Щещпел мишши сочинение

ÇЕÇПĔЛ Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) 1899 ҫулхи ноябрӗн 16-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Çӗрпӳ уесӗнчи Касаккассинче (халь Канаш районӗнчи ҫеҫпӗл ялӗ) ҫуралнӑ. 1907–1919 ҫҫ. Мишша Шӑхасанти икӗ сыпӑклӑ шкулта, 1917–1919 ҫҫ. Теччӗри учительсем хатӗрлекен семинарире вӗреннӗ. 1911–1914 ҫҫ. Шӑхасанти вулӑс кантурӗн ҫыруҫинче, 1916 ҫ. Минск тӑрӑхӗнче санитар пуйӑ-сӗн санитарӗнче, 1918 ҫ. Хусан коменданчӗн хут ӗҫӗсене йӗркелекенӗнче, Теччӗри судпа следстви комиссийӗн следователӗ тата председателӗ пулса ӗҫленӗ. 1920 ҫ. августӑн 3-мӗшӗнче поэта Чӑваш автономи облаҫӗнчи Ревтрибунал председательне, октябрӗн 21-мӗшӗнче юстици пайӗн пуҫлӑхне лартнӑ. Сӑлтавсӑр айӑпланине пула сӑвӑҫ 1920 ҫ. декабрӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа 1921 ҫ. февралӗн 7-мӗшӗччен тӗрмере ларнӑ, ун хыҫҫӑн Наркомнацӑн Чӑваш облаҫӗнчи кӗнеке куҫарса кӑларакан комиссинче вӑй хунӑ. Унтан вӑл шӑмӑ туберкулезӗнчен сывалма Евпатори курортне тухса кайнӑ. 1921 ҫ. августӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 1922 ҫ. март пуҫламӑшӗччен Киев хулинче, унтан мӗн виличченех (1922 ҫулхи июнӗн 15-мӗшӗччен) Остер уесӗнчи Кашкӑр Сӑрчӗ ялӗнче пурӑннӑ.

Çеҫпӗл Мишши – чӑваш халӑхӗн аслӑ поэчӗ, тӗнче литературин классикӗ. Унӑн вилӗмсӗр сӑввисем пире пурӑнма, кӗрешме, чӑрмавсене ҫӗнтерсе мал енне талпӑнма хистеҫҫӗ, хавхалантараҫҫӗ.

ЙЫВӐР ШУХӐШСЕМ

Шупашкартан тухрăм, тÿрех утрăм,

Атăл тăвайккийĕ çине ухрăм.

Акă куçăм умĕнче чăваш çĕрĕ…

Тăван çĕршыв тавра чунăм вĕçрĕ.

Атăл шавланине итлерĕм:

Чуна лăплантарса пули терĕм.

Анчах канăçсăр чунăм лăпланмарĕ,

Пуçран йăвăр шухăш каймарĕ.

Тăван çĕршыв, сана ĕненеттĕм,

Пулас мухтавлăхна сисеттĕм…

Халиччен шанчăкпа чĕре çунчĕ…

Паян теме сиссе ĕмĕт сÿнчĕ.

Шанчăксăр чунăма сивĕ çапрĕ,

Сивĕннĕ чĕрере вăйăм чакрĕ.

* * *

– Килсем часрах, чăваш поэчĕ! –

Тесе яланах чун чĕнетчĕ.

Шухăшлаттăм: акă талан килĕ –

Тăван çĕршыв чĕлхине илем килĕ.

Çырулăхăн пулĕ тĕрĕс çулĕ,

Кĕнеке те пулĕ çĕршыв мулĕ…

Анчах кунсем, çулсем иртсе кайрĕç,

Чăваш поэчĕсем сас памарĕç.

Хальччен шанчăкпала чĕрем çунчĕ,

Паян кун чĕрере ĕмĕт сÿнчĕ.

Шанчăксăр чунăма сивĕ çапрĕ,

Хуйхăллă чĕрере вăйăм чакрĕ…

* * *

Тăван çĕршыв, е сан та вăю пĕтрĕ?

Е чăваш чĕлхин хăват çĕтрĕ?

Е ют чĕлхесем ÿснĕ майĕ

Чăваш чĕлхи çĕтсе, пĕтсе кайĕ?

Е чăваш çынни, чăваш ялĕ

Сарлака çĕр çинчен çухалĕ?..

Апла пулсан… чĕрем хыпса çунтăр,

Чĕрем хыпса çунса сив кĕл пултăр.

Сив кĕл хаяр çилпе вĕçсе пĕттĕр,

Сивĕ çапнă чуна вилĕм кĕтĕр.

Ват асатте çиллĕ тăвăл витĕр

Мана масар çине кайса чиктĕр.

Тăпрам çинче ĕмĕр çил улатăр,

Ватă йывăçсене суллатăр.

Вилтăпри вĕлтĕрен тăхăнтăр,

Пуçăм çинче çĕлен шăхăртăр.

1921

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Çеçпĕл Мишши
Sespel.jpg
Çуралнă чухнехи ят: Михаил Кузьмич Кузьмин
Çуралнă вăхăт: 1899 çулхи чӳкĕн 16-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Flag of the Russian Soviet Federative Socialist Republic (1954–1991).svg Касаккасси Шĕкĕр (халĕ Çеçпĕл) ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Канаш районĕ, Чăваш Ен)
Вилнĕ вăхăт: 1922 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн: Старогородка сали, Чернигов облаçĕ, Украина ССР
Пăхăнулăх: Flag of the Soviet Union.svg
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи, сăвăçи, пĕрлĕх ĕçченĕ
Жанр: повеç, роман, калав, поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс

Çеçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич Сеспель, 1921-мĕш çулхи авăнчен Кузьмин) (1899 çулхи чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕ, Чăваш Ен, Канаш районĕ, Касаккасси Шĕкĕр (халĕ Çеçпĕл) ялĕ) — 1922 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕ, Украина, Чернигов облаçĕ, Старогородка сали) — чăваш литературин классикĕ, сăвă ăсталас реформаторĕ, прозăçă, драматург, тăлмач, ӳкерçĕ, патшалăх тата пĕрлĕх ĕçченĕ[1].

