Обновлено: 11.03.2023
Оценить 930 0
Куракова Вера Васильевна
Шупашкар хулинчи 49-мĕш вӑтам шкулта
чӑваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем
Ĕҫ ҫынна илем кÿрет
Паянхи пурнӑҫа илес пулсассӑн, ҫын хӑйне вӑйлӑ туясси тĕрлĕ сӑлтавран килет: ҫемье тĕрекĕнчен, тус-юлташ пурринчен,ĕҫ вырӑнĕнчен, сывлӑх ҫирĕп пулнинчен,ӑс- тӑн чун-чĕре пуянлӑхĕнчен, пурнӑҫа тĕрĕс пурӑнма пĕлменинчен, пултаруллӑхран, кашни тĕллеве пурнӑҫлама пĕлменинчен…
Ырми-канми ĕҫлекене те, ача- пӑча ÿстерекене те, ҫукран пур тӑвакана та, ырӑ йӑла-йĕркене тытса пыракана та ĕҫчен-маттур, ҫивĕч ҫын тетпĕр. Ĕҫ-вӑл пурнӑҫ тыткӑчи,илемĕ. Пĕр-пĕрне ӑнланса, пулӑшса пырсан ҫеҫ ĕҫ ӑнать, ырӑ ят сарӑлать. Ĕҫрен хӑраман, таса чун чĕреллĕ, ырӑ ĕмĕтлĕ ҫын кӑна пулма пултарать.
Ҫĕр ҫинче ҫын алли тĕкĕнмен ĕҫ ҫук та пулĕ. Пурнӑҫа лайӑхлатас тесен кашни ҫыннӑн хӑйне килĕшекен пĕр- пĕр ĕҫе суйласа илмелле. Ҫав ĕҫре чун-чĕрене хурса ĕҫлемелле, ҫитĕнÿсем тумалла, малалли пурнӑҫ ҫинчен шухӑшламалла.
Ĕҫ- пурнӑҫ тытать, ĕҫ телей кÿрет. Кашни ҫыннӑн хӑйĕн ĕҫе, хĕлĕ.Хӑв юратнӑ ĕҫе пĕр кун хаушшинче суйласа илме май ҫук. Ҫапах та пĕр-пĕр ĕҫе кӑмӑлласси пĕчĕкренех палӑрать.
Ҫĕр ҫинче мĕн пур ĕҫе ҫыннӑн ӑста аллипе, ӑс-хакӑлĕ тӑвать.Ĕҫ чӑнлӑх,сӑпайлӑх,тараватлӑх – чӑваш ҫынсен ҫак ырӑ енĕсем кашни ҫынра пулччӑр тессе шухӑшлатпӑр.
Паллах, кашни ҫыннӑн хӑйĕн ĕҫе-хĕлĕ, хӑйĕн телейĕ. Чылай ҫынсенчен илтме пулать. Ĕҫе уява кайнӑ пек каятӑп, ĕҫре мана питĕ лайӑх, ĕҫтешĕсемпе килĕштерсе ĕҫлетпĕр, эпĕ ĕҫ вырӑнне ҫухатасран темрен хӑранӑ пек хӑратӑп теҫҫĕ. Хӑшĕ-пĕрисем хӑйсен валли хӑйсемех ĕҫ вырӑнне тупаҫҫĕ, хӑшĕ-пĕрисем вара ашшĕ-амӑшĕн ĕҫне малалла тӑсаҫҫĕ, теприсем ашшĕ – амӑшĕ каланипе, ыттиссем ҫут ҫанталӑк панӑ талантпа ĕҫлеҫҫĕ.
Паллах тĕнчере пур професси те лайӑх, пур професси кирлĕ. Анчах та пĕтĕм ҫын пултаруллӑ ҫуралаймасть. Пĕр ĕҫех пĕри лайӑх ĕҫлет, теприн пулсах пĕтеймест. Пурте артист та ÿнерҫĕ те пулаймасть. Ҫавӑнпа та ҫыннӑн хӑй мĕн тума пултарассине шута илсе, камӑлĕ хӑш ĕҫ патне туртӑнать – ҫавна суйласа илмелле.
Сӑмахран: мана вĕрентекен ҫуралсанах, ашшĕ чупса пынӑ тет, аллине тытрĕ тет те чуптуса ҫапла каларĕ тет. Манӑн хам вилличен сана учитель пулнине курасчĕ терĕ тет. Ашшĕ ĕнчи тӑвансем пурте вĕрентекенсем пулса ĕҫленĕ хӑй хĕрне те учитель тӑвасшӑн пулнӑ, паллах ашшĕн пехилĕ ҫитнĕ пуль. Апла пулсан вӑл ҫуралсанах вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ ача пулса тухать.
Чӑнах та вĕрентекенĕн хӑйĕн чӑн-чӑн ҫын пулмалла: ырӑ кӑмӑллӑ, сӑпайлӑ, таса чунлӑ, культурӑллӑ, ҫивĕч, ĕҫчен, ӑслӑ – тӑнлӑ, культурӑллӑ пулмалла. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупни — пысӑк талант..
Манӑн вĕрентекен пуринчен те ырӑ, пултаруллӑ, хисеплĕ, чуна ҫывӑх, кирек кама та ӑнланма, темĕнле йывӑр ыйтӑва тивĕҫлĕ татса пама пултаракан ҫын. Вĕрентекен ача амӑшĕ пек ыррине ҫеҫ сунать, ырӑ-сывӑ, тĕрĕс тĕкел ӑслӑ- тӑнлӑ ҫын тӑвасшӑн тӑрӑшать.
Учитель ĕҫе ҫӑмӑл маррине пурте ӑнланаҫҫĕ.Чӑнипех те шкулта, чӑтӑмлӑ та ырӑ шухӑш-кӑмӑлла вĕрентекенсем ĕлеҫҫĕ.
Этемĕн тепĕр лайӑх ĕҫе — вӑл хӑйĕн чун илемĕшĕн те тӑрӑшма пултарни. Ку ҫынна тата та вӑйлӑрах тӑвать. Ҫавӑн пекех илемлĕ тĕрлĕрен илемлĕ япаласем тума вĕрентет. Халĕ ĕнте ҫын-вĕҫме кӑна мар, шӑтӑк евĕр янӑравлӑ шӑрантарса юрлама, тӑпӑл – тӑпӑл ташлама, хут ҫине пурнӑҫри сӑнсене чӑн пурнӑҫри пекех ÿкреме, йĕри-тавралӑха тĕрĕ-эрешпе илемлетме, кино калӑплама, илемлĕ сӑвӑ – калавсем ҫырма пултарать. Ҫын ĕҫĕсене ĕҫленĕ чухне ҫын ҫакӑнта хӑйĕн чун телейне тупать. Ĕҫ вӑл – халӑхӑн тарӑн ӑсӑпе тĕрĕслĕх туйӑмĕ, таса кӑмӑл-сипечĕпе ҫынна пысӑкӑн юратни, чун илемĕпе характер ҫыпӑҫулӑхĕ, сӑмах-юмах виҫелĕхĕпе юрӑ-сӑвӑ хитрелĕхĕ.
Этеме ĕҫ ҫуратнӑ теҫҫĕ. Ĕҫ ӑна ҫын тунӑ. Ҫын вара хӑй таврашĕнчи ҫут ҫалталӑка улӑштарса тем тĕрлĕ япала шухӑшласа кӑларнӑ. Те хӑйне пурӑнма ҫӑмӑл пултӑр тесе, те хӑйне хуҫа пек тытма, те хӑйне шанчӑклӑ та ҫирĕп туйма…
Ырӑ сӑмах, ырӑ шухӑш, ырӑ ят хӑварас тесен ҫыннӑн йывӑҫ лартмалла, ача ҫуратса тĕрĕс-тĕкĕл ÿстермелле, пÿрт лартмалла теҫҫĕ.
Мана чӑнахах та учителĕн пархатарлӑ ĕҫĕ питĕ килĕшет. Кашни вĕрентекенех хăйĕн вĕренекенĕсем сапăр та хастар чун-чĕреллĕ çынсем пулччăр тесе тăрăшать, ырă шухăш-ĕмĕтпе пурăнать. Вăл çĕр çинчи çĕршер професси валли тÿрĕ чунлă çынсем вĕрентсе хатĕрлет. Тÿрĕ чунлă çынсем — саккунлăхпа йĕркелĕхе пăхăнакансем. Ку вара — çĕр çинчи, хамăр хушăри тăнăçлăх никĕсĕ. Çакăнта мар-и учителĕн пархатарлă ĕçĕ?
Учитель ĕçĕ питĕ яваплă ĕç. Пурне те пĕлесшĕн çунакан таса чунлă шăпăрлансемпе пĕлÿлĕх тĕнчинче çÿрени, мĕн пĕлнине пĕлменнисемпе тавçăрайманнисем патне çитерме тăрăшни мăнаçлантарать, хавхалантарать, чунра савăнăç вăратать. Чăнах, хăвăн ăс-тăнна, пултарулăхна ыттисене парнелесси — сăваплă ĕç. Кашни вĕрентекен хăйĕн пурнăçне пархатарлă ĕçпе ирттерет. Учитель ĕçĕ çăмăл маррине пурте ăнланаççĕ. Хăйĕн чун пуянлăхĕпе çамрăксене те çынсене юратса хисеплеме, ĕçчен те йĕркеллĕ çын пулма вĕрентет.
Мĕнле хисеплемĕн-ха вĕрентекене? Вăл кашни ачан пурнăçĕпе, савăнăçĕ-хуйхипе, терт-нушипе пурăнать. Кашни вĕренекене хăй ачине юратнă пек юратать, йывăр вăхăтра пулăшать, унпа пĕрле савăнать те, кулянать те. Педагог вăл пĕр вăхăтрах чун инженерĕ те. Ачан чунне вĕрентекен пек тата кам ăнланма пултарать-ши? Тата кам унран ытла ача чунне витĕр курать, ăна сăваплă витĕм кÿрсе çĕр-шыва, ашшĕ-амăшне, тăванĕсене, юлташĕсене юрăхлă та тивĕçлĕ çын ÿстерме хевте çитерет?
Педагогсем — кашни ача шăпинче ырă йĕр хăваракансем, кашни ачан ăс-тăнĕпе характерне çирĕплетсе, ăсталăхне аталантарса пурнăç çулĕ çине кăларакансем.
- Для учеников 1-11 классов и дошкольников
- Бесплатные сертификаты учителям и участникам
Тěллевсем: Николай Спиридонович Айзманăн пурнăḉěпе пултарулăхне аса илсе ḉирěплетсе хăварасси.
Ачасен чун- чěринче ḉынлăх туйăмне вăратасси,
тěрěслěхшěн кěрешме вěрентеси.
Урока кирлě хатěрсем:
Даматург портречě,кěнекесен куравě,учебниксем,
1.Класа йěркелесси, урок темипе тата ун тěллевěсемпе пал-
2. 1. Пьесăри сăнарсем хăйсемпе паллаштарни;
2. Кӱршěсем-класри ачасем-сěнӱ-канаш пани;
3. Тěпчевḉěсем сăмах илни;
4.Маска тăхăннă ḉын-Н.С.Айзман-хăй ḉинчен каласа пани;
3. Сăнарсене ушкăнлани;
4. Ачасене пěлěвне тест тăрăх тěрěслени;
5. Урока пĕтĕмлетни- презентаци;
6. ачасен пĕлĕвне хаклани;
Доска çинче: «Килтен тухсан — кил ятне,
Ялтан тухсан – ял ятне,
Сĕтел хушшинче передача хăнисем:
— Коновалов Антон Петрович – техучилище преподавателĕ
— Илюш – Мелани ывйлĕ;
— Милина Олимпия Никитична – техучилище директорĕ;
— Жоржик – унăн ывăлĕ;
— Свисток- кĕсье вăрри;
— Кÿршĕсем- класри ачасем.
Чи малтанах эпĕ Мелани сăмах парасшăн, вăл пире хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа парĕ.
Мелани: Эпĕ – Мелани, Илюшăн амăшĕ. Колхозра ĕне ферминче ĕçлетĕп. Ĕнесем сăватăп. Эпĕ хам ĕçе пите юрататăп. Манăн ывăлăм, Илюш, хулана вĕренме каяссишĕн çунма пуçларĕ. Эпĕ хрĕç пултăм, анчах та вăл манран вăрттăн тухса тарчĕ. Кун пек туни ман кăмăлăма каймарĕ пулин те ывăлăма хирĕç тăрас темерĕм. Вĕренсе тухтăр терĕм. Унтан училищĕре пăтăрмах пулса иртĕ: шлепке вăрланă тесе Илюша чут çеç намăс кăтартатчĕç. Мĕн шутлатăр, эсир, кÿршĕем? Тен ăна ман çйĕнчех каялла илсе каймаллачĕ?
Кÿршĕсем çак ыйтăва сÿтсе яваççĕ. Хăйсем те Мелание ыйту пама пултараççĕ.
Вĕрентекен: Атте – анне сăмахне итлемелле тетпĕр. Ватти ăс памасăр латти çук теççĕ, ку питĕ тĕрĕс сăмах, анчах пирĕн паянхи передача хăни амăшĕн сăмахне итлемесĕр хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлама васкать, хулана тухса тарать. Кун пек чухне вара мĕнле? Айтăр – ха пурте пĕрле Илюш сăмахне итлесе пăхар.
Малалла Илюш сăмах илет.
Илюш: Эпир аннепе иккĕнех ялта пурăнтăмăр. Килте эпě пěртен – пěр ар ḉын пулнăран пěтěм вăйран аннене пулăшрăм . Шкулта та тăрăшса вěрентем. Эпě тăван тавралăх илемне сăнама юрататăп. Пěртен –пěр ěмěт пур манăн, ḉав илеме ḉӳлтен -ḉӳлтен сăнасси. Халь ак эпě техучилищěрен вěренсе тухрăм, каменщик пулса тăтăм. Çак ěмěте пурнăḉлама мана аттем нумай пулăшрě. Хулана килсен мана ḉăмăлах пулмарě. Пурнăḉ ḉулě ḉинче
Свитокпа тата Жорикпе тěл пулни мана пурнăḉа тата лайăхрах ăнланма пулăшрě.
Хамăн телее тупрăм тесе шутлатăп. Эсир мěнле шутлатăр?
Вěренекенсем каллех Илюш пурнăḉне сӳтсе яваḉḉě, ырă сěнӳсем параḉḉě.
Вěрентекен: пур ашшě – амăшě те хăйсен ачисене ырă тăвасшăн. Юратса пăхать, йывăр чухне ăшă сăмахпа пулăшать. Халĕ эпĕ сире Олимпия Никитична сăмахне итлесе пăхма сĕнесшĕн.
Милина: Эпĕ те хамăн ачана ыттисем пекех юратса ÿстертĕм, уншăн тем тума та хатĕр эпĕ. Хам пекех вĕреннĕ çын пултăр терĕм, аняах ман Жоржик темшĕн вĕренесшĕнех пулмарĕ. Ăна ытларах ирĕклĕ пурнăç илĕртрĕ, таçтан тата çав Свистоупа явăçса кайрĕ. Малтанлăха эпĕ Илюша та айăпласа пăхрăм, каăран хам йăнăша ăнлантăм. Юрать çак Илюш пек ачасем ытларах. Вĕсем ман ывăла тĕрĕс çул çине тухма пулăшрĕç. Халь Жоржик вĕсем пекех вĕренет, эпĕ уншăн питĕ савăнатăп. Анчах та ачана воспитани панă çĕрте ăçта йăнăшрăм- ши, калăр- ха мана?
Ачасем ыйту çине хуравлаççĕ.
Вăрентекен: Малалла вара Жоржик сăмах илет. Пурнăçра йăнăш çул çине тăрасси йывăр мар, анчах çав йăнăша тÿрлетме, ай, пит йывăр! Кун пирки пире пирăн передача хăни- Жоржик каласа парĕ.
