Сочинение на чувашском языке юратупа тупа

Обновлено: 11.03.2023

Оценить 908 0

Куракова Вера Васильевна

Шупашкар хулинчи 49-мĕш вӑтам шкулта

чӑваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем

Ĕҫ ҫынна илем кÿрет

Паянхи пурнӑҫа илес пулсассӑн, ҫын хӑйне вӑйлӑ туясси тĕрлĕ сӑлтавран килет: ҫемье тĕрекĕнчен, тус-юлташ пурринчен,ĕҫ вырӑнĕнчен, сывлӑх ҫирĕп пулнинчен,ӑс- тӑн чун-чĕре пуянлӑхĕнчен, пурнӑҫа тĕрĕс пурӑнма пĕлменинчен, пултаруллӑхран, кашни тĕллеве пурнӑҫлама пĕлменинчен…

Ырми-канми ĕҫлекене те, ача- пӑча ÿстерекене те, ҫукран пур тӑвакана та, ырӑ йӑла-йĕркене тытса пыракана та ĕҫчен-маттур, ҫивĕч ҫын тетпĕр. Ĕҫ-вӑл пурнӑҫ тыткӑчи,илемĕ. Пĕр-пĕрне ӑнланса, пулӑшса пырсан ҫеҫ ĕҫ ӑнать, ырӑ ят сарӑлать. Ĕҫрен хӑраман, таса чун чĕреллĕ, ырӑ ĕмĕтлĕ ҫын кӑна пулма пултарать.

Ҫĕр ҫинче ҫын алли тĕкĕнмен ĕҫ ҫук та пулĕ. Пурнӑҫа лайӑхлатас тесен кашни ҫыннӑн хӑйне килĕшекен пĕр- пĕр ĕҫе суйласа илмелле. Ҫав ĕҫре чун-чĕрене хурса ĕҫлемелле, ҫитĕнÿсем тумалла, малалли пурнӑҫ ҫинчен шухӑшламалла.

Ĕҫ- пурнӑҫ тытать, ĕҫ телей кÿрет. Кашни ҫыннӑн хӑйĕн ĕҫе, хĕлĕ.Хӑв юратнӑ ĕҫе пĕр кун хаушшинче суйласа илме май ҫук. Ҫапах та пĕр-пĕр ĕҫе кӑмӑлласси пĕчĕкренех палӑрать.

Ҫĕр ҫинче мĕн пур ĕҫе ҫыннӑн ӑста аллипе, ӑс-хакӑлĕ тӑвать.Ĕҫ чӑнлӑх,сӑпайлӑх,тараватлӑх – чӑваш ҫынсен ҫак ырӑ енĕсем кашни ҫынра пулччӑр тессе шухӑшлатпӑр.

Паллах, кашни ҫыннӑн хӑйĕн ĕҫе-хĕлĕ, хӑйĕн телейĕ. Чылай ҫынсенчен илтме пулать. Ĕҫе уява кайнӑ пек каятӑп, ĕҫре мана питĕ лайӑх, ĕҫтешĕсемпе килĕштерсе ĕҫлетпĕр, эпĕ ĕҫ вырӑнне ҫухатасран темрен хӑранӑ пек хӑратӑп теҫҫĕ. Хӑшĕ-пĕрисем хӑйсен валли хӑйсемех ĕҫ вырӑнне тупаҫҫĕ, хӑшĕ-пĕрисем вара ашшĕ-амӑшĕн ĕҫне малалла тӑсаҫҫĕ, теприсем ашшĕ – амӑшĕ каланипе, ыттиссем ҫут ҫанталӑк панӑ талантпа ĕҫлеҫҫĕ.

Паллах тĕнчере пур професси те лайӑх, пур професси кирлĕ. Анчах та пĕтĕм ҫын пултаруллӑ ҫуралаймасть. Пĕр ĕҫех пĕри лайӑх ĕҫлет, теприн пулсах пĕтеймест. Пурте артист та ÿнерҫĕ те пулаймасть. Ҫавӑнпа та ҫыннӑн хӑй мĕн тума пултарассине шута илсе, камӑлĕ хӑш ĕҫ патне туртӑнать – ҫавна суйласа илмелле.

Сӑмахран: мана вĕрентекен ҫуралсанах, ашшĕ чупса пынӑ тет, аллине тытрĕ тет те чуптуса ҫапла каларĕ тет. Манӑн хам вилличен сана учитель пулнине курасчĕ терĕ тет. Ашшĕ ĕнчи тӑвансем пурте вĕрентекенсем пулса ĕҫленĕ хӑй хĕрне те учитель тӑвасшӑн пулнӑ, паллах ашшĕн пехилĕ ҫитнĕ пуль. Апла пулсан вӑл ҫуралсанах вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ ача пулса тухать.

Чӑнах та вĕрентекенĕн хӑйĕн чӑн-чӑн ҫын пулмалла: ырӑ кӑмӑллӑ, сӑпайлӑ, таса чунлӑ, культурӑллӑ, ҫивĕч, ĕҫчен, ӑслӑ – тӑнлӑ, культурӑллӑ пулмалла. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупни — пысӑк талант..

Манӑн вĕрентекен пуринчен те ырӑ, пултаруллӑ, хисеплĕ, чуна ҫывӑх, кирек кама та ӑнланма, темĕнле йывӑр ыйтӑва тивĕҫлĕ татса пама пултаракан ҫын. Вĕрентекен ача амӑшĕ пек ыррине ҫеҫ сунать, ырӑ-сывӑ, тĕрĕс тĕкел ӑслӑ- тӑнлӑ ҫын тӑвасшӑн тӑрӑшать.

Учитель ĕҫе ҫӑмӑл маррине пурте ӑнланаҫҫĕ.Чӑнипех те шкулта, чӑтӑмлӑ та ырӑ шухӑш-кӑмӑлла вĕрентекенсем ĕлеҫҫĕ.

Этемĕн тепĕр лайӑх ĕҫе — вӑл хӑйĕн чун илемĕшĕн те тӑрӑшма пултарни. Ку ҫынна тата та вӑйлӑрах тӑвать. Ҫавӑн пекех илемлĕ тĕрлĕрен илемлĕ япаласем тума вĕрентет. Халĕ ĕнте ҫын-вĕҫме кӑна мар, шӑтӑк евĕр янӑравлӑ шӑрантарса юрлама, тӑпӑл – тӑпӑл ташлама, хут ҫине пурнӑҫри сӑнсене чӑн пурнӑҫри пекех ÿкреме, йĕри-тавралӑха тĕрĕ-эрешпе илемлетме, кино калӑплама, илемлĕ сӑвӑ – калавсем ҫырма пултарать. Ҫын ĕҫĕсене ĕҫленĕ чухне ҫын ҫакӑнта хӑйĕн чун телейне тупать. Ĕҫ вӑл – халӑхӑн тарӑн ӑсӑпе тĕрĕслĕх туйӑмĕ, таса кӑмӑл-сипечĕпе ҫынна пысӑкӑн юратни, чун илемĕпе характер ҫыпӑҫулӑхĕ, сӑмах-юмах виҫелĕхĕпе юрӑ-сӑвӑ хитрелĕхĕ.

Этеме ĕҫ ҫуратнӑ теҫҫĕ. Ĕҫ ӑна ҫын тунӑ. Ҫын вара хӑй таврашĕнчи ҫут ҫалталӑка улӑштарса тем тĕрлĕ япала шухӑшласа кӑларнӑ. Те хӑйне пурӑнма ҫӑмӑл пултӑр тесе, те хӑйне хуҫа пек тытма, те хӑйне шанчӑклӑ та ҫирĕп туйма…

Ырӑ сӑмах, ырӑ шухӑш, ырӑ ят хӑварас тесен ҫыннӑн йывӑҫ лартмалла, ача ҫуратса тĕрĕс-тĕкĕл ÿстермелле, пÿрт лартмалла теҫҫĕ.

Мана чӑнахах та учителĕн пархатарлӑ ĕҫĕ питĕ килĕшет. Кашни вĕрентекенех хăйĕн вĕренекенĕсем сапăр та хастар чун-чĕреллĕ çынсем пулччăр тесе тăрăшать, ырă шухăш-ĕмĕтпе пурăнать. Вăл çĕр çинчи çĕршер професси валли тÿрĕ чунлă çынсем вĕрентсе хатĕрлет. Тÿрĕ чунлă çынсем — саккунлăхпа йĕркелĕхе пăхăнакансем. Ку вара — çĕр çинчи, хамăр хушăри тăнăçлăх никĕсĕ. Çакăнта мар-и учителĕн пархатарлă ĕçĕ?

Учитель ĕçĕ питĕ яваплă ĕç. Пурне те пĕлесшĕн çунакан таса чунлă шăпăрлансемпе пĕлÿлĕх тĕнчинче çÿрени, мĕн пĕлнине пĕлменнисемпе тавçăрайманнисем патне çитерме тăрăшни мăнаçлантарать, хавхалантарать, чунра савăнăç вăратать. Чăнах, хăвăн ăс-тăнна, пултарулăхна ыттисене парнелесси — сăваплă ĕç. Кашни вĕрентекен хăйĕн пурнăçне пархатарлă ĕçпе ирттерет. Учитель ĕçĕ çăмăл маррине пурте ăнланаççĕ. Хăйĕн чун пуянлăхĕпе çамрăксене те çынсене юратса хисеплеме, ĕçчен те йĕркеллĕ çын пулма вĕрентет.

Мĕнле хисеплемĕн-ха вĕрентекене? Вăл кашни ачан пурнăçĕпе, савăнăçĕ-хуйхипе, терт-нушипе пурăнать. Кашни вĕренекене хăй ачине юратнă пек юратать, йывăр вăхăтра пулăшать, унпа пĕрле савăнать те, кулянать те. Педагог вăл пĕр вăхăтрах чун инженерĕ те. Ачан чунне вĕрентекен пек тата кам ăнланма пултарать-ши? Тата кам унран ытла ача чунне витĕр курать, ăна сăваплă витĕм кÿрсе çĕр-шыва, ашшĕ-амăшне, тăванĕсене, юлташĕсене юрăхлă та тивĕçлĕ çын ÿстерме хевте çитерет?

Педагогсем — кашни ача шăпинче ырă йĕр хăваракансем, кашни ачан ăс-тăнĕпе характерне çирĕплетсе, ăсталăхне аталантарса пурнăç çулĕ çине кăларакансем.

Данный план-конспект на чувашском языке. Урок по чувашской литературе на тему Н.Ашмаринан «качи сави» калаве. К данному уроку имеется презентация. Ее можно найти на этом же сайте.

Вложение Размер
ashmarin_plan_uroka.docx 575.24 КБ

Предварительный просмотр:

Воспитани т.ллев.% Н?И?Ашмаринён т.сл.х.пе усё курса ачасене ырё: усёллё .=сем тума хистесси: таса юрату хёватне .ненме хавхалантарасси?

П.л т.ллев.сем% Н?И?Ашмаринён пурнё=.пе тата .=.пе к.скен паллаштарасси: ученёй: ч.лхе=. =инчен каласа пама хёнёхтарасси?

Аталантару т.ллев.сем % +ыхёнуллё пуплеве: шухёшлава: тимл.хе: илемл. вулав хёнёхёв.сене аталантарасси?

Усё курнё литератёра % 1?Чёваш литератури%Учебник-хрестомати%Вётам шкулён 9-м.ш класс. ва л ли / В?П?Никитин (Станьял) пухса-=ырса хат.рлен.?-Шупашкар%Чёваш к.неке издательстви:203?-319 с? 2? Краснова Н?А? Информаципе хутшёну технологий.семпе усё курса ирттерн. уроксемпе класс тулаш.нчи .=сем / Шупашкар% +.н. вёхёт: 2010? – 99с?

1-м.ш слайд% Урок теми?

2-м.ш слайд % Т.р.с вырна=тар?

3-м.ш слайд % Т.р.с вырна=тар (хурав)

4-м.ш слайд? Урокён шифрланё эпиграф.

5-м.ш слайд? Урок эпиграф.

9-10-м.ш слайдсем? Ашмаринён .=.-х.л.

11-м.ш слайд? Ыйтусене хуравлёр

12-м.ш слайд? Ашмаринён ёс-хакёл еткер.

I Класа урока й.ркелени ? (1-м.ш слайд)

II Урокён план.пе к.скен паллаштарни ?

— Паян урокра эпир чёваш халёх.н мухтавлё ывёл. =инчен кала=ёпёр? Килти .=е т.р.сл.п.р: текстпа паллашёпёр? Т.рл. ыйтусем =ине хуравлёпёр?

III Урокён темипе т.ллев.семпе паллаштарни?

_ Николай Иванович Ашмарин – паллё т.пчев=.? ч.лхе=.: =ырав=ё? Урокра унён пурнё=.пе тата .=.семпе паллашёпёр: ун =инчен каласа пама в.рен.п.р?

IV Килти .=е т.р.слени? (Рольпе выляни)

Эсир ё=та =уралнё ? Ё=та сн. ? Эсир м.нле халёх =ынни ? Пурнё=а м.не халалланё ? М.нле к.некесем =ырнё ? М.нле юрёсем юрланё ? М.нле вёр=ёра =апё=нё ? тата ытти те?

2? – 19 .м.рти =ырав=ёсене хёйсен хайлав.семпе т.лме т.л вырна=тарёр? (2-3-м.ш слайдсем)

М? Федоров Урмайкассем пёлханни

Василий Лебедев Сунар=ён пу= пулнё-и

С?Чунтеров Мул тупни

Никита Бичурин Ар=ури

Ермей Рожанский Пир.н йёх

V Урокён эпиграф.пе паллашни ? (4-м.ш слайд)

—Усал .=пе ырё ят илейм.н? (5-м.ш слайд)

1? Ваттисен сёмахне вулани?

2? Ёнланнине т.р.слени?

VI Ашмаринён пурнё=.пе паллащни (6-10-м.ш слайдсем)

1? 63 стр? Ачасем хёйсем т.лл.н вуласа паллаша==.

2? Ыйтусене хуравлани (11–м.ш слайд)

VII Текст ум.нхи кала=у

VIII Текстпа .=лени?

+ёва — масар (кладбище)

2? Кётартуллё вулав (лайёх вулакан ачасем)

3? Ыйтусемпе .=сем

_ Качипе Мерчен сёнар.сене Нарспипе Сетнер сёнар.семпе танлаштарёр?

_ Юратёва тискер .=пе т.р.слеме юрать-и

_ Пу=а =име хушакан х.ре юратни вырёнлё-и

Н?И?Ашмарин хёй.н калав.нче таса юрату хёватне мухтанё? Таса юрату хёватлё пулсан та тёван халёх: т.н: йёла =ине алё =.клеме юрамасть? Чёваш йёли-й.ркине п.леймен х.р хёй кил.штерекен качча ытла та хурлёхлё .= тума хушать? Хытё юратнипе минресе кайнё каччё апла тума юраманнине: телей усал .= тунинче маррине ёнлантарса параймасть: малтан в.=ертсе янё сёмаха тытма тёрёшать? Анчах м.н пулса тухр. ?

Пирĕн кушак пур. Вăл Муçкă ятлă. Муçкăн çăмĕ хура тĕслĕ, умĕнчи – шап-шурă, юртан та шурă. Кăмăлĕ унăн çав тери лăпкă. Хырăмĕ выçсан та макăрмасть. Ирхине ирех манпа пĕрле вăранать те тӳрех апат валашки патне васкать. Шăлĕсем çуккипе ытларах е пĕçернĕ çăмарта, е сĕт çиме юратать. Эпĕ ăна кунсерен пилĕк-ултă çăмарта пĕçерсе çитеретĕп. Çисе тăрансан вара вăл е кăмака çине улăхса выртать, е кăмака питлĕхĕ патнех пырса çывăрать. Сивве питĕ туять хăй. Кунĕпе выртать, урама та уçăлма тухасшăн мар. Апат çисен тасалма тытăнать, пĕр сехете яхăн илеме кĕрет. Мĕнле ывăнмасть-ши? Кушак – çынпа пĕрле пурăнакан чĕр чун. Тăр пĕччен юлсан пурне те йывăр çĕр çинче.

Пирĕн кушак пур. Вăл Муçкă ятлă. Муçкăн çăмĕ хура тĕслĕ, умĕнчи – шап-шурă, юртан та шурă. Кăмăлĕ унăн çав тери лăпкă. Хырăмĕ выçсан та макăрмасть. Ирхине ирех манпа пĕрле вăранать те тӳрех апат валашки патне васкать. Шăлĕсем çуккипе ытларах е пĕçернĕ çăмарта, е сĕт çиме юратать. Эпĕ ăна кунсерен пилĕк-ултă çăмарта пĕçерсе çитеретĕп. Çисе тăрансан вара вăл е кăмака çине улăхса выртать, е кăмака питлĕхĕ патнех пырса çывăрать. Сивве питĕ туять хăй. Кунĕпе выртать, урама та уçăлма тухасшăн мар. Апат çисен тасалма тытăнать, пĕр сехете яхăн илеме кĕрет. Мĕнле ывăнмасть-ши? Кушак – çынпа пĕрле пурăнакан чĕр чун. Тăр пĕччен юлсан пурне те йывăр çĕр çинче. пойдёт?