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1899 çулхи чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Касаккасси Шĕкĕр (халĕ Çеçпĕл) ялĕнче çуралнă.

Шăхасанти икĕ класлă шкулта, Теччĕри вĕрентевçĕсене хатĕрлекен семинарире, Мускавра агитаторсемпе пропагандистсен курсĕнче вĕреннĕ. 1920 çулта Чăваш облаçне тунă хыççăн ăна РКСМ Чăваш обкомĕн ĕçлекенне, Чăваш автономи облаçĕн ревтрибунал пуçлăхне суйланă. Çапла вара вăл Чăваш Енĕн пĕрремĕш «тĕп прокурорĕ» пулса тăнă. Çутĕç пайĕн куçару комиссийĕнче ĕçленĕ.

Литература ĕçне 1916-1917 çулсенче Шăхасанта вĕреннĕ вăхăтра тытăннă, алăпа çырнă «Çăлтăр» журнал редакторĕ пулнă, сăвăсем çырнă.

1921 çулта сывлăхĕ самай хавшанă хыççăн Крымри санаторине кайнă. Сипленнĕ хыççăн Остер уесĕн çĕр уйрăмĕнче ĕçленĕ.

Чăваш поэзин хĕрӳллĕ ĕçченĕ 1922 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Украинăн Чернигов облаçĕнчи Старогородка хулинче çакăнса вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Революциллĕ хĕрӳлĕхпе вырăсла, чăвашла çырнă малтанхи сăввисем 1919 çулта «Знамя революции», «Тетюшские известия», «Канаш» хаçатсенче пичетленнĕ. Унăн сăввисен пĕрремĕш кĕнеки 1927 çулта «Хурçă шанчăк» ятпа çапăнса тухнă. 1928 çулта Шупашкарта ун «Сăвăсем» ятлă кĕнеки пичетленсе тухать. 1959 çулта — «Ĕçĕсен пухăвĕ». Чăваш чĕлхинчи пусăм нормисене ăсталаса, йĕркене кĕртсе силлабо-тоника меслечĕллĕ поэзие пуçласа янă.

Паллă сăввисем:

  • «Çĕн Кун аки»;
  • «Хурçă шанчăк»;
  • «Пуласси».

Унăн сăввисене тĕнчери 56 чĕлхе çине куçарнă.

Асăнмалăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Çеçпĕл Мишши музейĕ (Шупашкар)
  • Сăвăç музейĕ, Канаш районĕ, Çеçпĕл ялĕ.
  • Сăвăç музейĕ, Шупашкар, Юстици Çурчĕ.
  • Кăкăр кӳлепи (бюсчĕ), Шупашкар, Ленин проспекчĕ,
  • Тăван ен тĕпчев музейĕн кĕтесĕ, Тутарстан, Теччĕ хули, Педтехникум.
  • Çеçпĕл Мишши урамĕ, Шупашкар.
  • Çеçпĕл Мишши конкурсĕ [2]
  • Украинăри чăвашсем Çеçпĕл çуртне туянасшăн[3]