Жоржик: Эпĕ хула ачи. Манăн анне техучилище директорĕ. Пурнăçра маня ланах пурте çителĕклĕ пулнă. Вĕренме вара пит кăмăлласах кайман, çавăнпа Хусанта та вĕренме кĕреймерĕм,каялла таврăнтăм. Кунта ман пĕр тус пурччĕ. Вăл Свисток ятлă. Эпир унпа чылай çынна шар кăтартнă. Вăл хистенипех эпĕ çынсен япалисене вăрлама, кĕсйисенчен укçисене кăларса илме, кирлех пулсан “çуттине” тутанма та вĕрентĕм.
Унтан сасартăк эп хам йăнăш çулпа утнине туйса илтĕм. Техучилищĕне вĕренме кĕтĕм. Кунта çеç эп чăн-чăн юлташсем тупрăм. Ăнсăртран тепĕр хут Свисток килсе тухсан та унпа тек явăçмарăм. Ыйтнă укçана та памарăм. Вăл вара анне пÿлĕмĕнчи сĕтел сунтăхĕнчен укçа кăларса илсе ăна Илюш кĕнеки ăшне чиксе хунине курсан, эп вĕç тĕрĕссине каласа патăм. Свистока милиции аллине парса тĕрĕсех турăм тесе шутлатăп. Эсир мĕнле шутлатăр, кÿршĕсем?
Вĕрентекен: Эпир сирĕнпе Илюшпа Жоржик мĕнле ачасем иккенне пĕлтĕмĕр. Çак пьесăра вĕсен амăшĕсем те пур.Калăр – ха мана,амăшĕсенчен хăшĕ хăйĕн ывăлне тĕрĕс воспитани панă?
Ачасем ыйту çине хуравлаççĕ.
Вĕрентекен: Пĕрисем пурнăçа тĕрĕс пурăнса ирттересшĕн: ырми – канми ĕçлеççĕ, çĕр çинче ырă ят хăварма тăрăшаçç,теприсем вара кукăр алă вăйне шанса тăраççĕ,вĕренмесĕр – ĕçлемесĕр пурăнаççĕ.Ырăпа усал хирĕçĕвĕнче ача – пăчапа Яш – кĕрем те тĕрĕс çултан ним маар пăрăнса кайма пултарать.Ниçта ĕçлемен,ашшĕ – амăшене итлемен Свисток хăй тавра туссем пукать:перинпе Йăпăлтать вăл,тепĕрне хăратать,ялтан килнĕ ачасене вăйпа хăйне майлă çавăрать.Хăйне итлесе пăхар – ха,мĕн калать вăл.
Свисток: Эпĕ яланах пĕччен.Çывăх туссем те çук манăн. Атте – аннепе та ман хутшăнусем япăх. Тĕрĕсрех калас пулсан анне те тăван маар манăн. Вĕренес килмест. Ирĕке темрен ытла кăмăллатăп. Укçа – тенкĕ тупасси ĕçех мар. Çынсем пуян вĕт.
Вĕренекенсем Свисток пурнăçне, унăн ĕçĕсене сÿтсе яваççĕ. Ырă сĕнÿсем параççĕ. Кун хыççăн ачасем тĕрлĕрен ыйтусем çине хуравлаççĕ:
Ачасем, свисток мĕнле ĕçе çÿрет?
Кам вăл Серафима? Свистокпа Серафима хушшинче мĕнле çыхăну пур.
Вĕрентекен: ачана атте çирĕплĕхĕ, атте юратăвĕ, аттен ырă канашĕ кирлех. Çамрăка тĕрĕс воспитани парасси ашшĕ- амăшĕн тĕллевĕ пулмалла. Енчен те çемьере ашшĕ çук пулсан. Малалла пирĕн герой хăй ачине ÿстернĕ ÿĕре мĕншĕн хутшăнманни çинчен каласа парать.
Коновалов: Çамрăк чухне эпĕ питĕ пысăк йăнăш турăм: хамăн çемьене пăрахса хулана тухса кайрăм, анчах та эпĕ вĕсем çинчен саманлăха та манмарăм- уйăхсерен Мелание укçа ярса парса тăтăм. Мĕнле те пулин ывăлăма ура çине тăраттăр терĕм, анчах вĕсене ман хÿттĕм кирлине каярах юлса ăнлантăм. Хам ачана курсан эпĕ питĕ савăнтăм: вăл чăнах та питĕ лайăх ача иккен. Ĕмĕчĕсем те ырă унăн. Ăна вĕрентес тесе тăрăшрăм, анчах ăна амӑшӗ хулана ярасшӑн марччӗ . Ун сӑмахӗнчен тухсах килчӗ Илюш хулана.
Малалла передачăна – урока маска тӑхӑннӑ ҁын – Николай Айзман – тӑсать.
«Эпӗ Шупашкар районӗнчи Вонпукасси ( халӗ Вӑл Алькеш ятлӑ) ялӗнче 1905 ҁулхи раштавӑн 15 – мӗшӗнче ҁуралнӑ. Мӗн ачаранпах вулама юрататтӑм. Ытти ҁамрӑсемпе пӗрле спектакльсем лартас ӗҁе хутшӑнаттӑм. Манӑн пӗртен –пӗр тӗллевӗм – вӗренессиччӗ. Хамӑн ӗмӗтӗмпе пурнӑҁлас тесе Шупашкарти музыка училищине вӗренме кӗтӗм. ( Кунта вӗренни мана кайран та пысӑк усӑ пачӗ). Училище хыҁҁӑн эпӗ Чӑваш академи театрӗ ҁумӗнчи студие ӗҁлеме вырнаҁрӑм. Малтан артист, каярахпа режиссер пулса ӗҁлерӗм. Ҫав вӑхӑтра хам та пьесӑсем хайларӑм. Пурӗ пӗрле 70 пьеса ҁыртӑм, 100 ытла роль калӑпларӑм, 30 ытла спектакль лартрӑм, анчах тумалли манн татах та нумай – ха.
« Маска калаҁнӑ хыҁҁӑн вӗренекенсем – кӱршӗсем канашлаҁҁӗ, ыйту ҁине хуравлаҁҁӗ.
Малалла вӗрентекен сӑмах илет. Вӑл ачасене ыйтусем парать:
-Ăҁта тата хӑҁан пулса иртеҁҁӗ произведенири ӗҁсем?
Паян эпир пьесăра мĕн пулса иртнине куç умне кăларса тăратма тăрăшрăмăр. Пьесăна тепĕр хут тимлеремер. Геройсене хăйсене калаçтартăмăр. Мĕнле проблема хускатнă- ши Айзман хайлавра? (Драмăра икĕ вăй хире- хирĕç кĕрешет: пĕрисем таса кăмăлпа пурăнаççĕ, вĕренме, çын пулма тăрăшаççĕ; теприсем кукăр алă вăйне шанса тăраççĕ, вĕренмесĕр- ĕçлемесĕр тутлă ĕçсеççисе иртĕхесшĕн)
Мĕншĕн шăпах çакăн евĕрлĕ хайлав çыратьçха Айзман?
Доска çине çырнă эпиграфсене тишкересси.
Ачасен пĕлĕвне хакласси.
Паян эпир пьесăра мӗн пулса иртнине куҫ умне кăларса тăратма тăрăшрăмăр. Пьесăна тепӗр хут тимлерӗмӗр. Геройсене хăйсене калаҫтартăмăр. Мӗнле проблема хускатнă – ши кунта Айзман?
(Драмăра икӗ вăй хире – хирӗщ кӗрешет: пӗрисем таса кăмăлпа пурăнаҫҫӗ, вӗренме ҫын пулма тăрăшаҫҫӗ; теприсем кукăр алă вăйне шанса тăраҫҫӗ, вӗренмесӗр – ӗҫлемесӗр тутлă ӗҫсе — ҫисе иртӗхесшен.)
Абитуриенты, поступающие на факультет чувашской филологии, пишут сочинение по чувашскому языку и литературе.
Содержание письменной работы должно соответствовать теме и раскрывать ее.
Абитуриент должен продемонстрировать в сочинении не только знание текста, но и умение анализировать его в единстве формы и содержания; не заменять анализ пересказом сюжета того или иного произведения.
Сочинение должно отличаться цельностью, стройностью (разумной соотнесенностью частей), логичностью.
Составление развернутого плана к сочинению не обязательно, хотя его наличие придает работе стройность, целенаправленность, помогает глубже и полнее раскрыть тему.
Особо учитывается умение абитуриента оригинально и самостоятельно мыслить, общая его эрудиция, широта кругозора, начитанность, богатство его лексического запаса.
Объем сочинения — 5 — 6 страниц.
Литература темисем (Литературные темы)
1. Пĕр хыпнă, пĕр ялкăшнă çулăм (Л. Агаковăн вăрçă çинчен çырнă хайлавĕсем тăрăх).
2. Этем юрлама пăрахсассăн çут тĕнче сÿнессе пĕлтерет (халăх юррисен илемĕ, шухăшĕ).
3. Поэзирен чăнрах тĕнче эп тупаймарăм çĕр çинче (паянхи чăваш сăвви тавра шухăшлани).
4. Хитререххи, ĕçченреххи пулман та, пулмĕ те тĕнчере (Н. Терентьев драматургийĕнчи хĕрарăм сăнарĕ).
5. Хĕнре туптаннă çирĕплĕхпе чыслăх (Митта Ваçлейĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕ).
6. Кашни йĕрки чуна уçать (Петĕр Хусанкай лирики).
7. Хĕвел çути, тăпра сĕткенĕ — çак чăнлăх ĕмĕрсем валли (Я. Ухсай поэзийĕн хăйне евĕрлĕхĕ).
9. Юрату пылак та, йÿçĕ те (Ю. Скворцов, А. Артемьев хайлавĕсем тăрăх).
10. Сасси янравлă, сăввисем сулмаклă (А. Алка поэзийĕ).
11. Иртнĕ кун, иртнĕ ĕмĕр çути курăнать асăмри инçетре (П. Осипов, И. Максимов-Кошкинский, Н. Терентьев драмисем тăрăх).
12. Кĕрешÿçĕ-писатель сăнарĕ (Çеçпĕл Мишши çинчен).
13. Тăван сăмах — иксĕлми пуянлăх (халăх сăмахлăхĕ çинчен).
14. Эпир пулнă, пур, пулатпăр (П. Хусанкай пултарулăхĕ тăрăх).
18. Çут çанталăк пуянлăхне упрасси — кашни çыннăн тивĕçĕ (М. Кипек хайлавĕсем тăрăх).
19. Вутра çырнă çырусем (Вăрçăра пуç хунă чăваш çыравçисен пултарулăхĕ).
20. Чăваш халăхĕн улăп паттăрĕ (И. Я. Яковлевăн литературăри портречĕ).
Ирĕклĕ темăсем (Свободные темы)
1. Мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра?
2. Манăн çывăх çыннăм.
3. Ман пурнăçри чи телейлĕ кун.
4. Юратма пĕлекенсем телейлĕ.
5. Ыйхă вĕçсе кайсан…
6. Кăлтăр-кăлтăр ик кăвакарчăн.
7. Суха лаши те, туй лаши те пур.
8. Мĕнле паха тăван кил-йышăн пĕрлĕхĕ.
9. Чĕнеççĕ ĕмĕтсем.
10. Кунта маншăн юмах пек тĕнче.
11. Тинĕс хумĕ пек пирĕн пурнăç.
12. Шавлă-шавлă пин хутлă хула.
13. Çил çаврăнать те çаврăнать.
14. Утмасть никам та пысăк шанчăксăр.
16. Çутат эс, çăлтăр, йăлтăртат.
17. Утатăп темччен ĕшнере-улăхра.
18. Çырла пиçсе çитсен.
19. Мĕнлерех пурăнан, тăван ялăм.
20. Каçар. Калас сăмахăмсем.
21. Тем те пулать çул çинче.
22. Пĕлместĕп. Тĕлĕкĕ мĕнле-ши?
23. Пĕрле вĕреннĕ, пĕр йышра çÿренĕ.
25. Çиçĕм çиçрĕ, аслати кĕрлерĕ.
26. Пурăнаймасть никам та икĕ ĕмĕр.
27. Савăнăç парать-çке çут çанталăк!
Для улучшения работы сайта и его взаимодействия с пользователями мы используем файлы cookie. Продолжая работу с сайтом, Вы разрешаете использование cookie-файлов. Вы всегда можете отключить файлы cookie в настройках Вашего браузера.
(5)Год назад, когда она переводилась в эту школу, Агния была хрупкой милой девочкой с потрясающими длинными медово-русыми волосами, похожей на принцессу настолько, насколько может быть похожей на принцессу девчонка, не отличающаяся благонравным характером.
(8)Причём (и это всегда удивляло и учеников, и учителей) она всегда дралась без причины. (9)Вот и в этот раз ввязываться в драку со старшеклассниками причины не было никакой – всего лишь один мальчишка, которого они толкали, не выпуская из круга, забавляясь его беспомощностью. (10)А мальчишка просто был сердечником, и просто ему уже было плохо, но он никак не мог вырваться.
(12)Тот, пошатываясь от слабости, шагнул к ней из окружения.
(14)И старшеклассник, сплюнув, поднялся с земли.
(15)Агния рывком оттащила мальчика за спину.
(17)Много раз школьники абсолютно спокойно смотрели на то, как силы покидали её с каждым ударом. (18)Но Агния никогда не сдавалась. (19)Она падала, она поднималась или не могла подняться, но не сдавалась она никогда. (20)Поэтому били её всегда очень жестоко. (21)А в этот раз всё должно быть ещё хуже, наверное.
(22)Старшеклассник с рассечённой губой шагнул к девушке первым, противно ухмыляясь и разминая кулаки. (23)Слышно было, как они похрустывают.
(24)Агния только усмехнулась и сбросила кожаную сумку на землю. (25)Всё будет значительно хуже, чем всегда.
– (26)Я в милицию звоню! – раздался из-за спин школьников смутно знакомый голос, он дрожал от страха и напряжения. – (27)Я уже звоню! (28)Отойдите от неё!
(29)Щуплый семиклассник Витька с дрожащими от страха губами и полными слёз глазами поднял сотовый телефон над головой. (30)И в первое мгновение школьники усмехнулись, увидев его. (31)Но потом они разглядели в его взгляде нечто, чего не видели прежде. (32) Это была решимость.
– (33)Отойдите от неё! – сорвавшись на истерический визг, повторил Витька.
(34)И старшеклассники, переглянувшись, отступили от девушки.
(36)Больше не ожидалось ничего интересного, и все стали расходиться кто куда.
(37)Посмотрев на Витьку, Агния слабо улыбнулась и провела ладонью ему по голове.
– (38)Санька у меня такой же… (39)Смелый.
– (40)Я не смелый… – возразил Витька тихо.
– (41)Я сказала: смелый, – повторила Агния. – (42)Потому, что ты взял ответственность на себя в жизни, а не на словах. (43)Настоящую ответственность.
(44)Мальчишка-сердечник, всё еще синий от слабости, смотрел на них мутными глазами и ничего не понимал…
* Айна Нара – современная детская писательница.
Решимость – это готовность совершить поступок, преодолевая чувство страха. Такая готовность заключается в чувстве личной ответственности за всё происходящее.
Решимость – поступок сильного человека, который не может спокойно смотреть на творящиеся безобразия и берёт на себя ответственность за происходящее.
Читайте также:
- Как театр влияет на человека сочинение
- Сочинение с наречиями на тему весна
- Сочинение на тему как я понимаю героизм горцев изображаемых в исторических песнях
- Значение болезней гоголь сочинение
- Русско византийские войны 10 века сочинение егэ
(Леонид Агаковăн «Юманлăхра çапла пулнă» повеçĕ тăрăх килти вулава пĕтĕмлетнĕ урок планĕ)
Паянхи шкул пурнăçне çĕн технологи варкăшĕ пырса кĕнĕ май вĕренÿ ĕçĕнче лайăххине те, унпа пĕрлех вĕренекенсем хушшинче кĕнеке вулас туртăм вăйсăрланнине те асăрхатпăр. Ку – чун ыратăвĕ.