Пирĕн кушак пур. Вăл Муçкă ятлă. Муçкăн çăмĕ хура тĕслĕ, умĕнчи – шап-шурă, юртан та шурă. Кăмăлĕ унăн çав тери лăпкă. Хырăмĕ выçсан та макăрмасть. Ирхине ирех манпа пĕрле вăранать те тӳрех апат валашки патне васкать. Шăлĕсем çуккипе ытларах е пĕçернĕ çăмарта, е сĕт çиме юратать. Эпĕ ăна кунсерен пилĕк-ултă çăмарта пĕçерсе çитеретĕп. Çисе тăрансан вара вăл е кăмака çине улăхса выртать, е кăмака питлĕхĕ патнех пырса çывăрать. Сивве питĕ туять хăй. Кунĕпе выртать, урама та уçăлма тухасшăн мар. Апат çисен тасалма тытăнать, пĕр сехете яхăн илеме кĕрет. Мĕнле ывăнмасть-ши? Кушак – çынпа пĕрле пурăнакан чĕр чун. Тăр пĕччен юлсан пурне те йывăр çĕр çинче

ирĕн кушак пур. Вăл Муçкă ятлă. Муçкăн çăмĕ хура тĕслĕ, умĕнчи – шап-шурă, юртан та шурă. Кăмăлĕ унăн çав тери лăпкă. Хырăмĕ выçсан та макăрмасть. Ирхине ирех манпа пĕрле вăранать те тӳрех апат валашки патне васкать. Шăлĕсем çуккипе ытларах е пĕçернĕ çăмарта, е сĕт çиме юратать. Эпĕ ăна кунсерен пилĕк-ултă çăмарта пĕçерсе çитеретĕп. Çисе тăрансан вара вăл е кăмака çине улăхса выртать, е кăмака питлĕхĕ патнех пырса çывăрать. Сивве питĕ туять хăй. Кунĕпе выртать, урама та уçăлма тухасшăн мар. Апат çисен тасалма тытăнать, пĕр сехете яхăн илеме кĕрет. Мĕнле ывăнмасть-ши? Кушак – çынпа пĕрле пурăнакан чĕр чун. Тăр пĕччен юлсан пурне те йывăр çĕр çинче
Нравится Пожаловаться

Нажмите, чтобы узнать подробности

Тӑван чĕлхе. Мĕн-ши вӑл тӑван чĕлхе? Ман шутпа, тӑван чĕлхе вӑл атте-анне, асаттепе асанне чĕлхи, эпĕ çуралнӑ çуралманах калаçа пуçланӑ чӑваш чĕлхи. Тӑван чĕлхепе калаçса эпир хамӑр шухӑш-туйӑма палӑртатпӑр, чуна уçатпӑр, кӑмӑла çĕклетпĕр. Атте-анне чĕлхи мӑн асаттесемпе асаннесен пурнӑçĕ – шӑпи çинчен аса илтерсех тӑрать, хамӑр пуласлӑх пирки шухӑшлаттарать.

Чӑваш чĕлхи — тӑван чĕлхе

Эй, челхем, анне панӑ чĕлхем,

Янӑра эс çут тĕнчере!

Ыттине çер чĕлхе хуть пĕлем,

Эсĕ ман пĕрре çеç – пĕрре

Тӑван чĕлхе. Мĕн-ши вӑл тӑван чĕлхе? Ман шутпа, тӑван чĕлхе вӑл атте-анне, асаттепе асанне чĕлхи, эпĕ çуралнӑ çуралманах калаçа пуçланӑ чӑваш чĕлхи. Тӑван чĕлхепе калаçса эпир хамӑр шухӑш-туйӑма палӑртатпӑр, чуна уçатпӑр, кӑмӑла çĕклетпĕр. Атте-анне чĕлхи мӑн асаттесемпе асаннесен пурнӑçĕ – шӑпи çинчен аса илтерсех тӑрать, хамӑр пуласлӑх пирки шухӑшлаттарать.

Сӑмахран илес пулсан, тӑван чĕлхене юратман çын ашшĕ-амӑшне тӑван халӑхне те, çĕрне-шывне те юратма пултараймасть. Эп шутланӑ тӑрӑх тӑван чĕлхе – тӑван халӑхӑн иксĕлми ӑс-тӑн çӑл-куçĕ. Çак çӑл-куçран эпир мĕн ачаран тумламӑн-тумламӑн пĕлӳ илсе ӳсетпĕр. Аннен кӑкӑр сĕчĕпе пĕрле унӑн ачаш та лӑпкӑ сассипе, вӑл сӑпка юрри шӑрантарнине илтетпĕр.

Чӑнах та, нумай çул иртрĕ пулин те тӑван чĕлхене пĕтме парас марччĕ. Чылай паллӑ ӑсчахсем, писательсемпе поэтсем чĕлхемĕр çинчен мӑнаçланса калани тĕл пулать. Тĕслĕхрен, А.Артемьев каланиех илер.

Шутлатӑп, шутлатӑп та ачана мĕн пĕчĕкрен чӑвашла калаçма вĕрентмелле. Акӑ эпĕ эпĕ 7-мĕш класа çитрĕм. Анчах та вырӑсла та, чӑвашла та тĕрĕс те яка калаçатӑп, çырма та аван пĕлетĕп. Ют чĕхесене те вĕренме тӑрӑшатӑп. Аттепе анне килте чӑваш чĕлхине сума суни, хисеплени курӑнсах тӑрать. Ытти çемьесенче «мама»,»папа» тесе чĕнеççĕ пулсан, пире аттепе анне тесе чĕнме вĕрентнĕ. Мĕнле илемлĕ, янӑравлӑ янӑрать çак икĕ сӑмах.

Çапла вара, çут тĕнчере пин-пин чĕлхе. Вĕсем хутӑшаççĕ, тупӑшаçççĕ, çывӑхланаççĕ. Пĕр-пĕрне парнесем те параççĕ, парнисем вара – сӑмахсем.

Ман чӑвашах пулас килет. Тӑван чĕлхене хисеплени хамӑртанах килет. Манӑн чĕлхем малалла та янӑрасса шанас килет. Эпĕ ӑна ĕненетĕп. Вӑл çĕр çинчен ан çухалтӑр.

Министерство просвещения Российской Федерации

Абитуриенты, поступающие на факультет чувашской филологии, пишут сочинение по чувашскому языку и литературе.

Содержание письменной работы должно соответствовать теме и раскрывать ее.

Абитуриент должен продемонстрировать в сочинении не только знание текста, но и умение анализировать его в единстве формы и содержания; не заменять анализ пересказом сюжета того или иного произведения.

Сочинение должно отличаться цельностью, стройностью (разумной соотнесенностью частей), логичностью.

Составление развернутого плана к сочинению не обязательно, хотя его наличие придает работе стройность, целенаправленность, помогает глубже и полнее раскрыть тему.

Особо учитывается умение абитуриента оригинально и самостоятельно мыслить, общая его эрудиция, широта кругозора, начитанность, богатство его лексического запаса.

Объем сочинения — 5 — 6 страниц.

Литература темисем (Литературные темы)

1. Пĕр хыпнă, пĕр ялкăшнă çулăм (Л. Агаковăн вăрçă çинчен çырнă хайлавĕсем тăрăх).

2. Этем юрлама пăрахсассăн çут тĕнче сÿнессе пĕлтерет (халăх юррисен илемĕ, шухăшĕ).

3. Поэзирен чăнрах тĕнче эп тупаймарăм çĕр çинче (паянхи чăваш сăвви тавра шухăшлани).

4. Хитререххи, ĕçченреххи пулман та, пулмĕ те тĕнчере (Н. Терентьев драматургийĕнчи хĕрарăм сăнарĕ).

5. Хĕнре туптаннă çирĕплĕхпе чыслăх (Митта Ваçлейĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕ).

6. Кашни йĕрки чуна уçать (Петĕр Хусанкай лирики).

7. Хĕвел çути, тăпра сĕткенĕ — çак чăнлăх ĕмĕрсем валли (Я. Ухсай поэзийĕн хăйне евĕрлĕхĕ).

9. Юрату пылак та, йÿçĕ те (Ю. Скворцов, А. Артемьев хайлавĕсем тăрăх).

10. Сасси янравлă, сăввисем сулмаклă (А. Алка поэзийĕ).

11. Иртнĕ кун, иртнĕ ĕмĕр çути курăнать асăмри инçетре (П. Осипов, И. Максимов-Кошкинский, Н. Терентьев драмисем тăрăх).

12. Кĕрешÿçĕ-писатель сăнарĕ (Çеçпĕл Мишши çинчен).

13. Тăван сăмах — иксĕлми пуянлăх (халăх сăмахлăхĕ çинчен).

14. Эпир пулнă, пур, пулатпăр (П. Хусанкай пултарулăхĕ тăрăх).

18. Çут çанталăк пуянлăхне упрасси — кашни çыннăн тивĕçĕ (М. Кипек хайлавĕсем тăрăх).

19. Вутра çырнă çырусем (Вăрçăра пуç хунă чăваш çыравçисен пултарулăхĕ).

20. Чăваш халăхĕн улăп паттăрĕ (И. Я. Яковлевăн литературăри портречĕ).

Ирĕклĕ темăсем (Свободные темы)

1. Мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра?

2. Манăн çывăх çыннăм.

3. Ман пурнăçри чи телейлĕ кун.

4. Юратма пĕлекенсем телейлĕ.

5. Ыйхă вĕçсе кайсан…

6. Кăлтăр-кăлтăр ик кăвакарчăн.

7. Суха лаши те, туй лаши те пур.

8. Мĕнле паха тăван кил-йышăн пĕрлĕхĕ.

9. Чĕнеççĕ ĕмĕтсем.

10. Кунта маншăн юмах пек тĕнче.

11. Тинĕс хумĕ пек пирĕн пурнăç.

12. Шавлă-шавлă пин хутлă хула.

13. Çил çаврăнать те çаврăнать.

14. Утмасть никам та пысăк шанчăксăр.

16. Çутат эс, çăлтăр, йăлтăртат.

17. Утатăп темччен ĕшнере-улăхра.

18. Çырла пиçсе çитсен.

19. Мĕнлерех пурăнан, тăван ялăм.

20. Каçар. Калас сăмахăмсем.

21. Тем те пулать çул çинче.

22. Пĕлместĕп. Тĕлĕкĕ мĕнле-ши?

23. Пĕрле вĕреннĕ, пĕр йышра çÿренĕ.

25. Çиçĕм çиçрĕ, аслати кĕрлерĕ.

26. Пурăнаймасть никам та икĕ ĕмĕр.

27. Савăнăç парать-çке çут çанталăк!

Для улучшения работы сайта и его взаимодействия с пользователями мы используем файлы cookie. Продолжая работу с сайтом, Вы разрешаете использование cookie-файлов. Вы всегда можете отключить файлы cookie в настройках Вашего браузера.

Читайте также:

      

  • Полет на нептун сочинение
  •   

  • Михайлов город воинской доблести сочинение
  •   

  • Сочинение один мой знакомый довольно крупный ученый
  •   

  • Что такое информационное сообщение итс
  •   

  • Сочинение владимиро суздальское княжество

Н?И?Ашмаринён пурнё=.пе  пултарулах.? «Качи =ёви» хайлав жанр.: теми?

Воспитани т.ллев.% Н?И?Ашмаринён т.сл.х.пе усё курса ачасене ырё: усёллё .=сем тума хистесси: таса юрату хёватне .ненме хавхалантарасси?

П.л т.ллев.сем% Н?И?Ашмаринён пурнё=.пе тата .=.пе к.скен паллаштарасси: ученёй: ч.лхе=. =инчен каласа пама хёнёхтарасси?

Аталантару т.ллев.сем% +ыхёнуллё пуплеве: шухёшлава: тимл.хе: илемл. вулав хёнёхёв.сене  аталантарасси?

Урокра кирл. хат.рсем% Н?И?Ашмарин =инчен =ырнё к.некесен выставки: Н?И?Ашмаринён 17 томлё «Чёваш сёмах.сен к.неки»: компьютер: проектор: темёпа хат.рлен. слайдсем?

Усё курнё литератёра% 1?Чёваш литератури%Учебник-хрестомати%Вётам шкулён 9-м.ш класс. валли/ В?П?Никитин (Станьял) пухса-=ырса хат.рлен.?-Шупашкар%Чёваш к.неке издательстви:203?-319 с? 2? Краснова Н?А? Информаципе хутшёну технологий.семпе усё курса ирттерн. уроксемпе класс тулаш.нчи .=сем / Шупашкар% +.н. вёхёт: 2010? – 99с?

Слайдсен аннотаций.%

1-м.ш слайд% Урок теми?

2-м.ш слайд% Т.р.с вырна=тар?

3-м.ш слайд% Т.р.с вырна=тар (хурав)

4-м.ш слайд? Урокён шифрланё эпиграф.

5-м.ш слайд? Урок эпиграф.

6-8-м.ш слайдсем? Ашмаринён пурнё= =ул.

9-10-м.ш слайдсем? Ашмаринён .=.-х.л.

11-м.ш слайд? Ыйтусене хуравлёр

12-м.ш слайд? Ашмаринён ёс-хакёл еткер.

Урок юхём.?

I  Класа урока й.ркелени? (1-м.ш слайд)

II Урокён план.пе к.скен паллаштарни?

— Паян урокра эпир чёваш халёх.н мухтавлё ывёл. =инчен кала=ёпёр? Килти .=е т.р.сл.п.р: текстпа паллашёпёр? Т.рл. ыйтусем =ине хуравлёпёр?

III Урокён темипе т.ллев.семпе паллаштарни?

_ Николай Иванович Ашмарин – паллё т.пчев=.? ч.лхе=.: =ырав=ё? Урокра унён пурнё=.пе тата .=.семпе паллашёпёр: ун =инчен каласа пама в.рен.п.р?

IV Килти .=е т.р.слени? (Рольпе выляни)

1? — Хал. вара 19 .м.рти паллёрах =ырав=ёсене аса ил.п.р? Килте сир.н в.сенчен хёш.н =инчен те пулин каласа пама в.ренмелле пулнё? «Паллё =ынсем» вёййа выльёпёр% Эсир паллё =ынсем: пир.н пата хёнёна килн.: анчах палламалла мар тёхённё? Сире ыйтусем парса ачасем эсир камне п.лме тёрёш.=?

Ыйту т.сл.х.сем%

Эсир ё=та =уралнё?Ё=та сн.? Эсир м.нле халёх =ынни? Пурнё=а м.не халалланё?М.нле к.некесем =ырнё? М.нле юрёсем юрланё? М.нле вёр=ёра =апё=нё? тата ытти те?

2? – 19 .м.рти =ырав=ёсене хёйсен хайлав.семпе т.лме т.л вырна=тарёр? (2-3-м.ш слайдсем)

 С?М?Михайлов          Т.л.к

М? Федоров            Урмайкассем пёлханни

Василий Лебедев         Сунар=ён пу= пулнё-и

С?Чунтеров             Мул тупни

Никита Бичурин         Ар=ури

Ермей Рожанский        Пир.н йёх

V Урокён эпиграф.пе паллашни? (4-м.ш слайд)

—Усал .=пе ырё ят илейм.н? (5-м.ш слайд)

1? Ваттисен сёмахне вулани?

2? Ёнланнине т.р.слени?

VI Ашмаринён пурнё=.пе паллащни (6-10-м.ш слайдсем)

1? 63 стр? Ачасем хёйсем т.лл.н вуласа паллаша==.

2? Ыйтусене хуравлани (11–м.ш слайд)

VII Текст ум.нхи кала=у

Н?И?Ашмаринён ёс-хакёл еткер. икс.лми пуян? Вёл чёваш сёмахне: йёли-й.ркине: халёх чунне вит.рех курса тёнё? +акна «Качи +ёви» калав та аван кётартса парать?

«Качи +ёви» калава халёх халап. тёрёх илемлетсе =ырнё? Унти .=сем чёвашсем вырёс патшалёхне к.ричченех пулса иртн.? Анчах Качипе Мерчен юратёв. =инчен калани хал. те кивелмест? М.нщ.н? М.нш.н тесен юрату вилмест: м.нш.н тесен пурнё= юратупа илемл.?

VIII  Текстпа .=лени?

1? Словарь .=.

+ёва  — масар (кладбище)

,нтр.к –сумерки

2? Кётартуллё вулав (лайёх вулакан ачасем)

3? Ыйтусемпе .=сем

_ Качипе Мерчен сёнар.сене Нарспипе Сетнер сёнар.семпе танлаштарёр?

_ Юратёва тискер .=пе т.р.слеме юрать-и

_ Пу=а =име хушакан х.ре юратни вырёнлё-и

4? П.т.млетни?

Н?И?Ашмарин хёй.н калав.нче таса юрату хёватне мухтанё? Таса юрату хёватлё пулсан та тёван халёх: т.н: йёла =ине алё =.клеме юрамасть? Чёваш йёли-й.ркине п.леймен х.р хёй кил.штерекен качча ытла та хурлёхлё .= тума хушать? Хытё юратнипе минресе кайнё каччё апла тума юраманнине: телей усал .= тунинче маррине ёнлантарса параймасть: малтан в.=ертсе янё сёмаха тытма тёрёшать? Анчах м.н пулса тухр.?

 VIII Киле .= пани?

Хёвёр шухёшсене п.т.млетсе «Юратупа тупа» ятлё п.ч.к сочинени =ырёр?

