тест ыйтăвĕсем 3.Салампи: «Юрату-анне мар, ама çури пулчĕ маншăн…» тет те пулни – иртнине кама йĕркипе каласа парать? 1.Ленăна 2.Кольăна 3.Таруçа 4. Маруç 4. Пĕр – пĕринпе килĕштерсе çÿрекен Салампипе Анатолие кам уйăрать? 1.Леон Вирьялов 2.Муза Любимова 3.Нина Петрова 4.Семен Саланов

Киле ĕç А. Артемьевăн „Салампи повеçĕ тăрах сочинени çырса килĕр. Темăсем: 1. „Юратса кĕтме пĕлекенсем, шанчăка çухатманнисем – телейлĕ“ 2. „Салампи – саламлă ят“ 3. „Салампи“ повеçри самрăксен кун-çулĕпе пурнăçĕ“

Сочинение салампи на чувашском языке

Сочинение салампи на чувашском языке

Сочинение салампи на чувашском языке

Сочинение салампи на чувашском языке

Сочинение салампи на чувашском языке

Сочинение салампи на чувашском языке

Презентация по родной (чувашской) литературе на тему: „Салампи“ повеçри çамрăксен кун-çулĕпе пурнăçĕ » (А.С. Артемьевăн «Салампи»повеçĕ тăрăх)“. Подготовила преподаватель родной литературы Батыревского агропромышленного техникума Минобразования Чувашии Имеркина Т. А. Данная презентация содержит 10 слайдов. Разработаны вопросы к викторине и тестовые задания по произведению А. Артемьева „Салампи“.

Номер материала: ДБ-335426

Не нашли то что искали?

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Подарочные сертификаты

Ответственность за разрешение любых спорных моментов, касающихся самих материалов и их содержания, берут на себя пользователи, разместившие материал на сайте. Однако администрация сайта готова оказать всяческую поддержку в решении любых вопросов, связанных с работой и содержанием сайта. Если Вы заметили, что на данном сайте незаконно используются материалы, сообщите об этом администрации сайта через форму обратной связи.

Все материалы, размещенные на сайте, созданы авторами сайта либо размещены пользователями сайта и представлены на сайте исключительно для ознакомления. Авторские права на материалы принадлежат их законным авторам. Частичное или полное копирование материалов сайта без письменного разрешения администрации сайта запрещено! Мнение администрации может не совпадать с точкой зрения авторов.

Источник

А.С.Артемьев çырнă «Салампи» повеçри ваттисен сăмахĕсемпе афоризмсем.

Тĕллев:

«Салампи» повеçри сăнарсем усă куракан ваттисен сăмахĕсене, афоризмсене тупса палăртасси, пĕтĕмлетÿсем тăвасси, повеçри сăнарсем ваттисен сăмахĕсемпе усă курнин диаграммине тăвасси.

Ыйтусем: пирĕн ума çакăн пек ыйтусем тухса тăчĕç:

2. А.С.Артемьев хăйĕн хайлавĕсенче ваттисен сăмахĕсемпе усă курать – и?

3. Ваттисен сăмахĕсемпе мĕн тĕллевпе усă курнă?

4. Паянхи куншăн тема актуаллă – и?

5. Ĕçĕн çĕнĕлĕхĕ пур – и? Пурнăçра ку тема кирлĕ – ши?

6. Çак темăпа çырнă ĕçсем пур – и?

Просмотр содержимого документа
«А.С.Артемьев çырнă «Салампи» повеçри ваттисен сăмахĕсемпе афоризмсем.»

А.С.Артемьев çырнă «Салампи» повеçри ваттисен сăмахĕсемпе афоризмсем.

«Салампи» повеçри сăнарсем усă куракан ваттисен сăмахĕсене, афоризмсене тупса палăртасси, пĕтĕмлетÿсем тăвасси, повеçри сăнарсем ваттисен сăмахĕсемпе усă курнин диаграммине тăвасси.

Ыйтусем: пирĕн ума çакăн пек ыйтусем тухса тăчĕç:

2. А.С.Артемьев хăйĕн хайлавĕсенче ваттисен сăмахĕсемпе усă курать – и?

3. Ваттисен сăмахĕсемпе мĕн тĕллевпе усă курнă?

5. Ĕçĕн çĕнĕлĕхĕ пур – и? Пурнăçра ку тема кирлĕ – ши?

6. Çак темăпа çырнă ĕçсем пур – и?

Мĕншĕн суйласа илтĕмĕр – ха эпир çак темăна? Артемьевăн «Салампи» повеçне вуланă хыççăн ваттисен сăмахĕсем тăтăшах тĕл пулни интереслентерсе ячĕ пире. Эпир ваттисен сăмахĕсене çырма тытăнтăмăр. Анчах та пĕр тĕпчев ĕçĕ те тупаймарăмăр. А.С.Артемьев пултарулăхне сăнарсем енчен тишкернĕ ĕçем пур, анчах та чĕлхе енчен тишкернĕ ĕçсем пачах та çук иккен.Унсăр пуçне А.Артемьев çуралнăранпа кăçал 90 çул çитет.Çавăнпа та эпир ку темăна актуаллă тесе шутлатпăр.

Кун пек ĕç чăваш литературинче çук пирки эпир ăна çĕнĕлĕх тесе шутлатпăр. А.С.Артемьев хăйне евĕр çыравçă пулнине, вăл сăнарлă чĕлхепе вырăнлă усă курма пĕлнине куратпăр. Çак ĕçпе вĕрентекенсем литература урокĕнче усă курма пултараççĕ.

Хамăр ума кăларса таратнă тĕллевсене татса пама çак меслетсемпе усă куртăмăр: вулав, шырав, тĕпчев, петĕмлетÿ, хаклав. Чи малтан Артемьев çырнă произведенисене вуласа тухрăмăр. Унтан ыйтусене тĕрĕс ăнлантарас тесе тĕрлĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетме тăрăшрăмăр.

«Салампи» повесть, компьютер, тĕрлĕ авторсен кĕнекисем, интернетри статьясем.

Ваттисен сăмахĕсем ăса вĕрентсе калакан, пысăк шухăша кĕскен те сăнарлăн палăртакан хайлавсем. Вĕсем сĕм авалах пуçланса кайнă. Вĕсем пурнăçăн тĕрлĕ пулăмĕсене – ырлăхпа шырлăха, чăнлăхпа суяна, ĕçченлĕхпе наянлăха туспа тăшмана пĕр – пĕринчен уйăрса илме, хаклама вĕрентеççĕ. Вĕсенче халăхăн сăн – сăпачĕ, кăмăл – туйăмĕ палăрать.