Вĕрентекенсем тĕрлĕ ĕçсем урлă çамрăк ăрăва кĕнекепе туслаштарма тăрăшаççĕ. Паянхи кун шкул ачисем Л.Агаков хайлавĕсене юратса вулани савăнтарать. Шкул прогрммине юратнă çыравçăн хайлавĕсене чылай кĕртнĕ. Аслă çулсенчисем те, ачасем те Л.Агаковăн призведенийĕсене кăмăлласа вулани сисĕнет. Паянхи килти вулав урокне те çыравçăн хайлавĕ тăрăх ирттерес терĕмĕр. Килти вулав урокне хатĕрленмешкĕн ачасем эрне ытла хайлавпа палашаççĕ.
Урок тĕсĕ: çĕнĕ технологи мелĕпе усă курса ирттернĕ вулавпа тишкерÿ урокĕ.
Сапăрлăх тĕллевĕ: пурнăçра атте-анне сăмахне ăша хывма, тÿрĕ чунлă пулма, йывăр вăхăтра çухалса каймалла маррине палăртса хăварасси; чун тасалăхĕшĕн кĕрешме, йывăр лару-тăруран пуçа, ята, чыса çухатмасăр тухма вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: ачасене Л.Агаковăн пултарулăхĕпе паллаштарасси, килти вулава пĕтĕмлетесси, повеçĕн тĕп шухăшне, темине, сюжет йĕрне палăртасси, тĕп сăнар урлă пĕтĕмлетÿ тăвасси. Паянхи йывăр пурнăçра ачасене тĕрĕс çул çине тăма вĕрентесси.
Эстетика тĕллевĕ: çыравçăн илемлĕ чĕлхине, сăнарлăхне асăрхама вĕрентесси, вуланă хайлав содержанине яка чĕлхепе каласа пама хăнăхтарасси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: Леонид Агаков портречĕ, çыравçăн паллă кĕнекисем, М.И. Скворцовăн «Чăвашла-вырăсла» словарĕ, Г.Н.Волковăн «Кил илемĕ» кĕнеки, «Ваттисен сăмахĕсем» кĕнеке, компьютор, проектор, килти вулава тĕрĕслеме ÿкернĕ ÿкерчĕксем, ребуссем.
Вĕрентекен сăмахĕ: Паянхи урокра эпир «Чыс» сăмахăн пĕлтерĕшне чăваш литературинче тарăн йĕр хăварнă çыравçăн Л.Агаковăн «Юманлăхра çапла пулнă» повеçĕ тăрăх хаклăпăр. Чăваш халăхĕ ача-пăчана пĕчĕкренех кăмăл-сипет, çынлăх, ырă кăмăл, çын çинче çын пек пул, аçу-аннÿн ятне ан яр, усал ĕçпе пите ан хĕрет тесе пурнăç тăршшĕпех вĕрентсе, пил парса пурăнать. Атте-аннерен илнĕ пил сăмахĕ пире ĕмĕр тăршшшĕпех пулăшса, çул кăтартса пырать. «Чыс» сăмахăн пĕлтерĕшĕ анлă. Пирĕн паянхи урокăн тĕп тĕллевĕ килте вуланă повĕçе тишкерсе хамăр йăнăшсене курма вĕренесси, йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшса ал парасси, усал çынсенчен яланах пăрăнса çÿреме тăрăшасси пулса тăрать.
Урок эпигрофĕ: Ялан ăспа çÿресен ялти ватă ятламасть. (Ват.сăм.)
1-мĕш слайд.
– Л. Агаков пултарулăхĕ çинче чарăнса тăрăпăр.
«Партизан Мурат», «Ылтăн вăчăра», «Салтак ачисем», «Юманлăхра çапла пулнă» – çак кĕнекесене вуламан шкул ачи çук та пулĕ. Асăннă кĕнекесене аслисем те, шкул ачисем те алăран ямасăр вулаççĕ. Вилĕмсĕр хайлавсене авторĕ – Л.Я. Агаков. Вăл ачасен çывăх тусĕ пулнă. Çыравçă час-часах шкулсене çÿренĕ, çамрăк ăрупа, вĕрентекенсемпе тĕл пулусем ирттернĕ, ачасен чунне, вĕсен тĕнчине ăнланма пултарнă. Пултаруллă çыравçă Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пулнă, тăшмана хирĕç вирлĕн çапăçнă. Автор хăйĕн хайлавĕсемпе çамрăк ăрăва тĕрĕс çул çине тăма пулăшать, йăнăш çулпа каясран асăрхаттарать. Кĕнекери сăнарсем тăван чăваш çĕрне, юратнă атте-аннене хаклама, упрама вĕрентеççĕ. Паллă çыравçа 1974-мĕш çулта Чăваш халăх писателĕ ятне параççĕ.
(Кашни вĕренекен хăй автор пирки мĕн пĕлнине каласа парать).
2-мĕш слайд.
Ачасем «Юманлăхра çапла пулнă» произведение вуласа епле ăнланнине тĕрĕслеме викторина ирттеретпĕр.
(Кашни тĕрĕс хуравшăн ача хутран касса кăларнă пĕр çăлтăр илет. Урок вĕçĕнче хăй миçе хурав панине çăлтăрсен шучĕпе шутласа пĕтĕмлетет).
Викторина ыйтăвĕсем:
1.Улатимĕр мучие кам пулăшать? (8-мĕш класра вĕренекен Сережа Аванов пулăшать.)
2. Милиционерсем лавккара мĕн тупнă? (Хуçлатмалли çутă авăрлă çĕçĕ.)
3. Ачана вăрă çулĕ çине кам тăратать? (Малани.)
4. Илюк хăçан милици аллине çакланать? (Хулари магазина çаратнă чухне ачана тытаççĕ).
5. Илюк мĕнле йăнăшсем тăвать. (Никампа калаçмасăр, канашламасăр, амăшне систермесĕр, хăй тĕллĕн шутласа килĕнчен тухса тарать; ĕç-пуç шалалла кайиччен милицине каймасть; Малани: «Сана шыраççĕ, тĕрмене лартасшăн», – тенине ĕненет, больница хыççăн каллех вăрă-хурах йăвине таврăнать.)
6. Илюка миçе çуллăха хупаççĕ? (Виçĕ çуллăха ачасене ĕçпе воспитани паракан колоние ямалла тăваççĕ).
7. Илюксен килĕнче миçе ача? (Илюк тата Матви пиччĕшĕнчен çуралнă Раиса йăмăкĕ)
8. Илюк мĕн тума юратнă? (Лайăх вĕреннĕ, çамрăк натуралистсен кружокне ертсе пынă, сад ĕçне юратнă, ÿкерчĕксем ÿкерме ăста пулнă, хорта юрланă, спектакальсенче ăста вылянă, спортпа туслă пулнă, ĕçчен, пур ĕçе те тирпейлĕ, вĕçне çитиччен тума пултарнă.)
9. Илюкăн юлташĕ кам? (Кÿршĕ хĕр ачи – Натали).
10. Кам вăл Кажиков? (Вăрă-хурах, Юманлăхри лавккана çаратнă чухне Илюкран илнĕ хуçлатмалли çĕççе çухатса хăварнă вăрă, темиçе хут та тĕрмере ларнă пÿтсĕр, çынлăха çухатнă çын).
Малалла «Юманлăхра çапла пулнă» повесть тăрăх ачасем ÿкернĕ слайдсем ĕçлетпĕр. Пĕтĕмпе 9 слайд. Ачасем кашни слайдри ÿкерчĕк çине пăхса хăй произведенире мĕн вуласа пĕлнине каласа парать. Кашни слайдпа уйрăмшарăн ĕçлетпĕр.
3-мĕш слайд.
Ачасем ÿкернĕ ÿкерчĕкре Илюш амăшĕпе пĕрле, çемье телейлĕ пулнине палăртнă. Ачасем ÿкерчĕке ят параççĕ. (Тĕслĕхрен, «Амăшĕпе ывăлĕ», «Телейлĕ çемье» е «Телейлĕ кунсем» тесе калама пултараççĕ ачасемĕ)
Содержанине каласа панă хыççăн ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлеççĕ. Ваттисен сăмахĕсем слайд çинче ÿкерĕннĕ ÿкерчĕкпе тÿр килмелле.
Ваттисен сăмахĕсем:
(Пурнăçри телейлĕ самантпа пурăннине сăнлакан каларăшсен пуçламăшĕ пур, вĕçне ачасен тупмалла.)
1. Атте-анне пур чухне хуйхă çуккă … (пуç çинче). 2. Атте-анне сăмахĕ … (ылтăнран та хаклăрах). 3. Атте-анне килĕнчи пурнăçа … (тĕлĕкре те тĕлленмĕн).
4-мĕш слайд.
Ӳкерчĕкре Матви пиччĕшпе Илюк хушшинчи тытăçăва сăнланă. Ачасем сĕнекен ятсем («Кĕтмен инкек», «Матви пичче»). Ӳкерчĕкри тĕп шухăша уçса парас тĕллевпе ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлетпĕр.
Ваттисен сăмахĕсем:
1. Шикли шикленнĕ, … (кĕрĕк пĕркеннĕ). 2. Шиклĕ çыннăн .ĕĕ (шик нумай). 3. Шиклĕ çыннăн … (куçĕ чармак). 4. Шиклĕ çыннăн хăлхи … (шит тăршшĕ).
Повестьре пулса иртекен ĕçсем Илюк хăранипе, çухалса кайнипе çыхăннă. Ачасене хăранине палăртакан сăмах çаврăнăшĕсем тупма ыйтатăп.
Хăранине палăртакан сăмах çаврăнăшĕсем: чĕре ура тĕпне анса кайрĕ, çÿç вирелле тăчĕ, сивĕ тар тапса тухрĕĕ
5-мĕш слайд.
Ӳкерчĕке ачасем «Илюш Шупашкарта» е «Атăл хĕрринче» тесе ят пама пултараççĕ. Вĕренекенсем ÿкерчĕкпе паллашса хăйсем мĕн вуласа пĕлнине каласа панă хыççăн сыхă, тимлĕ пулма, йывăр, кăткăс лару-тăрура та çухалса кайма юраманнине палăртакан каларăшсемпе ватисен сăмахĕсем тупаççĕ.
Ваттисен сăмахĕсем:
1. Çиччĕ виç те пĕрре кас. 2. Атăл урлă каçас пулсан виçĕ кунлăх çăкăр илĕ
6-мĕш слайд.
Ӳкерчĕкре («Вăрăсем», «Серепере» ят пама пулать) Мелани Илюк патне больницăна пыни, ачана суйса пĕтерни, милицисем шыраççĕ тесе хăратни сăнланнăĕ
Ачасене Малани сăнарне хĕвеллĕ кластер туса сăнласа пама ыйтатăп.
Вăрă пирки калакан ваттисен сăмахĕсем:
1. Вăрă алли вăрăма тăсăлать. 2. Вăрласа тупнипе нумай малалла каяймастăн. 3. Вăрăн алли кукăр. 4. Вăрлама кайиччен вăрман касма кай.
7-мĕш слайд.
Ӳкерчĕкре сăнланнă ĕçсене пăхса вĕренекенсем «Илюк колонинче» е «Читлĕхре» ят параççĕ. Вĕсем Илюкăн колонинчи пурнăçĕ пирки калаçаççĕ. СыхăĔ тимлĕĔ асăрхануллă пулма вĕрентекен каларăшсемпе ваттисен сăмахĕсене тупаççĕ.
Ваттисен сăмахĕсем:
1. Чавса çывăх та çыртма çук. 2. Пĕрре каснă чĕлле каялла çыпăçтараймăн.
Кунта вĕрентекен паянхи пурнăçра çамрăксем чылай чухне асăрханусăр, шухăшламасăр тунă ĕçсне пула йăнăш çул çине тăнине палăртса хăварать. Вĕсене Илюк пек йăнăшсем тăвасран аслисемпе канашласа пăхмаллине, чи çывăх юлташупа чуна уçса калаçмаллине асăрхаттарать.
8-мĕш слайд.
Ӳкерчĕке «Вăрă-хурахсем» е «Çул çинчи туссем» ят пама пулать. Тус-юлташ çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене туптармалла.
Ваттисен сăмахĕсем:
1ĕ Юлташу мĕнле – хăв та çапла. 2ĕ Юлташу кам иккенне кала – хăв кам пулнине калăп. 3ĕ Ăслăпа туслашсан ăслă пулăн, ухмахпа туслашсан ухмах пулăнĔ вăрăпа туслашсан вăрă пулăн.
9-мĕш слайд.
Ӳкерчĕке «Илюкпа Натали», «Çутă малашлăх» е «Шанăç» ятсем пама пулать. Ачасем тĕрлĕ ятсем сĕнме пултараççĕ, камăн ячĕ тÿрре килет, çавăн шухăшне тетраде çырса хуратпăр.
Слайдсемпе ĕçлесе пĕтернĕ хыççăн ачасем ушкăнсем çине уйрăлса повеçри сăнарсене хĕвеллĕ кластер туса хак параççĕ. Ку ĕçе пур вĕренекене те явăçтарма тăрăшмалла. Тишкермелли сăнарсем: Матви пиччĕш, Чалăшшипе Матрос, Илюкăн амăшĕ, Нина Васильевна, Илюкпа Натали. Тĕслĕх вырăнне Илюк сăнарне класпа пĕрле хакламалла.
Илюк сăнарĕ
Сăнарсене хак панă хыăăçн ачасемпе «Чунна ан сут» сценка пăхатпăр.
Чунна ан сут
(Кĕске пьеса)
СĂНАРСЕМ:
АНДРЕЙ — киревсĕр ĕçсем тума юратакан ача.
САША — Андрей юлташĕ.
ЛЕНА — вĕсен тантăшĕ.
ИВАН ПЕТРОВИЧ — класс ертÿçи, истори учителĕ.
АЧАСЕМ.
Пĕрремĕш курăну (8-мĕш класс ачисен кабинечĕ. Пысăк тăхтав вăхăчĕ. Андрейпа Саша кабинет варринче тăраççĕ.)
АНДРЕЙ. Никам та çук чухне мĕн тумалла-ши, камăнне мĕн вăрламалла. А-аха, Лена сумкине укçа чиксе хунине асăрхарăм, тен, çавна кăларса илес. Никам та пĕлмĕ.
САША. Кăларса илер мар-ха, хамăрах япăх пулĕ.
АНДРЕЙ. Эсĕ нумай ан калаç, илтрĕн-и.
САША. Ну, Андрей, кирек мĕн хăтлан, саншăн явап тытмастăп.
(Андрей Лена сумкине ухтарма пулçлать.)
АНДРЕЙ: Акă тупрăм. 300 тенкĕ (укçана кĕсйине чикет). Тухса тарар ыттисем сиситчен.
Иккĕмĕш курăну. (8-мĕш класра урок пырать.)
ИВАН ПЕТРОВИЧ: Сывлăх сунатăп, ачасем, Андрейпа Саша курăнмаççĕ, килмен-им вĕсем.
ЛЕНА: Эпир апат çиме кайсан вĕсем класрах юлчĕç.
ИВАН ПЕТРОВИЧ: Апла, ыран вĕсемпе калаçăп. Халĕ урока пуçлар.
ЛЕНА: Ман укçана кăларса илмен-ши вĕсем. Пăхам-ха сумкăна. Ой, чăнах та, вĕсем илнĕ пулас, укçа çук.
ИВАН ПЕТРОВИЧ: Лена, сана мĕн пулнă, çĕнĕ темăна та итлеместĕн. Ас ту, кайран зачет памалла пулать.