Хамăр та,
тен, çак çирĕпленнĕ йĕркесене кулленхи
пурнăçра пит уясах каймастпăр. Сăмахран,
атьăр-ха пĕр ирхине вĕренекенсем шкул
алăкне еплерех уçса хупнине сăнаса
пăхар. Пĕри ав алăка хупас умĕн хыçалта
кам та пулин çук-ши тесе çаврăнса пăхать.
Хыçран кĕрекен пулсан, алăка тытса
тăрать, унăн сулăмĕ тивесрен ыттисене
ирттерсе ярать. Тепри вара, ашкăнма
юратаканни, ура вăйĕпе усă курать: пĕрех
кĕрĕслеттерет те алăка — вирхĕнсе кĕрсе
каять. Ун хыçĕнче кам та пулин пур-и е
çук-и — çаврăнса та пăхмасть, тепĕр çынна
сусăрлатма пултарасси шухăшлаттармасть
ăна. Пирĕн апла пулас марччĕ, хамăрта
сăпайлăх туртăмне аталантарса пырасчĕ.
Çыннăн çакăн йышши тыткаларăша пĕтермелле,
паллах. «Çивĕч ăс-хакăллă, таса
чун-чĕреллĕ, çирĕп вăй-халлă çитĕнес
тесен, ачамсем, чи малтанах сăпайлă
пулмалла, хутшăну-калаçура хамăра
ĕренкĕллĕ, тивĕçлĕ шайра тытмалла.
Çавăнпа та пĕр-пĕрне «сывлăх сунатăп»,
«тархасшăн», «тавтапуç», «каçар»
сăмахсене калама пачах та ÿркенмелле
мар. Мĕн пур йĕркеллĕ çын сăмахĕсем
вĕсем», — тет мана асанне.

Этемĕн çынлăх
шайĕнче çирĕппĕн тăрас тесен управлăха
хисепе хумалла. Управлăх — çут çанталăка,
сывлăха, çемье ăшшине, атте-анне пехилленĕ
ăс-хакăла тата хăв ĕçлесе пухнă пурлăха,
ача-пăчамăра, туслăх-юратăва упрани.
Çут çанталăк пире хăйĕн таса сывлăшĕпе,
куçпа виçейми илемĕпе, кĕреке тулли
çимĕçĕпе сăйласа ÿстерет. Эпир унран
çирĕп сывлăх илетпĕр. Çавăнпа ăна пирĕн
куç шăрçине упранă пек сыхламалла,
юратса пăхмалла. Тавралăха таса тытмалла,
çÿп-çаппа, тĕрлĕ каяшпа варалама памалла
мар. Анчах çыннăн сывлăхĕ епле пуласси
хăйĕнчен те килет мар-и? Ăна укçапа сутăн
илме çук теççĕ вĕт-ха ваттисем. Хăйне
хăй хисеплекен çын эрех-сăрапа супса,
пирус-наркотикпа иртĕхсе, вылянчăк
туйăмсенеирĕке ярса пурăнмасть, ÿт-пĕвĕпе
ăш-чикне пусмăрламасть, чир-чĕре çывăха
ямасть.

Типтерлĕх —
çынлăхăн тепĕр енĕ. Хăйĕн сывлăхне
упракан çын типтерлĕ те таса тумтирпе
çÿрет. Кил-çурчĕпе пÿрт ăш-чиккийĕ те
типтерлĕ. Ачи-пăчи те типтерлĕ, таса.
Хăйĕн ĕçне те тирпейлĕ те таса, тĕплĕ
те çыпăçуллă тăвать. Кашни япала хăй
вырăнĕнче. Пăхсан — кăмăл тулать. Ĕçне
те вĕçне çитермесĕр пăрахмасть. Пурлăхне
те тĕлли-паллисĕр сапаламасть. Ваттисем
пуçтарма çулталăк, салатма — пĕр талăк
тенине асрах тытать.

Типтерлĕ
çыннăн вара ĕçчен пулма тивет. Кунĕн-çĕрĕн,
тепĕр чух ларса канмасăр, тăрăшса вăй
хумасăр пулмасть вăл типтерлĕхпе
тирпейлĕх. «Ĕç — пурнăç тыткăчи»,
«Ĕç — пурнăç илемĕ», — теççĕ ваттисем.
Чăнах, ĕç çынна илем кÿрет, мухтава
кăларать. Тирпейлĕ ĕçлекен çыннăн
сывлăхĕ те çирĕп. Унăн сывлăхшăн сиенлĕ
айкашусемпе аппаланма вăхăт çук. Хăй
ĕçлесе мул пухнă çын тепĕр çыннăнне
нихăçан та хапсăнмасть, мĕншĕн тесен
вăл ĕç хакне пĕлет. Вăрласа янтă тупнă
мул çынна нихăçан та телей кÿмест. Е вăл
ăна самантрах çухатать, е инкекĕ хăйне
çаврăнса килет — хăйне çапса-вĕлерсе
пăрахаççĕ-и, тĕрмене çакланать-и…

Çыннăн тепĕр
ырă енĕ вăл — яваплăх. Яваплă çын хăйĕн
çут çанталăк умĕнчи тивĕçне туять: тăван
çĕре хисеплет, йывăç лартать, çырма-çатрана
сарăлма памасть, тавралăха вараламасть.
Яваплă çын хăй сывлăхне упрать, сывлăхлă
çын — çĕр-шыв тĕрекĕ пулнине асра тытать.
Ашшĕ-амăшне пăрахмасть, вĕсен ятне
ямасть, ачи-пăчине тĕрĕс-тĕкел те
патшалăхăмăра юрăхлă çын туса ÿстерет.
,мĕрĕпе ĕçлесе пухнă мула салатмасть —
ун çумне тата хушса пырать. Хăй хыççăн
хăйĕн ĕçне малалла тăсакан йăх-ăру
хăварать.

Çыннăн чăн-чăн
сăпатне кăмăл палăртать. Уçă кăмăллă
çын çынпа куçран пăхса ăшшăн калаçать,
хăйĕн шухăшне ним пытармасăр, чееленмесĕр,
тарăхмасăр-кулмасăр тÿррĕн палăртать.
Ун пек çынпа калаçма та кăмăллă.
Тараватлăхĕ те иксĕлми. Килнĕ хăнана
сĕтел хушшине лартса сăйламасăр кăларса
ямасть. Инкекпе-йывăрлăхпа хуçăлнă
çынна ăшă сăмахпа йăпатать çеç мар, мĕн
пур пурлăхĕпе, укçи-тенкипе пулăшма
тăрăшать. Хăйĕн пуянлăхĕ çук пулин те.
Чун-чĕри çапла унăн: çыннăн мĕн ыратать,
ăна мĕн шухăшлаттарать, вăл мĕнле
асап-нуша тÿсет — пурне те сисет, пулăшма
васкать.

Пуринчен
ытла этемĕн çынлăх шайне чун тасалăхĕ
кăтартса парать. Çынран, чĕр чунран
кулакан, мăшкăллакан, чĕрĕлĕхе таптакан
çынсем таса чунлă пулма пултараймаççех.
Çăткăнлăха, ултавпа суялăха парăннă
çынсенчен çĕр çинче ырă ĕç тăвасси
пулмĕ. Чун тасалăхĕ вăл çут çанталăка,
этеме хирĕç усал ĕç туманни, ăна ырă çеç
сунни. Таса чунлăçыннăн шухăшĕ те ырă,
ĕçĕ те пархатарлă. Ашшĕ-амăшĕн ятне те
çĕртмест, тус-тантăшне, юлташ-ĕçтешне
те сутмасть, Тăван çĕр-шывне те юратса
хисеплет. Укçапа мулшăн чунĕпе усала
парăнмасть, мĕншĕн тесен уншăн чи хакли
— чунĕ çылăхсăр пулни.

Чăваш
литературинчи сăнарсенчен хăшне чăн-чăн
çын теме пулать? Константин Ивановăн
Сетнерне илер-ха акă. Чăн-чăн арçын вăл.
Унăн икĕ аллипе вĕри чĕри кăна пулсан
та, эпир ăна юрататпăр, унăн инкекĕ-асапĕшĕн
кулянатпăр. Хамăр пурнăçра пулсан —
сăмахпа та пулин пулăшнă пулăттăмăр.
Вăл таса юратупа хĕмленсе пурăнать,
вăй-халĕ çитнĕ таран пĕр ят ани çинче,
лаша кÿлсе, çĕр ĕçĕпе тимлет, хăйĕн ватă
амăшне чыслăн пăхать, кÿршĕ-аршăпа,
пĕтĕм ял-йышпа килĕштерсе ĕмĕрлет. Камăн
та пулин инкек-синкек сиксе тухсан,
вĕсене пулăшма васкать. Çакăн пек
чун-чĕреллĕ пулнипе ĕнтĕ вăл хăй савнине
çичĕ юта сутса яракан, хăйне хаяррăн
ылханакан Нарспин ашшĕ-амăшне вăрă-хурах
çаратма пырсан та иккĕленсе тăмасть —
ватă çынсене хăтарма васкать, анчах тан
мар çапăçура пуçне хурать.

Илпек Микулайĕ
калăпланă Тухтар сăнарĕ тата! Вăл, ялти
чухăн çын ачи, хăр тăлăха юлнăскер,
кĕтÿçĕре тăрмашать. Çав вăхăтрах хăй
йыснăшĕн, Шерккейĕн, хуçалăхне тытса
пыма пулăшать. Лешĕ ăна тарçă вырăннех
тыткалать пулин те. Уншăн вăл кÿренмест,
мĕншĕн тесен ĕçлекен çын нихăçан та хур
курман. Йыснăшĕн хуçалăхне кăна мар,
Элентей пулăшма ыйтсан, ăна та пулăшма
васкать. Тата хăйĕн тăван ашшĕ-амăшĕн
вучахне те сÿнтермест вăл — унтан йыснăшĕ
патне пуçĕпех куçса каймасть, хуçалăха
çирĕп ура çине тăратма, çемьеллĕ пурнăçпа
пурăнма ĕмĕтленет. Алли-ури те çыпăçуллă:
кĕсле ăсталать, савнийĕ валли арча
тăвать… Чунĕ те пуян унăн: илемлĕ кĕвĕсем
калама пĕлет. Инкек сиксе тухсан та
№юратнă савни ирсĕр мăшкăла тÿсеймесĕр
шыва сиксе вилет№ хуçăлмасть. Хăй тĕллĕн
хулана пурăнма куçать, вулама-çырма
вĕренет. Юлашкинчен халăха ертсе пыракан
хăюллă та çирĕп çын пулса тăрать.

«Хура
çăкăр» романри Элентей вара — чăн-чăн
чăваш хресченĕн сăнарĕ. Çынсемпе
килĕшÿллĕ пурăнма тăрăшаканскер, ăна
тăтăшах пĕр-пĕр çыншăн кĕрешнĕ йывăр
ĕçре — вăрман кăларнă çĕрте, тимĕр туптанă
е лашапа çÿренĕ чухне курма пулать.
Кăмăлĕ унăн уçă та ырă, ăсĕ çивĕч,
тавçăруллă. Пурнăçне хăй мехелĕпе
çĕклесе пырать. Çынна та усă кÿме, ырă
тума хавас. Çынсемпе ялан сăпайлă, çын
сăмахĕ хыççăн кайса пĕтĕмлетÿ тумасть,
ырă çыншăн тем тума та хатĕр. Пиччĕшĕ
хăйĕнчен ютшăнать пулин те, ăна пÿрт
лартнă чух вăрман касса кăларма пулăшать.
Хăй тăванне чи малтан хăй ăнланма
тăрăшать, çийĕнчех çилленсе лартмасть.
Ун йăлинче çынна куç хыçĕнче çисеайăпласа
çÿресси çук. Çын пирки нихăçан та
иккĕленмест. Тÿрĕ ĕçпе пурăнсах пурлăхĕ
те хăйне пурăнмалăх çитет, çăкăр-тăвартан
татăлмасть, янттине хапсăнмасть. Халăх
ĕмĕтне тивĕçтерекен чăн-чăн сăнар вăл.

Çакăн йышши
çынсем пирĕн пурнăçра ытларах пулсан
пит аванччĕ. Çĕр çинче çынна
пусмăрлакан-вĕлерекен, тĕнчене
вăр-çă-харçă çулĕпе яракан, аркатупа
ишĕлчĕк çырмине йăвантаракан çынсем
сахал пулĕччĕç. Вара тавралăх та, тĕнче
те илемлĕ пулĕ, çынсен питĕнче савăнăçпа
телей кулли çеç çиçĕ.

ЮЛТАШУ
ХĂВĂНТАН ПУЛТĂР МАТТУР

Ирĕклĕ темăпа
çырнисем 08.06.2009, 19:23

Сочинени
эпиграфĕ: «Юлташ лайăх пулсан ĕмĕр
иртни сисĕнмест». Ваттисен сăмахĕ.

«Юлташсăр
пурнăç çук», — тенĕ пирĕн ватăсем.
Çынпа çын калаçать, паллашать, хутшăнать,
туслашать. Пурнăç йĕрки çапла. Кампа та
пулсан чуна уçса калаçмалла-çке, кама
та пулсан чĕрери вăрттăн шухăшсене
каласа кăтартмаллах, кампа та пулсан
хуйха-суйха, савăнăç-хаваслăха пĕрле
пайламаллах, йывăрлăхра камран та пулсан
пулăшу ыйтмаллах. Апла пулсан, çыннăн
чунĕ хăех ыйтать — ун çумĕнче ăна ăнланакан
çывăх тус-юлташ кирлĕ. Вăл шанчăклă, ырă
чунлă, ĕçчен, хастар та маттур пулмалла.
Усал та кĕвĕç чунлă, чăркăш та юлхав
юлташран ним усси те çук. «Юлташ тени
хăвăнтан лайăх пултăр», — теççĕ. Лайăх
юлташпа пĕрле çÿреме те кăмăллă, калаçма
та шанчăклă, пурăнма та хаваслă. Çывăх
тусу кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пуянрах
пулни хăвна та ун пек пулма хистет. Хăв
та ырри, илемли, лайăххи патне туртăнатăн,
чунпа пуянланса, кăмăлпа çĕкленсе
пыратăн. Вара санăн кулас-савăнас,
ĕçлес-ĕмĕтленес, çут тĕнчепе киленсе
пурăнас килет. Юлташу саншăн тем тума
та хатĕр пулнине, йывăр вăхăтра
пулăшма-йăпатма пултарнине пĕлсе-сиссе
тăратăн пулсан — каç выртсан та канлĕ
çывăратăн, ир тăрсан та лăпкă çÿретĕн.
«Юлташлăхра телей иккен-мĕн, илем
юлташлăхра кăна», — тенĕ чăвашсен
паллă поэчĕ Митта Ваçлейĕ.

Эпĕ хама
телейлĕ тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен
манпа юнашар ăслă та ырă кăмăл-туйăмлă
юлташ пур. Мĕншĕн килĕшет-ха вăл мана.
Унăн çи-пуçĕ яланах таса та типтерлĕ,
чĕлхи çыпăçуллă, хăйне мăн кăмăллă
тытмасть, кирек кама та пулăшма хатĕр.
Эпĕ ун çине пăхатăп та тĕлĕнетĕп —
ашшĕ-амăшĕ ăна чăнах та чĕкеç чĕлхи
пилленĕ, чăн-чăн чăваш чунĕ парнеленĕ.
Унпа тĕл пулса калаçсассăн хăв та ырă
енне туртăнатăн, ун пек пулма тăрăшатăн.
«Ырра курсан ырă пулăн, усала курсан
усал пулăн», — теççĕ ваттисем. Çавăнпа
та çыннăн пĕрмаях ырришĕн çунмалла.
Тус-тантăшăма кура хам та ырăпа усала
уйăракан пултăм. Юлташăм умĕнче киревсĕр
сăмахсемпе калаçма та, çăмăлттай
шухăшсене палăртма та, вăхăта усăсăр
ирттерме те, хама илемсĕр тыткалама та
намăс. Манăн çитменлĕхсене, йăнăшсене
тÿрех асăрхать, юлташла, пĕр кÿрентермесĕр
асăрхаттарать.

Аттепе анне
те, йăмăкпа шăллăм та ăна питĕ юратаççĕ,
эпĕ чăн-чăн тус тупнăшăн савăнаççĕ.
Хăйсем инçетри тăвансем патне хăнана
каяс пулсан та, пире, тусăмпа иксĕмĕре,
кил-çурта, хуçалăха пăхса тăма шанса
хăвараççĕ. Ун пек чухне вара эпир
пĕр-пĕринпе тăраничченех калаçатпăр,
тем тĕрлĕ ыйту та хускататпăр, малашнехи
пурнăç еплерех пулассине тĕшмĕртме
тăрăшатпăр.

«Юлташ ют
мар, çăкăр ыйтсан, хирĕç мар», — тенĕ
ватă çынсем. Манăн ырă тусăм та маншăн
ют мар, вăл çывăхран та çывăх. Эпĕ ăна
икĕ-виçĕ кун курмасанах питĕ тунсăхлатăп,
чуна темĕн çитмен пек туйăнать. Çавă
пуль ĕнтĕ вăл çирĕп туслăх тени.

Паллах, хăвна
ăнланакан тус-юлташ çумра пулсан пурнăç
илемлĕрех те, туллирех те. «Кампа
туслашан, çавăн пек пулан», — теççĕ.
Ку тĕрĕс сăмах. Юлташу хăвăнтан япăхрах
пулчĕ пулсан, унăн витĕмĕпе хăв та çав
шая анса ларатăн. Ун пек чухне вара хăвăн
çирĕпрех пулмалла, ун еккипе каяс çук,
ăна хăвна май çавăрмалла, хăвăн тĕслĕх
парса тăмалла.