Сăвăç çинчен[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кĕнекесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Збанацкий, Ю. М. Çеçпĕл : роман / Ю. М. Збанацкий. – Шупашкар : Чăвашиздат, 1963. – 488 с.
  • Иванов, Н. Поэт хавалĕ : док. очерк / Н. Иванов. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд–ви, 1984. – 60 с.
  • Кăвар чĕре : поэт çинчен аса илнисем / В. А. Долгов пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд–ви, 1979. – 180 с.
  • Чичканов, П. Н. Кăвар чĕре : Çеçпĕл Мишши Украинăра : биогр. роман–хроника / П. Н. Чичканов. – Шупашкар : Чăвашиздат, 1965. – 284 с.
  • Бекшанский, П. И. Рассказы о Сеспеле : новеллы, воспоминания, письма, размышления / П. И. Бекшанский.– Чебоксары, 1999. – 67 с. : порт.
  • Кузьмин, Г. К. Брат мой огнекрылый : воспоминания / Г. К. Кузьмин // Чебоксары, 1999. – 56 с. : порт.
  • Михаил Сеспель : библиогр. указ. / Чуваш. респ. б– ка им. М. Горького; сост. : Л. Д. Виссарова, Г. Н. Прокопьева. – Чебоксары : Изд–во Чуваш. ОК КПСС, 1989. – 88 с.
  • Наш Сеспел : стихи, проза, статьи и письма М. К. Сеспеля. Воспоминания о поэте. Посвящения : сб. – Чебоксары, 1999. – 260 с.
  • Рубис, Н. Н. Встречи с Сеспелем : восп., стихи, письма / Н. Н. Рубис. – Чебоксары, 1999. – 85 с.
  • Сеспель Мишши : 1899–1989 / сост. А. Хузангай ; худож. Э. Юрьев.– Чебоксары, 1989. – 15 с. : ил.
  • Сироткин, М. Я. М. К. Сеспель : очерк жизни и творчества / М. Я. Сироткин. – Чебоксары : Чувашгосиздат, 1969. – 43 с.
  • Основоположник чувашской советской поэзии : учен. зап. / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. – Чебоксары, 1971. – Вып. 51. – 264 с.
  • Поэтика Сеспеля : материалы регион. конф., посвящ. 90–летию со дня рождения М. Сеспеля (22–23 нояб. 1989г.) / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. – Чебоксары, 1991. – 168 с.
  • Агивер, Х. Хăватлă, çĕн чĕреллĕ çĕн ĕмĕр чăвашĕ // Агивер, Х. Илем тĕкĕрĕ / Х. Агивер.– Шупашкар, 1991.– С.31–33.
  • Асамат, С. Йывăр шухăшсем…: Çеçпĕл ятне каланă кĕлĕ–хӳхлев / С. Асмат // Ялав. – 1997. –№ 11. – С.103–108.
  • Давыдов–Анатри, В. Вут чĕреллĕ поэт / В. Давыдов–Анатри // Хыпар. – 2000. – 4 нарăс.
  • Дмитриев, И. Ирĕке тухнă Çеçпĕл / И. Дмитриев // Хыпар. – 1999. – 12 чӳк.
  • Дмитриев, И. Çеçпĕл Мишши – вĕçсĕр шырав / И. Дмитриев, Н. Булаткин // Ялав. – 1994. – № 11. – С. 16–17.
  • Eгоров, В. Ăсчахпа сăвăç пилĕсем / В. Eгоров // Хыпар. – 2003. – 28 çу.
  • Eфимов, Г. Унра – пĕтĕм халăх чунĕ / Г. Eфимов // Ялав. – 1999. – № 11–12. – С. 77–78.
  • Иванов, Л. Пĕрремĕш ĕç укçи / Л. Иванов // Çилçунат. – 1996. – № 11. – С. 27.
  • Иванов, Н. Çĕçпĕлшĕн тăкăннă куççулĕ… / Н. Иванов // Ялав. – 1998. – № 6.– С. 100–107.
  • Ишутов, Р. Кăвар сирпĕтет чĕлхипе / Р. Ишутов // Хыпар. – 2003. – 27 çĕртме.
  • Кролькова, П. Çеçпĕл Мишши çырăвĕсем / П. Кролькова // Çамрăксен хаçачĕ. – 2002. – 26 июня – 4 июля (№ 26). – С. 4.
  • Макарова, E. Çеçпĕл Мишши – чăваш халăхĕн чапĕпе мухтавĕ / E. Макарова // Çилçунат. – 1995. – № 11. – С. 14–15.
  • Никифоров, А. Хусан тапхăрĕ / А. Никифоров // Ялав. – 1999. – № 11. –12. – С. 90–93.
  • Петров, К. Ăста юрист, патшалăх ĕçченĕ : Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 98 çул çитнĕ тĕле / К. Петров // Хыпар. – 1997. – 12 чӳк.
  • Петров, К. Никольскипе Тайăр хавхалантарнă / К. Петров // Хыпар. – 1997. –23 авăн.
  • Петров, К. Çеçпĕл тымарĕн çичĕ сыпăкĕ / К. Петров // Хыпар. – 1997. – 17 çĕртме.
  • Петров, К. Çулăмлă публицист / К. Петров // Ялав. – 1994. – № 11. – С. 28–29.
  • Сементер, Ю. Аван–и, Çеçпĕл! / Ю. Сементер // Чăваш ен. – 10–17 авăн (№ 37). – С. 13.
  • Сементер, Ю. Çеçпĕл – пирĕн чĕрере / Ю. Сементер // Халăх шкулĕ=Нар. шк. – 1995. – № 1. – С. 93–96.
  • Сементер, Ю. Чӳк уйăхĕн варринчи çĕрлехи шухăшсем / Ю. Сементер // Чăваш ен. – 1995. – 18–25 чӳк (№46). – С. 13.
  • Скворцова, Р. “Манăн вил тăпри çине курăк ан шăттăр” / Р. Скворцова // Хыпар. – 1995. – 23 чӳк.
  • Смирнова, Н. Çеçпĕл çурчĕ “таврăнчĕ“ / Н. Смирнова // Хыпар. – 2003. – 26 нарăc.
  • Сунтал, М. Çеçпĕл саманчĕ / М. Сунтал // Чăваш хĕрарăмĕ. – 1999. – 13 чӳк (№ 42). – С. 2.
  • Çеçпĕл çинчен / Н. Рубис, Н. Григорьева, А. çхĕл тата ыт. те. ; В. Дмитриев хатĕрленĕ // Тантăш. – 1997. – 20 чӳк. – С. 2.
  • Хусанкай, А. Çеçпĕл тата коммунизм идейи / А. Хусанкай // Ялав. – 1994. – № 11. – С. 1.
  • Шурыгин, В. Çеçпĕл пултарулăхĕнчи икĕ паянлăх / В. Шурыгин // Хыпар. – 1996. – 21 çĕртме.
  • Юмарт, Г. Çеçпĕл куçарма та шутланă / Геннадий Юмарт // Халăх шкулĕ=Нар. шк. – 2000. – № 1. – С. 20–21.
  • Юмарт, Г. Çеçпĕл Мишши пурнăçĕпе пултарулăхне малалла тĕпчессин хăш–пĕр ыйтăвĕсем / Геннадий Юмарт // Хыпар. – 2000. – 27 утă.
  • Юмарт, Г. Çĕнĕ хыпарсем мĕн калаççĕ / Геннадий Юмарт // Хыпар. – 1999. – 16 чӳк.
  • Яковлев, Ю. “Катаран каç килсен” / Ю. Яковлев // Çамрăксен хаçачĕ. – 1997. – 29 чӳк. – С. 4.
  • Метин, П. Сатирическая струя в творчестве Сеспеля / П. Метин // Халăх шкулĕ=Нар. шк. – 2000. – № 1. – С. 18–19.
  • Мильоном стих мой повторен“ // Выдающиеся люди Чувашии.–Чебоксары, 2002. – Т. 1. – С. 146–154.
  • Семенова, З. Сеспель глазами русских учеников / З. Семенова // Халăх шкулĕ=Нар. шк. – 1997. – № 5–6. – С. 97–99.
  • Федоров, Н. В. Подвиг и трагедия поэта и гражданина / Н. В. Федоров // Халăх шкулĕ=Нар. шк. – 2000. – № 1. – С. 1–8.
  • Юхма, М. Миллиона чувашей певец // Юхма, М. Песнь о Чувашии / М. Юхма. – Чебоксары, 1995. – С. 130–134.
  • П. Афанасьев, «Писатели Чувашии», Шупашкар, 2006

Кинофильмсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Çеçпĕл (фильм)[4]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Сироткин М. Я. М.К.Сеспель. Ч., 1949
  • Кăвар чĕре. Ш., 1979
  • Поэтика Сеспеля. Ч., 1991

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Выдающиеся люди Чувашии : Сеспель Михаил (Кузьмин Михаил Кузьмич)
  2. ^ Янрарĕç Çеçпĕл сăввисем
  3. ^ Украинăри йăхташăмăрсем Çеçпĕл пурăннă çурта туянасшăн
  4. ^ Фильма кĕменнисем музея лекнĕ

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Çеçпĕл Мишши сăввисем
  • Çеçпĕл Мишшине асăнса унăн сăввисене вуларĕç
  • МИХАИЛ СЕСПЕЛЬ КАК ЧУВАШСКИЙ КУЛЬТУРНЫЙ ГЕРОЙ ХХ ВЕКА Архивленĕ 2 Ака уйӑхӗн 2016 çулта.
  • Çеçпĕлĕн çуралнă кунне хатĕр
  • Кузьмин Михаил Кузьмич (Сеспель Мишши)
  • Çеçпĕле Украинăра та чысланă
  • Украинăри блогер Çеçпĕл вил тăпри çине чечек хунă
  • Çеçпĕл Мишшине асăнса митинга пуçтарăннă
  • В украинском городе Остёр снесли памятники чувашскому поэту Михаилу Сеспелю

                          Чăваш Республикин Шупашкар хулин 47-мĕш шкулĕ

Çеçпĕл Мишши çуралнǎ кунне халалланǎ

«Çеçпĕл Мишши юратǎвĕ»

литература каçĕн сценарийĕ

Хатĕрлекенĕ – 

чǎваш чĕлхи 

предметне ертсе пыракан

Алексеева С.Н.

2008-2009 вĕренÿ çулĕ

Ĕç хатĕрĕсем:

1. Уйрǎм хут листисем çине çырса хатĕрленĕ çырусем

( Çеçпĕл Мишшин тата А.Червяковǎн çырǎвĕсем)

     2.     Поэтǎн тата А.А.Червякова сǎнĕсем

     3.  Ю.Сементер поэт куçарнǎ Çеçпĕл Мишшин 

          «Чунǎмçǎм, çунатǎмçǎм» кĕнеки

4. Сĕтел, сĕтел çинче лампа, çутта хупланǎ пÿлĕм

Тĕллевĕ:

1. Çеçпĕл Мишшин пурнǎçĕпе, пултарулǎхĕпе тĕплĕнрех, туллинрех  паллаштарасси;

2. Çеçпĕл Мишшин çырǎвĕсемпе паллаштарса поэт çырма ǎста пулнине, унǎн çырǎвĕсем тарǎн шухǎш-туйǎмлǎ пулнине, вĕсенче чĕрене тыткǎнлас туртǎм пуррине туйтарасси;

3. Çеçпĕл Мишши çырǎвĕсене яка, таса, илемлĕ чĕлхепе çырнине палǎртасси;

4. Автор çырǎвĕсем урлǎ ачасен таса та ырǎ туйǎмĕсене аталантарасси, поэт пек çынна чун-чĕререн хисеплеме, юратма вĕрентесси;

5. Ачасен илемлĕ (артист пек) вулас ǎсталǎхне аталанта –

расси;

6. Ачасене юрату çинчен калаçтарса хǎйсен шухǎшне  палǎртма вĕрентсе пырасси.

Юрату туйǎмне палǎртакан савǎк кĕвĕ янǎрать.

I. Ертсе пыракан:  Çеçпĕл Мишшин юратǎвне эпир унǎн çырǎвĕсенчен куратпǎр. Ăна туллин пĕрремĕш хут 1989-мĕш çулта Шупашкарта «Ялав библиотекин» 1-2 №№-сенче пичетленсе тухнǎ «Чунǎмçǎм, çунатǎмçǎм» кĕнекере панǎ. Ку çырусене вырǎсларан чǎвашла Юрий Сементер поэт куçарнǎ.

Кĕнекепе паллаштарни

 — Кам пулнǎ-ха Çеçпĕл Мишшин çывǎх тусĕ?

        Вǎл çын – Анастасия Александровна (Петровна) Червякова, кǎвар чĕреллĕ поэтǎмǎрǎн пĕртен-пĕр юратǎвĕ

Поэт сǎнне, А.А.Червякова сǎнне кǎтартни

        А.А.Червякова Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕнĕ Сартунка ялĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнǎ, Чĕмпĕрте кукашшĕ килĕнче ÿссе çитĕннĕ. Çавна пулах ǎна ашшĕ ячĕпе мар, кукашшĕ ячĕпе хисеплесе чĕннĕ: Анастасия Петровна.