ЛЕНА: Иван Петрович, эпĕ пĕлетĕп Андрейпа Саша мĕншĕн урокра çуккине. Вĕсем ман укçана кăларса илнĕ пулас.
ИВАН ПЕТРОВИЧ: Кун пек май çук. Нумай пулмасть ручка ыйтмасăр илнĕ, ĕнер кĕçĕн класс ачине кÿрентернĕ, паян укçа вăрланă. Мĕнле япала ку.
Алăка шаккани илтĕнет. Андрейпа Саша кĕреççĕ.
АНДРЕЙ: Урока кĕме юрать-и.
САША: Кĕме юрать-и.
ИВАН ПЕТРОВИЧ: Кĕрĕр. Анчах мĕншĕн кая юлса килнине ăнлантарса парăр, унтан иртсе ларма пултаратăр.
АНДРЕЙ: Кайса килмелли пурччĕ.
САША: Манăн та кайса килмелли пурччĕ те.
ИВАН ПЕТРОВИЧ: Елена Васильева укçине эсир кăларса илнĕ-и, тавăрса парăр каялла.
АНДРЕЙ: Эп илмен.
ЛЕНА: Суйса ан тăр. Халех пар укçана.
САША: Андрей, ан тун, пар укçине.
АНДРЕЙ:(Сашăна). Юлташ те вара сана. Сутăнчăк.
ИВАН ПЕТРОВИЧ: Тĕррĕссине калаканĕ мар, чунне укçашăн сутакан çын – сутăнчăк. Çавна çамку çине картса хур. Чунна ачаллах ултав çулĕ çине ан тăратăр, чысна ан çухатăр.
Андрей чĕтрекен аллисемпе кĕсйинчен укçа кăларса парать.
АНДРЕЙ: К-к-к-к-к-а-а-ç-ç-çарăр, тархасшăн….
Вĕçĕ.
Пьесăна курса пĕтернĕ хыççăн ачасене ыйту пама юрать.
– Икĕ юлташран хăшĕ хăйĕн йăнăшне ăнланса илнĕ-ши. Мĕншĕн апла шутлатăр.
«Юманлăхра çапла пулнă» хайлава тишкернĕ, сăнарсене хак панă хыççăн ачасемпе чыс сăмахăн пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăратпăр.
Мĕн-ши вăл чыс.
Ачасене «Чăвашла-вырăсла словарьпе» ĕçлеттерни, чыс сăмахăн пĕлтерĕшне туптарни. Чыс сăмахпа предложенисем туни.
Урока ребуспа усă курса пĕтĕмлетме юрать. Ребуса тĕрĕс вуласан ачасене вĕрентсе калакан ваттисен сăмахĕ вуланать (Ялан ăспа çÿрĕр).
Киле ĕç.
«Чыс тенине мĕнле ăнланатăп» ятлă хайлав çырса килмелле.
■ Кошелева Юлия Васильевна.
Йĕпреç районĕнчи Липовкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен
Çыпăçтарнă файлсем:
Комментарисем:
► Галина Анатольевна (2012-11-21 15:28:32):
Тавтапуç! Питĕ лайăх ĕç, урокра усă куратпăрах. Сире сывлăх сунатăп тата малалла ĕçлеме.
Презентация к уроку по теме:
Открытый урок «Чыса самракран упра»
Предварительный просмотр документа:
Название файла:
plan_uroka_2.doc.
Краткое описание:
Презентация к уроку по теме:
Открытый урок «Чыса самракран упра»
Нравиться файл? Нажми лайк!
Комментарии пользователей к документу:
Случайные документы:
- План-конспект урока по английскому языку по теме: Развитие навыков монологической речи на уроке английского языка по теме British food
- Календарно-тематическое планирование по литературе (7 класс) на тему: Календарно-тематическое планирование по литературе для 7 класса
- Методическая разработка на тему: Сценарий выпускного в детском саду «Сказочное путешествие с Царём Батюшкой»
- Рабочая программа по английскому языку на тему: воспитатеьный план 7-8 кл
- Материал (основы безопасности жизнедеятельности) по теме: Правила дорожного движения
- План-конспект урока по биологии (8 класс) на тему: Реакции соединения и разложения
- Материал по теме: Для чего я живу?
- План-конспект занятия по химии (9 класс) на тему: открытый урок в 9 классе «Соединения щелочных металлов»
- Статья по литературе (6 класс) на тему: Великая Отечественная война в поэзии И.Кашпурова
- Материал по литературе по теме: Проект «Серебряный ручей»
Чыса =амрёкран упра
(Леонид Агаковён « Юманлёхра =апла пулнё» пове=.
тёрёх килти вулава п.т.млетн. урок план.?)
,=е хат.рлекен.% Й.пре= район.нчи Липовкёри п.т.м.шле п.л паракан вётам шкулта чёваш ч.лхипе литература в.рентекен Кошелева Юлия Васильевна
Паянхи шкул пурнё=не =.н технологи варкёш. пырса к.н. май в.рен .=.нче лайёххи те: унпа п.рлех в.ренекенсем хушшинче к.неке вулас туртём вёйсёрланнине асёрхатпёр? Ку чун ыратёв.? Тёван ч.лхепе литературёна в.рентекенсем литература урок.сенче ачасене паллё =ырав=ёсен хайлав.семпе туллин паллаштарасси: в.сене юратса вулаттарасси т.п т.ллев пулса тăрать. В.рентекенсем т.рл. .=сем урлё =амрёк ёрёва к.некепе туслаштарма тёрёша==.? Паянхи кун та шкул ачасем хушшинче Л?Агаков хайлав.сене юратса вулани савёнтарать? В.ренекенсен килти вулавне т.р.слес: в.сене тёван литературёна юратса вулаттарас .=ре =ырав=ён паллё хайлав.сем пысёк вырён йышёна==.. Шкул прогрмминче юратнё =ырав=ён паха хайлав.сем чылай? Аслё =улсенчисем те: ачасем те Л?Агаковён к.некисене кёмёлласа вулани сис.нет? Килти вулав урокне хат.рлениччен вулав =уртне кайса ми=е к.неке пуррине палёртатёп? Ачасене уроксем в.=ленсен палёртнё к.некене кайса илме ыйтатёп? Килти вулав урокне хат.рленмешк.н ачасем эрне ытла хайлавпа палаша==.?
Урок теми% Чыса =амрёкран упра
Урок т.с.% =.н. технологи мел.семпе усё курса ирттерн. вулавпа
тишкер урок.?
Сапёрлёх т.ллев.% пурнё=ра атте-анне сёмахне ёша хывма: тр. чунлё пулма: йывёр вёхётра =ухалса каймалла маррине палёртса хёварасси: чун тасалёх.ш.н к.решме в.рентесси: йывёр лару-тёруран пу=а? ята? чыса =ухатмасёр тухма в.рентесси?
П.л т.ллев.% ачасене Л?Агаковён пултарулёх.пе паллаштарасси: килти вулава п.т.млетесси: пове=.н т.п шухёшне: темине: сюжет й.рне палёртасси: т.п сёнар урлё п.т.млет тёвасси? Паянхи пурнё=ра ачасене т.р.с =ул =ине тёма в.рентесси?
Эстетика т.ллев.% =ырав=ён илемл. ч.лхине: сёнарлёхне асёрхама в.рентесси: вуланё хайлав содержанине яка ч.лхепе каласа пама пултарни?
Курёмлёх хат.р.сем% Леонид Агаков портреч.: паллё к.некисем: М?И? Скворцовён «Чёвашла-вырёсла» словар.: Г?Н?Волковён «Кил илем. к.неки: «Ваттисен сёмах.сем» к.неке: компьютор: проектор: килти вулава т.р.слеме керн. керч.ксем: ребуссем?
В.рентекен сёмах.% Паянхи урокра эпир «Чыс» сёмахён п.лтер.шне чёваш литературинче тарён й.р хёварнё =ырав=ён: Л?Агаковён «Юманлёхра =апла пулнё» пове=. тёрёх хаклёпёр? Чёваш халёх. п.ч.кпенех ача-пёчана кёмёл-сипет: =ынлёх: ырё кёмёл: =ын =инче =ын пек пул: а=у-аннн ятне ан яр: усал .=пе пите ан х.рет тесе пурнё= тёршш.пех в.рентсе: пил парса пурёнать? Атте-аннерен илн. пил сёмах. пире .м.р тёршшш.пех пулёшса: =ул кётартса пырать? «Чыс» сăмахён п.лтер.ш. анлё? Пир.н паянхи урокён т.п т.ллев. – килте вуланё повесть тёрёх килти вулава п.т.млетесси?
Урок юхём.:
1?
Класа й.ркелени?
Урок эпигров.% Ялан ёспа =ресен
Ялти ватё ятламасть?
1-м.ш слайд
Л? Агаков пултарулёх. пирки чарёнса тёратпёр?
«Партизан Мурат»: «Ылтён вёчёра»: «Салтак ачисем»: «Юманлёхра =апла пулнё» — =ак к.некесене вуламан шкул ачи те =ук пул.? Асённё к.некесене аслисем те: шкул ачисем те алёран ямасёр вула==.? Вил.мс.р хайлавсене =ырнё =ырав=ё- Л?Я? Агаков?
Вёл ачасен =ывёх тус. пулнё? +ырав=ё час-часах шкулсене =рен.: =амрёк ёрупа: в.рентекенсемпе т.л пулусем ирттерн.: ачасен чунне: в.сен т.нчине ёнланма пултарнё? Пултаруллё =ырав=ё Тёван =.р-шывён Аслё вёр=инче пулнё: тёшмана хир.= вирл.н =апё=нё? Автор хёй.н хайлав.семпе =амрёк ёрёва т.р.с =ул =ине тёма пулёшать: йёнёш =улпа каясран асёрхаттарать? К.некери сёнарсем тёван чёваш =.рне: юратнё атте- аннене хаклама: упрама в.ренте==.? Паллё =ырав=а 1974-м.ш =улта чёваш халёх писател. ятне пара==.? (Кашни в.ренекен хёй автор пирки м.н п.лнине каласа парать)?
2-м.ш слайд
1?Урокён т.ллев.пе паллаштарнё хы==ён ачасем произведенине вуланине т.р.слесе викторина ирттеретп.р? (Кашни ача хёй т.р.с хурав парсан т.рл. т.сл. картонран хат.рлен. =ёлтёрчёксем уйёрса пырать: кашни т.р.с хурав – п.р =ёлтёрчёк: урок в.=.нче хёй ми=е хурав панине шутласа п.т.млетет)?
Викторина ыйтёв.сем%
1?Улатим.р мучине кам пулёшать? (8-м.ш класра в.ренекен Сережа Аванов пулёшать)?
2? Милиционерсем лавккара м.н тупнё? (Ху=латмалли =утё авёрлё =.=.)?
3? Ачана вёрё =ул. =ине кам тёратать? (Малани)?
4? Илюк хё=ан милиции аллине =акланать? (Хулари магазина =аратнё чухне ачана тыта==.)?
5? Ача м.нле йёнёшсем тёвать? ( Никампа кала=масёр: канашламасёр: амёшне систермес.р: хёй т.лл.н шутласа кил.нчен тухса тарать: .=-пу= шалалла кайиччен милицине каймасть: Малани сана шыра==.: т.рмене лартасшён тенине .ненет: больница хы==ён каллех вёрё-хурах йёвине таврёнать:)?
6? Илюка ми=е =уллёха хупа==.? (Ви=. =уллёха ачасене .=пе воспитании паракан колоние ямалла тёва==.)?
7? В.сен кил.нче ми=е ача? (Илюк тата Матви пичч.ш.нчен =уралнё Раиса йёмёк.)
.
8? Илюк м.н тума юратнё? (лайёх в.ренн.: =амрёк натуралистсен кружокне ертсе пынё: сад .=не юратнё: керч.ксем керме ёста пулнё: хорта юрланё: спектакальсенче ёста вылянё: спортпа туслё пулнё: .=чен: пур .=е те тирпейл.: в.=не =итиччен тума пултарнё)?
9?Илюкён юлташ. кам? (Крш. х.р ачи – Натали)?
10? Кам вёл Кажиков? ( Вёрё-хурах: Юманлёхри лавккана =аратнё ка=хине Илюкран илн. ху=латмалли =.==е =ухатса хёварнё вёрё: теми=е хут та т.рмере ларнё путс.р: =ынлёха =ухатнё =ын)?
Малалла «Юманлёхра =апла пулнё» повесть тёрёх керн. слайдсем тухса пыра==.?
3-м.ш слайд?
Ачасем керн. керч.кре Илюш амёш.пе п.рле: =емье телейл. пулнине палёртнё? Кашни ача керч.к =ине пёхса хёй м.н вуласа п.лнине каласа парать? /керч.ке ят паратпёр?
Т.сл.хрен% «Амёш.пе ывёл.»: «Телейл. =емье» е «Телейл. кунсем» тесе калама пултара==. ачасем.
Содержанине каласа панё хы==ён ваттисен сёмах.семпе .=летп.р? Ваттисен сёмах.сем слайд =инче кер.нн. керч.к тёрёх пулмалла?
Ваттисен сёмах.сем%
(Пурнё=ри телейл.: самантпа пурённине сёнлакан каларёшсем)
1? Атте-анне пур чухне хуйхё =уккё ?????? (Пу= =инче?)
2? Атте-анне сёмах. ???????????????????????(Ылтёнран та хаклёрах?
3? Атте-анне кил.нчи пурнё=а ??????? (Т.л.кре те т.ленм.н)?
4-м.ш слайд?
/керч.к =инче Матви пичч.шпе Илюк хушшинчи
тытё=у? Ачасем с.некен ятсем% «К.тмен инкек»: «Матви пичче»:
(В.ренекенсем керч.к тёрёх килти вулава хак пара==.?
/керч.кри т.п шухёша у=са парас т.ллевпе ваттисен сёмах.семпе .=летп.р?
Ваттисен сёмах.сем%
1? Шикли шикленн.: ??????????(к.р.к п.ркенн.)?
2? Шикл. =ыннён……….. (шик нумай?)
3? Шикл. =ыннён……… (ку=. чармак?)
4? Шикл. =ыннён хёлхи????????? (шит тёршш.)?
Повестьре пулса иртекен .=сем Илюк хёранипе: =ухалса кайнипе =ыхённё? Ачасене хёранине палёртакан сёмах =аврёнёш.сем тупатпёр?
Хёранине палёртакан сёмах =аврёнёш.сем тупатпёр%
1? Ч.ре ура т.пне анса кайр..
2? += вирелле тёч..
3? Сив. тар тапса тухр..
5-м.ш слайд?
«Илюш Шупашкарта» е «Атёл х.рринче» тесе ят пама пултара==. ачасем? В.ренекенсем керч.кпе паллашса хёйсем м.н вуласа п.лнине каласа пара==.?
Хушма .=%
Ваттисен сёмах.сем(сыхё: тимл. пулма: йывёр: кёткёс лару-тёрура та =ухалса кайма юраманнине палёртакан каларёшсем)
1?+ичч. ви= те п.рре кас?
2?Атёл урлё ка=ас пулсан ви=. кунлёх =ёкёр ил.
6-м.ш слайд
«Вёрёсем»: «Серепере» керч.к =инче Мелани Илюк патне больницёна пыни: ачана суйса п.терни: милицисем шыра==. тесе хёратни.
Малани сёнарне хаклани%
(Х.велл. кластер тёватпёр)?
Вёрё пирки калакан ваттисен сёмах.сем
1? Вёрё алли вёрёма тёсёлать?
2? Вёрласа тупнипе нумай малалла каяймастён?
3? Вёрён алли кукёр
4? Вёрлама кайиччен вёрман касма кай?
7-м.ш слайд
/керч.кре сёнланнё .=сене пёхсан в.ренекенсем «Илюк колонинче» е «Читл.хре» ятсем пара==.: ачан колонинчи пурнё=. пирки чарёнса тёра==.?