Тусран нумай
килет çав. Эрех-сăра ĕçекен, пирус
туртакан çамрăксемпе туслашса кайсан,
хăв та вĕсен серепине кĕрсе ÿкетĕн. Кĕме
çăмăл, тухма йывăр. Пĕрре туртма-ĕçме
вĕренсен — ку чиртен хăтăлма питĕ хĕн.
Туссем те тĕрлĕрен пулаççĕ çав. Ахальтен
каламан ĕнтĕ: «Юлташсемпе туслаш та,
куçна ан хуп», — тесе. Тус-юлташа та
тĕрĕс суйласа илме пĕлмелле иккен. Атту
пуçна çухатăн. Çакна пурте ăнланасшăнах
та мар. Кам хăйне каппайтарах, мăнаçлăрах,
сĕмсĕртерех тытса çÿрет, çавăнпа туслашма
тăрăшаççĕ — ун хÿттинче пуласшăн. Анчах
кун пек юлташ самантлăха çеç, вăл ытларах
хăйне хисеплет иккен. Ыттисем вара — вăл
мĕн хушнине пурнăçласа тăраканнисем
кăна. Вăл юлташ мар, вăл хăйне май
«пуçлăх». Çакăн пек «пуçлăхсен»
аллине лекесрен те хăрамалла, сыхланмалла,
ун пек «туссенчен» аякра тăмалла.
«Юлташ ăсне пĕл те, пĕрле Мускава
кай», — тесе тĕрĕсех каланă ватăсем.

Чăваш
литературинчи сăнарсенчен те тĕслĕх
илме пулать вĕт-ха. Петр Осиповăн «Айтар»
драминчи Сентиерпе Улай — чи шанчăклă
туссем. Сентиере пулăшас, вилĕмрен çăлса
хăварас тесе Улай хастаррăн кĕрешет,
хăй тусне Айтар мăшкăлĕ пулма памасть.

Александр
Артемьевăн «Салампи» повеçĕнчи
Салампипе Лена та — çывăх туссем. Салампи
хăйĕн иртнĕ пурнăçĕ çинчен ним пытармасăр,
тĕпĕ-йĕрĕпе Ленăна каласа парать. Çав
вăхăтра ăна Лена çеç ăнланассăн туйăнать.
Йывăр самантра Салампипе юнашар шанчăклă
хĕр тусĕ пулни ăна хăват парать, ырă
ĕмĕт-шухăшпа пурăнма хавхалантарать.
Раиса Сарпи çырнă сăвă йĕркисем те
пĕр-пĕринпе туслашса пурăнмалли çинчен
калаççĕ.

Тăванлăх —
çынлăх,

пĕрне-пĕри

акам тăвар,

туслашар.

Пĕрле

усаллăха
çĕнтерме

çăмăлрах
пулĕ

пире.

Туссăр çын
— туратсăр йывăç. Туссăр çын — çунатсăр
кайăк. Туссемсĕр пурнăç кичем те салху.
Çĕр çинчи кашни çын туслăха тивĕçлĕ.
Анчах та туслăха укçапа илме çук. Туссене
чун ыйтнипе, чĕре килĕштернипе суйласа
илмелле.

Митта Ваçлейĕ
хăйĕн юратнă тусне, Петĕр Хусанкая,
халалласа çырнă сăвă йĕркисем пирĕн
асран ан тухчăр:

Вăй параттăн,
ывăнса çитсен,

Сас параттăн,
шухăша кайсассăн,

Е хĕвеллĕ
çумăр пек ачашшăн

Ислететтĕн,
чун типсе килсен…

Ахаль мар эп
тайăлса каласшăн:

Чăвашсен пĕр
лайăх сăмах пур —

Юлташ пултăр
хăвăнтан маттур!

ЭТЕМ
ЭТЕМЕ АН ПУЛТĂР ЫТЛАШШИ

Ирĕклĕ темăпа
çырнисем 07.06.2009, 20:51

Сочинени
эпиграфĕ: «Этем пурте пĕр — вырăс та,
тутар та, чăваш та, мăкшă та». Каларăш.

Çакă çутă
тĕнчере

Вăйли çук та
этемренĕ

Шывсем çинче,
çĕр çинче

Хуçа пулса
вăл тăрать, —

тенĕ чăвашсен
паллă классикĕ Константин Иванов поэт,
этемĕн çĕр çинчи шăпи çинчен тарăннăн
шухăшласа.

Чăнах, этеме
пурăнма Турă пилленĕ Çĕр чăмăрĕ çинче
унран вăйли те, ăсли те, пултарулли те
çуках. Çакăн пек мехеле ăна çут çанталăк
хăй парнеленĕ.

Мĕнре-ха
этемĕн çĕр çинчи пурнăçĕн тивĕçĕ? Ăна
вăл епле пурнăçласа пырать?

Этем çĕр çине
вăхăта ирттерме мар, çак çут тĕнчери
пурнăçа — пурлăх никĕсне, ăслăлăха, илеме
малалла аталантарма çуралнă. Пирĕн
йăх-несĕлсем туса хăварнă пурлăха татах
пуянлатмалла, ку таранччен аталаннă
ăслăлăха çĕнĕ шая çĕклемелле, культурăпа
искусствăна çÿллĕ пусăма хăпартса
пурнăçа тĕрлĕ енлĕ илемлетмелле.
Юлашкинчен хамăра тивĕçлĕ йăх-ăру
хăвармалла. Çакă пулать те этемĕн çĕр
çинчи тĕп тивĕçĕ.

Анчах пурăнан
пурнăçра эпир çак пысăк тĕллевсем çинчен
шухăшласах каймастпăр. Ытларах кулленхи
пурнăç урапи саккунлăхпа йăла-йĕркери
хутшăнура, кил-йышпа ял-йыш хушшинче,
тĕркешÿпе хĕвĕшÿре, ĕçпе канура иртет.
Çын ретĕнчен тухса ÿкес марччĕ, ытларах
чухне ыттисенчен кая юлас марччĕ, май
килсен мала та ÿкесчĕ текен шухăшсемпе
вăхăта ирттеретпĕр. Хырăм тутă пултăр,
çире çĕтĕк тумтир ан пултăр, ача-пăчамăр
ырă-сывă ÿссе чипер çын пултăр, ватлăхăмăр
канлĕ те чыслă ирттĕр тетпĕр тата.

Этем шăпи
этемренех килмест мар-и? Этем этеме ыр
сунать е усал сĕнет. Ура хурать е такăнса
ÿксен тăма пулăшать. Çынпа çын хушшинчи
хутшăнăва чăваш литератури епле
сăнлать-ха?

Тăван
литературăмăр ку темăна чылай хускатнă,
вăл тĕп вырăнта тăрать тесен те йăнăш
мар. Акă, илер-ха паллă чăваш классикĕсем
калăпланă Нарспи, Пинерпи, Селиме
сăнарĕсене. Вĕсем хăйсен кĕске пурнăçĕнче
мĕн кăна тÿсмеççĕ пулĕ. Нуша кăтартаканнисем
те юнашар пурăнакан çывăх çынсемех-çке-ха.
Нарспи ашшĕ, «пĕтĕм ялта пĕр пуян»
Михетер, хăйĕн хĕрне хăй пурлăхĕн пĕр
пайĕ пек туяканскер, ăна чун савнийĕнчен
уйăрса мул ÿстерме пулăшакан япала
вырăнне парса ярать. Ăна «çичĕ ютра»
тăван хĕрĕ епле пурăнни кăсăклантармасть
те. Лешне этем чури вырăнне тытаççĕ
пулин те. Пинерпине те тăван ашшĕ Ахтупай,
çĕрме пуянпа пĕрлешсе хурăнташланас
ĕмĕтлĕскер, хĕрне вăйпах, хăй килĕштернĕ
савнинчен уйăрса, сăхă та хаяр, усал
чунлă çынна «парнелет». Лешĕ,
тахçанах этем чаракĕнчен тухса кайнăскер,
Пинерпине чура вырăнне те мар, йытă
вырăнне хурать — кăкарса усрать,
мăшкăллать, юлашкинчен чиксе пăрахать.
Çăткăн чунлă Шерккей вара, пуян çынсен
ретне кĕресшĕн тапаланса, хăй хĕрне
сутмаллипех сутать. Лешсем вара — чунилли
тейĕн. Селимене усрав выльăх вырăнне
тытаççĕ — хупса лартаççĕ те — кирлĕ пулсан
çитереççĕ, кирлĕ мар пулсан шыв та
памаççĕ. Ултавпа суяна пула тăнран
кайнă, тискерлĕхе чăтаймасăр ниçта
кайса кĕреймен Селиме шыва сиксе пурнăçне
татать.

Сергей
Ялавинăн «Çул çинче» калавне илер-ха
тата. Этем сăн-сăпатне çухатнă Эрхип
«лĕпĕш пек шурă хĕр» Ульккаç çине
шăши тухнине сыхласа выртакан хура
кушак пек сиксе ÿкет. Ăна, виçĕ кунтан
качча тухма пуçтарăннăскере, çĕнĕ пурнăç
пуçлама хавхаланнăскере, выçă хурчкалла
пусса ÿкерет, мăшкăллать. Вара намăса
чăтайман пике çакăнса вилет. Этем мар
теççĕ халăхра Эрхип пеккисене. Выльăх
туйăмĕ шайне анса ларнă чун кăна вĕсем
пеккисен. Чĕри вырăнĕнче — чул. Пуçĕ
вырăнĕнче — арпалăх. Катемпи — пĕр сăмахпа
каласан.

Александр
Артемьев калăпланă сăнарсем — Валентин
Актаевпа Варсун Аюхин («Симĕс ылтăн»)
— ачаран пĕрле ÿссе çитĕннĕ тантăшсем.
Анчах çынпа çын пĕр мар çав. Валентин
Актаев этемлĕхе ирсĕр чуралăхран çăлса
хăварас тесе тÿрĕ кăмăлпа, хастар
хăюлăхпа Тăван çĕр-шывăн тăшманĕсемпе
çапăçать пулсан, Варсун Аюхин хăй
пурнăçне, хăй пуçне сыхласа хăварасшăн
тимлет, çав хушăрах ырă чунлă çынсене
таптать, ура хурать. Хăравçă та мĕскĕн
Варсун çапăçу хирĕнче аманнă Валентина
тăшман аллине пăрахса хăварать. Куншăн
вăл кулянма мар, савăнать те тейĕн. Яла
таврăнсан Валентин фашистсем енне хăй
ирĕкĕпе куçнă тесе сăмах сарать. Çапла
майпа Валентина шывпа çуса тасатма çук
пылчăкпа варалать. Ку та çитмест ăна —
Валентинăн савнине — Нинăна та вăйпа
туртса илесшĕн вăл. Ырă-сывă юлнă, хăйĕн
чыслă ятне тавăрнă Валентин тăван килне
таврăнсан та ăна ура хума пăрахмасть.
Тăвайккинчен чакса анма пуçланă йывăр
çăклă урапа айне лекнĕ Валентина куçпа
курса тăрсах инкекрен хăтармасть, ăна
çапла майпа иккĕмĕш хут вилĕм сунать.
Акă мĕнле вăл этем сăн-сăпатне çухатнă
çын. Ун пеккисенчен çур çухрăмран пăрăнса
иртмелле иккен.

Шел пулин
те, патшалăхăмăр историйĕнче те этем
этеме хисепе хуман вăхăтсем пулнă çав.
Сталин кульчĕ вăхăтĕнче, сăмахран,
пиншер çынна, уйрăм çын шухăшĕ пуç пулса
тăнипе усă курса, тĕрме-лагерьсене
ăсатнă. Ним айăпсăр тап-таса чунлă çынсем
саманан ирсĕр атти айне пулнă. Çав шута
чăваш писателĕсемпе поэчĕсем те лекнĕ
— Петĕр Хусанкай, Митта Ваçлейĕ, Нестер
Янкас, И. Максимов-Кошкинский… Хăш-пĕрисем
ырă çынсем пулăшнипе вилĕмрен аран-аран
хăтăлса юлнă. Митта Ваçлейĕ вара вун
çичĕ çул хушши чĕрĕ тамăкра нушаланнă
— юратнă мăшăрĕнчен, ачисенчен, çывăх
тăванĕсенчен уйăрса янăскер, лашман-чалтунра
çÿренĕ вăл. Ирĕклĕхсĕр, танлăхсăр,
тăванлăхсăр инçетри тăрăхра чунне
пусмăрланă унне. Çынлăхран кăларасшăн
пулнă. Анчах, телее, вăл парăнман.
Çамрăклăхĕ-пултарулăхĕ çунса кайнă
тепĕр ырă çын — Нестер Янкас — çак юнлă
тамăкран хăтăлайман та. Пуçĕпех пĕтнĕ.
Вилни çинчен калакан хутне те тăванĕсем
вуншар çул иртсен çеç илнĕ. Виçĕ ачи
вара, Сетнер, Валери тата Роза, халăх
тăшманĕсем тесе ăшă хваттертен сивĕ
урама амăшĕпе пĕрле кăларса ывăтнăскерсем,
выçăпа хавшаса шăнса вилнĕ.

Çак çынсен
пĕртен-пĕр «айăпĕ» те — Тăван çĕр-шыва
чун-чĕререн юратни, çав юратăва ирĕккĕн
те уççăн, хăйсемле — поэзи сăмахĕпе
палăртма пултарни. Халăхшăн, патшалăхшăн,
çынсемшĕн вĕсем нимĕнле япăх ĕç те
туман. Пĕтĕм çĕр-шыва эсрел ярса илнĕ
тейĕн. Кам пуç пĕкмест — ăна çак усал вăй
çавапа пуç касса каять… Хресчен-и,
рабочи-и, инженер-и, тĕпчевçĕ-и, пултаруллă
артист-режиссер-и, хастар ертÿçĕ-и вăл
— суйласа тăман ахăр саманан тискер те
юнлă урапи.

Паянхи
саманара, паллах, кун йышши пăтăрмахсем
çукĕ. Анчах урăхла йышшисем вăй илчĕç.
Усал шухăшлă çынсем вăрттăн пĕрлĕхе
пуçтарăнаççĕ те таса ĕмĕтлĕ çынсен
пурнăçне, ĕçĕ-хĕлне, туртăм-хавалне
таптаççĕĕ Криминал тĕнчине парăннă,
укçапа мулшăн чунне сутма хатĕр çынсем
уйрăм çынсене тапăнаççĕ, хваттерĕсене
çаратаççĕ, хăйсене вĕлереççĕ. Вĕсемшĕн
ку вăйă тейĕн. Вăл кăна та мар. Киллер
текен тискер çынсем укçашăн, пуç пулса
тăрассишĕн этем пурнăçне кирек хăçан
та татма пултараççĕ. Этем тискер кайăка
— хаяр кашкăра тухрĕ мар-и? Çак ирсĕр
çынна та амăшех çуратнă вĕт-ха. Вăл унран
ырă çын тумах ĕмĕтленнĕ пуль. Анчах вăл
çĕр çинчи этемлĕхе аталанма пулăшас,
вăй хурса тата тар юхтарса хăй пурнăçне
килĕшÿллĕ йĕркелес вырăнне этем йышĕнчен
тухса ÿкет. Кам айăплă çакăншăн? Тен,
эпир унăн амаланакан пултарулăхне
асăрхаман, ăна аталанма, çунат сарма
пулăшман? Тен, ырă сăмахне ытларах калас
вырăнне усаллине нумайрах каланă? Ырра
ырă çуратать, усала — усал тесе ахальтен
каламан-тăр халăхра.

Юлашки вăхăтра
халăхсем хушшинчи туслăха аркатакан
-çĕмĕрекенсем нумайланчĕç. Усал шухăшлă
террористсем тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче
хăйсен политикăлла тĕллевĕсене пурнăçа
кĕртес тĕллевпе бомбăсем хураççĕ,
çуртсене сирпĕтсе яраççĕ, самолетсене
тытса илсе ÿкереççĕ — ним айăпсăр ырă
çынсен пурнăçне татаççĕ. Раççейĕн Мускав
тата ытти хулисенче Чечен вăрçине вут
тĕртнĕ террористсем миçе çурт ишсе
антармарĕç-ши? Лăпкăн, тĕлĕк курса
çывăракан миçе пĕчĕк ача-пăча, яш-кĕрĕмпе
хĕр упраç, хĕрарăмпа арçын пĕтрĕ унта,
хăйĕн çутă малашлăхне çухатрĕ. Израильте
тата ĕçе е ĕçрен киле васкакан çынсемпе
ларса тулнă автобуссене террористсем
сывлăша сирпĕтсе яраççĕ. Афган вăрçине
вут тĕртнĕ террористсем Америкăри пысăк
суту-илÿ çуртне самолетпа пырса çапни
куç умĕнчех. Виçĕ пин çынна яхăн пĕтрĕ
пĕр самантра. Ашшĕ-амăшĕ — ывăлĕ-хĕрĕсĕр,
вĕсен мăшăрĕсем — упăшкисĕр-арăмĕсĕр,
ачисем — ашшĕ-амăшĕсĕр, мăнукĕсем —
асламăшĕ-аслашшĕсĕр е куками-кукаçисĕр
тăрса юлчĕç. Политикăра татса паман
ыйтусемшĕн вĕсем пĕртте айăплă мар.
Айăплисем — çак тискер ĕçе йĕркелесе
тăвакансем, этеме этем вырăнне
хуманскерсем. Вĕсем валли çĕр çинче
чĕрне хурилĕх вырăн та пулмалла мар.