Ваттисен сăмахĕсем ăруран ăрăва куçса пынă. Ашшĕ – амăшĕ хăй ачине пурнăçа вĕрентсе пынă май час – часах ăслă сăмахсемпе усă курнă. Ăса вĕрентекен ваттисен сăмахĕсем пур çыншăн та усăллă, тĕрĕс, тарăн шухăшлă та витĕмлĕ. Кĕскен те ытарлă каланă пирки кашни сăмахĕ асра юлать, кашни сăмахĕ чун чĕлĕхĕсене хускатать.

Ваттисен сăмахĕсем – хальхи илемлĕ литература чĕлхине сăнарлă кÿрекен мелсенчен пĕри. Вĕсем произведении тĕп шухăшне уçса пама, витĕмлĕ те ĕнентерÿллĕ сăнарсем тума пулăшаççĕ. Çак паха ен чăваш писателĕсен пултарулăхĕнче те аван палăрать.

Ваттисен сăмахĕсемпе пĕлсе, вырăнлă усă курасси А.Артемьев пултарулăхĕнче те анлă сарăлнă. Тăван чĕлхене илем кÿрессишĕн сахал мар вăй хурса ĕçленĕ, тăрмашнă А.Артемьев. 1

Александр Артемьевăн «Салампи» повеçĕ ваттисен сăмахĕсемпе, афоризмсемпе çав тери пуян. Шăпах çак хайлаври сăнарсем усă куракан ваттисен сăмахĕсене тупса пĕтĕмлетÿсем тăвăпăр.

Произведенири сăнарсене пăхса тухнă хыççăн ваттисен сăмахĕсем ытларах ваттисен калаçăвĕнче тĕл пулни палăрчĕ: вĕсем Анна Ивановна, Салампи амăшĕ, Лена амăшĕ, Анна Матвеевна. Пăхса тухар – ха Анна Ивановна калакан ваттисен сăмахĕсене.

Кĕрхи кун тутă пулать, ачам (Петьăна)(54 стр.)

Хĕр чухнехи тунсăх – хĕвел аннă хыççăнхи çывхаракан сĕмлĕх.(68 стр.)

Чан çурăкки çапса пăхмасăр та палăрмасть теççĕ.(72 стр.)

Телей сăнтан пăхса килмест çав.

Каснă чĕлле каялла çыпăçтараймăн.

Чăн, ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар: пурăнан пурнăçра тем тĕрлĕ кун та килсе тухать.

Çапла çав пурăнма пĕлмесен: вĕçме тĕнче ирĕклĕ те – ларма тăвăр.

Ыр çынтан ырлăх, усаллинчен – шырлăх.

Çамрăклăх килессе мăн çулпа килет, пурăнма майне пĕлмесен вак çулпа иртсе каять.

Талантлă çынни нимĕнле пысăк ĕç туманни – халăха улталанипе, çаратнипе пĕрех.(11 стр.)

Качча кайиччен малтан сарă кăткă тĕми çине ларса пăхма хушаççĕ.(79 стр.)

Кайăк – кĕшĕк пĕчĕккĕн сăхсах тăранать.(82 стр.)

Хĕрĕ пăхма хĕвел пек, ăшĕ – чикки – чикан пек.(115 стр.)

Çак ваттисен сăмахĕсене Анна Ивановна хăйĕн хваттерĕнче пурăнакан студентсемпе калаçнă чухне усă курать. Паллах, вăл пурнăçа тĕрĕс те нумай пĕлекен ăслă ватă пулнине пĕлетпĕр. Хăйпе юнашар пурнакан çамрăксене вăл пурнăçра таса пулма, ăна пĕлсе пурăнма, кирек мĕнле йывăрлăхра та пуçа усмасăр, киревсĕр çул çине тăмасăр ăна çĕнтерсе тухма вĕрентет.

Салампи амăшĕн сăмахĕсем:

Ваттисем калани пуш çăвартан тухнă сăмах мар.(63стр.)

Ăслăран та ăсли татах та пур, ухмахран ухмаххи те тупăнать.(59стр.)

Тиркекене тирĕк тĕпĕ, чавсу çывăх пулĕ те – çыртаймăн. Хĕр ĕмĕрĕ вăрăм мар.(28 стр.)

Ашшĕсĕр ача – çур тăлăх, амăшĕсĕр ача – хăр тăлăх.(29 стр.)

Амăшĕн çĕр шухăш, хĕрĕн пĕр шухăш.(29 стр.)

Çырни çырлан курăнать.(29 стр.)

Ырă кÿршĕ – çур пурнăç. Пускил усал пулсан пурнăç саланасси те инçе мар.(139 стр.)

Шывра та путас çук, вутра та çунас çук.(21 стр.)

Лена амăшĕн сăмахĕсем.

Çылăх вăл çири кĕперен те çывăх.(40 стр.)

Салампи амăшĕпе Лена амăшĕ çак сăмахсене хĕрĕсене вĕрентсе калаççĕ. Авалтанах чăваш хĕрарăмĕ хăйĕн хĕрне сăпайлă, ĕçчен, тирпейлĕ, çынпа çын пек пулма, хĕр чысне яланах упрама вĕрентнĕ. «Салампи» повеçре те эпир Ленăпа Салампие амăшĕсем вĕрентсе каланă çак ваттисен сăмахĕсем хĕр чысне çамрăкран упрама, ял çыннисен умĕнче яланах ятуллă, кÿршĕ – аршăпа туслă пулма вĕрентеççĕ.

Анна Матвеевна калакан ваттисен сăмахĕсем: 2

Телей сăнтан пăхса килмест çав.(102 стр.)

Александр Артемьев ваттисене кăна мар, çамрăксене те ваттисен сăмахĕсемпе калаçтарать. Вĕсем те çамрăкран ваттисен сăмахĕсене, вĕсен вĕрентĕвне чунпа туйса ăсра тытса пыни малашлăхра ырă çынсем пуласса систерет, пурнăçра усала, киревсĕрлехе ырринчен уйăрса илме вĕрентет.

Салампи калакан ваттисен сăмахĕсем:

Элекĕн чĕлпĕрĕ çук – таçта та çитет, тытса чараймăн.(42 стр.)

Янкăс хĕрĕн турăшĕ – тĕкĕр.(48 стр.)