Ваттисен сёмах.сем
(Сыхё, тимл., асёрхануллё пулма в.рентекен каларёшсем)?
1? Чавса =ывёх та =ыртма =ук?
2? П.рре каснё ч.лле каялла =ыпё=тараймён?
Кунта в.рентекен паянхи пурнё=ра =амрёсем йёнёш =ул =ине тёнине палёртса хёварать?В.сене Илюк пек йёнёшсем тёвасран асёрхаттарать?
8-м.ш слайд?
«Вăрё-хурахсем» е «+ул =инчи туссем»
Ваттисен сёмах.сем
1. Юлташу м.нле – хёв та =апла
2. Юлташу кам иккенне кала – хёв кам пулнине калёп
3. Ёслёпа туслашсан ёслё пулён ухмахпа туслашсан ухмах пулён, вёрёпа туслашсан вёрё пулён
9-м.ш слайд?
«Илюкпа Натали» е «+утё малашлёх»: «Шанё=» ятсем пама пулать? Ачасем т.рл. ятсем с.нме пултара==.: камён трре килет: =авён шухёшне тетрадь =ине =ырса хуратпёр?
3?
Сёнарсене хак пани%
Кашни рет пове=ри сёнарсене хаклать? Ку .=е вёйё шай.пе ирттерсен вырёнлёрах? Эстафета вёйё ев.рл. тума пулать? Кашни в.рентекен п.р-п.р сёнара каласан ура =ине тёрса =ак сёнар пирки хёй.н шухёшне калать? Сёнарсен хаклавне пур в.ренекен те хутшёнать? (Ку мелпе пове=ри Матви пичч.шне: Чалёшшипе Матроса: Илюкён амёшне: Нина Васильевнён сёнар.сене хакланё чухне тума пулать)?
Илюк сёнар.
«Чыса ан сут» сценка вылятпёр
Чунна ан сут
( К.ске пьеса )
СЁНАРСЕМ%
АНДРЕЙ — киревс.р .=сем тума юратакан ача?
САША — Андрей юлташ.?
ЛЕНА — в.сен тантёш.?
ИВАН ПЕТРОВИЧ — класс ерту=и тата истори учител.?
АЧАСЕМ?
П.ррем.ш курёну%
8-м.ш класс ачисен кабинеч.? Пысёк тёхтав вёхёч.?
Андрейпа Саша кабинет варринче тёра==.?
АНДРЕЙ? Никам та =ук чухне м.н тумалла-ши: камённе м.н вёрламалла? А-аха: Лена сумкине ук=а чиксе хунине асёрхарём: тен: =авна кёларса илес? Никам та п.лм.?
САША? Кёларса илер мар-ха: хамёрах япёх пул.?
АНДРЕЙ? Эс. нумай ан кала=: илтр.н-и?
САША? Ну: Андрей: кирек м.н хётлан: саншён явап тытмастёп?
(Андрей Лена сумкине ухтарма пул=лать?)
АНДРЕЙ% Акё: тупрём? 300 тенк. (ук=ана к.сйине чикет)? Тухса тарар халь?
Икк.м.ш курёну%
8-м.ш класра урок пырать?
ИВАН ПЕТРОВИЧ% Сывлёх сунатёп: ачасем: Андрейпа Саша курёнма==.: килмен-им в.сем?
ЛЕНА% Эпир апат =име кайсан: в.сем класрах юлч.=?
ИВАН ПЕТРОВИЧ% Апла: ыран в.семпе кала=ёп? Хал. урока пу=лар?
ЛЕНА% Ман ук=ана кёларса илмен-ши в.сем? Пёхам-ха сумкёна? Ой: чёнах та: в.сем илн. пулас: ук=а =ук?
ИВАН ПЕТРОВИЧ% Лена: сана м.н пулнё: =.н. темёна та итлемест.н? Ас ту: кайран зачет памалла пулать?
ЛЕНА% Иван Петрович: эп. п.лет.п Андрейпа Саша м.нш.н урокра =уккине? В.сем ман ук=ана кёларса илн. пулас?
ИВАН ПЕТРОВИЧ% Кун пек май =ук? Нумай пулмасть ручка вёрлар.=: .нер к.=.н класс ачине курентерн.: паян ук=а? М.нле япала ку?
Алёка шаккани илт.нет?Андрейпа Саша к.ре==.?
АНДРЕЙ% Урока к.ме юрать-и?
САША% К.ме юрать-и?
ИВАН ПЕТРОВИЧ% К.р.р? Ачах м.нш.н кая юлса килнине ёнлантарса парёр: унтан иртсе ларма пултаратёр?
АНДРЕЙ% Кайса килмелли пурчч.?
САША% Манён та кайса килмелли пурчч. те?
ИВАН ПЕТРОВИЧ% Елена Васильева ук=ине эсир кёларса илн.-и: тавёрса парёр каялла?
АНДРЕЙ% Эп илмен?
ЛЕНА% Суйса ан тёр? Халех пар ук=ана?
САША% Андрей: ан тун: пар ук=ине
АНДРЕЙ%(Сашёна)? Юлташ те вара сана? Сутёнчёк?
ИВАН ПЕТРОВИЧ%Т.рр.ссине калакан. мар: чунне ук=ашён сутакан =ын — сутёнчёк? +авна =амку =ине картса хур? Чунна ачаллах ултав =ул. =ине ан тёратёр: чысна ан =ухатёр?
Андрей ч.трекен аллисемпе к.сйинчен ук=а кёларса парать?
АНДРЕЙ% К-к-к-к-к-а-а-=-=-=арёр: тархасшён????
В.=.?
Килти вулава т.р.слен.? сёнарсене хак панё хы==ён ачасем чыс сёмахён п.лтер.ш. =инче чарёнса тёра==.?
Мĕн –ши вёл чыс?
П.т.млет
(класс ум.нче п.т.млет тума ребус)? Ребус тупсёмне шыранё чухне в.рентекен ачасене урок тёршш.пе кам ми=е =ёлтёрчёк пу=тарма пултарнине шутлаттарса м.нле паллё илнине лартса хаклать?
Киле .=%
« Чыс тенине м.нле ёнланатёп?» ятлё хайлав =ырса килмелле?
,м.тс.р
Вы=лёх
Суе=.
Малани
Усал
Чее
Илюк
Пултаруллё
Йёваш
,=чен
Тирпейл.
Аманчёк
Чунлё
Кёмёллё
Çакă çутă тĕнчере
Вăйли çук та этемрен.
Шывсем çинче, çĕр çинче
Хуçа пулса вăл тăрать…
К. В. Иванов
Пирĕн тавралăх пуян та илемлĕ. Хуласемпе ялсенче пурăнакансем
хăйсен кану вăхăтне вăрмансенче, юхан шывсен хĕрринче ирртереççĕ. Çынсем
тăван çĕре авалтанах хаклаççĕ. Мĕншĕн тесен çут çанталăк çынна чылай
пулăшу, усăлӑх парать. Çĕр – пирĕн пÿрт. Кашни çын хăй çуралса ÿснĕ вырăна
ытларах килĕштерет. Пурнăç тăршшĕпех асран тухмасть тăван тавралăх. Çут
çанталăк пире яланах пулăшма хатĕр. Канма та чĕнет, çимӗçне те парать,
сывлăш та парать, шыв та парать, сиплет те. Пирĕн те уншăн
тăрăшмалла. Чăвашсен паллă поэтесси Галина Елисеева, этемĕн çĕр çинчи
шăпи çинчен тарăннăн шухăшланӑ: «Çут çанталӑк ӗмӗрӗ вӑрӑм пултӑр тесен −
çыннӑн ӑслӑ пулмалла»,−тенӗ вӑл. Чӑн та, çут çанталăкран мĕн пуррине
пăчăртаса, ĕмсе илетпĕр те, каялла вара хамăр нимĕн те парасшăн мар. Çĕр
аннемĕрĕн, мĕн пур чĕрĕлĕхĕн, çут тĕнчен пусмăрçине тухмастпăри капла?
Юхан шывсем, çăлкуçсем типеççĕ, тÿремлĕхсем çырмаçатрана куçаççĕ, ката
вăрмансем хăраççĕ, çĕр пулăхлăхĕ чухăнланать, кайăккĕшĕкпе чĕр чун сасси
илтĕнме пăрахать… Çакна кулленхи пурнăç çаврăмĕнче асăрхамастпăр та вĕт.
Хамăр ларакан туратта касмастпăри? Эгоист мари эпир? Çут çанталăк
экологийĕпе чун экологийĕ пирки калаçма, татăклă йышăнусем тума вăхăт
çитмерĕши?
Анчах та çынсем çут çанталăка нумай улăштарма пултараççӗ, татах та
лайăх еннелле мар. Усă тăвас тесе, этем çут çанталăк пурнăçне хутшăнни
тĕрлĕ йышши çыхăнусене улăштарса яраççĕ. Нумай усă кӳреççĕ. Халь ĕнтĕ
кÿлĕсем ăшăхланнă, типме пуçланă. Вăрманти ÿсентăрансен хушшинче
тĕлĕнмелли кĕрешÿ пырать. Çĕр айӗнчи тымарсем те ÿсмелли вырăншӑн кĕрĕшеççĕ, вĕсене те пушă тавралăх, тăранмалли апат кирлĕ. Чĕрĕ чунсеншӗн
чи хакли çĕр çинчи – шыв. Çавăнпа та ӑна упрамалла, таса тытмалла.
Мĕнле, мĕнпе пулăшмаллаши çут çанталăка?
Пирӗн тавралӑха
упрассишĕн, пуянлатассишĕн кашни çыннăн – ваттин те, çамрăккин те
тăрăшмалла. Çуралнă çĕршĕн, тăван еншĕн ырă ĕç тума кашни çыннăн хăйне
пĕчĕкрен хăнăхтарса пымалла. Çут çанталăкри пурнăç пĕр енлĕ улшӑнса,
начарланса ан кайтӑр тесен, çынсен вăрмана пĕлсе усă тумалла. Каснă
лаптăксем вырăнне çĕнĕ йывăçсем лартса хăвармалла. Таптаса пĕтернĕ
вăрмансене çăлас тесен, йывăç ытларах лартас пулать. Мĕншĕн тесен
вăрмансем, таврари сывлăшран кăмрăк йÿçеклĕ газ илсе ун вырăнне таса
кислород кăлараççĕ. Пĕтĕм чĕрĕ чуна кислород кирлĕ. Кÿлĕсене тасатса
тарăнлатмалла, çырансене çирĕплетмелле, çупçап пăрахмалла мар. Çакна
пурнăçа кĕртесси пĕтемпех хамăртан килет. Пирӗн тавралăх мĕн чухлĕ
тасарах, этем унпа мĕн чухлĕ сăпайлă килĕшÿре пурăнать, çын сывлăхĕ çавăн
чухлĕ çирĕпрех. Çĕр мĕн чухлĕ пурлăхлăрах, çавăн чухлĕ çын пурнăçĕ
тулăхрах та пуянрах. Çĕр çынна сĕткен парса ÿстерет. Тырпул, пахча çимĕç,
улмаçырла, сиплĕ шыв, мăйăркăмпа, вутăшанкă − пурте çут çанталăк
пурлăхĕ, çынна вăйхăват паракан ырлăхӗ.
Çут çанталăкӑн чĕлхи çук. Тата ăна пулăшма пултараканĕ те çын кăна.
Апла пулсан, кашни çын чĕринче ырă кăмăл çуралтăр, яланах пурăнтăр. Çут
çанталăк илемĕ, ырлăхĕ çынсене яланах савăнăç кÿтĕр. Пурте йĕркене
пăхăнсан пирӗн тавралăх таса пулмалла тесе шутлатăп. Çынсен сывлăхĕ те
çирĕпрех пулĕччĕ. Пирĕн сывлăх хамăр алăра. Çавăнпа хамăн шухăша самана
таппин шелсĕр авăрне ÿксе шар курнă Митта Ваçлейĕн сăмахĕсемпе
вĕçлесшĕн:
Нумай та пĕтет, сахал та çитет,
Тату пурнăçа элле мĕн çитет?
Пурри вăл пĕрле, çукки çурмалла,
Тата, тăвансем, мĕнле пулмалла?
Тавтапуç
сана, педагогăм! 18:24
26.01.2010
«Ял
пурнăçĕ»
З.
Михайлова
Çĕр
çинче çын алли тĕкĕнмен ĕç çук та пулĕ.
Кашни ĕçех юратса, чунтан парăнса
пурнăçласан пирĕн пурнăç аталанса çеç
пымалла. Ахальтен мар чăвашсем: «Ĕç
— пурнăç илемĕ”, — теççĕ. Пурнăç чăннипех
те чаплă пултăр тесессĕн пур çыннăн та
хăйне килĕшекен пĕр-пĕр ĕçе суйласа
илмелле. Суйласа илни çеç çителĕксĕр —
çав ĕçре кăмăлтан тăрăшмалла, çитĕнÿсем
тумалла, хăв телейне тупмалла.
«Ĕç
пурнăç тытать, ĕç телей кÿрет”, — тенĕ
ваттисем. Паллах, кашни çыннăн хăйĕн
ĕçĕ-хĕлĕ, хăйĕн савăнăçĕ, хăйĕн телейĕ.
Хăшĕ-пĕрисем ашшĕ-амăшĕн ĕçнех малалла
туртаççĕ, теприсем тăванĕсем сĕннипе
пĕр-пĕр ĕçе кĕрешеççĕ, виççĕмĕшĕсем çут
çанталăк панине — таланта тĕпе хураççĕ.
Хăв юратнă ĕçе пĕр кун хушшинче суйласа
илме те май çук. Çапах пĕр-пĕр ĕçе
кăмăлласси пĕчĕкренех палăрать вăл.
Çĕр
çинчи мĕн пур ĕçе çыннăн ăста аллипе
çивĕч ăс-хакăлĕ тăвать. Çав ĕçсене
çĕклекен çынсен профессийĕсене шутласа
кăларма та çук: агроном, летчик, çăкăр
пĕçерекен, ĕне сăвакан, юрă çыракан, çĕр
сухалакан, сутуçă, сăвăçă, пулăçă,
строитель…
Паллах,
пур професси те лайăх, пур професси те
кирлĕ. Анчах та Турă пур çынна та пĕр
пек пултарулăх памасть çав. Пурне те
артист пулма пÿрмен, ÿнерçĕ-художник
пулма та… Йывăçран каскаласа тĕрлĕ
илемлĕ эрешсем тума та, хитре кĕпесем
çĕлеме те пурте пултараймаççĕ. Çавăнпа
та çыннăн чун-чĕринче хăш туртăм-сисĕм
ытларах вăй илет, çыннăн кăмăлĕ хăш ĕç
патне ытларах сулăнать — çавна суйласа
илет те.
Учитель
ĕçĕ вара пархатарлă та сăваплă. Ача
çуралсанах унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ
амăшĕ пулса тăрать. Хăй пепкине вăл
утма, калаçма вĕрентет, ĕçе хăнăхтарать,
çут çанталăк пулăмĕсемпе паллаштарать.
Амăшĕ пурнăç тăршшĕпех ывăл-хĕрне ĕмĕре
чыслă пурăнса ирттерме вĕрентет. Шкулти
вĕрентекене вара — иккĕмĕш анне теççĕ.
Мĕншĕн ун пек хаклаççĕ-ха ăна? Кашни
ачан ăс-тăн ÿсĕмĕнче, тавра курăм
аталанăвĕнче, пултарулăхпа ăсталăх
туптавĕнче вĕрентекенĕн тÿпи питĕ
пысăк. Пĕчĕк ачаран, вулама-çырма
пĕлменскертен, пулас инженер е врач,
пуçлăх е ăсчах çитĕнтересси çăмăл мар.
Хĕр ачасемпе ывăл ачасем пурнăç çулĕ
çине тухмалли ăс-тăнпа ăсталăха шкулта
кăна илме пултараççĕ.