Этем пурте
пĕр — вырăс та, тутар та, чăваш та, мăкшă
та… Эпир пурăнакан çак çутă тĕнчери
пурнăç питĕ кĕске. Сисейместĕн те —
ачалăх иртет, унтан — çамрăклăх, кайран
— çулланнă вăхăтпа ватлăх. Вилес умĕн
тин çын шухăшлама пуçлать — мĕнле те
пулин ырă йĕр хăварайрăм-ши эпĕ. Пурнăç
никĕсĕ вара виçĕ çирĕп чулран тăрать
теççĕ — ырă шухăш, ырă сăмах, ырă ĕç. Ытти
пĕтĕмпех усаллăх. Этем хăйĕн ĕмĕрĕнче
çут çанталăк ырлăхĕпе пуянлăхне сыхласа
упрама, тăван-хурăнташа юратса чыслама
тата хăй таврашĕнчи мĕнпур çынна
хисеплесе пурăнма, тимлĕ ĕçпе пурнăç
тытма тăрăшать. Çаксем пĕр-пĕринпе
çыхăннă виçĕ пысăк юрату. Вĕсем çынна
таса та йĕркеллĕ пурăнма, тăвансене,
кил-йыша, ял-йыша, тăван халăха ырă тума,
упрама, хисеплеме, ăруран ăрăва йыш
хушса нумайланма, пилленĕ тата тупа
тунă сăмаха çирĕп тытма, тăван çĕр-шывшăн
тăрăшма хистеççĕ. Çак идейăна чăваш
литературинче Салампи сăнарĕ пит çывăх.
Унăн шухăш-ĕмĕчĕ те кăмăлĕпе пĕр майлă
— çынна япăх ан пултăр, хăйне йывăр пулсан
та. Вăл чăн-чăн гуманист. Хăйне, урампа
иртсе пыраканскере, вăрçă вучĕ витĕр
тухса ашшĕ-амăшне çухатса тăлăха тăрса
юлнă вырăс ачи амăшĕ вырăнне хурса
чĕнсен, вăл чăтаймасть — ăна ырă тума
васкать, хăй çумне хÿтте илет — лăпкать,
ачашлать, вĕрентет, ăс парать… Тата
Муза ун çинчен темĕн тĕрлĕ элек сарать
пулсан та, вăл ăна хирĕçле пĕр киревсĕр
ĕç те тумасть. Çынна усал сунманскер,
чипер тыткаларăшĕпе, ырă шухăшлă та
пархатарлă ĕçĕпе хăй ун пек маррине
унсăрах аван кăтартса парать.

Сыватайми
чирлĕ-и, уксах-чăлах-и, ăсран тайăлнă-и,
чĕлхесĕр-и, хăлхасăр-и, суккăр-и — пурте
çын, пурте тăван. Вĕсене пурне те
юратмалла, хисеплемелле, чыс тумалла.
Мĕншĕн тесен çĕр çине килнĕ кашни чун
— пирĕн пуянлăх, пирĕн ырлăх, пирĕн тупра.
Çавăнпа хамăн шухăша самана таппин
шелсĕр авăрне ÿксе шар курнă Митта
Ваçлейĕн сăмахĕсемпе вĕçлесшĕн-

Нумай та
пĕтет, сахал та çитет,

Тату пурнăçа
элле мĕн çитет?

Пурри вăл —
пĕрле, çукки — çурмалла,

Тата, тăвансем,
мĕнле пулмалла?

Ăс патăр
ватти, вăй патăр яшшиĕ

Этем, этеме
ан пул ытлашши…

Тепĕр хут — юрату çинчен…

14 Мая, 2015

Юрату çинчен кунĕн-çĕрĕн пĕр чарăнми калаçма пулать, мĕншĕн тесен юрату çĕр çинчи чи хăватлă, чи илемлĕ, чи çепĕç туйăм. Вăл çынна пурăнма, ĕçлеме вăй парать. Çапла, юрату çинчен эпир сăмах çăмхине кăмăлтан сÿтетпĕр, пăшăл пăтти пĕçеретпĕр. Уйрăмах сăлтавĕ пур пулсан. Сăлтавĕ вара чăнах та пур, йĕркесен хушшинчине вулама çеç ан ÿркенĕр. «Чуна уçса калаçар» рубрикăн паянхи хăни виçĕ çул каяллах интервью пама шантарнă тусăм, паллă юрăç, тăрăшулăхĕшĕн ЧР Патшалăх Канашĕпе ЧР Культура министерствин Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ тĕрлĕ конкурс лауреачĕ, Чăваш Енри эстрада артисчĕсен союзĕн ертÿçи Алина ФЕДОРОВА.

— Алина, килĕшетĕн пуль: кашниех икĕ çыннăн çутă юратăвĕпе тĕвĕленсе тĕнчене юратма çуралать. Çак телей санран та пăрăнманах ĕнтĕ.

— Аттепе аннене те юрату çеç çывăхлатма пултарнă — ара, атте аннерен ытла та аслă пулнă-çке. Асамлă хăват анне чĕринче малтан хĕрхенÿ туйăмне тĕвĕлентернĕ, каярахпа вăйлă та çепĕç туйăма çаврăннă. Анне вăрçăран аманса таврăннă, сылтăм аллине çапăçу хирĕнче хăварнă, мăшăрне вăхăтсăр çухатса тăватă ачапа тăрса юлнă çулланнă арçынпа килĕштерсех çемье çавăрнă. Çак туйăм пире Володья пиччепе иксĕмĕре пурнăç панă. Аттене тĕтрери пек çеç астăватăп. Эпĕ тăватă çулта чухне вăл вăрçă суранĕсене пула куçне ĕмĕрлĕхех хупрĕ. Ял халăхĕ шÿте юратаканскере хисепленĕ. Вăрманçăра ĕçленĕскер чылай çемьене ырă тунă. Уявсенче ăна хăнана кăмăлпах чĕннĕ. Сулахай аллипе хуткупăс тытса çăмăл кĕвĕ кăларса çынсене ташлаттарса юрлаттарнă вăл. Мана та хăрах аллипе тытса чĕркуççи çине тăратса юрлаттаратчĕ. «Самолет вĕçет, моторĕ кĕрлет, ан кулян, савни, эп чичас килеп» такмак йĕркисем асра ĕмĕрлĕхех çырăнса юлчĕç. Тен, çак пулăм та кун-çулăма юрăпа çыхăнтарчĕ? Атте шалăвне, пенси укçине пиччене шанса панă, лешĕ нухрата вăрттăн кĕтесе пытарнă. Анне печенипе канфет илме ыйтсан та атте сăмахĕ уншăн саккун пулнă. Элĕк районĕнчи Исванкă ял лавккинчен пиччепе иккĕшĕ хул урлă сушкă çыххи çакса килсен анне курăк чейĕ хатĕрлетчĕ. Аттене çухатсан выçă ларас мар тесе анне пире 2 çухрăмри Йăлкăш ялне кĕтÿ пăхма илсе çÿретчĕ. Ирхи 5 сехетре вăрататчĕ. Эх, епле çывăрас килетчĕ. Кăнтăр вăхăтĕнче выльăхсем выртсан пиччепе иксĕмĕр юратнă сурăх çумне йăпшăнаттăмăр та тутлă ыйха путаттăмăр. Çумăр вăхăтĕнче чи малтан «тусăма» витеттĕмĕр, унпа çăкăра пайласа çиеттĕмĕр. Пĕррехинче кĕтÿре çÿренĕ чухне эпĕ тунката çине хăпарса тăнă та юрă шăрантарнă. Аппапа тусне эпĕ сĕрлени йăлăхтарнă пулмалла, мана тунката çинчен туртса антарнă та аванах лектернĕ. «Çапах артистка пулатăп», — эпĕ кăшкăрса йĕнине илтнĕ арçын хайхискерсене ятланă: «Ма хĕнетĕр? Тен, ÿссен паллă юрăçах пулĕ!»

— Сцена çинче хăвна аçун ачаш чĕрçи çинчи пекех туятăн-и?

— Унăн пилĕпех юрлатăп. Аттене çухатсан пурнăç самаях йывăрланчĕ. Анне кунĕ-кунĕпех фермăраччĕ. Виçĕ ачана пĕччен тăрантармалла-çке! Хырăм выççине епле манăн? Ĕçе кайиччен анне сак çине кашни ачи валли пĕрер кашăк сахăр песукĕпе пĕрер татăк çăкăр хурса хăваратчĕ. Пĕр-пĕринпе харкашмасăр çав апатпа кун кулаттăмăр. Эпĕ 4-мĕш класа çÿренĕ чухне кукамай вилчĕ, анне пире тăван ялне — Чăрăшкассине — илсе кайрĕ. Ĕç тĕлне пĕлсе çитĕнтĕмĕр. Аннене пулăшма фермăна çÿрерĕмĕр, колхоз уйĕнче пилĕк аврăмăр. Алла укçа кĕме пуçласан кăна пурнăç кăштах самайланчĕ. Хам тĕллĕн пурăнас килни тĕп хулана кайма хистерĕ. Анне мана, 15-ри хĕрне, хулана пĕччен кăларса ярасшăн пулмарĕ, çапах Шупашкарти чăлхапа трикотаж фабрикине вырнаçрăм. Светлана аппа патĕнче пурăнтăм. Çĕвĕçе вĕреннĕ вăхăтрах 2-мĕш çĕвĕ цехне ĕçе илчĕç, каçсерен вара вăтам пĕлÿ илме шкула васкаттăм.

— Тĕлĕнмелле, эпĕ те çав çулсенче фабрикăра радиоредакторта тăрăшрăм. Пирĕн çулсем юнашарах выртнă! Пĕрремĕш шалăва та пĕр вăхăтрах илнĕ тата! Малалла вулас…

Урок № Урок теми Урок тĕсĕ Урок тĕллевĕсем Тĕрĕслев

ĕçĕ

Ĕç мелĕсем Килти ĕç Курăмлăх хатĕрĕсем

ТСО

1-мĕш урок Сăнарлă сăмахпа халăх пурнăçĕ. Чăваш культурипе литературин аталану тапхăрĕсем. Литература теорине вĕренмелли урок Сăнарлă сăмах халăх ăсталăхĕн пĕр пайĕ пулнине ăнлантарасси; ÿнер тĕсĕсемпе паллаштарасси Учитель сăмахĕ; сасăпа, хăвăрт, пĕр-пĕрин хыççăн вулани; конспект çырни Конспект тăрăх каласа пама хатĕрленмелле 2-мĕш урок Халăх сăмахлăхĕпе авалхи çырулăх. Кĕлĕсемпе сăвапсем. Илемлĕх мелĕсем, пуплев фигурисем. Произведени текстне тишкермелли урок Сартăш сăмахлăхен илемлĕх мелĕсем пе паллаштарасси; «Турă кĕнекинчи кĕлĕсемпе, сăвапсемпе, çармансемпе паллаштарасси Литература теорине ыйтса тĕрĕслени Текстпа ĕçлени, ыйтусене хуравлани. Кĕлĕ е сăвапăн пĕр тĕслĕхне пăхмасăр вĕренмелле Э.Патмар кĕнекисем 3-мĕш урок Ăрăмлă чĕлхе асамлăхĕ. Жанрĕсемпе паллисем. Калмаксем. Вĕсен тĕсĕсем. Тишкерÿ урокĕ Несĕлсен карт çырăвĕсемпе, вĕсен жанрĕсемпе паллаштарасси Палăртуллă вуласси, вуланă хайлава хак парасси, учитель каланине кěскен çырса пырасси Учитель сăмахĕ, тĕслĕхсене вуласа тишкересси, ушкансемпе ĕçлени, пĕтĕмлетÿ туни Калмаксен пĕр тĕслĕхне çырса пăхмалла 4-мĕш урок

сем

Несĕлсен çыруллă палăкĕсем. Ахмед ибн Фадлан «Атăл çи Пăлхар Патшалăхне çитсе курни». Жанрĕ, çырас мелĕ, композицийĕ, чăн пулнин историйĕ Тишкерÿ урокĕ Пăлхар патшалăхĕн çĕрĕ-шывĕ, историйĕ, йăли-йĕркипе паллаштарасси Харпăр хăй шухăшне илемлĕн те уççăн калани, палăртуллă вулав, тĕп шухăша, кирлĕ вырăнсене çырса пыни Учитель сăмахĕ; илемлĕ вулав, ачасем каласа пĕлтерни, кирлĕ вырăнсен суйласа вулани; калаçу ирттерни «Атăллçи Пăлхар патшалăхĕ – чăваш неселĕсен çĕршывĕ» хайлав çырмалла 5-мĕш урок Палас Ахун Юсупĕ. «Хăтлă пĕлÿ», халăхран çырса илнисем Хайлава туйма-ăнланма вĕрентмелли хутăш урок «Хăтлă пĕлÿ» поэмăн пĕлтерĕшĕ çинчен каласа ăнлантарасси Сăвва илемлĕ вулани, ыйтусене хуравлани, çыхăнуллă каласа пани, илемлĕх мелĕсене тупни Учитель сăмахĕ; учителĕн илемлĕ вулавĕ; калаçу; ыйту-хурав Поэмăри килĕшнĕ йеркесене çырса илмелле 6-мĕш урок Калай Малля пултарулăхĕ. «Атте-анне сăмахĕсем» сăввăн теми, проблеми Хайлава туйма-ăнланма вĕрентмелли хутăш урок Калай Малля пултарулăхепе паллаштарасси, савăри кивелмен шухăшсене курма вĕрентесси Сăвва илемлĕ вулани, ыйтусене хуравлани, çыхăнуллă каласа пани, илемлĕх мелĕсене тупни учителĕн илемлĕ вулавĕ; ыйту-хурав; словарь ĕçĕ, тĕп шухăша уçса паракан йĕркесене вулани; сăвва тишкерни; проблемăллă калаçу Ыйтусем тăрăх калаçма хатĕрленмелле Литература терминĕсен словарĕ 7 – мĕш урок XVIII ĕмĕрти литература паллисем. Хайлавсен публицистикăлла çивĕчлĕхĕ. Очерк тĕсĕсем. Охатер Томеевăн урнăçĕпе пултарулăхĕ Литература историне вĕренмелли урок XVIII ĕмĕрти чаваш сăмахлăхен йывăр утăмĕсем çинчен каласа парасси, Охатер Томееван пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе, паттăрла ĕçĕсемпе паллаштарасси Вулав, содержание калани, ыйту-хурав Учитель сăмахĕ; илемлĕ вулавĕ; калаçу; ыйту-хурав; шухăша илемлĕн те уççăн калаттарни. «Паттăр чăваш» сочинени çырмалла 8- мĕш урок Н.Бичурин пурнăçĕпе пултарулăхĕ. »Байкал» хайлав жанрĕ, тĕсĕ, хавхи. Тема, проблема çыру мелĕпе уçăлса пынин ăсталăхĕ Тишкерÿ урокĕ Н.Бичурин пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе, унан тумхахлă çул-йĕрепе паллаштарасси; «Байкал» очеркри çул-çÿревçĕ» санарне тишкерме вĕрентесси пĕрин хыççăн тепри палăртуллă вулани; ыйтусене хуравлани, илемлĕ вулав Учитель сăмахĕ, конспект çырни, тишкерÿ, пĕтĕмлетÿ туни Пейзаж очеркĕ çырмалла; сăмахсене вырăсла куçармалла «Н.Бичурин» презентаци; Н.Бичурин сăн ÿкерчĕкĕ; Пысăк Совет Энциклопедийĕ 9 -мĕш урок XIX ĕмĕрти лит-ра аталанăвĕн ÿсĕмĕ, çитменлĕхĕ, темăсем, лирика, проза Тишкерÿ урокĕ XIX ĕмĕрти лит-ра аталанăвĕпе паллаштарасси Палăртуллă вуласси, учитель каланине кěскен çырса пырасси Учитель сăмахĕ, калаçу, ыйту-хурав 10- мĕш урок С.Михайлов-Янтуш «Юнка», «Хĕрринче выртасшан мар», «Сунарçăн пуç пулнă-и?» хайлавсем. Тема, лирика геройĕ Тишкерÿ урокĕ С.Михайлов пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, унăн этнографилле çырăвĕсемпе паллаштарасси; хайлавĕсенчи кулăш пахалăхне асăрхама вĕрентесси Палăртуллă вулав, ыйтусене хуравлани, пĕтĕмлетÿ туни, текст содержанине кĕскен калани Учитель сăмахĕ, тишкерÿ, пĕтĕмлетъ туни Шÿт çырса пăхмалла С.Михайлов сăн ÿкерчĕкĕ, пултарулăхĕ тăрăх хатĕрленĕ презентации; Литература терминĕсен словарĕ 11- мĕш урок Литературăна аталантарма пулăшнă çыравçăсем, вĕсен хайлавĕсем Вулавăша хÿтĕлемелли урок Шухăша сăнарлă палăртма пултарас хăнăхăва аталантарасси Текст содержанине калани; ыйтусене хуравлани; илемлĕ вулав калаçу ирттерни; тишкерÿ; текстпа ĕçлени; харпăр хăй шухăшне илемлĕн те уçăмлăн калаттарни; пĕтĕмлетÿ 12-мĕш урок Д.Ознобишин. «Ÿпкев», «Пĕрин йăл кули улталарĕ мана…» сăвăсем Хайлава туйма-ăнланма вĕрентмелли хутăш урок Вырăс çыннисем вак ывăлĕ-хĕрне пулăшни çинчен каласа анлантарасси Палăртуллă вуласси, вуланă хайлава хак парасси, учитель каланине кěскен çырса пырасси Учитель сăмахĕ, конспект çырни, тишкерÿ, пĕтĕмлетÿ туни Сăвăсене тишкерÿ тумалла 13-мĕш урок С.Чунтеров. «Пирĕн йăх» повесть Произведени текстне тишкермелли урок С.Чунтеровăн «Манăн пурнăç» повеçĕ малтанхи паха хайлавсенчен пĕри пулни çинчен каласа ăнлантарасси Текст содержанине калани; ыйтусене хуравлани; илемлĕ вулав Учитель сăмахĕ, тишкерÿ, пĕтĕмлетÿ туни «Пирĕн йăх тата пирĕн кил-йыш» сочинении çырмалла 14-мĕш урок Н.Ашмарин. «Качи çăви» халап Хайлава туйма-ăнланма вĕрентмелли хутăш урок Н.Ашмарин пала тĕпчевçĕ, чĕлхеçĕ, çыравçă пулни çинчен каласа ăнлантарасси; «Качи çăви» халапри сăнарсемпе, шухăшсемпе, ĕçсемпе паллаштарасси Текст содержанине калани; ыйтусене хуравлани; илемлĕ вулав Учитель сăмахĕ; тишкерÿллĕ вулав; ыйту-хурав; пĕтĕмлетÿ «Юратупа тупа» пĕчĕк хайлав çырмалла Н.Ашмарин сăн ÿкерчĕкĕ; 17 томлă «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» 15-мĕш урок ХХ ĕмĕрти чăваш литератури. Н.Шелепин «Раççей», «Кĕпер хывни» сăвăсен теми, проблеми. Такмаклăх паллисем Произведени текстне тишкермелли урок Н.Шелепи халăх юрăçи пулнине, унăн сăвви-юррисенчи халăхла туртăмсене кăтартса парасси, илемлĕх мелĕсене курма вĕрентесси пĕрин хыççăн тепри палăртуллă вулани; ыйтусене хуравлани, илемлĕ вулав учитель сăмахĕ тата илемлě вулавĕ; калаçу ирттерни; тишкерÿ; текстпа ĕçлени; харпăр хăй шухăшне илемлĕн те уçăмлăн калаттарни; пĕтĕмлетÿ Сăвăсене тишкерÿ тумалла Журналсем; хаçатсем; кёнекесем 16- мĕш урок Илле Тăхтин пурнăçĕпе пултарулăхĕ, «Шерхулла» калав теми, проблеми Хайлава туйма-ăнланма вĕрентмелли хутăш урок Илле Тăхти ăсталăхĕн хăйне евĕрлĕхĕпе паллаштарасси, «Шерхулла « калаври санар тумалли мелсене катартса парасси пĕрин хыççăн тепри палăртуллă вулани; ыйтусене хуравлани, илемлĕ вулав Учитель сăмахĕ; тишкерÿллĕ вулав; ыйту-хурав; пĕтĕмлетÿ Шерхулла сăнарĕн характеристикине тумалла 17-мĕш урок ХХ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсем. Лирикăри, прозăри, драматургири жанрсем, проблемăсем, сăнарсем. Исаев Мĕтри. «Рабфак хĕрĕ» Тишкерÿ урокĕ 20 çулсенче чăваш литератури хăвăрт вайланса пынине катартса парасси, пала ятсеме, паха хайлавсемпе паллаштарасси Палăртуллă вуласси, вуланă хайлава хак парасси, учитель каланине кěскен çырса пырасси Ǎнлавсене çырса хурасси, кĕске конспект хатĕрлесси; илемлĕ вулав Сочинени çырма хатĕрленмелле 18- мĕш урок «Чыспа тÿрĕ кăмăла мĕнле хакламалла» сочинени çырасси Çыру ăсталăхне якатмалли урок Ачасен çыруллă пуплевне аталантарасси. Харпăр хăй тĕллĕн шухăшласа сочинени çырни шухăшсене йĕркелесе çырасси; сăнарсене хак парса сăнласа çырасси 19-мĕш урок Мĕтри Юманăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ. «Пÿлĕх йăмри» калав тытăмĕ, санарĕсем, тĕп шухăшĕ Хайлава туйма-ăнланма вĕрентмелли хутăш урок Мĕтри Юман çыравçă, историк, таврапĕлÿçĕ, кĕрешÿçĕ пулнине кăтартса парасси, «Пÿлĕх йăмри» калав тытăмĕпе, сăнарĕсемпе паллаштарасси, тĕп шухăшне палăртма хăнăхтарасси Палăртуллă вулав, ыйтусене хуравлани, пĕтĕмлетÿ туни, текст содержанине кĕскен калани Учитель сăмахĕ; тишкерÿллĕ вулав; ыйту-хурав; пĕтĕмлетÿ Новелла сăнарлăхĕпе чĕлхе пуянлăхне тишкерÿ тумалла 20-мĕш урок М.Ваçлейĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕ. «Çĕр-шывăм, çĕр-шывăм, мĕн кирлĕ сана…» хайлав теми, проблеми, лирика геройĕ Произведени текстне тишкермелли урок Митта Ваçлейĕ чăваш поэзийĕн классикĕ пулнине ăнлантарса парасси, пурнăçĕн йывăр çулĕсем çинчен класса парасси; Унăн лирикин хăватне кăтартса парасси, илемлĕх мелĕсене тупма верентесси Сăвва илемлĕ вулани, ыйтусене хуравлани, çыхăнуллă каласа пани, илемлĕх мелĕсене тупни Учитель сăмахĕ; тишкерÿллĕ вулав; ыйту-хурав; пĕтĕмлетÿ Сăвă тишкерĕвĕ тумалла Митта Ваçлейĕн сăн ÿкерчĕкĕ, синхронлă таблица, презентаци 21-мĕш урок «Анатри юрă», «Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем…» хайлавсенчи сăвă виçи, илемлĕх мелĕсем, пуплев фигурисем темăпа проблемăна уçни Произведени текстне тишкермелли урок Митта сăввисене тишкерÿ тума, илемлĕх мелĕсене тупма вĕрентесси Сăвва илемлĕ вулани, ыйтусене хуравлани, çыхăнуллă каласа пани, илемлĕх мелĕсене тупни Учитель сăмахĕ; тишкерÿллĕ вулав; ыйту-хурав; пĕтĕмлетÿ Пĕр сăввине пăхмасăр вĕренмелле 22-мĕш урок 30-мĕш çулсенчи лит-ра аталанăвĕ. Н.Янкас «Катя». Хайлава туйма-ăнланма вĕрентмелли хутăш урок 30-мĕш çç. пурнăçпа ÿнерсен шăпи, айăпсăр айăпланнин синкерĕ çинчен класса анлантарасси. «Катя» калаври сюжетпа тата характерсемпе паллаштарасси Хайлава илемлĕ вулани, сăнарсен танлаштаруллă характеристикине туни;