Чечен алăллă ар çын ют çын янтăланине хапсăнать.(51 стр.)

Каснă чĕлле каялла çыпăçтараймăн.(115 стр.)

Лена калакан ваттисен сăмахĕсем:

Карма çăвара тутăр карса та чараймăн.(36 стр.)

Ташла пĕлмене яланах кĕвĕ килĕшмест.(38 стр.)

Улми улмуççинчен аякка ÿкмест.

Чараксăр чĕлхеллĕ çын çăварне яланах элек йăва çавăрать.(108 стр.)

Çил ÿкернĕ йывăçăн тымарĕнчен ытла турачĕ нумайрах.(137стр.)

Шухăшлă çынта сăн тăмасть.(103стр.)

Ăнсăртлăха, шăпана парăнма юрамасть. Шăпана карланкăран тытма тăрăшмалла.(106стр.)

Телей килессе ан кĕт, ăна ху çывхартма тăрăш.(127стр.)

Чаплă хĕрĕн чапĕ часах каять çав.(14 стр.)

Шăтăклă шăрçа çĕрте выртмĕ.(119 стр.)

Хĕр ĕмĕрĕ – хăналăх, арăм ĕмĕрĕ – яланлăх.

Сын куçĕнчи çÿппе лайăх куратăн, ху умăнти каскана курасчĕ.(13 стр.)

Чан çурăкки çапса пăхмасăр та палăрмасть.(76 стр.)

Повеçре çамрăксен калаçăвĕнче автор усă курнă ваттисен сăмахĕсем вĕсен кăмăлне, сăнарне уçса пама та витĕмлĕ пулăшаççĕ.

Афоризмсем – пĕр – пĕр автор каланă тарăн шухăшлă, кĕске те вырнаçуллă, илемлĕ те сăнарлă сăмах çаврăнăшĕсем. «Салампи» повеçре те пуçласа вĕçне çитичченех вулакана тыткăнлакан, геройсемпе пурăнтаракан, пăшăрхантаракан, савăнтаракан, çĕклентерекен афоризмсем çав тери йышлă. Вĕсем хайлаври сăнарсене уçса паракан, проблемăсене кăларса тăратакан, тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тума пулăшакан сăмахсем. Писатель пултарулăхĕ чĕлхе ăсталăхĕ тетпĕр пулсан ытти илемлĕх мелĕсемпе юнашар çыравçă ваттисен сăмахĕсемпе, афоризмсемпе усă курни повеçе тата пуянрах тума пулăшнă.

«Салампи» повеçре автор каланă тарăн шухăшлă çунатлă сăмах çаврăнăшĕсем.

Пĕр пурăнса ирттернĕ вăхăта каялла тавăраймăн, иртнĕ куна çил çунатлă урхамахпа та хăваласа çитеймĕн.(93стр.) 3

Усал сăмах утпа çÿрет, çилпе вĕçет, чÿречерен кĕрет.(146стр.)

Вутă хурса тăмасан темле хĕрÿллĕ юрату та сÿнет.(169стр.)

Ĕмĕр ĕмĕрлесси – уй урлă каçасси мар.(185стр.)

Шанчăк пуррисем телейлĕ.(246стр.)

Çыннăн пурнăçĕ, шухăш – ĕмĕчĕ, хуйхи – суйхи, савăнăçĕ халăх пурнăçĕпе, халăх шухăш – ĕмĕчĕпе, халăх хуйхи – суйхипе, халăх савнăçĕпе пĕр пулсан – çав çын вара – телейлĕ.(218стр.)

Халăхран уйрăм савăнăç – пĕчĕк савăнăç, халăхран уйрăм телей – пĕчĕк телей, вĕсем нумай пыраймĕç.(170стр.)

Пĕччен вут пуççи кăмакара та сÿнет, темиçе вут пуççи уйра та çунать теççĕ.(185стр.)

Вилсен те пĕччен выртмалла ан пултăр, çăва çинче те йышпа выртмалла пултăр тенĕ пĕччен пурнăçа ылханнă çынсем.(192стр.)

Чăн: юрату вут пулсан уйрăлу – çил, вăйсăр çунакан вута çил тÿрех сÿнтерет, вăйлине – тата хытăрах чĕртсе ярать. (246стр.)

«Салампи» повеçри сăнарсем ваттисен сăмахĕсемпе усă курнин диаграмми.

Источник

«Чĕлхе асамçи»

А Артемьев хайлавĕсен хăйнеевĕрлĕхĕ, илемлĕх мелĕсем

Скачать:

Предварительный просмотр:

Тĕпчев ĕçĕн актуаллăхĕ :

А.Артемьев тĕрлĕ вăхăтра çырнă ĕçĕсен пĕлтерĕшĕпе вырăнне палăртассипе çыхăннă.

Тĕпчев ĕçĕн объекчĕ:

А.Артемьев çырнă хайлавсен хăйнеевĕрлĕхĕ, чĕлхен илемлĕх мелĕсем, чăваш прозине кÿнĕ çĕнĕлĕх, психологиллĕ детальсем.

Тĕпчев ĕçĕн тĕллевĕ:

-А.Артьемьевăн хайлавĕсене чĕлхе уйрăмлăхĕ тĕлĕшĕнчен тишкересси;

— ун пултарулăхĕн пĕлтерĕшĕпе вырăнне палăртасси.

Тĕпчев ĕçĕн задачисем:

-А.Артемьевăн хайлавĕсемпе паллашасси;

-А.Артемьев хайлавĕсен чĕлхе уйрăмлăхне тишкересси.

«Эп пултăм таçти çĕр-шывра та,

Çитмен çĕр ниçта хăварман.

Çуралнă çĕр-шывăм, нихçан та

Каймарăн эс ман асăмран».

Аван вĕренсе пырать Сантăр, уйрăмах литературăпа тăван чĕлхе, юрă урокĕсене кăмăллать. Тăваттăмĕш класрах Сантăр сăвăсем çырса пăхать, вĕсем темиçе тетрадь пухăннă. Хăшĕсене вăрттăн хушамат лартса Атрей тесе алă пуснă. Инкек куçа курăнса килмест теççĕ, Сантăр ашшĕ вилсе каять, çурма тăлăха юлать. Ялти шкултан вĕренсе тухать те Артемьев Штанаша çÿреме пуçлать. Çакăнта вĕреннĕ чухне çырас туртăм тата вăйланать. 17 çула çитиччен вăл 234 сăвă, 3 поэма, 2 повесть çырать.