        1919 çулхи çĕртме уйǎхĕнче А.А.Червякова Чĕмпĕртен Теччĕ хулине темиçе уйǎхлǎха хǎнана пырать, вǎхǎтлǎха унти библиотекǎра ĕçлет. Çавǎнта паллашаççĕ икĕ çамрǎк чун – чǎваш поэчĕпе вырǎс чиперкки.

Савǎк кĕвĕ янǎрать.

Çыру сĕтелĕ. Лампа çунать. Çеçпĕл Мишши çар тумĕпе.

Сĕтел çинче хутсем – çырусем. «Çеçпĕл Мишши» çырǎвĕсене вулать.

Ертсе пыракан: Теччĕ, 1919 çулхи чÿк уйǎхĕ.

«Çеçпĕл Мишши» çырǎвне вулать.

Ертсе пыракан: Теччĕ, 1919 çулхи чÿк уйǎхĕн 24-мĕшĕ.

«Поэт» малалла хǎйĕн çырǎвĕпе паллаштарать.

Ертсе пыракан: Теччĕ, 1920 çулхи кǎрлач уйǎхĕн 20-мĕшĕ.

Çырǎвне малалла вулать.

Ертсе пыракан: Теччĕ, 1920 çулхи нарǎс уйǎхĕн 20-25-мĕш кунĕсем.

«Поэт» 4-мĕш çырǎвне вулать

Ертсе пыракан: Теччĕ, 1920 çулхи пуш уйǎхĕн 19-мĕшĕ.

«Поэт» тепĕр çырǎвĕпе паллаштарать.

Ертсе пыракан: Шупашкар, 1921 çулхи пуш уйǎхĕн 23-мĕшĕ. Наркомнацǎн Чǎваш уйрǎмĕ, издательствǎпа куçару комиссийĕ.

«Автор» çырǎвне вулать.

Ертсе пыракан: Шупашкар, 1921 çулхи  ака уйǎхĕн 12-мĕшĕ.

Çырǎвне вулани.

Ертсе пыракан: Шупашкар, 1921 çулхи  ака уйǎхĕн 14-мĕшĕ.

Çырǎвне вулани.

Ертсе пыракан: Шупашкар, 1921 çулхи  ака уйǎхĕн 27-мĕшĕ.

Илемлĕ вулав.

Ертсе пыракан: Чулхула, 1921 çулхи çу уйǎхĕн 21-мĕшĕ. (Чулхула, Кĕçĕн Печорски урамĕ, 31-мĕш эвакуаци госпита –

лĕн 3-мĕш уйрǎмĕ).

«Автор» юлашки çырǎвне вулать.

Шухǎша яракан салхуллǎ кĕвĕ янǎрать.

        Ертсе пыракан:   Анастасия Александровна Çеçпĕл Мишшине тем пек юратнǎ пулин те поэт çырǎвĕсем çине хурав пама пултарайман, мĕншĕн тесен вǎл качча кайнǎ хĕрарǎм пулнǎ. Ăна çамрǎклах ирĕксĕр хǎйĕнчен чылай çул аслǎскере качча панǎ. Мĕнле пулсан та, Анастасия Александровна моральпе хисеп тĕлĕшĕнчен хǎйне йÿле янǎ çын пулман: чиркÿре венчет тǎнǎ саккунлǎ упǎшкине улталама вǎл, Çеçпĕле тем пек юратсан та, хал çитереймен. Мǎшǎрĕпе вǎл нумай пурǎнайман. Мǎшǎрĕ çĕре кĕнĕ хыççǎн çеç вǎл хǎйĕн туйǎмне пытарма пǎрахнǎ, хǎйĕн чǎн-чǎн юратнǎ çыннин адресне шыраса тупса хĕрÿллĕ çырусем çырма тытǎннǎ. Ун чухне вǎл хǎй кая юлнине пĕлме пултарайманскер (пирвайхи çырǎвне çырнǎ тĕле поэт вилнĕренпе 3 уйǎх иртнĕ ) пĕрре чунне уçса çырать, тепре мǎн кǎмǎллǎ йĕркесем шǎрçалать, хǎйĕн шанǎçне пачах çухатмасть. 

А.А.Червякова çырǎвĕсене ун евĕр тумланнǎ пĕр хĕр ача вулать.

II. Пĕтĕмлетÿ  (учитель сǎмахĕ)

        Чǎваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши Теччĕре учительсен семинарийĕнче вĕреннĕ чухне хǎйĕн юлташĕсемпе пĕрле халǎхран кĕнеке пухса библиотека уçать, унǎн ĕçне йĕркелесе яраканĕсенчен пĕри пулать. Каярахпа библиотека заведующийĕнче  Течче Чĕмпĕр хулинчен темиçе уйǎхлǎха пынǎ  вырǎс хĕрарǎмĕ Анастасия Петровна Червякова ĕçлет. Çеçпĕл, пушǎ вǎхǎтне ялан библиотекǎра ирттерекенскер, Анастасия Петровнǎпа çывǎх паллашать, вĕсем пĕр-пĕрне сума суни часах юрату туйǎмне çаврǎнать. Анчах пурнǎç шǎпи пĕрле пулма пÿрмен вĕсене. Анастасия Петровнǎн 1920-мĕш çулхи нарǎс уйǎхĕнче Чĕмпĕре таврǎнма тивет. Çеçпĕле çурла уйǎхĕнче Шупашкара чĕнсе илеççĕ. Яланах пĕр-пĕрин патне туртǎннǎ, пĕр-пĕриншĕн çуннǎ пулин те, вĕсен урǎх курнǎçма май килмен.