ыйтусене хуравлани

Хайлава вуласа тишкерни; калаçу Геройсен танлаштарулл а характеристикине тумалла 23-мĕш урок Илле Тукташ. «Шурă кăвакарчăн», «Шур Атăлта акăш ярăнать…, «Уйрăлу» сăвăсенчи илемĕх мелĕсем Произведени текстне тишкермелли урок Илле Тукташ юра сăмахĕсен ăсти пулнине катартса парасси, унан пултарулăхĕн теп енĕсемпе паллаштарасси; Сăвва илемлĕ вулани, ыйтусене хуравлани, илемлĕх мелĕсене тупни Учитель калаçăвĕ палăртуллă вулани; ыйту-хурав; пĕтĕмлетÿ Пĕр сăвă тишкерĕвне тумалла Илле Тукташ сăн ÿкерчĕкĕ, «Тăван çĕршыв» гимн

На чтение 22 мин. Просмотров 13

Электронлă вулавăш

Юратупа кĕвĕçӳ

Аслă шкулта медицина факультетĕнче вĕренекен ывăлĕ сасартăк каçсерен ĕçлеме юлма пуçласан малтанласа савăнчĕ хĕрарăм. Анчах та амăш чĕри çак хыпара темшĕн лăпкăн йышăнас темерĕ. Мăшăрĕ ĕçлесе илекен укçа килти тăкаксене саплаштарма та, виççĕмĕш курсра вĕренекен ывăлне паркалама та çитсе пырать. Хăй те, Рената Васильевна, нумаях пулмасть çеç ĕçе çӳреме пăрахрĕ. Тивĕçлĕ канура вăл. Хисеплĕ тухтăра пултарулăхне курах тытса тăчĕç халиччен. Хĕрарăм канма вăхăт, çамрăксене çул памалла текелесе заявлени çырма васкарĕ. Упăшки те унăн, Алексей Леонтьевич, тухтăр. Хулари паллă ревматолог. Вĕсен юратăвĕн историйĕ вара хăйне уйрăм калаçу.

Хĕрарăм валли килте куллен ĕç пур. Каçхи ĕçсене пĕтерсен Рената кĕнекесем хушшинче тирпейлĕн упранакан пĕчĕк арча патне кармашрĕ — паянхи ĕçе ырана хăварас мар тесе хваттерĕшĕн тӳлеме укçа илесшĕнччĕ вăл. Уçрĕ те — тĕлĕнсех кайрĕ: арча пушă! Тамаша, упăшкипе иккĕшĕ темиçе çул хушши майĕпен пухса пыракан укçа ăçта кайнине ниепле те ăнланаймарĕ вăл. Тăрук пăлханнипе ури вăйĕ кайнине туйса илчĕ. Пукан çине вăхăтра ларса ĕлкĕреймен пулсан тем курнă пулĕччĕ-и, тен. Шухăша путса тайăнчĕ хăтаруçă пукан çумне.

— Пĕрре те лăпкă пурăнма çук юлашки вăхăтра, пăлханмалли-кулянмалли тупăнсах пырать кил-çуртра, — ал тутрипе куçне шăлчĕ хĕрарăм. Çав самантра тата тăван хĕрĕпĕ икĕ çул калаçманни асне килчĕ.

Ашшĕ-амăшĕн сăмахне итлемесĕр университетне пăрахсах авланнă арçын хыççăн урăх хулана куçса кайрĕ Галина. Чунĕ тарăхнипе çиллине шăнăçтараймарĕ Рената ун чух, халĕ те каçараймасть хĕрне. Мăшăрĕпе иккĕш ăс парса çитереймерĕç ахăр вĕсем ăна. Пĕчĕк мăнукне те курман халиччен. Хĕрĕпе пач интересленмен тесен те юрать. Çакă пысăк çылăх, паллах, анчах чунĕ кӳтсе çитнĕччĕ ун. Халĕ те çак ырату чĕринче сăнă пек тăрăнса тăрать. Паян пĕртен-пĕр шанăçĕ-тĕрекĕ — ывăлĕ, студент. Вăл та, янтă, ытлă-çитлĕ пурнăçа хăнăхса ӳснĕскер, тӳрĕ çулран пăрăнасран шикленет амăшĕ.

Шăплăха сасартăк упăшки ĕнĕрленĕ юрă сирчĕ. Килте яланах хаваслă вăл, уçă. Унпа калаçакан çыннăн хăйĕн те кăмăлĕ çĕкленет, юрласси килсе каять.

— Ăçта манăн пăрчăканăм? Мĕншĕн кĕтсе илмест вăл мана? — Алексей Леонтьевич мăшăрне курма васкарĕ. Савнă мăшăрĕпе вăл яланах кулкаласа, шăппăн калаçать. Миçе çул пĕрле пурăнса та юрату хĕрӳлĕхĕ сӳнмен вĕсен хушшинче. Хăйсен юратăвĕн чуна пырса тивекен историне кĕнекен кăларма ĕмĕтленет арçын.

— Эсĕ çитрĕн-им-ха, Алеша? Шăпах сана чăтăмсăррăн кĕтеттĕм эп, — лăпкăн кĕтсе илчĕ вăл упăшкине.

— Çав териех тунсăхларăн-и мансăр? Ку савăнтарать паллах. Анчах мĕншĕн ун пирки шăппăн калатăн? Хăв юратни, кĕтни пирки кăшкăрса каласан та çылăх мар, — шӳтлеме пăхрĕ арçын.

— Сансăр чăнах та кичем-çке. Анчах та куннехинче ман сан патна пĕр ыйту пур: пирĕн пĕчĕк арчари укçана кам тата мĕн тĕллевпе илнине пĕлместĕн-и эс? Мана пĕри те, ним те каламаннипе чунра хыпса çунать. Темĕскер сиксе тухман-ши тесе кулянатăп. Эсех илнĕ-ши тетĕп е ывăл-ши? Кай, апла шутлас та килмест, — терĕ хĕрарăм кулянăвне пытармасăр.

— Ав мĕн пирки кулянатăн иккен, — хăйне нимĕн те пулман пек тыткаларĕ Алексей Леонтьевич. — Ирпе эсĕ пит лăпкă çывăраттăн та — сана вăратса чăрмантарас темерĕм. Эпĕ ăна операцишĕн тӳлемешкĕн илтĕм.

— Алеша, эсĕ апла чăннипе те операци тутарма килĕшрĕн-и? — пырса упăшкине ыталарĕ арăмĕ. — Эсĕ тĕрĕс тунă. Веçех аван, йĕркеллĕ пуласси пирки пĕртте иккĕленместĕп.

— Пысăк укçа тӳлеме тиврĕ те ĕнтĕ, килĕшмех шутларăм. Сывлăхĕ пулсан укçи пулĕ-ха вăл. Эп унта яланлăхах кайсан сана пĕччен ытла та йывăр килĕ терĕм.

— Алексей Леонтьевич, Алеша, чунăм, апла ан кала-ха, эс вилесси пирки сăмах хушмастăн-и тем? Ун пек каласа чĕрене ан ыраттар. Тархасшăн. Эпир санпа ватăлса çитсен иксĕмĕр пĕр кун вилме калаçса татăлманччĕ-и-ха? — сăмахĕсем йăлăннă евĕр тухрĕç хĕрарăмăн. Куççульне аллипе шăлчĕ вăл. Йăвашшăн мăшăрĕн аллинчен пырса тытрĕ.

— Лăплан, сар хĕвелĕм, çапла, эпир санпа пĕрле çĕр çул пурăнма тупа тунăччĕ. Юратăвăм манăн, ăçта-ха унта вилме, туса пĕтермен ĕçсем мĕн чухлĕ, мăй таранах, — пĕр аллипе вăл та арăмне çупăрларĕ. — Ак ывăл та пирĕн пысăкланчĕ. Вĕренет çеç мар, ĕçлет те вăл халь. Ăна авлантарма шухăш пур ман. Мăнуксене утьăкка сиктерсе курасчĕ.

— Чăнах, вăл ĕçлеме вырнаçни манра та мăнаçлăх çуратрĕ, — килĕшрĕ Рена мăшăрĕпе. Ытараймасăр çепĕççĕн пăхрĕ юратнă мăшăрĕн çуталса çепĕçлĕх парнелекен куçĕнчен. Хĕрарăма тата мĕн кирлĕ? Ăшă сăмах, ырă кулă, хавхалантарма пĕлни, чĕререн ăнланса вăл каланисене ăса хывни, савăнăçра та хуйхăра та юнашар пулни. Çак ырлăх веçех пур ун.

Каçхи ĕçсене пĕтерсен тахçанччен урамра уçăлса çӳрерĕ илемлĕ мăшăр: тăнлавĕ çийĕн кĕмĕл пĕрчĕсем курăнма пуçланă хӳхĕм пӳ-силлĕ хĕрарăмпа шап-шурă пуçлă, пурнăç çулĕ тăрăх шанăçлăн, кĕрнеклĕн утакан çирĕп кăмăллă арçын. Тахçанччен шăплăхпа, каçхи хула çутипе киленсе пычĕç. Çăлтăр çунă каç иккĕшне те асаилӳ авăрне чăмтарчĕ.

Çанталăкне ытармалла мар. Тӳлек те лăпкă. Лĕм çил те çук. Атăлтан уçă сывлăш хумĕ килсе каçхи сулхăншăн тĕмсĕлнĕ чунсене кантарать. Тӳпере çăлтăрсем вăй выляççĕ.

Ирхине пурте ĕçе кайса пĕтсен Рената Васильевна урама тухрĕ, хăнăхнă йăлапа лавкканалла утрĕ. Çула май упăшки патне кĕрсе тухма шутларĕ. Çĕр çул пулман юратнă çынни ертсе пыракан харпăр травматологи клиникинче.

Анчах та пĕлнĕ тухтăрсемпе курнăçса калаçни киленĕç кӳмерĕ хĕрарăма. Алексей Леонтьевич икĕ уйăх каяллах заявлени çырса ĕçрен кайнине пĕлни те, лава туртма тепĕр çынна шанни те савăнтармарĕ ăна. Ĕçтешĕсем епле калаçтарсан та пултаруллă тухтăр операци тутарма килĕшменни çиеле тухрĕ. Мăшăрĕн тусне, паллă травматолога Юрий Семенова, паянхи кунччен те çак ыйту канăçсăрлантарать иккен. «Чирĕ хăрушă унăн, сывлăхĕшĕн çав тери сиенлĕ. Операцисĕрех хăтăлма май килĕ-ши?»-терĕ. Сăмахĕсем шăппăн тухрĕç. «Тумалли ĕçсем нумай, клиникăран кайма шутларăм. Тилхепене шанчăклă алла паратăп», — тенĕ пулать юлташĕ сывпуллашса. Ывăлĕ медицина институтĕнчен вĕренсе тухасса кĕтмен вăл. Темшĕн васканă.

— Тата. мĕнле ĕçсем пирки асăннă-ши упăшка? Тĕлĕнмелле, анчах хăй ĕçлеме пăрахни пирки пĕр сăмах та çăварне уçса каламарĕ вăл, — çул тăрăх пăшăрханса, тăвăлса пычĕ Рената. Куляннипе юнашар çынсене те асăрхайми пулчĕ. — Мĕншĕн суять? Чим, вара ирсерен ăçта çӳрет вăл? Каçа хирĕç киле ĕçрен килтĕм тесе пырса кĕрет. Нивушлĕ.

— Салам, Рена, халсем мĕнле? Тем мана курмасăрах иртсе каятăн эс. Мĕн пулчĕ? Сăну шурсах кайнă, — кĕтмен çĕртен тантăшĕ тĕлне пырса тухрĕ вăл, çине-çине çĕр ыйту пачĕ. Хăй таçта васкать пулин те тĕнчене манса утакан хĕрарăм çумне çыпçăнчĕ, сывлăх çеç сунса иртсе каяс темерĕ. — Чим-ха, чим, чирлемерĕн-и? Ирпе Алексей Леонтьевич мана асăрхамасăрах васкаса иртсе кайрĕ. Халь — эс. Ав çав паркра тахçанччен пĕр пикепе калаçса тăчĕ вăл. Лешĕ, çамрăкскер, илĕртӳллĕскер. Тем аванах-и сирĕн хутшăнусем, тантăшăм? Хура кушак каçса кайман-и иксĕрĕн хушшăртан?