Пур япалана та ěç çынни куçĕпе курма хăнăхнăскер, Артемьев халăх пурнăçне сăнать, унăн сĕтеклĕ те çивĕч чĕлхине, юрри-юмахне ăша хывать, ваттисен сăмахĕсене пухса пырать. Литература тÿпинелле талпăнма тытăннă каччăн çуначĕсене хаяр вăрçă амантать. Çыравçăн малашнехи кун-çулĕ юрăри пек, çăлтăр витĕр мар, çулăм витĕр выртать. 1942 çулхи кĕркунне Артемьевпа пĕр çулхисен салтак ячĕ тухать. Часах хаяр çапăçусене хутшăнать. Ăçта кăна çитермест пулĕ ăна хаяр вăрçă! Курск пĕкки, Львов, Хĕвелтухăç Прусси, Монголи, Маньчжури… Çамрăк пулеметчик, унтан связист, вăл виçĕ хутчен аманать. Вăрçă пĕтсен те киле час таврăнаймасть-ха: вĕри Гоби пушхирĕ урлă каçса Япони самурайĕсемпе çапăçать. Китайпа Корейăра службăра тăрать. А.Артемьев фронтра та сăвăсем çырма пăрахман. Тăван çĕр-шывăн виçесĕр хурлăхĕ, амăшĕн тертлĕ кун-çулĕ, совет салтакĕн паттăрлăхĕ пăлхантарать çыравçа.1947 çулта Артемьев тинех Тăван çĕр-шыва таврăнать.

Юрă-кĕвĕ пултарулăхĕ Сантăрăн ача чухнех палăрнă, ашшĕ пек юрлама юратнă. Вуннăра чухнех вăл тăмра, хуткупăс калама вěреннě, вěсемпе тěрлě юрă-кěвě шăрантарнă. Сантăра кармунь лайăх калать тесе ялти вăйă-улахсене те чěннě, таврари паллă купăсçă шутланнă. Вун пиллěкре вăл сěрме купăс та чиперех каланă, нотăсăрах пěр-пěр кěвве аванах выляса панă. «Артемьев чаплă музыкçă пулатчě-и, тен…»,- çапла çырать чăвашсен паллă критикě Ип. Иванов. Сĕрме купăс каласа çарти пысăк концертсене хутшăннă. Композиторсем унăн сăввисем тăрăх юрăсем хывнă: «Ах, пĕлесчĕ», «Çуралнă çĕр-шыв», «Салампи юрри» тата ыт. те. Анисим Асламас «Салампи»повесть тăрăх «Салампи» ятлă опера çырнă.

А.Артемьев пěтěм чěре ăшшине панă, пуçра капланнă чи кирлě те çутă шухăш-ěмěтне каланă хайлав – «Салампи» повесть. Вăл авторăн чун-чěринчен шăранса тухнă, хăйěн чи таса туйăмěсене çырса панă произведени. «Салампи» повеçре автор чăваш çамрăкĕсен вăрçă хыççăнхи нушаллă пурнăçне, вĕсен кăмăлне, çутă ĕмĕтне сăнарланă. «Ку писателěн пысăк çитěнěвě»,- çапла хак парать Г.Ефимов поэт. «Салампие» Мускавра вырăсла С.Трегуб куçарнă. В. Н. Яковлев режиссер повесть тăрăх пьеса çырса К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕнче лартнă. Салампи рольне Чăваш халăх артистки Иванова Валентина Аркадьевна вылянă.

А.Артемьевăн пěтěм çамрăклăхě вăрçă умěнхи лăпкă мар пурнăçпа, унтан хаяр вăрçăпа уйрăлми çыхăннă, ÿссе çитěннě тапхăрě юнлă çапăçусенче иртнě. Çавсем унăн ăс-пуçěнче нихçан çухалми тарăн йěр хăварнă. Ăçта кăна илсе çитермест пулě ăна хаяр вăрçă çулě! Курск пěкки, Львов, Хěвелтухăç Прусси, Монголи, Маньчжури…Çамрăк пулеметчик, унтан связист, вăл виçě хутчен аманать. Пěррехинче вăл йывăр аманса Киров облаçěнчи госпитале лекет. Сантăр чылай вăхăт хушши киле çыру яраймасть. Амăшě çав вăхăтра ывăлě вилни çинчен çыру илет. Тěне ěненекенскер, ывăлне чиркÿре асăнтарать. Анчах Сантăр госпитальтен сывалса таврăнать. Çěрле пырса кěрет вăл тăван килне. Амăшě ěненменнипе умне лампа тытса çутатса пăхать. Çыравçă хайлавěсене тишкернě май вăрçă темипе çырнă кашни произведенийěнче тенě пекех автобиографилěх асăрхама пулать. «Юлашки юрă» повеçри Алмазов сержант связист сăнарě авторăннипе пěрешкел паллăсем чылай: вăл музыкăна юратать, вěреннě çертенех фронта тухса каять, нимěç фашисчěсемпе çапăçать, Унтан Инçет Хěвелтухăçне пырса тухать. Ку çынна Артемьев хăй мěн тÿссе ирттернине,унпа пěрлех хăйěн шухăш-ěмěчěсене те панăн туйăнать. Чăвашран вунă пин çухрăм аякра, Монголи хирěнче, ăнсăртран тěл пулнă виçě чăваш, хушăран «Вěлле хурчě ылтăн хурт», «Ан авăн,шěшкě», ытти чăвш юрисене шăрантараççě, чунěсене кăштах кантараççě.

Китайпа Корейăра çар службинче тăнă çулсене «Пěчěк Лийăн пысăк савăнăçě» пěрремěш калавěнче куратпăр.1950 çулта А.Артемьев хăй мěн тÿссе курнине тěпе хурса «Ан авăн, шěшкě» кěнекине кăларать.

Писатель танлаштарусемпе те çав тери пĕлсе усă курать. «Чул кĕлетке пек хытса ларнă», «Такам Ленăна шывпа сапнăн туйăнчĕ» «Маруç, йывăр лав пек, хускалчĕ», «Атăл хăви пек», «Пÿлĕме качака путекки пек сиккелесе кĕчĕ», «Сасси унăн куккукăнни пек янравлă», кун пек тĕслĕхсем нумай тĕл пулаççĕ Артемьев кĕнекисенче. Акă «Симĕс ылтăн» повеçре Артемьев ансат е кăткăс танлаштарусемпе усă курать. Тăшман танкĕн гусеници салтака сĕвĕнсе ÿкнĕ çĕлен тирĕ пек курăнать, танкĕсем ирсĕррĕн йăраланса килекен пысăк тимĕр шапасем пек туйăнаççĕ.Сталинград хулинче ялкăшакан пушар ăна ахăр самана, вутлă тамăка аса илтерет.