        А.А.Червякова Çеçпĕл Мишшине мĕн хǎй çĕре кĕричче –

нех (вǎл 1960-мĕш çулта вилнĕ) асра тытнǎ, савнǎ çыннин 98 çырǎвне упраса усрама пултарнǎ. Çав çырусем паян юрату поэми пек вуланаççĕ, аслǎ поэт сǎнарне туллин курма май параççĕ.  Вĕсене поэт таса та илемлĕ, яка чĕлхепе çырнǎ. Унǎн çырǎвĕсем пире Çеçпĕл Мишши çынна таса юратупа юратма пĕлнине, вǎл ырǎ та çепĕç туйǎмлǎ, çынна çав тери хисеплекен çын пулнине туйтараççĕ. 

        Çапла вара, унǎн еткерлĕхне пахалас ĕçре А.А.Червякова пайти те калама çук пысǎк. Паян эпир ǎна хисеплесе пуç таятпǎр, Çеçпĕлпе пĕрле ǎна та тивĕçлипе чыслатпǎр. 

Çĕкленÿллĕ кĕвĕ янǎрать.

III. Калаçу ирттересси

    — Мĕн-ши вǎл юрату? Пурах-ши вǎл çĕр çинче?

(Юрату туйǎмĕ — пысǎк туйǎм. Вǎл – пĕр-пĕрне ǎнланса, килĕштерсе пурǎнни; тепĕр çыншǎн пурǎнма пултарни. Паллах, çĕр çинче юрату пурах. Унсǎрǎн пурнǎç та малалла тǎсǎлман пулĕччĕ. Пысǎк та таса юрату тĕслĕхне эпир Çеçпĕл Мишшипе Анастасия Червякова хушшинче куртǎмǎр.)

    — Çеçпĕл Мишшипе Нуся юратура телей тупрĕç-и? Шухǎшǎра тĕслĕхпе çирĕплетĕр.

(Кĕске вǎхǎтлǎха телейлĕ пулчĕç. Анчах та ку юрату Çеçпĕл Мишшишĕн пысǎк та телейлĕ асап пулчĕ. Нуся хǎйĕн çырǎвĕсем çине хуравламан пирки поэт ман çинчен пурте манчĕç тесе пǎшǎрханнǎ. Нуся вара, юратнǎ пулин те, чиркÿпе тĕн йĕрки хушнинчен иртейменскер, хǎйĕн юратǎвĕ пирки Çеçпĕл Мишшине уçǎмлǎн хурав парайман.)

    —  Анастасия Червякова поэт çырǎвĕсем çине хурав памасǎр тĕрĕс турĕ-и? Шухǎшǎра аргументлǎр.

    — Эсир вĕсен вырǎнне пулнǎ пулсан мĕн тунǎ пулǎттǎр?

IV. Пĕтĕмлетÿ

Юрату туйǎмĕ — хǎватлǎ туйǎм. Вǎл пурǎнма, ĕçлеме, çитĕнÿсем тума хавхалантарать. Юратма пĕлекен телейлĕ. 

Юратакан таса, çутǎ ĕмĕтсемпе пурǎнать. Юрату вилĕмсĕр, унсǎр этем телейсĕр. Паллах, çĕр çинче юрату пур. Пысǎк туйǎмпа юратма пĕлекенсем те сахал мар. Хамǎр каланине çирĕплетсе паянхи калаçǎва «Чǎн – чǎн юрату пурах» юрǎпа вĕçлĕпĕр.

Усǎ курнǎ литература

1. Н.Г.Иванова «Çеçпĕл Мишши пурнǎçĕпе пултарулǎхне вĕрентесси» методика пособийĕ. – ЧР вĕрентÿ ĕçченĕсен ǎсталǎхне ÿстерекен институт, Ш.: 1992.

2. Çеçпĕл Мишши «Чунǎмçǎм, çунатǎмçǎм». – «Ялав» библиотеки, 1-2 кǎларǎм, Чǎваш изд.- ви, Ш.: 1989.

Çеçпĕл Мишши

Çеçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) — чăваш сăвăçи. 1899 çулхи раштавăн 16-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Касаккасси Шĕкĕр (халĕ Çеçпĕл) ялĕнче çуралнă.

Революциллĕ хĕрӳлĕхпе вырăсла, чăвашла çырнă малтанхи сăввисем 1919 çулта «Знамя революции», «Тетюшские известия», «Канаш» хаçатсенче пичетленнĕ. Пĕрремĕш кĕнеки 1927 çулта «Хурçă шанчăк» ятпа çапăнса тухнă. 1928 çулта Шупашкарта «Сăвăсем» кĕнеке пичетленсе тухать. 1959 çулта — «Çырнисен пуххи».

Хĕрӳллĕ чăваш поэзи ĕçченĕ 1922 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕнче Украинăри Старогородка салинче вилнĕ.