-Мĕншĕн ун пек шутлатăн, Валя? — тĕлĕннĕ пек турĕ Рена. Паян мĕн пулса иртнине нимĕн те ăнланаймарĕ-ха вăл. Пуçĕнче тем ихĕрет, авăрать пулин те начарри пирки шутлас темерĕ.

— Алексей Леонтьевичăн сансăр пуçне никам та тупăнман-и унта? Вĕсем вĕт çак çулсенче тӳрĕ çултан пăрăнса пĕр-пĕр вăрăм ураллă, çинçе пилĕклĕ хӳхĕм пикесен куçĕнчен пăхма пуçлаççĕ. Пĕри кăчăк туртсанах шанчăклă Хураçка пек хыçалтан каяççĕ.

— Тем ан сӳпĕлтет-ха эс. Ку сăмах-юмах пач ман упăшка çинчен мар. Эс мĕн Алешăна пĕлместĕн-и? Мансăр пуçне никам та кирлĕ мар ăна. Илтетĕн-и, никам та, — хĕрӳленсе пычĕ Рена.

— Каларăн та — ман Алеша! Çӳçĕ шуралма пуçласан пурте пĕр тан вĕсем — пуçĕсене çухатсах туйăм-çуйăм авăрне чăмаççĕ. Шуйттанĕсем çыпăçаççĕ ахăр. Çамрăк та хӳхĕмскерсемпе йăпанса юласшăн. Хăйсене вăйлă, кирлĕ туйма пуçлаççĕ. Чун-чĕрисене çуркунне «вырнаçать». Илтетĕн-и, тантăшăм? Пурте пĕр тан вĕсем. Эсĕ мĕн санăн апла мар тетĕн-и? Санăнне мĕн урăх чустаран унанă-и?

— Кай, Валя, чĕлхӳ сан чăнах та шăмăсăр. Алексей,тен, çав хӳхĕм пикепе пĕр-пĕр ĕç пирки калаçса тăнă? Тӳрех пĕтĕмлетӳсем тума ан васка-ха эс, — парăнмарĕ хĕрарăм. — Ман вăл пач урăх çын. Юратать мана. Эп те уншăн пурнăçа пама хатĕр.

— Ĕç, мĕнле ĕç пултăр çӳçĕ шуралма ĕлкĕрнĕ арçынпа ашшĕ-амăшĕн çунатти айĕнчен тин тухнă чăх чĕппин? Пĕлетĕп ĕнтĕ иккĕшне мĕнлерех «ĕç» çыхнине — аскăнлăх, харпăр хăйне тытма пĕлменлĕх.

— Каçар, Валя, сан упăшку чăнах та пӳтсĕр çын пулчĕ. Ун сутăнчăклăхне эсĕ те, ачусем те нихăçан та каçараймĕç-и, тен. Анчах манăнни пирки пĕтĕмлетӳсем тума нимĕнле ирĕк те çук сан. Пĕрре пырса лар, чей ĕçĕпĕр. Халь эп килелле вĕçтерем.

Рена пуçĕнче веçех çил-тăвăл евĕр пăтрашăнать. Тантăшĕн упăшки çамрăкки патне кайнине ун чух та, халĕ те ун чĕри йышăнаймасть паллах. Анчах хĕрарăм çилли çак хушăра еплерех капланса кайнине халиччен асăрхаманччĕ пулас вăл. Мĕнлерех сиксе ӳкрĕ ун çине! Чутах «таптаса» каятчĕ. Санăн та çапла пултăр тенĕнех туйăнчĕ ăна. Ахаль те ывăннăскере ним мар çапса хуçатчĕ.

— Килне çитме виççĕр-тăватçĕр метр юлсан ывăлĕн савнийĕпе чутах пырса çапăнмастчĕ вăл — лешĕ питĕ васкать таçта. Çӳллĕ кĕлеллĕ туфли тăхăннăскер сулăнсах кайрĕ пек туйăнчĕ аслине. Салху, шуранка хăй. Куçĕ тăртаннă.

-Юля, эсĕ мĕн палламарăн-и мана? Тем пирĕн пата килми пултăн. Веçех аван пуль?

— Эсир, Рената Васильевна, кун пирки хăвăр ывăлăртан ыйтса пĕлĕр. Ман сире каламалли нимĕн те çук.

— Мĕнле апла? Епле илемлĕ мăшăр тесе пăхаттăмăр ашшĕпе иксĕмĕр сирĕн çине. Вăрçăнасси пулать вăл çамрăксен. Кĕçех çĕнĕрен пĕр чĕлхе тупăр-ха ак. Андрей вăл — вĕри йĕкĕт. Анчах çилленсе çӳресси нумая пымасть унра. Веçех йĕркеллĕ пулĕ.

— Çук, каçарăр, ман васкамалла,-хĕр-пике мĕнле ăнсăртран сиксе тухрĕ, çавăн пекех хăвăрт куçран çухалчĕ.

Ун çине пăхса юлнă аслă çулхи хĕрарăмăн чĕринче çеç тем ырă мара систерчĕ. Ним ăнланмасăрах вăл хăй çулĕпе утрĕ. Ахальтен каламастчĕ иккен ун амăшĕ инкек — тикенек пек, пĕр çыпăçма пуçласан çыпăçать те çыпçать тесе.

Çапла шутлакаласа пынă хушăра килне епле çитсе кĕнине те астумарĕ Рената. Халь пĕртен-пĕр тĕллевĕ — упăшкине кӳрентермесĕр, тарăхтармасăр пĕтĕмпех тĕрĕсне ыйтса пĕлесси.

— Эс, Алеша, ĕçлеме пăрахнине мана мĕншĕн каламарăн? — алăкран кĕнĕ-кĕмен куçĕпе пăраларĕ хĕрарăм упăшкине. Кунĕ çăмăл мар пулин те хăйне лăпкă тытма тăрăшрĕ вăл. — Ăнланмăп терĕн-и? Халиччен ăнланаканччĕ-çке, хавхалантараканччĕ. Ман кăмăл кăра çилĕллĕ маррине ху та пĕлетĕн.

— Реночка, пĕлетĕн-и, ман чăнах та сана каламалли пĕр вăрттăнлăх пур. Эп ку парнене кăшт каярах пĕлтересшĕнччĕ те. Мĕнех ху «айăплă», — хăйне тивĕçлĕ тытрĕ арçын. Питĕнче вăрттăн кулă палăрчĕ.

Хĕрарăмăн вара чĕри тапма пăрахрĕ тейĕн. Вăл йăванса каяс мар тесе çемçе диван кĕтесне тĕршĕнчĕ. Ак тинех çитрĕ çав самант: «Каятăп санран, каçар»,-теессе кĕтме пуçларĕ вăл. Куçĕ шывланчĕ.

— Рена, хайхи укçапа эпĕ иксĕмĕр тахçантанпах ĕмĕтленнĕ дача туянтăм. Илтетĕн-и, чунăм, сан валли. Халь унта тĕп юсав ĕçĕсем пыраççĕ.Вĕçĕ те курăнать ĕнтĕ. Сана çак илеме веçех хатĕр пулсан çеç кайса кăтартасшăнччĕ. Халь ĕнтĕ каламасăр та пултараймастăп. Ытла та ӳкĕтлетĕн те.

— Алеша, тавах сана. (Мăшăрне ачашшăн çупăрларĕ вăл). Халь вара эпир унта çемьепе канма пултарăпăр-и?

-Çапла, çапла. Пурăнма та. Çурчĕ пысăк, хăтлă, ăшă, икĕ хутлă. Çут çанталăк газĕпе хутăнать. Пахчи пысăк. Веçех эс ĕмĕтӳнте ӳкерсе кăтартнă пек. Эп унти пӳлĕмсене хăтлăх кӳме çĕнĕ сĕтел-пукан та туянма ĕлкĕртĕм.

-Ирпелен апла эс… хмм… никам патне те мар, унта, хамăр çурта васканă.

-Çапла, çапла. Эп юсав ĕçĕсем епле пынипе кăсăкланса, пĕтĕмпех йĕркелесе тăтăм. Электричка ир каять. Каçапала каялла таврăнаттăм. Тем нимĕн те ăнланаймарăм-ха эп — мĕнле «никам патне те мар»? Мĕн пирки сăмах вакланине тавçăраймарăм.

— Нимĕн пирки те мар. Эп каланине ман эс, — пуçне пăрчĕ арăмĕ. Хăй сăлтавсăрах кĕвĕçнĕшĕн хăйне тарăхрĕ. Инкек телей хыççăн, кĕвĕçӳ юрату хыççăн çӳрет теççĕ. Вĕсен хушши пĕр шит те çук ахăр. Хăй вара çине тăмах шутларĕ. — Тепĕр ыйту парсан çилленмĕн-и? Паян ирпе калаçса тăнă чиперкке вара кам? — çакна пĕлесшĕн ăшталанчĕ хĕрарăм. Ыран кăна ыйтăп тенĕччĕ чунĕнче. Çук, кăвапаран икĕ пӳрне çӳллĕшĕнче темĕскер кăлтăртатма пăрахаймарĕ. Васкатрĕ. Киревсĕр туйăм — кĕвĕçӳ тени — тăрмаларĕ çамрăк мар çынна.

— А-а, Юлечка пирки-и эс? Чим, ăçтан пĕлетĕн эпир ирпе курнăçса калаçнине? — ăнланмарĕ Алексей Леонтьевич. — Санран ним пытарма та çук. Чăн-чăн вичкĕн куçлă шыравçă эс.

— Кам вара çав пике? — тĕпчеме пăрахмарĕ Рената.

— Пирĕн ывăлăн Андрейăн хĕрĕ-çке вăл.

Шăп çав вăхăтра упăшкин кĕсье телефонĕ шăнкăртатса кайрĕ те арçын калаçма тесе хăй пӳлĕмне кĕрсе çухалчĕ.

— Рена, тархасшăн, ан пăшăрхан, ан çиллен, ман халь каймалла. Васкамалла, илтетĕн-и? Килсен пĕтĕмпех каласа паратăп. Веçех йĕркеллĕ. Ним пирки те ан кулян. Ман тăхтама юрамасть, халех çула тухмалла. — пиншакне утнă çĕрте уртса ячĕ вăл.

— Ыткăнчĕ. Куçран çухалчĕ. Хĕрӳленсе питĕ хăвăрт тухса кайрĕ вăл килтен. Çиçĕмле хăвăртлăхпа телефонпа шăнкăравланă çын патне талпăнчĕ, — Рена хăйĕнпе хăй калаçса залта унталла-кунталла утрĕ. Кухньăна кĕрсе апат пĕçереси пирки те шутларĕ. Çук, алли çĕкленмерĕ.

— Ăнлантăм, веçех ăнлантăм. Ав мĕншĕн Юля паян вĕсен кăткăс хутшăнăвĕсем çинчен веçех ывăлунтан ыйтса пĕл терĕ — ман Алешăпа çыхланса кайнă пике. Андрей вара вĕсене каçарайман уншăн. Мана нимĕн те каламасть мăнтарăнскер. Чăтать апла.

Рената упăшки пӳлĕмне кĕчĕ. Паçăр çывăх çынни хут татки çине тем çырнă пек туйăнчĕ ăна алăк хушăкĕнчен. Чăнах та сĕтелĕ çинче урлă-пирлĕ чĕрсе пĕтернĕ тасах мар хут татки выртать. Алли айне мĕн лекнĕ çавăнта çырнă ĕнтĕ. «Солнечная урамĕ, 1-мĕш çурт» — аран-аран вуласа тухайрĕ вăл.

— Ку адреспа хĕрарăмсен консультацийĕ вырнаçнă-çке! — пуçĕнче мĕлтлетрĕ унăн. — Эппин йăнăшман. Юля ман упăшкаран ача кĕтет!? Тен, çуртне те ун валлиех туяннă. Мана йăпатас тесе çеç каларĕ. Халĕ те сывлăш çавăрса илмесĕр ун патне васкарĕ. Ахальтен мар, Юлечка ман çине хăраса, шанмасăртарах пăхрĕ. Çын çемйине тустарнăшăн именет апла. Çамрăксем усалланчĕç. Çын аллинчи çăкăр татăкĕ вĕсемшĕн тутлăрах курăнать. Сисместĕн те — çыртса та илеççĕ.

Рена кĕсье телефонне тупса такси чĕнтерчĕ. Çакна пĕтĕмпех хăй куçĕпе курса ĕненме шутларĕ вăл. «Пĕр ăна çеç пурте суяççĕ, пĕр ăна çеç сутаççĕ», — текелесе пӳрчĕ умне килсе чарăннă машинăна ларчĕ.

Каяс çĕре хĕрарăм васкаса çитрĕ. Пăхать — клиника умĕнчи ватă çăкасем айĕнче иккĕн тăраççĕ: Алексей Леонтьевич майĕпен, асăрханса çап-çамрăк хĕре ыталанă. Пуçне ухса тем пăшăлтатать. Ăшĕнчи кăмăл-туйăмне пит-куç вылянăвĕ уççăнах палăртать унăнне. Мăшăрĕ пăлханчăк сасăпа калаçнăн туйăнать.

— Салам, салам! Еплерех ăнсăрт тĕлпулу! Шутламанччĕ те сире иксĕре хĕрарăмсен консультацийĕ умĕнче тĕл пулма.

— Рената, итле-ха эс мана!

— Мĕн каласшăн эсир мана — иксĕр юратуллă, халĕ ак ача кĕтетпĕр тесе-и?

— Тем ан калаç. Юля чăнах та йывăрлă. Ун ачин ашшĕ — пирĕн ывăл Андрей. Эп ун пирки паян ирпе çеç пĕлтĕм. Андрей мĕншĕн ĕçе вырнаçнине тăнлаймарăпăр малтан санпа. Хуравĕ ытла та хăрушла — вăл Юля пĕр-пĕр клиникăра хăйĕн тăван ачине пăрахайтăр тесе операци валли укçа тунă иккен. Эпир çуратнă, ачашлăхпа çепĕçлĕх парнелесе ӳстернĕ ача çапла çиллес те чурăс чун-чĕреллĕ пулма пултарассине тĕлĕкре те тĕлленмен эп. Çур сехет каялла Юльăн юлташ хĕрĕ мана тантăшĕ ачинчен хăтăлма пульницана кайнине пĕлтерсенех эп кунта килтĕм.

Вулавçăсен шухăшĕ

Светлана Яруткина (2015-04-09 13:30:24):

Шухăшлаттаракан хайлавшăн тавтапуç. Ăнăçу пултăр сире!

Источник

Сочиненисен конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнче К.В.Иванов классикăмăр çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа сочиненисен конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ иртрĕ. Унта 9-мĕш класс ачисем Изратова Клавăпа Смирнов Дмитрий мала тухрĕç. Халĕ вĕсен ĕçĕсемпе паллаштарасшăн.

Сочинени

Вилĕмсĕр поэт çырнă йĕркесем

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче

Хĕвел пăхрĕ ăшăтса,

Силпи чăваш ялĕнче

Юр ирĕлчĕ васкаса.

«Нарспи» поэма – Константин Иванов пултарулăхĕн чи çÿллĕ шайне кăтартса паракан произведени. Вăл Чĕмперти чăваш шкулĕ уçăлнăранпа 40 çул çитнĕ май тухнă « Чăваш халапĕсем» кĕнекере 1908 çулта пичетленннĕ. Анчах та унта поэмăна Иванов çырнă тесе кăтартман, çак вилĕмсĕр произведение халăхра чĕлхе вĕççĕн çÿрекен ытти нумай произведенисен шутне кĕртнĕ. Çапла майпа çеç кĕнекене кăлараканĕ – И.Я.Яковлев авторне те, кĕнекине хăйне те чăваш çут ĕçне хирĕç, ирĕклĕх çинчен шухăшлакансене хирĕç хаяр çилĕ пухса кĕрешекенсенчен çăлса хăварма пултарнă. Поэма сюжечĕ кăткăс мар. Силпи ялĕнче пуян Михетер хĕрĕ, ырă кăмăллă та илемлĕ Нарспи, чухăн Сетнере юратать. Нарспи ашшĕ-амăшĕ Сетнер çинчен илтесшĕн те мар, мĕншĕн тесен вĕсемшĕн пурнăçра укçапа тĕрлĕ пуянлăхсăр пуçне хаклăраххи урăх ним те çук. Çамрăк, илемлĕ хĕрне Михетерпе унăн карчăкĕ ватă Тăхтамана сутма килĕшеççĕ. Ашшĕ-амăшне итлеме хăнăхнă, тĕрлĕ тĕшмĕшпе ал-урине çыхнă Нарспин ирĕклĕ чун-чĕри çак хăрушлăх умĕнче пĕрремĕш хут вăранса каять – юратман çынна качча тухиччен вăл килĕнчен тухса тарма та хатĕр. Анчах та Нарспипе Сетнер пурнăçăн тискер саккунĕсенчен сĕм вăрманта тарса та хăтăлаймаççĕ. Мĕскĕн Нарспи Тăхтаман арăмĕ пулса тăрать. Ĕмĕрех Сетнере юратма тупа тунă Нарспи çак мăшкăл хыççăн хăйне хăй вĕлерес патнех çитет, анчах путсĕр Тăхтаман асаплантарни унăн шухăшне, ĕçне урăхлатать: вăл Тăхтамана наркăмăш парса вĕлерет, каялла Силпие Сетнер патне таврăнать . Анчах нумая пымасть çамрăк мăшăрăн телейĕ. Пĕр каçхине, Михетер пуянлăхне хапсăнас шухăшпа, ун патне вăрăсем пыраççĕ, Михетере вĕлереççĕ. Вăрăсене тытма чупса çитнĕ Сетнере те пуртăпа касса пăрахаççĕ. Ĕнтĕ çук малашне Нарспишĕн телей. Çĕтрĕ унăн ăраскалĕ. Кун çути тĕксĕмленчĕ уншăн. Вăл та вара ялтан инçех мар Кантăр варĕнче йăмраран çакăнса вилет. Ял-йышĕ Нарспие йăмра айнех пытарать, вил тăпри тавра шĕкĕрен çатан çавăрса лартать. Телейсĕр хĕрĕн хурлăхлă юррисем халăхра юлаççĕ.