Лирикăллă çаврăмсем, шалти монолог, психологиллĕ детальсем, вырăнти диалект – акă Артемьев сăмахě. Хайлавсенче çак детальсемпе усă курни унăн йĕритавралăха сăнарлă та илемлĕн курас туйăмĕ пысăккине кăтартать. «Салампири» психологиллĕ детальсем çынсен шалти туйăмĕсене ăнланма пулăшаççĕ, хăш-пĕрисем уйрăм персонажсен яланхи е çумри паллисем пулса каяççĕ (йĕлтĕр йĕрĕ, пĕччен улмуççи, кĕрхи шăнасем, урана сырăнакан йыт пырши, Автан çырми, сар мăйăр, шăтăклă шăрçа, сывалман сурансем…).

Пуринчен ытларах Артемьевăн хăйнеевĕрлĕхĕ чăваш прозинче çĕнĕ темăсем хускатнинче, унччен пулман геройсене çырса кăтартнинче, вĕсене хăйне майлă, никам та мар пек çырса кăтартнинче, чăн чăвашла чĕлхепе çырма пĕлнинче, малалла туртăнакан, унчченхи традицисене çĕнетсе пынинче палăрать. Çыравçă чăваш прозине психологизм мелне (çын хăйне мĕнле хакланине, чун-чĕринчи туйăмне ăнланма тăрăшнине, чун пăлханăвне, сăн-питне çут çанталăк ÿкерчĕкĕсем урлă уçса пани) ăнăçлă кĕртсе пыракансенчен пĕри пулнă. Чăваш прозине çĕнĕ те хăйне евĕрлĕ мелсемпе пуянлатни, халиччен курман сăнарсем уçса пани – писателĕн пысăк ÿсĕмĕ.

Артемьев стильне пăхсан, чи малтанах унăн пуян та анлă, илемлĕ те сăнарлă чĕлхине курма пулать. Çав чĕлхе нумай çулсем хушши аталанса пынă, вăл халăх чĕлхин, илемлĕ литературăн сиплĕ сĕткенне пухса вăй илнĕ, хитреленнĕ. Сăмах асапне вăл тĕплĕн пĕлсе çитнĕ.

А.Артемьева эпир çыравçă, ăста музыкант, тăлмач, куçаруçă тетпĕр. Мĕнле майпа пĕр çыннăн пултарулăхĕ çавнашкал нумай енлĕ пулма пултарать-ха? «Çыравçă çамрăклăхĕ тăван халăх хускалнă, чĕрĕлнĕ вăхăтпа пĕр килнĕ. Шăп çав самана улăпла çынсем çуратнă, чун-чĕре тĕлĕшĕпе пуян та пултаруллă характер çитĕнтернĕ»,- тесе çирĕплетет Г.Хлебников. [7] 1

Пултарулăха аталантарас тесен литература классикĕсен хайлавĕсене нумай вуламаллине çамрăк чухнех лайăх ăнланнă. Л.Толстой, И.Тургенев, М.Горький, М.Шолохов, Ф.Шиллер, В.Скотт произведенийĕсене антăхса кайса вулать, хăйпе пĕрешкел шухăш-кăмăл тупать. Халĕ те тĕлĕнмелле: шкулта вĕреннĕ чухнех А.Артемьев вырăс чĕлхине произведени куçармалăх та пĕлнĕ. Вăрçăчченех вăл вырăсларан (хăш чухне тÿрех нимĕçлерен те) нумай произведени куçарса пăхать: Гейне, Шиллер, Пушкин, Лермонтов, Некрасов, Фет сăввисем, балладисем, романсĕсем, вырăс халăх юррисем унăн куçарăвĕнче самаях кĕвĕллĕн шăранса пыраççĕ. Пысăк калăпăшлă произведенисене те – И.Тургеневăн «Пирвайхи юратăвне», Б.Полевойăн «Чăн-чăн этем çинчен çырнă повеçне», А.Герценăн «Пулни-иртни тата шухăшсем» роман хроникин, И.Гончаровăн «Обломов», Л.Толстойăн «Вăрçăпа мир» романĕсен сыпăкĕсене куçарнă. Нимĕç чĕлхине шкулта та лайăх вĕреннĕскер, çак чĕлхе ăна фронтра та питĕ кирлĕ пулать, тăлмачă пулса ĕçлет.

Источник

1. Урокăн технологи картти. 2

2 №-лĕ хушса пани. «Вырăс тата чăваш литературин чи паха хайлавĕсем» таблица.…….

Урокăн технологи картти

1. Предмет: чăваш литератури

3. Шкул: Куславкка районĕн Елчĕк вăтам шкулĕ

4. Тема (пай): «1950-1965 çулсенчи литература»

5. Урок теми: «Салампи» повесть – чăваш прозин классикăлла тĕслĕхĕ

6. Урок тĕсĕ: теори материалне вĕренсе хайлавпа паллашмалли хутăш урок

7. Технологисем: Анатолий Гинăн методика конструкторĕ, ИКТ технологийĕ, сывлăх технологийĕ

8. Мелсемпе меслетсем: ăс-тăн вылявĕ, тĕлĕнтерӳ, икĕ енлĕ дневник, пĕтĕмлетÿ , хаклани, сăнара авалхи вăхăта куçарни, ыйтăм, тĕлĕнӳ, тĕспе палăртса вулани, синквейн, виçĕ енлĕ хаклав дневникĕ, куçару, «ăсчах шлепки» мел, программăланă ыйтусем, малтанхи шухăш/кайранхи шухăш, пĕтĕмлетсе ыйтни, литература диктанчĕ, хăйсен ĕçне хаклани, „ман шутпа” мел, килти ĕçе сӳтсе явни.

9. Харкамăн пĕлӳ илмелли тĕллевсем:

– литература общество пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнса тăнине, вăл самана улшăннă май аталанса пынине ăша хывни;

– ху мĕнле ăс пухнинчен çыннăн культура шайĕ мĕнле пулассине ăнкарни;

*тĕллевпе тупсăм: ача пурнăçра литература мĕнле вырăн йышăннине ăнкарни;

– республикăра тăван чĕлхене аталанма тивĕçлĕ условисем туса пани çителĕклĕ/çителĕксĕр пулнине курма пултарни;

– тăван чĕлхе халăх пурнăçĕнче нацилĕх палли пулнине чухлама пĕлни.

10. Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем:

– вĕренекен урок темине палăртма пултарни;

– ача истори, вырăс литератури предмечĕсемпе илнĕ пĕлӳпе чăваш литератури урокĕнче усă курма пултарни;

– тунă ĕçе пĕтĕмлетсе хаклама пултарни.

– хутшăнура пĕр-пĕрне итлесе илтме хăнăхни;

– харпăр хăй шухăшне юлташсене ăнланмалла аудитори умĕнче калани, ăна ăслăлăх чĕлхипе ĕнентерме пултарни;

– çынсем тĕрлĕрен шухăшлама пултарнине ăнланма тăрăшни, ытти çын шухăшне хисеплеме пултарни;

– харпăр хăйĕн ĕçне хаклама вĕренсе пыни.

– пĕр харăс темиçе информаци çăл куçĕпе (вĕренÿ кĕнекипе, словарьпе, текстпа) ĕçлеме хăнăхни;

– темиçе тĕрлĕ таблицăпа ĕçлесе тивĕçлĕ пĕтĕмлетӳсем тума тăрăшни.

11. Предметăн ятарлă пĕлӳ илмелли тĕллевĕсем:

* вĕренекенсен пĕлӳ, пултару, хăнăху ĕçĕ-хĕлĕ:

– урăх чĕлхепе çырнă ăслăлăх текстне тăван чĕлхепе ăнланмалла тата тĕрĕс куçарма пултарни;

– хайлавра сăнланнă пулăмсене çав саманапа килĕшӳллĕн ăнланса пăхма вĕренни;

– вĕренекен – литературăра классикăлла хайлава палăрма мĕнле условисем кирлине ăнланса илме пултарни;

– писателĕн илемлĕх тĕнчи тĕп сăнарта палăрнине курма пултарни;

– автор калас шухăш текст ячĕпе çыхăннине ăнлантарма пултарни;

– тишкерӳллĕ шухăшлава аталантарма талпăнни.

14. Курăмлăх хатĕрĕсем: мультимедиа слайд, виçĕ енлĕ дневник, графикăллă символ (карточка, перфокарта).

Вĕренекенсене сывлăх сунать.

«Сывлăх сунатпăр!» теççĕ.

2. Ачасене урока йĕркелени.

Мĕнле ĕçлемеллине ăнлантарать:

Паян урокра харпăр хăй тĕллĕн тумалла темиçе ĕç пулĕ. Сирĕн вĕсене тунă хыççăн хăвăрăн ĕçĕре хакламалла пулать. Куна тума виçĕ енлĕ хаклав дневникĕ пулăшĕ.»

Вĕренекенсем виçĕ енлĕ хаклав дневникне типтере çыпăçтараççĕ.

1. «Писатель пурнăçĕн тапхă-рĕсем» слайдпа ĕçлесси.

Вĕрентекен ачасем умне доска çине слайд кăларать, ун тăрăх ыйтусене хуравлама сĕнет:

Вĕренекенсем слайд тăрăх ыйтусене хуравлаççĕ

1) А² тени мĕне пĕлтерет?

2) А.Артемьев пултарулăхне миçе тапхăра пайлаççĕ?

3) слайдра вăл музыкăна юратнине ĕнентерекен сăмаха тупăр.

4) çыравçă вăрçăра пулнă вăхăта мĕнле тапхăр теççĕ?

5) амăшĕ мĕне ăста пулнă?

6) «235» тени мĕне пĕлтерет?

8) А. Артемьевăн вăрçă çулĕ ăçтан пуçланнă?

9) А. Артемьев умĕнче уçса хунă япала выртать. Мĕн вăл?

10) çак писателĕн миçе кĕнеке?

11) хăш кĕнекине хĕр ячĕпе каланă? (Паянхи урок теми шăпах çак ятпа çыхăннă)

Эсир –пи сыпăкпа пĕтекен мĕнле-мĕнле чăваш хĕрĕсен ячĕсене пĕлетĕр? (Вĕренекенсем калайма-сан учитель доска çинчи сăмах-сенчен ятсем тума сĕнет. Сăма-хĕсем: нарăс, тай, сар, Туй, Илем, утă тата ыт.те) Пурнăçра çак-нашкал ятлă çынсемпе тĕл пулнă-и эсир? Мĕншĕн-ши? Хăвăрăн хĕр ача пулас пулсан ăна паян çак ят-сенчен хăшĕнпе чĕнĕттĕр? Апла пулсан, ят вăл – пĕр пĕр вăхăт палли.

2. Урок темине палăртни

Урок темине палăртма пулăшать:

– Паянхи урок теминче проза, «Салампи», тĕслĕх, повесть, классика, чăваш сăмахсем пулмалла. Вĕсене кирлĕ пек улăштарса çыхăнтарăр, предложени йĕркелĕр. Вăл урок теми пулать.

Урок темине „Салампи” – клас-сикăлла хайлав” тесе çыраççĕ.

1. «Мĕн вăл классикăлла хай-лав?» карточкăпа ĕçлесси

Текста вулаççĕ, паллă ячĕсене текстомаркерпа туртса тухаççĕ те иккĕ-мĕш юпара чăвашла куçарса çыраççĕ.

По каким канонам и принц ипам определить, является ли классикой роман или повесть? Во-первых, классическое произведение должно обладать высокой художественной ценностью, быть образцом для той или иной эпохи.

Во-вторых, у него должно быть всемирное признание, оно должно входить в фонд мировой культуры. В широком смысле слова понятие «классический» стало употребляться по отношению к любому произведению, которое задало канон для своего жанра. Так появилась классика романтизма (Байрон), классика модернизма (Пруст, Джойс), классика массового романа (Дюма), и так далее.

(пĕтĕм тĕнчипе) паллă

массăллă, пурте вулакан

Хаклама: 9 сăмах тупнă, 9-шне те тĕрĕс куçарнă – «5», 5, 6, 7 сăмах тĕрĕс куçарнă – «4», «5» тĕрĕс тунă –«3», çурринчен сахал – «2».

«Классикăлла хайлав» сăмах май-лашăвĕпе синквейн çырма сĕнет.

«Классикăлла хайлав» сăмах майлашăвĕпе синквейн çыраççĕ.