Вĕрентекенĕн
еплерех пулмалла-ши? Мĕнлерех куратпăр-ха
эпир ăна? Унăн хăйне ашшĕ-амăшĕ шанса
панă ачаран чăн-чăн çын тумалла вĕт-ха.
Çакна пултарма вара вĕрентекенĕн хăйĕн
чăн-чăн çын пулмалла: ырă кăмăллă,
сăпайлă, таса чунлă, пуçаруллă, çивĕч,
ăслă, талантлă, культурăллă. Ачапа пĕр
чĕлхе тупма пĕлни — пысăк ăсталăх.
Ашшĕ-амăшне воспитани мелĕ-ăслайĕсемпе
паллаштарса витĕм кÿме пултарни те
çакăнтах кĕрет.
Вĕрентекен
пуринчен те ырă, пултаруллă, хисеплĕ,
чуна çывăх, кирек кама та ăнланма тата
темĕнле йывăр ыйтăва та тивĕçлĕ татса
пама пултаракан çын вăл. Ачана тăван
амăшĕ мĕнле туйăмпа юратать, учитель
те çавăн пекех савса кăмăллать. Амăшĕ
хăй тĕпренчĕкне ырă сунать — учитель
те ыррине çеç сунать. Амăшĕ хăй ачине
ырă-сывă, тĕрĕс-тĕкел, ăслă-тăнлă та
сапăрлă çын тăвасшăн — учитель те
çавăншăнах çунать. Учителĕн ачана
вĕрентÿпе воспитани парас ĕçри чун-чĕре
туртăмĕ, таса ĕмĕчĕ ашшĕ-амăшĕнни
евĕрлех. Çут çанталăк хăй ăна ырă енсене
çеç панă тейĕн. Унсăрăн вăл вĕрентекен
пулаймĕ, ашшĕ-амăшĕ те хăйсен ачисене
шанса памĕ. Учитель вăл ашшĕ-амăшĕшĕн
те, ачасемшĕн те Турă вырăнĕнче тăнă
пек туйăнать. Çĕр çинче мĕн ырри пур —
йăлтах вĕрентекенрен тухать: пурне те
асăрхать, йăнăш тусан — тĕрĕс çул çине
тăратать, ăнланмасан — айăплама та
пултарать, анчах ытларах чухне —
каçарать. Çапла туса вăл ача чунĕнчи
ырă туйăмсене вăратать, ыррипе усаллине
уйăрса илме вĕрентет. Вара ун пек
ачасенчен усал çын пулмĕ: вăрлакан-çаратакан
та, вĕлерекен-пусмăрлакан та… Ашшĕ-амăшĕн
чысне яракан çын мар, Тăван çĕр-шывшăн
усăллă ĕç тăвакан патриот пулĕ унран.
Тепĕр чухне вĕрентекен ачасенчен
çирĕпрех ыйтни те, вĕсене хыттăнрах
калани те пулать. Паян çирĕп ыйтмасан
— ыранхи куна тивĕçтерекен пĕлÿпе
кăмăл-сипет шайĕ пулмĕ ачасен. Вĕрентекен
никама та усал сунмасть, пурне те чипер
ача тăвасшăн çунать. Хăйĕн чун пуянлăхĕпе
çамрăксене те çынсене юратса хисеплеме,
ĕçчен те йĕркеллĕ çын пулма вĕрентет.
Кашни
вĕрентекенех хăйĕн вĕренекенĕсем сапăр
та хастар чун-чĕреллĕ çынсем пулччăр
тесе тăрăшать, ырă шухăш-ĕмĕтпе пурăнать.
Вăл çĕр çинчи çĕршер професси валли
тÿрĕ чунлă çынсем вĕрентсе хатĕрлет.
Тÿрĕ чунлă çынсем — саккунлăхпа йĕркелĕхе
пăхăнакансем. Ку вара — çĕр çинчи, хамăр
хушăри тăнăçлăх никĕсĕ. Çакăнта мар-и
учителĕн пархатарлă ĕçĕ?
Мĕнле
хисеплемĕн-ха вĕрентекене? Вăл кашни
ачан пурнăçĕпе, савăнăçĕ-хуйхипе,
терт-нушипе пурăнать. Кашни вĕренекене
хăй ачине юратнă пек юратать, йывăр
вăхăтра пулăшать, унпа пĕрле савăнать
те, кулянать те. Педагог вăл пĕр вăхăтрах
чун инженерĕ те. Ачан чунне вĕрентекен
пек тата кам ăнланма пултарать-ши? Тата
кам унран ытла ача чунне витĕр курать,
ăна сăваплă витĕм кÿрсе çĕр-шыва,
ашшĕ-амăшне, тăванĕсене, юлташĕсене
юрăхлă та тивĕçлĕ çын ÿстерме хевте
çитерет?
Учитель
ĕçĕ питĕ яваплă ĕç. Пурне те пĕлесшĕн
çунакан таса чунлă шăпăрлансемпе пĕлÿлĕх
тĕнчинче çÿрени, мĕн пĕлнине пĕлменнисемпе
тавçăрайманнисем патне çитерме тăрăшни
мăнаçлантарать, хавхалантарать, чунра
савăнăç вăратать. Чăнах, хăвăн ăс-тăнна,
пултарулăхна ыттисене парнелесси —
сăваплă ĕç. Кашни вĕрентекен хăйĕн
пурнăçне пархатарлă ĕçпе ирттерет.
Пур
çыннăн та хăйĕн юратнă вĕрентекенĕ пур.
Пĕрисем пĕрремĕш учителе асра тытаççĕ,
теприсем пĕр-пĕр предмета вĕрентекен
учителе ырăпа асăнаççĕ. Вĕрентекен вăл
— пур ачана та, пур çынна та кирлĕ çын.
Аслă Вĕрентекенĕмĕре, Иван Яковлевич
Яковлева, чăваш халăхĕ ырăпа асăнса
пурăнать. Мĕн чухлĕ çын Геннадий
Никандрович Волков педагог-ăсчах
кĕнекисене вуласа хăйĕн ăс-хакăлне
çивĕчлетет, тавра курăмне анлăлатать,
тĕнче курăмне тарăнлатать… Тăван
республикăмăрăн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем
сахал мар. Вĕсем чăннипех те мухтава
та, хисепе те тивĕçлĕ.
2010
çула Вĕрентекен çулĕ тесе йышăнни вăл
учительсене хисепленине пĕлтерет.
Учитель ĕçĕ çăмăл маррине пурте ăнланаççĕ.
Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсем те мĕн май пур
таран шкула пулăшма тăрăшаççĕ: классене
тирпей-илем кĕртме те, вĕрентÿпе воспитани
ĕçне лайăхлатма та, шкулăн пурлăх никĕсне
пуянлатма та. Ашшĕ-амăшĕсем вĕрентекенсене
ăнланса, пулăшса пырсан ĕçлеме те
кăмăллă, чунра та ырă. Учительсене çынсем
ĕненни-шанни те савăнтарать. Акă, 2009
çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче ыйтăм
ирттерсе Пĕтĕм Раççейри халăх шухăш-кăмăлне
тишкерекен центр çакăн пек пĕтĕмлетÿ
тунă: Раççейре халăх ытларах учительсене
тата чиркÿ çыннисене ĕненет-шанать.
Чăннипех те, шкулсенче ответлă та,
шанчăклă та, чăтăмлă та ырă шухăш-кăмăллă
çынсем ĕçлеççĕ. Вĕсен ырми-канми ĕçĕ-хĕлĕ
олимпиада-конкурс çĕнтерÿçисен
çитĕнĕвĕсенче, Президент стипендиачĕсенче,
медальпе вĕренсе тухакансенче, пултаруллă
та талантлă ачасенче курăнать.
Педагогсем
— кашни ача шăпинче ырă йĕр хăваракансем,
кашни ачан ăс-тăнĕпе характерне
çирĕплетсе, ăсталăхне аталантарса
пурнăç çулĕ çине кăларакансем. Тайма
пуç сире, учительсем.
Эпĕ
кăмăллакан ĕç
Учителӗн
ӗҫӗ
пит йывӑр:
Атте те, анне
те пулан.
Анне—тӗк
— выртса эс ан ҫывӑр,
Атте—тӗк
— ларса эс ан кан.
Валентин
Урташ.
Ҫӗр
ҫинче
ҫын
алли тӗкӗнмен
ӗҫ
ҫук
та пулӗ.
Кашни ӗҫех
юратса, чунтан парӑнса
пурнӑҫласан
пирӗн
пурнӑҫ
аталанса кӑна
пырӗ.
Ахальтен мар чӑвашсем:,
«Ёҫ
— пурнӑҫ
илемӗ»,
— теҫҫӗ.
Пурнӑҫ
чӑннипех
чаплӑ
пултӑр
тесессӗн,
пур ҫыннӑн
та хӑйне
килӗшекен
пӗр—пӗр
ӗҫе суйласа
илмелле. Суйласа илни ҫеҫ
ҫителӗксӗр
— ҫав
ӗҫре
кӑмӑлтан
тӑрӑшмалла,
ҫитӗнӳсем
тумалла, хӑв
телейне тупмалла. «Ёҫ
пурнӑҫ
тытать, ӗҫ
телей кӳрет»,
— тенӗ
ваттисем. Паллах, кашни ҫыннӑн
хӑйӗн
ӗҫӗ—хӗлӗ,
хӑйӗн
савӑнӑҫӗ,
хӑйӗн
телейӗ.
Хӑшӗ—пӗрисем
ашшӗ—амӑшӗн
ӗҫнех
малалла туртаҫҫӗ,
теприсем тӑванӗсем
сӗннипе
пӗр—пӗр
ӗҫе
кӗрӗшеҫҫӗ,
виҫҫӗмӗшсем
ҫут
ҫанталӑк
панине — таланта тӗпе
хураҫҫӗ.
Хӑв
юратнӑ
ӗҫе
пӗр
кун хушшинче суйласа илме те май ҫук.
Ҫапах
пӗр—пӗр
ӗҫе
кӑмӑлласси
пӗчӗкренех
палӑрать
вӑл.
Сӑвӑра
каланӑ
пек:
Ыйтрӑм
эпӗ
Тольӑран:
«Ӳссен
эсӗ
кам пулан?»
Толя тухтӑр
пулап тет,
Ҫынсене
сыватӑп
тет.
Ҫӗр
ҫинчи
мӗн
пур ӗҫе
ҫыннӑи
ӑста
аллипе ҫивӗч
ӑс—хакӑлӗ
тӑвать.
Ҫав
ӗҫсене
ҫӗклекен
ҫынсен
профессийӗсене
шутласа кӑларма
та ҫук:
агроном, летчик, ҫӑкӑр
пӗҫерекен,
ӗне
сӑвакан,
юрӑ
ҫыракан,
ҫӗр
сухалакан, сутуҫӑ,
сӑвӑҫӑ,
пулӑҫӑ,
строитель…
Эпӗ
вара — вӗрентекен
пуласшӑн.
Мана учитель ӗҫӗ
кӑмӑла
каять. Турӑ
пур ҫынна
та пӗр
пек пултарулӑх
памасть ҫав.
Пурне те артист пулма пӳрмен,
ӳнерҫӗ—художник
пулма та… Йывӑҫран
каскаласа тӗрлӗ
илемлӗ
эрешсем тума та, хитре кӗпесем
ҫӗлеме
те пурте пултараймаҫҫӗ.
Ҫавӑнпа
та ҫыннӑн
чун—чӗринче
хӑш
туртӑм—
сисӗм
ытларах вӑй
илет, ҫыннӑн
кӑмӑлӗ
хӑш
ӗҫ
патне ытларах сулӑнать
— ҫавна
суйласа илет те.
Учитель ӗҫӗ
мана мӗн
пӗчӗкренех
килӗшет.
Вӗсен
ӗҫӗ—хӗлӗ
— ялан ман куҫ
умӗнче,
асра, чунра. Ача ҫуралсанах
унӑн
пӗрремӗш
вӗрентекенӗ
амӑшӗ
пулса тӑрать.
Хӑй
пепкине вӑл
утма, калаҫма
вӗрентет,
ӗҫе
хӑнӑхтарать,
ҫут
ҫанталӑк
пулӑмӗсемпе
паллаштарать. Амӑшӗ
пурнӑҫ
тӑршшӗпех
ывӑл—хӗрне
ӗмӗре
чыслӑ
пурӑнса
ирттерме вӗрентет.
Шкулти вӗрентекене
вара — иккӗмӗш
анне теҫҫӗ.
Мӗншӗн
ун пек хаклаҫҫӗ—ха
ӑна?
Кашни ачан ӑс—тӑн
ӳсӗмӗнче,
тавра курӑм
аталанӑвӗнче,
пултарулӑхпа
ӑсталӑх
туптавӗнче
вӗрентекенӗн
тӳпи
питӗ
пысӑк.
Пӗчӗк
ачаран, вулама—ҫырма
пӗлменскертен,
пулас инженер е врач, пуҫлӑх
е ӑсчах
ҫитӗнтересси
ҫӑмӑл
мар. Хӗр
ачасемпе ывӑл
ачасем пурнӑҫ
ҫулӗ
ҫине
тухмалли ӑс—тӑнпа
ӑсталӑха
шкулта кӑна
илме пултараҫҫӗ.
Вӗрентекенӗн
еплерех пулмалла—ши? Мӗнлерех
куратпӑр—ха
эпир ӑна?
Унӑн
хӑйне
ашшӗ—амӑшӗ
шанса панӑ
ачаран чӑн—чӑн
ҫын
тумалла вӗт—ха.
Ҫакна
пултарма вара вӗрентекенӗн
хӑйӗн
чӑн—чӑн
ҫын
пулмалла, ырӑ
кӑмӑллӑ,
сӑпайлӑ,
таса чунлӑ,
пуҫаруллӑ,
ҫивӗч
ӑслӑ,
талантлӑ,
культурӑллӑ
пулмалла. Ачапа пӗр
чӗлхе
тупма пӗлни
— пысӑк
ӑсталӑх.
Ашшӗ—амӑшне
воспитани мелӗ—ӑслайӗсемпе
паллаштарса витӗм
кӳме
пултарни те ҫакӑнтах
кӗрет.
Вӗрентекен
ҫӗр
ҫинчи
чи пултаруллӑ,
чи ӑслӑ,
чи хисеплӗ
ҫын
пек туйӑнать
мана. Ҫав
вӑхӑтрах
— пуринчен те ырӑ,
чуна ҫывӑх,
кирек кама та ӑнланма
тата темӗнле
йывӑр
ыйтӑва
та тивӗҫлӗ
татса пама пултаракан ҫын
вӑл.
Ман шутпа, ачана тӑван
амӑшӗ
мӗнле
туйймпа юратать, учитель те ҫавӑн
пекех савса кӑмӑллать.
Амӑшӗ
хӑй
тӗпренчӗкне
ырӑ
сунать — учитель те ыррине ҫеҫ
сунать. Амӑшӗ
хӑй
ачине ырӑ—сывӑ,
тӗрӗс—тӗкел,
ӑслӑ—тӑнлӑ
та сапӑрлӑ
ҫын
тӑвасшӑн
— учитель те ҫавӑншӑн
ҫунатъ.
Учителӗн
ачана вӗрентӳпе
воспитани парас ӗҫри
чун—чӗре
туртӑмӗ,
таса ӗмӗчӗ
ашшӗ—амӑшӗнни
евӗрлех.
Ҫут
ҫанталӑк
хӑй
ӑна
ырӑ
енсене ҫеҫ
панӑ
тейӗн.
Унсӑрӑн
вӑл
вӗрентекен
пулаймӗ,
ашшӗ—амӑшӗ
те хӑйсен
ачисене шанса памӗ.
Учитель вӑл
ашшӗ—амӑшӗшӗн
те, ачасемшӗн
те Турӑ
вырӑнӗнче
тӑнӑ
пек туйӑнать.