Хайлавĕсем

  • Эп вилсен… | Сăвă
  • Чăваш чĕлхи | Сăвă | 1920
  • Чăваш ачине | Сăвă | 1920 | 562
  • Чăваш арăмне | Сăвă | 1920
  • Пирĕн вăй | Калав | 1918 | 3 384
  • Вăрман ачисем | Калав | 1918 | 15 362
  • Чăваш сăмахĕ | Прозăллă сăвă | 1920 | 1 918
  • Йывăр шухăшсем | Сăвă | 1921 | 1 375
  • Чăн чĕрелнĕ | Сăвă | 1921 | 1 613
  • Шăршлă каç йăвăрри… | Сăвă | 1921 | 715
  • Чăваш! Чăваш!.. | Сăвă | 1921 | 1 046
  • Инçе çинçе уйра уяр… | Сăвă | 1921 | 883
  • Хурçă шанчăк | Сăвă | 1921 | 1 127
  • Паянтан | Сăвă | 709
  • Ĕнер йăвăç пахчи кăмăлне… | Сăвă | 290
  • Или! Или! Лима савахвани!.. | Сăвă | 511
  • Янк уяр кĕрхи каç çĕр чĕтрерĕ… | Сăвă | 1921 | 632
  • Катаран каç килсен, каçхи кунăн мĕлки… | Сăвă | 1921 | 651
  • Хĕрлĕ-хĕрлĕ, хĕрлĕ мăкăньсем… | Сăвă | 1922 | 615
  • Эп вилсен… | Сăвă | 1921 | 1 544
  • Çĕн кун аки | Сăвă | 1921 | 1 124
  • Тинĕсе | Сăвă | 1921 | 1 938
  • Чăваш поэтне Ахаха асăнса | Сăвă | 1921 | 1 181
  • Хурăç шанчăк | Сăвă | 1921 | 1 168
  • Пуласси | Сăвă | 1918 | 516
  • Пурнăçпа вилĕм | Сăвă | 1918 | 1 219

Хушма каçăсем

  • Çемен Элкер тата Çеçпĕл Мишши («Хыпар» хаçатри статья)
  • Вăл халăх чĕринче (Лидия Угахина)
  • Асап тăвĕ çине çаруран… (Виталий Родионов)
  • Халĕ çĕнĕ ăслайсем кирлĕ (Виталий Родионов)
  • Çеçпĕл прози (Виталий Родионов)

Тупмалли

Сайта кĕр

Шырав

Çыравçăсем

Çeçпĕл Мишши – поэт, коммунист партийĕн агитаторĕ, революци трибуналĕсен Чăвашри ертÿçи, Украинăра çакăнса вилет. Чăваш поэтикинче унăн вырăнĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен вăл çĕнĕ жанрпа традици хывать… Тĕплĕнрех →



Тинĕсе

Вĕçсĕр-хĕрсĕр тинĕсĕм,
Хуп-хуран, сип-симĕсĕн,
Кăпăк тумлăн, хумлăн, хумлăн
Çырана çапса, хăюллăн
Хумлă сулнăксемпе сулăн,
Хумлă кăпăкла вĕре.
Ман çунатлă вутлă чунăм,
Çĕн çĕре чĕнен чĕре
Кĕрешÿ вăйне анчах
Кăмăллать çак тĕнчере.
Тинĕс, тинĕс, вăйлăрах
Хыççăн-хыççăн хум пăрах.
Тамăк вутлăн, тамăк çутлăн,
Вут-каварлăн, хар-хаяррăн,
Тайăн-тайăн, çырăн-варăн
Хутлă хумлăн сулăн-уткăн.

Кĕрешÿ сассипеле —
Вăйлă мĕкĕрлеш саспа
Йăвăр пĕлтсене силле,
Хумсемпе çапа-çапа
Чуллă çырана тапрат,
Хулăм чулсене ташлат.
Тинĕс, тинĕс, — умăнта
Çĕн чăвашăн çĕн поэчĕ;
Авалхи кунсен ĕречĕ
Ун чунне тапта-тапта,
Ун чунне, чĕри тĕпне
Хурлăхлăх юрри хăварнă.
Тинĕс, тинĕс, эс хаяррăн
Сăвăçăн юнне-чунне
Вăйлă хумлă юрăпа,
Кĕрешме чĕнен саспа
Нишлĕлĕхсенчен тасат.
Вăйлă паттăрлăх, хăват
Вырнаçтар ун чĕрине.
Чунĕ ун хăюллă пултăр,
Тинĕс вăйĕпеле тултăр.
Савтăр паттăрлăх вăйне;
Çĕн куна, çĕн тĕнчене
Юратса çĕн юрă хутăр,
Кĕрешÿ ĕçне-вăйне
Хăй чĕрин хĕвелĕ тутăр.
Çĕн поэт ака та тутăр,
Утă çултăр,
Вутă çуртăр,
Ĕçлесе çĕн юрă хутăр,
Туй пулсан — ташлатăр, култăр…
Тинĕс, тинĕс, вăл санран
(Вăхăт çитĕ) уйăрлсан,
Савнă çĕршывне кайсассăн,
Йăвăр тимĕр сăнчăртан
Хăтăлнă чăвашсене
Паттăр та хăватлă саслăн,
Чĕрипе çунса, хавассăн
Çĕн тĕнчен çĕн пурнăçне,
Çĕн кунне, çĕн кун-çулне,
Çĕнĕ пурнăç хĕвелне
Юратса тăма калатăр.
Лăпкă халăх — пултăр паттăр.
Вăл йăваш — йăвашлăх çĕттĕр,
Чун — кăвар çунатлăн вĕçтĕр
Кив çĕртен çĕн çул çине.
Тинĕс, тинĕс, вăйлăраххăн,
Хăвăртраххăн, çăмăлраххăн,
Чул пулсан — хăватлăраххăн,
Хыççăн, хыççăн хум хумла!
Эс хăюллăн, вăйлă хумлăн,
Йăвăр саслă, йăвăр чуллăн
Чуллă çырана тулла.
Мĕкĕр, ахăр, кар-карла,
Вăйлă сулăмлăн, хăюллăн,
Хыççăн-хыççăн хум пăрах:
Кĕрешÿ вăйне анчах
Кăмăллать ман вутлă чунăм…

Çĕн тĕнче! Эй, Çĕнĕ Кунăм,
Каялла ан кай, ан чак!