классикăлла хайлав

чаплă, илемлĕ

вула, шутлан, пул

Классикăлла хайлав – пĕтĕм тĕнчипе паллă илемлĕ литература хайлавĕ. Ăна пĕтĕм халăх вулать, çав вăхăтри хайлавсемшĕн вăл литература тĕслĕхĕ шутланать.

тĕслĕх

а) вĕрентекен хайлав тексчĕпе паллаштарни;

ă) малтанхи шу-хăша палăртни;

б) сăнара чăваш-сен авалхи пурнăç йĕркине шута хурса хаклани;

в) сăнара лите-ратура законĕсене шута илсе хаклани;

г) кайранхи шухăша палăртни;

Хрестоматири текста (181-182 стр.) суйлавлăн вуласа парать. (1-мĕш хушса пани пăхăр)

Вĕренекенсене сасăлама ыйтать.

Эсир çак хыпара ĕненетĕр-и?

Хайлавра Салампи – идеал сăнар. Вăл çыравçă савнă хĕр прототипĕ, автор ăна повеçре тĕслĕх шайне çĕклет.

Вĕренекенсене сасăлама ыйтать.

Вĕренекенсем учитель вуланине итлеççĕ.

Вĕренекенсем «ĕненетĕп/ ĕнен-местĕп» тесе хут листи çине çыр-са параççĕ. Пĕр ачи шутлать. Унтан хăйсен шухăшне калаççĕ.

Вĕренекенсен пулма пултаракан шухăшĕ:

«Салампи» хайлав 1956 çулта пи-четленнĕ. Вăрçă чарăнни вунă çул ытла иртнĕ, арçынсем киле тав-рăннă. Салампи ача çуратма пул-тарнă.

Вĕренекенсен пулма пултаракан шухăшĕ :

Хĕрле ача çуратни намăс пулнă. Ун пек япалана ялта пытарма тăрăшнă. Хайлавра вара Салампи ачана ял çыннисенчен пытар-масть. Çавăнпа эпĕ Салампи ача çуратнă тенине ĕненместĕп. Вĕренекенсен пулма пултаракан шухăшĕ :

Хайлава тĕп сăнар ячĕпе ят панă пулсан вăл сăнар – пархатарлă сăнар. Ырă сăнар вара начар ĕç тумасть. Эпĕ Салампи çинчен начар каланине ĕненместĕп.

Вĕренекенсем çырса сасăлаççĕ, малтанхи шухăша кайранхипе танлаштараççĕ.

сăнара авалхи вăхăта куçарни

4. «Вырăс тата чăваш литера-турин чи паха хайлавĕсем» таблицăпа ĕçлени

Вĕрентекен ачасене таблицăри 2-мĕш юпана çырса тултарма сĕнет. (2-мĕш хушса пани пăхăр)

Ачасем тăван литературăра классикăлла хайлав тесе шутлама пулакан хайлавсен ячĕсене çырса палăртаççĕ.

1. Программăланă ыйтусемпе ĕçлени

Ачасене черетпе «ăсчах шлепки» тăхăнтартса калаçтарать.

Вĕренекенсем шлепке тăхăнсан хăйсен хуравне калаççĕ. Хуравра «пĕрремĕшĕнчен», «иккĕмĕшĕн-чен», «виççĕмĕшĕнчен» сăмахсем пулмалла.

Классикăлла хайлавсем çуралччăр тесен мĕнле условисем кирлĕ?

Хальхи саманара чăваш литературинче классикăлла хайлавсем çуралма пултараççĕ-и? Мĕншĕн?

Хальхи саманара вырăс литературинче классикăлла хайлавсем çуралма пултараççĕ-и? Мĕншĕн?

Эсир «Нарспи» поэма, «Ялта» драма классикăлла хайлавсем тесе палăртрăр. Хайлав вĕçĕнче Нарспи те, Елюк та вилеççĕ, Салампи вара телейлĕ пулать. Мĕншĕн? Хăвăрăн шухăша калăр.

2. Таблицăпа ĕçлени

Вĕрентекен ачасене таблицăра «+», «» лартма сĕнет. (3-мĕш хушса пани пăхăр)

Ачасем таблицăпа ĕçлеççĕ.

3. Литература диктанчĕ çырни

1. Пĕтĕм халăх юратса вулакан хайлав вăл – . (классикăлла хайлав)

6. Литературăра Салампи мĕнле сăнар пулать? (идеал сăнар)

Вĕренекенсем типтере хуравсем суйласа çыраççĕ.

4. Суйлавлă курав йĕркелени

Вĕренекенсене 9-11-мĕш клас-сенче паллашнă çыравçăсен клас-сикăлла хайлав тесе калама юра-кан кĕнекисене сĕтел çинчен суй-ласа илме сĕнет.

9-11-мĕш классенче паллашнă çыравçăсен классикăлла хайлав тесе калама юракан кĕнекисене уйăраççĕ.

1. Ачасем хăйсен ĕçне хаклани.

Ачана хăйĕн ĕçне хаклама сĕнет.

Вăтам балл кăларса хăйсене оцен-ка лартаççĕ.

виçĕ енлĕ хаклав дневникĕ

Виçĕ енлĕ хаклав дневникĕн тĕслĕхĕ:

Шутлани (оценкăсене хушăр та вăтам балл кăларăр)

Ăс-тă н вылявне хутшăннăшăн

«Мĕн вăл «классикăлла хайлав»? икĕ енлĕ дневникпа ĕçленĕшĕн

Учительпе диалога кĕнĕшĕн

Тăван халăх йăлине ăнкарнăшăн

Классикăлла хайлавсене тĕрĕс суйланăшăн

Литература диктанчĕ çырнăшăн

1. Килти ĕçе ача-семпе сӳтсе явни

Вĕрентекен паянхи урок темипе ачасем мĕнле-мĕнле килти ĕçсем тума пултарассине палăртма ыйтать.

Ачасем килти ĕçе палăртаççĕ:

килти ĕçе сӳтсе явни

1. А4 хут çине „Классикăллă хайлава мĕнле „палласа” илмелле?” па-мятка е доклад хатĕрлемелле, тухса калаçмалла. Докладăн 1-мĕшпе юлашки предложенийĕсене пăхмасăр вĕренмелле.

2. „Салампи” повеçе вуласа тухмалла.

3. Тĕнче литературинче Салампи сăнарлă хайлав тупса çырмалла.

1. Пĕтĕмлетсе ыйтни

1) сан шутупа, урокра чи кирлĕ ĕç мĕн пулчĕ?