Ҫӗр
ҫинче
мӗн
ырри пур — йӑлтах
вӗрентекенрен
тухатъ: пурне те асӑрхать,
йӑнӑш
тусан — тӗрӗс
ҫул
ҫине
тӑратать,
ӑнланмасан
— айӑплама
та пултарать, анчах ытларах чухне
— каҫарать.
Ҫапла
туса вӑл
ача чунӗнчи
ырӑ
туйӑмсене
вӑратать,
ыррипе усаллине уйӑрса
илме вӗрентет.
Вара ун пек ачасенчен усал ҫын
пулмӗ:
вӑрлакан—ҫаратакан
та, вӗлерекен—пусмӑрлакан
та… Ашшӗ—амӑшӗн
чысне яракан ҫын
мар, Тӑван
ҫӗр—шывшӑн
усӑллӑ
ӗҫ
тӑвакан
патриот пулӗ
унран.
Тепӗр
чухне вӗрентекен
ачасенчен ҫирӗпрех
ыйтни те, вӗсене
хыттӑнрах
калани те пулать. Эпир вара, ӑнланмасӑр,
кӑштах
кӳренетпӗр
те. Паян ҫирӗп
ыйтмасан — ыранхи куна тивӗҫтерекен
пӗлӳпе
кӑмӑл—сипет
шайӗ
пулмӗ
пирӗн.
Вӗрентекен
никама та усал сунмасть, пурне те чипер
ача тӑвасшӑн
ҫунать.
Хӑйӗн
чун ыратӑвӗпе
пире те ҫынсене
юратса хисеплеме, ӗҫчен
те йӗркеллӗ
ҫын
пулма вӗрентет.
Кашни
вӗрентекенех
хӑйӗн
вӗренекенӗсем
сапӑр
та хастар чун—чӗреллӗ
ҫынсем
пулччӑр
тесе тӑрӑшать,
ырӑ
шухӑш
—ӗмӗтпе
пурӑнать.
Вӑл
ҫӗр
ҫинчи
ҫӗршер
професси валли тӳрӗ
чунлӑ
ҫынсем
вӗрентсе
хатӗрлет.
Тӳрӗ
чунлӑ
ҫынсем
— саккунлӑхпа
йӗркелӗхе
пӑхӑнакансем.
Ку вара — ҫӗр
ҫинчи,
хамӑр
хушӑри
тӑнӑҫлӑх
никӗсӗ.
Ҫакӑнта
мар—и учителӗн
пархатарлӑ
ӗҫӗ?
Мӗнле
хисеплемӗн—ха
вӗрентекене?
Вӑл
кашни ачан пурнӑҫӗпе,
савӑнӑҫӗ—хуйхипе,
терт—нушипе пурӑнать.
Кашни вӗренекене
хӑй
ачине юратнӑ
пек юратать, йывӑр
вӑхӑтра
пулӑшать,
унпа пӗрле
савӑнать
те, кулянать те. Педагог вӑл
пӗр
вӑхӑтрах
чун инженерӗ
те. Ачан чунне вӗрентекен
пек тата кам ӑнланма
пултарать—ши? Тата кам унран ытла ача
чунне витӗр
курать, ӑна
сӑваплӑ
витӗм
кӳрсе
ҫӗр—шыва,
ашшӗ—амӑшне,
тӑванӗсене,
юлташӗсене
юрӑхлӑ
та тивӗҫлӗ
ҫын
ӳстерме
хевте ҫитерет?
Учитель
ӗҫӗ
яваплӑ
пулин те, вӑл
— манӑн
юратнӑ
професси. Хамран пӗчӗкрех
ачасемпе калаҫас—кулас,
юрлас—ташлас килет. Пурне те пӗлесшӗн
ҫунакан
таса чунлӑ
шӑпӑрлансемпе
пӗлӳлӗх
тӗнчине
тухас кӑмӑл
пысӑк.
Хам мӗн
пӗлнине
пӗлменнисемпе
тавҫӑрайманнисем
патне ҫитересси
мана Турӑ
умӗнче
ырӑ
ӗҫ
тунӑ
пекех туйӑнать,
мӑнаҫлантарать,
хавхалантарать, чунра савӑнӑҫ
вӑратать.
Чӑнах,
хӑвӑн
ӑс—тӑнна,
пултарулӑхна
ыттисене парне— лесси — сӑваплӑ
ӗҫ.
Манӑн
та хамӑн
пурнӑҫа
пархатарлӑ
ӗҫпе
ирттерес килет.
Пур ҫыннӑн
та хӑйӗн
юратнӑ
вӗрентекенӗ
пур. Пӗрисем
пӗрремӗш
учителе асра тытаҫҫӗ,
теприсем пӗр—пӗр
предмета вӗрентекене
ырӑпа
асӑнаҫҫӗ.
Учитель вӑл,
ман шутпа, чи кирлӗ
ҫын.
«Вӗрентекен
пур чух вӗренсе
юл,»— тенӗ
ваттисем. Аслӑ
Вӗрентекенӗмӗре,
Иван Яковлевич Яковлева, чӑваш
халӑхӗ
ырӑпа
асӑнса
пурӑнать.
Мӗн
чухлӗ
ҫын
Геннадий Никандрович Волков педагог—ӑечах
кӗнекисене
вуласа хӑйӗн
ӑс—хакӑлне
ҫивӗчлетет,
тавра курӑмне
анлӑлатать,
тӗнче
курӑмне
тарӑнлатать…
Тӑван
республикӑмӑрӑн
тава тивӗҫлӗ
вӗрентекенӗсем
сахал мар. Вӗсем
чӑннипех
те мухтава та, хисепе те тивӗҫлӗ.
Эпӗ
хамӑн
юратнӑ
вӗрентекенӗмӗрсем
ҫине
пӑхатӑп
та — пулас ӗҫӗм
ҫинчен
шухӑша
путатӑп.
«Ёмӗр
пурӑн,
ӗмӗр
вӗрен»,
— теҫҫӗ
халӑхра.
Манӑн
та пурнӑҫ
тӑршшӗпех
вӗренес
те вӗрентес
килет, пурне те усӑллӑ
ҫын
пулас килет, хамӑн
юратнӑ
профессипе мӑнаҫланса
пурӑнас
килет.
Вӗренекенсене
манар мар. Уявсемпе юбилейсенче салам
сӑмахӗ
ярар, ӑшӑ
сӑмахпа
чунӗсене
йӑпатар.
Мӗншӗн
тесен, Вениамин Тимаков поэт калашле:
Вӑл
кӑтартрӗ
Чӑн
сӑмахӑн
хӑватне,
Ырӑ
ӑнтӑлу
ҫуратрӗ
Чӗремре
ача чухне.
Тавтапуҫ,
вӗрентекенӗм,
Халиччен
ҫӗршер
ҫынна
Эс ҫунат
парса ҫӗкленӗ
Пирӗнтен
хисеп сана.
Атте-анне
пурри — телей
Атте—аннерен
хакли ҫук.
Ваттисен
сӑмахӗ.
Мӗн
ӗлӗк—авалтанах,
ҫӗр
ҫинче
пурнӑҫ
пуҫланса
кайнӑранпах
мӗн
пур чӗр
чун, ӳсен-тӑран
пӗр—пӗринпе
ҫывӑхланса
хӑйсен
вырӑнне
ҫӗнӗ
ӑру
хӑварнӑ.
«Ача—пӑча
пӳрт
тултарать», «Ача —пӑча
чун йӑпатать»,
— тет чӑваш
ҫынни.
Ватӑсем
те туйра ҫапла
пиллеҫҫӗ:
«Ӑмӑрт
кайӑк
евӗр
мӑшӑрлӑ
пулӑр.
Шӗшкӗ
пек хунавлӑ
пулӑр…»
Ача ҫуралнине
ӗлӗкхи
чӑваш
турӑ
парни вырӑнне
хурса йышӑннӑ.
Пепке ҫуралнӑшӑн
питӗ
хӗпӗртенӗ
вӑл,
пӗтӗм
йӑх—ӑрупа
пуҫтарӑнса
ача чӑкӑчӗ
ҫини
йӑла
туса ирттернӗ.
Ял—йыш та ача ҫуралнине
пӗлсен
ҫапла
калаҫнӑ:
— Ҫавсен
«ҫӗнӗ
кайӑк»
тупса килнӗ!
— Ылтӑн—и,
кӗмӗл—и?
— Ылтӑн!
— тенӗ
арҫын
ача пулсан.
— Кӗмӗл!
— тесе пӗлтернӗ
хӗр
ача пулсан.
Ашшӗ
— амӑшӗ
«ҫӗнӗ
кайӑкра»
малашне хӑйсене
хуҫалӑхра,
кулленхи ӗҫре
пулӑшакана,
ӑру
несӗллӗхне
тӑсакана
тата хӑйсене
ватлӑхра
пӑхса
упракана, вилме выртсан юлашки ҫула
тивӗҫлӗ
ӑсатакана
курнӑ.
Манӑн
та, ытти ачасенни пекех, аттепе анне
пур. Вӗсем
пӗр—пӗрне
куҫпа
сӑнаса,
чун —чӗрепе
савса пӗрлешнӗ.
Ҫав
юратӑвӑн
тӗпренчӗкӗ
— эпӗ
ҫурални.
Анне мана ҫут
тӗнчене
киличчен хӑй
варӗнче
тӑхӑр
уйӑх
йӑтса
ҫӳренӗ,
ырӑ—сывӑ
ҫуратас
тесе упраса—сыхласа пурӑннӑ.
Ҫуралсассӑн
атте пире больницӑран
киле илсе кайнӑ,
йӗркеллӗ
ҫуралнӑшӑн
питӗ
хӗпӗртенӗ
вӑл.
Кашни кун юратса анне хӑй
кӑкӑрӗн
сипетлӗ
те ӑшӑ
сӗчӗпе
мана тӗрек
панӑ,
атте вара кӑмӑллӑ
та ӑшӑ
куҫӗпе
ачашшӑн
ҫупӑрланӑ,
йӑвашшӑн-ҫепӗҫҫӗн
пуплесе йӑпатнӑ…
Миҫе
ҫӗр—каҫ
ҫывӑрман-ши
тата вӗсем!
Эпӗ
кӑшт
ҫеҫ
нӑйкӑшма
пуҫласанах
вӗсем
ман пата чупса пынӑ,
юрӑ
юрласа, сӑпка
сиктерсе лӑплантарнӑ,
ҫитернӗ,
тасатнӑ,
ҫунӑ…
Ҫулталӑка
ҫит
— сен ура ҫине
тӑратса,
вылятмӑш—такмак
ҫеммисем
каласа пӗрремӗш
утӑмсем
тума пулӑшнӑ.
Калаҫма
вӑхӑт
ҫитсен
чӗкеҫ
чӗлхи
пилленӗ.
Ача пахчине ҫӳреме
пуҫласан
манӑн
кашни ӳсӗмшӗн
—пултарулӑхшӑн
чунтан савӑннӑ,
мана татах та ӑслӑрах
та илемлӗрех
тӑвасшӑн
ҫуннӑ
вӗсем.
Хитре кӗпе—тумтир,
капӑр
тетте—пукане, ӑслӑ
кӗнеке
илсе парса савӑнтарнӑ.
Кунсерен, каҫ
кӳлӗм,
аттепе анне мана ача пахчине илме пыни
халӗ
те асрах. Аттене е аннене курсанах эпӗ
ун патне ыткӑнаттӑм,
вӑл
хӑй
чун тӗпренчӗкне
ыталаса ҫупӑрлатчӗ,
пит ҫӑмартинчен
чуп тӑватчӗ,
ҫурӑмран
лӑпкатчӗ,
пуҫран
ачашлатчӗ…
Тепӗр
чух ҫӳле—ҫӳле
ҫӗклетчӗ
те пӗчӗк
чунӑм
темле шанчӑклӑ
туйӑмпа
хӑпартланса
каятчӗ.
Мӗн
хаклӑраххи
пур—ши ачашӑн
тӗнчере
ашшӗпе
амӑшӗ
ӑна
икӗ
енчен пӗчӗк
те черчен аллисенчен ҫавӑтса
пырсан?
Шкул ҫулне
ҫитсен
ӑслӑ—тӑнлӑ
ҫын
пулма вӗрентӗр
тесе пӗтӗм
вӑй—халне
парать пире атте —анне. Килте е
урамра мӗнле
те пулин ыйту, татса парайман шухӑш—тӗллев
ҫуралсанах
вӗсем
патне чупса пыратпӑр,
канаш—сӗнӳ
ыйтатпӑр.
Аттепе анне хӑйсен
пурнӑҫ
курӑмӗн
ӑслайӗпе
пире тӗрӗс
хурав шыраса тупма пулӑшаҫҫӗ.
Ҫапла
майпа пиртен ҫын
тума тӑрӑшаҫҫӗ.
Анчах та хӑш—пӗр
чухне /пулкаланӑ
та пулӗ
ҫемьере
хирӗҫӳсем/
атте—анне каланине итлесшӗн
мар эпир, ҫамрӑксем.
Ваттисем пурӑнса
ирттернӗ
пурнӑҫ
ӑслӑлӑхне—вӗрентӗвне
шута хурасшӑн
мар, «хамӑрла»
пурӑнасшӑн.
Ашшӗ—амӑшӗ
хӑйӗн
ывӑл
— хӗрне
нихӑҫан
та усал сунмасть ӗнтӗ.
Вӑл
ӑна
ҫӗр—шыва
юрӑхлӑ,
ӑслӑ
та пултаруллӑ,
таса чунлӑ,
ырӑ
кӑмӑллӑ
тӑвасшӑн
пикенет. Ҫав
вӑхӑтрах
хӑйсенчен
телейлӗрех,
савӑнӑҫлӑрах,
пуянрах /тулӑхрах/
пурӑнтарасшӑн
тӑрӑшать.
Ашшӗ—амӑшӗн
пехилӗнчен
тухакан ҫыннӑн
пархатарӗ
ҫук
тесе ахальтен каламан. Ҫавӑнпа
эпӗ
те атте—анне сӑмахне
куллен ӑша
илме тӑрӑшатӑп,
анне пек сӑпайлӑ,
вашават, ӗҫчен
тата атте пек хӑюллӑ,
харсӑр,
тӳрӗ
кӑмӑллӑ
пулма ӗмӗтленетӗп.
Атте—анне
пурри — телей. Атте—анне пурри —
ӑраскал.
Хама ҫуратса
ӳстернӗ
атте-аннерен пахи никам та ҫук.
Чун панӑ,
ӑса
вӗрентнӗ,
ӗҫе
хӑнӑхтарнӑ,
пурнӑҫ
ҫулӗ
ҫине
тӑратнӑ
хаклӑ
ҫынсем
умӗнче
пуҫӑма
таятӑп.
Хамӑн
пурнӑҫӑмри
чи ҫывӑх
ҫыннӑмсеНе
нихӑҫан
та чӗререн
кӑлармастӑп.
Тата ҫакна
хушса калам. Тусӑм,
тантӑшӑм!
Аҫупа
аннӳне
хисепле! Вӗсемшӗн
эсӗ
яланлӑхах
ача—пӑча
— пӗчӗк
чухне те, ӳссе
ҫитӗнсен
те, вӑтам
ҫулсене
ҫитсен
те. Санӑн
кашни утӑму,
кашни ӗҫӳ
— аҫупа
аннӳ
куҫӗ
умӗнче.
Тӗрӗс
те лайӑх
утӑмусем
вӗсене
савӑнӑҫ
кӳрӗҫ,
тӗрӗс
мар утӑм
туни вара — хурлӑх.
Ҫавӑнпа
та аҫупа
аннӳне
савӑнтарма
кӑна
тӑрӑш,
вӗсене
нихӑҫан
та ан кулянтар. Яланлӑхах
ас ту: пурнӑҫ
малалла шӑвать,
эсӗ
ҫитӗнетӗн,
аҫу—аннӳ
ватӑлать.