1921 ç. утăн 12-мĕшĕ Евпатори


↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Морю

Море, без конца и края,
С ветром яростным играя,
С черно-голубым оскалом
Смело бейся ты о скалы.
И волной остервенелой,
Пеной белой закипай…
Всей душой своей и телом,
Сердцем пламенным горя,
Я стремлюсь из края в край,
Где горит борьбы заря.
Море, море, не робей:
За волной волну разбей,
Бездны тьмой, исчадьем ада, —

То огня всесильным жаром,
То неистовым пожаром,
Разрушая все преграды,
Мощным голосом борьбы,
Что зовет на бой святой,
Потрясай небес столпы,
Мчи волну ты за волной,
Пусть под натиском гранит
И весь берег задрожит.
Море, море, — пред тобой
Новых дней поэт чувашский;
В прошлом непознавший ласки
Бывший под его пятой,
Что на дне его души
Заложил напев печали.
Море, море, ты вначале
Пламень сердца не туши,
Песней яростной и жгучей,
Своим голосом могучим
Его душу очищай.
Силу воли ему дай,
Пусть борьбою дорожит.
Буря смелость пусть разбудит,
Сильною душа да будет.
Пусть отважным будет он,
В новый день и мир влюблен,
Песню из груди добудет,
Пусть горит борьбы огонь
Солнцем сердца среди буден.
Новых дней поэт пусть пашет,
Руби т лес и сено косит,
Новой песней труд возносит,
А на свадьбе — пусть он пляшет.
Море, море, он однажды
Истомившись, как от жажды,
В край родимый возвратится.
Сердцем пламенным, отважным,
Голосом могучим, важным,
Скажет пусть тогда чувашам,
Цепь тяжелую порвавшим,
Что мы сможем возродиться,
Прошлым днем жить не годится,
Солнце нови пусть горит!

Был чуваш подавлен горем —
Так пусть станет он героем!
Был забит — пусть возгордится
И душа его жар-птицей
В край прекрасный воспарит!
Море, море, ты без страха
Своим яростным размахом
Разбивай все скалы махом,
Крой волну ты за волной!
Шквалом диким и могучим
Сотрясай утесов кручи,
Бей сильней о берег свой,
Ты реви, рычи и вой!
Штормовой волны накат
Прогремит пусть, как набат:
Огнекрылою душой
Я приемлю только бой…
Новый мир! День светлый мой!
Нет пути тебе назад!

12 июля 1921 г., Евпатория
Перевод А. Смолина

Вполне могло. И есть несколько косвенных доказательств этой версии.

Во-первых, поэт ушел из дома 14 июня и обещал квартирной хозяйке вернуться к обеду. Но его не дождались.

Во-вторых, он ушел босым. Его единственные ботинки износились, и он отдал их в починку. Но под деревом, на котором он висел, были найдены ботинки.

В-третьих, при нем нашли всего несколько вещей. Среди них — рецепт на глазное лекарство, само лекарство и 5000 рублей. Стало известно, что деньги на лекарство он занял у своего друга Ф. Пакрышня и квартирной хозяйки — 300 000 рублей. Такая сумма не должна удивлять, инфляция тогда была просто чудовищной! Вряд ли человек, собиравшийся покончить с собой, стал бы занимать деньги и приобретать лекарство.

В-четвертых, при нем был шнурок от сумки. А где сама сумка и что в ней могло быть? Это вопросы без ответа.

Предполагают, что смерть молодого человека могла быть связана с его деятельностью. За несколько дней до этого события местные кулаки забили насмерть бедного крестьянина. Шло следствие. И, возможно, именно Сеспель, который отличался невероятно честной натурой, мог помешать «чиновникам от коммунизма» увести следствие в сторону.

Одним из таких чиновников был непосредственный начальник поэта Нестор Савченко, заведующий уездного земского отделения, который и мог быть причастен к гибели молодого человека.

2014 год был в Российской Федерации объявлен годом культуры. Этому событию посвящена данная исследовательская работа, которая актуальна еще и тем, что в 2014 году исполнилось 115 лет со дня рождения выдающегося государственного деятеля Чувашской Республики, поэта и писателя Михаила Сеспеля.

Что подвигло к написанию данной работы. В прошлом году в г. Чебоксары, в музее, посвященном Михаилу Сеспелю прошла экскурсия учащихся класса, которая произвела яркое впечатление. В музее хранятся письма, написанные Сеспелем любимой женщине Анастасии Червяковой. Возникло желание написать данную работу, чтобы показать христоматийного М. Сеспеля с другой с романтичной стороны. Когда читаешь его письма, кажется, что за плечами этого человека большая жизнь, но он прожил всего 22 года. Данная работа написана исключительно на музейном материале, в основе которого письма Сеспеля.

Целью данной работы является исследование жизненного пути Михаила Сеспеля по материалам ГУК «Чувашский национальный музей».

Понравилась статья? Поделить с друзьями:
  • Щербаков русь подмосковная сочинение описание по картине
  • Щепкин познал как он сам выражался русскую жизнь от лакейской до дворца егэ ответы
  • Щепетильный подниматься символизировать ревнивый издавна угасающий егэ
  • Щепетильный подниматься символизировать издавна угасающий расположение егэ
  • Щемит сердце хоть кричи сочинение рассуждение