2) урокра саншăн мĕн интереслĕ пулчĕ?

3) паянхи урокра çĕнни мĕн пĕлтĕн?

Ачасемпе сыв пуллашни.

Ачасем вĕрентекенпе сыв пулла-шаççĕ.

2. Урокра усă курнă слайд

3. Усă курнă литература

1. А.Гин. Методический конструктор урока.

2. Волынкин В.И. Педагогика в схемах и таблицах: учебное пособие. – Ростов /н Дону: Феникс, 2007.

3. Антонова З.С., Станьял В.П. Чăваш сăмахлăхĕн вĕрентÿ меслечĕсем: Чăваш шкулен 5-11-меш класĕсенче вĕрентекенсем валли / З.С.Антонова, В.П. Станьял. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2006.

4. Муштавинская И.В. Технология развития критического мышления на уроке и в системе подготовки учителя: учебно-методическое пособие / И.В. Муштавинская; [2-е изд.] – СПб.: КАРО, 2015. – 144 с. – (Серия «Петербургский вектор введения ФГОС основного общего образования»).

5. Заир-Бек С.И., Муштавинская И.В. Развитие критического мышления на уроке. – М.: Просвещение, 2012. – 224 с. – (Работаем по стандартам второго поколения).

1 №-лĕ хушса пани. „Салампи” текстăн кĕскетнĕ сыпăкĕ, 180-182 стр.

Лена сĕтел çинчи журнала йăпăр-япăр ярса тытрĕ те килĕшнĕ сăвва малалла вуларĕ:

Йăлтă-йăлтăр çутă куçу

Ма çутатмасть ман чунăма?

Шăнкăр-шăнкăр хавса куллу

Ма янратмасть мăн урама.

Ой, хĕрсем! Салампи юрри-çке ку! Вăрçă вăхăтĕнче вăл пĕрмай çак юрра юрлатчĕ.

„Салампи. Салампи. Вăл ырă хĕр. таврара ун пекки сахалрах пуль. ” Коля шухăшĕсем тăвăл пĕлĕчĕсем пек пăтранаççĕ.

Пӳрт алăкĕ шалтлатса хупăнни журнал пăхса ларакан хĕрсене шарт сиктерчĕ.

Маруçпа Таруç темрен тарнă евĕр тĕрлеттерсе кĕчĕç.

– Ах, ачасем! – кăшкăрчĕ алăкран сирпĕнсе кĕрсенех Маруç.

Ах, хĕрсем! – терĕ пӳлĕнсе Таруç. – Хăраса вилмелле хыпар!

Салампи ача çуратнă.

2 №-лĕ хушса пани. «Вырăс тата чăваш литературин чи паха хайлавĕсем» таблица

Чăвашла хайлавсен ячĕсене çырса тултар.

2.Лев Толстой: «Война и мир».

3.Федор Достоевский: «Преступление и наказание», «Братья Карамазовы», «Идиот». 4.Николай Гоголь: «Мертвые души», «Вий», «Вечера на хуторе близ Диканьки».

5.Александр Пушкин: «Евгений Онегин».

6.Антон Чехов калавĕсем.

7.Михаил Лермонтов: «Герой нашего времени».

8.Илья Ильф, Евгений Петров: «Двенадцать стульев» роман

9.Иван Тургенев: «Отцы и дети».

10.Александр Грибоедов. «Горе от ума».

3 №-лĕ хушса пани. «Чăн – чăн мар» таблица

Сочинение салампи на чувашском языке

Сочинение салампи на чувашском языке

Сочинение салампи на чувашском языке

Сочинение салампи на чувашском языке

Сочинение салампи на чувашском языке

Сочинение салампи на чувашском языке

Данная технологическая карта урока разработана по технологии критического мышления и методического конструктора А.Гина. В ней описаны приемы таблицы-кластера, синквейна, двух- и трехстороннего дневника, переноса литературного героя в другое время, инсерта, программированных вопросов, литературного диктанта.

Номер материала: ДБ-1312465

Не нашли то что искали?

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Подарочные сертификаты

Ответственность за разрешение любых спорных моментов, касающихся самих материалов и их содержания, берут на себя пользователи, разместившие материал на сайте. Однако администрация сайта готова оказать всяческую поддержку в решении любых вопросов, связанных с работой и содержанием сайта. Если Вы заметили, что на данном сайте незаконно используются материалы, сообщите об этом администрации сайта через форму обратной связи.

Все материалы, размещенные на сайте, созданы авторами сайта либо размещены пользователями сайта и представлены на сайте исключительно для ознакомления. Авторские права на материалы принадлежат их законным авторам. Частичное или полное копирование материалов сайта без письменного разрешения администрации сайта запрещено! Мнение администрации может не совпадать с точкой зрения авторов.

Источник

Видео

Понимают ли в Чебоксарах чувашский язык? Социальный экспериментСкачать

Понимают ли в Чебоксарах чувашский язык? Социальный эксперимент

Учим чувашский. Выпуск 29.04.2016Скачать

Учим чувашский. Выпуск 29.04.2016

Учим чувашский язык (Урок 1)Скачать

Учим чувашский язык (Урок 1)

Новости 29.03.2013 (на чувашском)Скачать

Новости 29.03.2013 (на чувашском)

Чупкăн е чупкăна чукмарпа та чараймăн (Чувашский фильм)Скачать

Чупкăн е чупкăна чукмарпа та чараймăн (Чувашский фильм)

Песня «День Победы» на чувашском языкеСкачать

Песня «День Победы» на чувашском языке

ЛЕБЕДИНОЕ , » ÁÇTA MAH CAВНИ ? » На чувашском языке . Запись и сочинение 1992 года .Скачать

ЛЕБЕДИНОЕ , " ÁÇTA MAH CAВНИ ? " На  чувашском языке . Запись и сочинение 1992 года .

Чувашские посиделки. Чувашский язык. Chuvash language. Чавашла 👅ЧӑвашлаСкачать

Чувашские посиделки. Чувашский язык. Chuvash language. Чавашла 👅Чӑвашла

Самоучитель чувашского языка — 1 — Первые словаСкачать

Самоучитель чувашского языка - 1 - Первые слова

Понравилась статья? Поделить с друзьями:
  • Саламинская битва сочинение
  • Сакура против ино экзамен на чунина
  • Сак сок бэете сочинение 5 класс татарча
  • Сайын туьунан сочинение
  • Сайты учителей для подготовки к егэ