Вӗсене
пурнӑҫра
куллен пулӑшса
пыр. Пӗчӗк
чухне, ача чухне панӑ
чун ӑшшине
аҫупа
аннӳне
тавӑрса
пар. Эпир вӗсем
умӗнче
пысӑк
парӑмра.
Канăçсăр чунлă
пулнă çав Çеçпĕл Мишши…
Пĕлес килет,
кам эсĕ – Çын,
Пурнăç Турри
е Чун чури?
Эп – Канăç
шыраса тупма
Пĕлмен
Этемсенчен Пĕри.
Светлана
Асамат,
Çеçпĕл Мишши
ячĕллĕ
преми
лауреачĕ
Канăçсăр
чунлă пулнă çав Çеçпĕл Мишши. Ачаранах
канăç мĕнне пĕлмен вăл. 11 çултах ашшĕсĕр
тăрса юлнăскерĕн ачалăхĕ те пулман.
Вĕреннĕ те, ĕçленĕ те, чирĕ те асаплантарнă.
Ашшĕне тĕрмене хупнă хыççăн ялтан
кăларса ярассипе те хăратнă. Ача чухнех
тем те тÿснĕ, чăтнă. Çапах таса чунлă,
çирĕп кăмăллă, хастар юлнă. Ман шутпа,
Мишша ăнланман япала пулман та пулĕ.
Кирек мĕнле ыйту çине те тивĕçлĕ хурав
пулнă унăн. Ача чухнех пурнăç тути-масине
лайăх пĕлнĕ, каярах вăл хăйĕн капланса
тулнă шухăшĕсене шурă хут çине куçарнă.
Шухăшĕсем вара унăн тарăн, сăмахĕсем
çивĕч, емĕчĕсем çутă.
Светлана
Асамат юрăç-сăвăç сăмахĕсем мана та
шухăша ячĕç. Кам пулнă-ши Çеçпĕл Мишши?
Пурнăç Турри е Чун чури? Тÿрех калама
та йывăр. Эпĕ шутланă тăрăх, хăйĕн чунĕн
чури çеç пулман вăл – айван та мĕскĕн
мар. Вăл çивĕч ăслă, вĕри чунлă, кăвар
чĕреллĕ. Нихăçан та хăйшĕн çеç çунман
вăл. Тăван чĕлхе, тăван халăх, тăван
çĕршыв шăпи канăç паман ăна. Киввине
çĕннипе, усаллине ыррипе улăштарас
килнĕ унăн. Хăй çиес çăкăр татăкне те
çынна пама хатĕр пулнă вăл. Ман шутпа,
ăна Пурнăç Турри теме пулать. Эпĕ ăнланнă
тăрăх, Турă вăл пурне те телей сунакан
ырă вăй. Çеçпĕл Мишши пурнăçра ырришĕн
çеç çуннă: чăваш ачине те, чăваш арăмне
те, чăваш çыннине те шеллет, чăваш чĕлхи
пĕтессинчен те хăрать, халăх чухăн
пурăннăшăн та кулянать. Ырришĕн Çеçпĕл
Мишши тем тума та хатĕр. «Çырăттăм,
ÿкерĕттĕм – чăваш наци культуришĕн ыр
ĕç туса хăварăттăм…» — тенĕ вăл. Çавăн
пек пуриншĕн те çунакан канăçсăр Çын
пулнă пирĕн Çеçпĕл.
«Унăн пурте
пулнă: ăс-тăн, вĕри чĕре, малашлăха çирĕп
шанни. Вăл – поэзи шанчăкĕ, Тĕрĕслĕхпе
Тасалăх йыхравçи, чăваш чунĕн тĕслĕхĕ»,
— тесе çырнă Украина писателĕ С. Репьях.
«Çеçпĕл Мишши – чăваш чунĕн тĕслĕхĕ»
тени мана питĕ килĕшрĕ. Пирĕн юратнă
сăвăç çинчен çакăн пек çырни, чăваш
çыннин ырă енĕсене ытти халăх çыннисем
те пĕлни вăл питĕ паха. Чăннипех те
Çеçпĕл Мишшине ашшĕ-амăшĕ чăвашăн пур
ырă енне те парнеленĕ: ăсĕ-тăнĕ,
тавçăрулăхĕ, чăтăмлăхĕ, пултарулăхĕ,
кăмăл-сипечĕ, ĕçченлĕхĕ, чун вĕрилĕхĕ,
çынлăхĕ. Унăн чунĕнче пурте пулнă –
ĕмĕрĕ çеç кĕске килнĕ. Ытла та çамрăкла
уйрăлса кайнă вăл çутă тĕнчерен. Халăх
асĕнче вăл яланах çамрăк: тĕреклĕ,
мăнаçлă, хĕрÿ, лара-тăра пĕлмен, тÿрĕ
кăмăллă, таса чунлă.
Çеçпĕл
Мишшин сăн-сăпачĕ чăваш халăхĕн
кун-çулĕнче малашне те çутă çăлтăр пек
ялкăшса тăрĕ. Çулăмлă сăмахсемпе
хĕмленекен сăввисем чăн чăвашла уççăн
янăрĕç. Унăн ячĕ чăваш чĕринчен нихăçан
та тухмĕ.
Эпĕ – Çеçпĕл
чĕннĕ чăваш ачи, сассăма паратăп, унăн
сăввисене янраттарса вулатăп, хам та
сăвăсем çыратăп.
Çеçпĕл пиччем!
Яту сан
чăннипех те чаплă,
Ĕçÿ те сумлă
та хăватлă.
Пуласчĕ ман
та чăваш чунлă,
Таса вăй-халлă,
пултаруллă.
Кăвар
чĕреллĕ Çеçпĕлĕн ячĕ — пирĕн чĕрере
Çеçпĕл Мишши
пирĕн чĕрере те, шухăшра та хитре чечек
ячĕпе пурăнать. Çеçпĕл чечекĕ тесенех
поэт сăнарĕ куç умне тухать. Вăл питĕ
хастар та таса чунлă пулнă. Унăн сăввисем
те «чунлă», тарăн шухăшлă. Хăш-пĕр сăввине
темиçе хут вуласан та ăнланма йывăр.
Хăй пурăннă вăхăта вăл тĕпĕ-йĕрĕпе
căнласа панă. Мĕнле çавăн пек лайăх
ăнланнă-ха вăл пурнăçа? Çамрăк пулнă
вĕт-ха вăл. Кашни сăввинчех камăн мĕнле
пулмаллине, мĕн тумаллине ăнлантарса
парать, вĕрентсе калать. Учитель-сăвăç
тесе калас килет ман ăна. Хăш-пĕр сăввинчи
йĕркесене илсех парас килет.
Ватă аслаçу
пÿртне
Йăвантарса
яр,
Ĕмĕрлĕх никĕс
çине
Çĕнĕ çурт
лартар!
(Иртнĕ
самана)
Чи юлашки
таса вăрçа –
Чăн çутăшăн,
таса тĕнчешĕн!
Çав тăххăрмĕш
хума ватар!
Васкар телей
çĕрне çитмешкĕн!
(Хĕрлĕ
тинĕсре)
Пусмăрти
халăхсем,
Пĕр çĕре
пухăнар.
Улпута йĕрлесе
тыткăнлар!
Пурăннă
тарăхса,
Çапăçар
савăнса,
Малалла,
малалла çул хывар!
(Атăл юрри)
Фронта мĕнпурĕ
пулăшар-и –
Арçын, хĕрарăм,
çамрăксем!
Ĕçе хастаррăн
хутшăнар-и?
Фронта
хăюллăн, салтаксем!
(Тăвансене
пулăшар)
Ĕмĕр чура
пулма çитĕ,
Чура пулма
намăс!..
Ирĕклĕ кун-çул
тумашкăн
Тăрăр пурте
харăс!..
Ачăрсене
вĕрентме те
Эсĕр ан
ÿркенĕр:
Чăваш çĕрне
юратмашкăн
Вĕсене
вĕрентĕр.
Ачăрсем чăваш
чĕлхишĕн
Тăма хатĕр
пулччăр,
Ют халăхсем
ĕлĕкхин пек
Чăвашран ан
кулччăр.
Çитĕ! Шăпăр
шăтăкĕнчен
Çут тĕнчене
тухăр!
Этем чунне
– выльăх чунĕ
Вырăнне ан
хурăр.
(Чăваш
арăмне)
Юрăсемпе
эсĕр мухтăр
Сăвăçсен
ятне,
Хытă сасăсемпе
юрлăр
Вĕсен сăввине.
(Эпĕ вилсен)
Эй, ваттисем!
Эй, ват çынсем!
Авал чăваш
асаплă пулнине
Çамрăксене
каласа парăр:
Тăван çĕршывăн
капăр чĕлхине
Ялан савма
хушса хăварăр.
(Чăн чĕрĕлнĕ!)
Тăван чăваш
хăюллине,
Вăл вăйлине
курасчĕ ман.
Чăваш! Çĕклен
те çунатлан!
Куçна тĕлле
хĕвел çине.
(Чăваш!
Чăваш!)
Ачасене те,
çамрăксене те, хĕрарăмсене те, ватă
çынсене те – пурне те вĕрентсе, хушса,
ыйтса, чĕнсе калать вăл. Унăн чун-чĕринче
пурин валли те кирлĕ сăмах туллиех. Хăй
шухăшне ахаль çеç каламасть вăл,
сăвăласа-шăрçаласа калать. Мĕнле хăюллă
та ăслă пулнă вăл. Унăн сăввисенче мĕн
чухлĕ ăслă шухăш: савăнтараканни,
хурлантараканни, тарăхтараканни,
хумхантараканни. Унăн сăввисенче –
чăваш халăхĕн иртнипе пуласси, иртнине
аса илни, пулассине ĕмĕтленни курăнать.
Çеçпĕл
Мишшине тата манăн художник-сăвăç тесе
калас килет. Вăл сăмахсемпе сăнарлă
ÿкерчĕксем тăвать.
Кăвак çутăран
шăратнă акапуç,
Туртийĕ
хушшинче хĕвел ташлать,
Çĕн Кун –
шевле сарриллĕ ылтăн пуç –
Чăваш уйне
ака тума тухать.
(Çĕн Кун
аки)
Инçе çинçе
уйра уяр
Карталанса
чăлтăртатать,
Енчен енне
çупса чупать…
(Инçе çинçе
уйра уяр)
Чипер юлсам,
хĕвел çĕршывĕ!
Чечек çĕршывĕ,
сывă юл!
Эс те, сăнчăр
пĕлмен стихия –
Хăватлă
тинĕс, сывă пул!
(Экспромт)
Сăввисене
вуланă хыççăн Çеçпĕл Мишшине оратор-сăвăç
тесе калама та май пур. Вăл сăввисене
ахаль, туйăмсăр-мĕнсĕр вулама çырман,
пурте вулаччăр, пĕлччĕр, илтчĕр, ăнланччăр
тесе çырнă. Янраттарса вулама, кашни
сăмахне чунпа туйма çырнă.
Çĕн Сывлăш,
вĕр!
Çĕн Сывлăш,
вĕр!
Чăваш çĕрне
тĕреклĕх кĕрт!
Çĕн Сывлăш,
вĕр! Çĕнĕ вăй пар,
Чăваш чĕри
пултăр кăвар.
(Инçе çинçе
уйра уяр)
Çĕн тĕнче!
Эй, çĕнĕ кунăм,
Каялла ан
кай, ан чак!
(Тинĕсе)
Чăннипех
те чаплă поэт вăл пирĕн. Ахальтен мар
ĕнтĕ унăн сăввисене нумай чĕлхене
куçарнă. Ăна ырлама, мухтама сăмах та
çитмест. Шкулта вĕреннĕ е халь вĕренекен
кашни ача унăн пĕр сăввине те пулсан
пăхмасăр калама пĕлет. Эпĕ те Çеçпĕл
Мишши сăввисене килĕштеретĕп. Шкулта
Çеçпĕл Мишшин çуралнă кунне халалласа
ун сăввисене илемлĕ вулакансен конкурсĕ
пулать. Эпĕ те конкурса хутшăнма пĕр
сăввине пăхмасăр калама вĕренетĕп. Унăн
сăввине вĕренесси маншăн, чăваш ачишĕн,
пысăк чыс та телей. Кашниех Çеçпĕл Мишши
çинчен ытларах пĕлме тăрăшсан, сăввисене
илемлĕ вулама вĕренсен, паллах, ун ячĕ
пирĕн чĕререн нихçан та тухас çук. «Ыр
çын вилет – ят юлать», — тенĕ ваттисем.
Çеçпĕл Мишшин ырă та сумлă ячĕ яланлăхах
халăх асĕнче пулать. Чăваш пурăнать
пулсан — Çеçпĕл Мишши те пурăнать. Хамăр
халăх историне пуянлатакансене пирĕн
манма юрамасть.
Çеçпĕл Мишши —
пирĕн чĕрере
Çеçпĕл Мишши
çуралнăранпа 110 çул çитет. Пĕр ĕмĕр
каялла пурăннă мухтавлă поэтăмăр,
талантлă та пултаруллă çыннăмăр. Ĕмĕр
ытла иртнĕ пулсан та Çеçпĕл Мишши паян
та асрах, паян та халăх чĕринче. Ăна
манма май çук – вăл Çеçпĕл! Ун пек çын
100 çулта пĕрре çеç килет çĕр çине: çынна
тĕлĕнтерме, ĕмĕрлĕхе ят хăварма. Пушкин
пек, Бичурин пек, Яковлев пек…
Анчах та
мана кулянтараканни те шухăшлаттараканни
вăл – Çеçпĕл Мишши çамрăклах çĕре кĕни.
Ыла та шел вĕт-ха. Çеçпĕл чечекĕ пекех.
Юр кайсанах шăппăн та сăпайлăн шăтса
тухать те хĕвел хĕртсе пăхма пуçласанах
куçран çухалать. Çеçпĕл Мишши те çавах.
Ман шутпа, вăл «хыпаланса пурăннă»: 9
уйăхра утма пуçланă, çулталăкра калаçма
вĕреннĕ, пиллĕкре вулама тытăннă,
саккăрта шкула кайнă, вун иккĕре вулăс
кантурĕн çыруçинче вăй хунă, вун саккăрта
учительсен семинарине вĕренме кĕнĕ,
вун тăххăрта Мускавра пулса Ленина
курнă, çирĕм пĕррере юстици пайĕн
пуçлăхĕнче ĕçленĕ, çирĕм иккĕре Хура
тинĕс хĕрринче сывлăхне сипленĕ, çирĕм
виççĕре пурнăçран уйрăлнă. Кусемсĕр
пуçне Мишша тĕрлеме те, юрлама та, ÿкерме
те питĕ ăста пулнă. Ашшĕне тĕрмене хупсан
амăшне ака-суха ĕçĕнче те нумай пулăшнă.
Тискер чунлă çынсене пула тĕрмере те
ларма тивнĕ унăн. Салтак шăпи те лекнĕ
ăна. Чи хăватли, чуна тыткăнлаканни, чи
асамли вара унăн – чун-чĕререн шăранса
тухнă хайлавĕсем: 40 ытла сăвă, 6 прозăлла
хайлав, «Упик» драма, Анастасия Червякова
патне çырнă 98 çыру, тус-юлташĕсем патне
янă çырусем. 23 çулта çакăн чухлĕ ĕç тума
ĕлкĕрнĕ вăл, таланчĕ те нумай енлĕ пулнă
унăн: вулавçă, çыруçă, ал ăсти, художник,
поэт, педагог, пропагандист, агитатор,
патшалăх ĕçченĕ, ăста юрист. Паллах,
шухăшлатăн та тĕлĕнетĕн. Тата самани
те ачашламан ăна, шăпи те питĕ йывăр
пулнă унăн. Пурне те ăçтан чăттăр ĕнтĕ
çын чĕри?!