Хăюллă Нарспи çапла пÿкле вилĕмпе вилни асаплă, тискер пурнăç йĕркисене пăхăнса пурăнма килĕшменнинчен килет. Ашшĕ-амăшĕнчен те, ют çынсенчен те хÿтлĕх кĕтсе пулăшу ыйтать. Çут çанталăк вăйĕсенчен те пулăшу ыйтать. Анчах çут çанталăк та кашкăрла мораль çинче никĕсленсе тăракан обществăн саккунĕсене пăсма пултараймасть. Силпире пурте турра ĕненнĕ, пÿлĕхçĕрен телей ыйтнă, йывăр вăхăтра вăл пулăшасса шаннă. Нарспи те пÿлĕхçĕне тархаслать, унран çăлăнăç ыйтать. Анчах пÿлĕхçĕн те чĕри чул иккен. Вăл та укçапа пуянлăхăн хăрушă саккунĕсене хирĕç пымасть, тĕрĕслĕх шыркан ырă чунлă çынсен хутне кĕме мар, вĕсем çине асап хыççăн асап ярать. Эппин, çавăн пек турра хисеплеме пулать-и? Çук. Нарспи те вара турă йĕркине пăхмасăр хăйне хăй пĕтерет. Поэма çут çанталăк пуянлăхне, шыв-шур юрриллĕ, йăлтăр хĕвел тĕрриллĕ савăнăçлă çуркуннене мухтанипе пуçланать те хурлăхлă пĕтет:

Атте-анне ирĕкĕ

Çирĕ сарă хĕр пуçне.

Выртрĕ хĕсĕк тупăка,

Ячĕ юлчĕ ял çинче.

Çыраканĕ – ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç

тĕп шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренекен Изратова Клавдия Владиславовна

Эссе

Ырри усала çĕнтерет (К.В.Иванов хайлавĕсем тăрăх)

К.В.Иванов – ăслă та вăйлă талант. Вăл çырнисем паянхи кун та тавлаштараççĕ. Тĕслĕхрен, «Нарспи» поэмăра автор сăнарсен пурнăçри ырлăхĕпе хурлăхĕ мул тĕнчинчен килнине кăтартнă. Хайлавра поэт «анчах вăйлă этем те мул тĕнчине пăхăнать» тенĕ. Нарспи ашшĕ-амăшĕ хăйĕн хĕрне пуян çынна качча парса телейлĕ тăвасшăн пулнă. Анчах та Нарспи шăпи телейсĕр килсе тухрĕ. Тĕнчери литературăра пуян ывăлĕпе пуян хĕрĕн юратăвĕ те телейсĕр пулнине каланă. Тĕслĕхрен, В.Шекспирăн «Ромеопа Джульетта» хайлавĕ. Апла пулсан, телей мулран çеç килмест. Хальхи çамрăксенчен чылайăшĕ телее мулра кураççĕ. Çав вăхăтрах хăйсем укçаллă пулсан та хăйсене телейлĕ тесе шутламаççĕ. Апла пулсан, телей мĕнре-ши? Ман шутпа – чун канăçлăхĕнче. Кам ăçта чун канăçлăхне тупать: пĕрисем ăна вĕренсе е ĕçлесе тунă çитĕнĕвĕсенче кураççĕ, теприсем – телейлĕ çемьере. Хăшĕ-пĕрисем тата эрех ăшне путаççĕ. Чылай чухне пысăк укçа ĕçлесе илекенсем те лавккаран уйрăлаймаççĕ, кунĕн-çĕрĕн ÿсĕр çÿреççĕ. Ун пеккисем пурин çинчен те манса кайса пурăнаççĕ. К.В.Иванов «Нарспи» поэминче эрехпе мул сиенĕ çинчен те çырать: «Укçапала эрехех çынна ăсран кăларать».

Анчах та, ман шутпа, пурте виçеллĕ пулмалла. Вăхăчĕпе – ĕçлемелле, çав вăхăтрах тивĕçлĕ савăнма та пĕлмелле. Телейлĕ пулас тесен юратма та пĕлмелле. Эпир халь юратма пĕлместпĕр, тепĕр чухне хамăра юратнине те тивĕçлĕ вырăна хурса хаклама пĕлместпĕр. Пĕррехинче автобусра пĕр телейсĕр хĕрарăмăн хăйĕн телейсĕр шăпи çинчен каланине илтме тÿр килнĕччĕ: вĕсем çав тери пуян пурăнсан та çак хĕрарăм хăйне телейсĕр тесе шутлать, мĕншĕн тесен ăна мăшăрĕ урăххипе ылмаштарать иккен.

К.В.Иванов шăпи те, пĕр енчен, телейсĕр килсе тухнă. Вăл çамрăклах, 25 çула та çитеймесĕрех, мăшăрланмасăрах пурнăçран уйрăлса кайнă. Çав вăхăтрах вăл телейлĕ те, мĕншĕн тесен 17 çулти çамрăк хăйĕн чи ăста, пур енчен те пулса çитнĕ хайлавĕсене – «Икĕ хĕр», «Тимĕр тылă», «Тăлăх арăм» сăвăллă юмахĕсене, «Нарспи» поэмине çырать. И.Я.Яковлев тăрăшнипе ку хайлавсем «Чăваш халапĕсем» кĕнекере пичетленсе тухаççĕ. Халăх вĕсене хапăлласа йышăнать.

1905–1907 çулсенче Раççейре пĕрремĕш революци пулса иртнĕ. Çакăн чухне Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренекен ачасем хушшинче те революциллĕ шухăшсем палăрма пуçлаççĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пăлхав пулса иртет. Пăлханакан чăваш çамрăксем вĕренÿ программисене анлăлатма: вырăс мар халăх ачисене аслă шкулсене кĕмешкĕн ирĕк пама ыйтнă, вĕренекенсене хăйсен пĕлĕвне ÿстерме кирлĕ кĕнекесене ирĕклĕн вулама, театрсене çÿреме чармалла мар тенĕ. Çаксем К.В.Иванова та хавхалантарнă.

1907 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче шкул çурчĕ тăрринче хĕрлĕ ялав вĕлкĕшнĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренекенсем политикăлла митингсем тунă, юрăхсăр учительсене: вăл шутра Кочурова шкулта вĕрентес ĕçрен кăларма ыйтнă. Çак вăхăтра Иванов «Марсельеза» юрра чăвашла куçарать: унăн революцил­лĕ шухăшне тăван чăваш халăхĕпе çыхăнтарса çивĕчлетет. Çак политикăлла митингсенче пулнăшăн 1907 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче шкултан 37 вĕренекене кăларса янă. Вĕсен шутĕнче Константин Иванов та пулнă. Çакăн хыççăн вăл тăван ялне – Слакпуçне таврăннă.

Константин Васильевичăн литературăри таланчĕ шăпах пĕрремĕш революци тапхăрĕнче йĕркеленме тытăннă, вăй илсе пынă. Иванов ăслă та вăйлă талантлă сăвăçă. В.П.Станьял критик калашле, çамрăк кайăк вĕçме вĕреннĕ пек, вăл хăйĕн тапса тăракан пултару вăйне виçме Кольцовпа Некрасовăн, Огаревпа Майковăн хăш-пĕр сăввисене тата Лермонтовăн «Иван ĕмпÿпе çамрăк сыхлавçă тата сатур Калашник хуçа çинчен хунă юрă» поэмăна тата ытти хайлавсене тан сыпăклă сăвă виçине куçарнă.

К.В.Иванов – драматург, либреттист, де­коратор, юрă-кĕвĕ фольклорисчĕ. Вăл юмахсем çыра-çыра илнă, вĕсене илемлетсе çырнă, вĕсенче чăваш хĕрарăмĕн асаплă пурнăçне, вăл укçалла сутмалли япала вырăнне кăна пулса тăнине, ăна хÿтĕлекен саккун çуккине кăтартса панă. Хăйĕн пур хайлавĕнче те Константин Иванов тÿрĕ чунлă та нушаллă çынсене кăмăллани, вĕсен енче тăни курăнать. «Икĕ хĕр» юмахра вăл йăпăлтатнине çеç юратакан пуян ашшĕ хăйне чăнлăха калама хăякан маттур кĕçĕн хĕрне кÿрентернине кăтартса парать. Ашшĕн пăсăк çынлăхне, ĕрет-несĕпне сивлет юмах.

К.В.Иванов «Икĕ хĕр» юмахра ĕçчен те тÿрĕ кăмăллă çынна ултав тĕнчинче ниçта та, нихçан та ырлăх çукки çинчен каласа парать. «Тимĕр тылă» балладăра сарă кинне киревсĕр те хаяр хунямăшĕ, тухатмăш, нимшĕнех курайманнине, ăна асап кăтартнине хыттăн питлет, аппăшĕсемпе пиччĕшĕ те пулăшу паман йăмăкне хĕрхенсе сăнлать.

Поэт халăх чунне тивекен хайлавсем çырма пултарни вăл халăх сăмахлăхĕпе анлăн усă курма пěлнинчен килнĕ. Мěншěн тесен ăсталăх енчен пулса çитнĕ халăх шухăшĕпе туйăмне туллин пěтĕмлетсе паракан сăмахсемпе сăнарсем пуринчен ытларах халăх хывнă юрă-сăвăсенче, юмах-халапсенче тěвĕленнě. Вěсем çине таянса К.В.Иванов пěтěм халăх кăмăлне хумхатма пултаракан çĕнě шухăшлă илемлĕ хайлавсем çырнă. Çĕнě сăнлăх-сăнарсем ăсталанă. Çавна сăвă-кĕвě, сăмах çепĕçлěхĕ енчен калама çук витĕмлĕ майсемпе туса пынă. К.В.Ивановăн сăвăлла юмахěсемпе балладисем те шăпах халăх юмахĕсемпе халапěсен сюжечĕсемпе усă курса çырнă произведенисем.

Çутта тухнă кашни халăхăн хăйěн чи хаклă, чи илемлĕ кěнеки пур. Çавăн пек ĕмěр тутăхман, ылтăнран та хаклă, çутă япала вăл пирĕншěн – К.В.Иванов çырнă «Нарспи» поэма. «Нарспи» поэма – Константин Иванов пултарулăхĕн генилле шайне кăтартакан хайлав.

Калăпăшĕпе пысăках мар пулин те, хăйěн содержанийĕпе епле пуян вăл! Мĕнле хăватлă шухăш-кăмăл, чăн-чăн ăсталăх çăл куçě вĕресе тăрать унта! Тăван ěç халăхĕн тарăн ăсěпе тĕрěслěх туйăмě, таса кăмăл-сипечĕпе çынна пысăккăн юратни, чун илемĕпе характер çыпăçулăхĕ, сăмах-юмах виçелěхĕпе юрă-сăвă хитрелěхĕ – çаксем пурте тěнче литературин чи малта пыракан сăнарлăх ăсталăхĕпе тěлĕнмелле килĕшÿллĕн сыпăннă ку поэмăра.

«Нарспие» вулама тытăнсанах пирěн чун-чĕрене çут çанталăк илемě çупăрласа илет. Тен, К.В.Иванов çут çанталăкра çеç чăн-чăн гармони курать? Çук, халăх пурнăçĕнче те, уйрăмах ĕç çынни кăмăлĕнче, килěшÿллĕ япаласем сахал мар иккен: ырă йăла-йěрке, юратса тăвакан ĕçсем, уявсем… Вĕсенчен нумайăшне – тĕрĕ тĕрленине, пир тĕртнине, утă çулнине, çимěк, çинçе, калăм уявĕсене, хăна-вěрлене сăйланисене те, тата ыттисене те – поэт çĕкленсе те хавхаланса çырса кăтартать. Уйрăмах пирěн чуна çамрăксен юратăвě, çут çанталăк панă чун туртăмĕ ачашлать.

Çут тĕнчене, пурнăçа, этеме çакăн пек шанса та юратса сăнлани К.В.Ивановччен курăнсах кайман. Нарспи çут çанталăк саккунĕсемпе килĕштерсе пурăнма вĕреннĕ. Мĕнешкел илемлĕн йăлкăшса тухать вăл пирěн ума: ăшă кăмăллă, ĕçчен, тин çурăлнă чечек пек пит-куçлă, кайăк сассиллě хĕр. Юратса çеç ěçлет вăл ашшĕ килěнче, юрла-юрла тĕрлет, пир тĕртет, хăна килессе пĕлсенех – чăвашăн ырă йăлипе апат хатěрлеме тытăнать. Каçхине вара вăййа тухса савăнать, хăйĕн хаваслă кулли-юррипе çамрăксене çěклентерет.

Мĕнрен килет-ха Нарспин хĕр чухнехи илемĕпе телейĕ? Çут çанталăк панă вăй-халĕпе киленсе, шухăш-туйăмне хĕсěрлемесĕр, чун туртăмне ирĕккĕн аталантарса пурăннăран.

Тěрĕслěхе ĕненсе, хăйĕн вăйĕ çине шанса ирĕккĕн ÿснĕ çынсем кăна çирěп чун хаваллă та таса шухăшлă пулаççĕ. Нарспи те кăмăлěпе çирĕп, тÿрĕ чунлă. Хăйне тивěçлě маттур Сетнере, унăн чунне, кăмăлне ытараймасăр, юратса каять те вăл чухăннине пăхмасăр унпала телейлĕ пулма ěмĕтленет.

Нарспи сăнарĕ çамрăксен юратăвне кăна мар, чураллă йăла-йĕркене, çын харкамлăхне таптанине уçса парать. Туй халăхĕ кулнине, тăванĕсем тытса хĕненине, вăйпа качча панине сивлесе хăюллă хĕр пусмăра хирĕç тăрать. Хăйĕн чураллă пурнăçне кура вăл пулăшу ыйтать.

Эй, пÿлĕхçĕм, пулăшсам,

Чунăм çунать, мĕн тăвас?

Пĕтсен пĕтех, пĕт, тăшман, –

Пурăнăçăм ырах мар.

Нарспи чăн чăваш хĕрарăмĕн сăнарне кăтартать. Силпире вăл хăйĕн чиперлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе пурин чĕрине те тыткăнлать. Нарспи черченкĕ те ачаш, çав вăхăтрах вăл çирĕп, хăюллă туйăнать.

Нарспие пĕтĕм чĕререн юратакан чухăн Сетнер те чуна савăнтарать. Вăл таса ĕмĕтсемпе, сăваплă ĕçпе пурăнать, унăн юратăвĕпе курайманлăхĕ чиксĕр анлă. Çĕрме пуянсен укçи-тенкине хирĕç мĕн тăратма пултарĕ-ха вăл? Чун-чĕре хĕрÿлĕхне, кăмăл-туйăм тасалăхне, ĕçченлĕхĕпе ăшпиллĕхне…Анчах та çĕрме пуян Михетере пуянлăх юратуран та, хăйĕн тăван хĕрĕнчен те хаклăрах. Тăван хĕрĕ темле ÿкĕтлесен те итлемерĕ хĕрне пуянлăхпа суккăрланнă ашшĕ-амăшĕ. Качча пачĕç ирĕксĕр Тăхтамана…

Анчах та çак чураллă пурнăçпа килĕшесшĕн пулмарĕ Нарспи. Сетнер те хăйĕн чун савнийĕне пусмăрта хăварасшăн пулмарĕ. Нарспи Тăхтамана вĕлерсе Сетнер патне тарать, çав вăхăтра Сетнер те Нарспие хăтарма пырать. Икĕ юратакан чĕре пĕр-пĕрин патне туртăнать. Вĕсен ĕçĕсенче чăн-чăн юрату, кĕрешÿ вăйĕ палăрать.

Михетерпе карчăкĕ — пуянлăхшăн хыпăнакан çынсем. Вĕсенчен пуян çын ялта та çук. Тем çитмест ĕнтĕ ватă карчăкпа старике? Пуянлăх, чап çитмест. Хăйсем пекех пуян çынна качча парас терĕç вĕсем хăйсен пĕртен-пĕр хĕрне, улăхри сар чечек пек хÿхĕм, таса, ĕçчен, чипер Нарспие… Хăйсен хĕрĕ Сетнере юратнине пĕлсех ăна ирĕксĕр качча пачĕç. Сетнер чухăн пулнипе пăхасшăн пулмарĕç ашшĕпе амăшĕ мĕскĕн Сетнер çине… Çут тĕнчере пуянлăхсăр пуçне тата юрату та пуррине ăнланмаççĕ вĕсем. Анчах та поэма питĕ хурлăхлăн вĕçленет.

…Михетерпе карчăкне

Пурте утрĕç пытарма…

…Чипер ача Сетнер те

Выртать юман тупăкра…

Пуян, хытă, чунсăр çын пулнипе мала каяймарĕç Михетерпе карчăкĕ, вăхăтсăр çĕре çеç кĕчĕç… Таса, вĕри чунлă Сетнер те пулăшаймарĕ вĕсене, хăй те вĕсемпе пĕрлех тепĕр тĕнчене кайрĕ… Чăтаймарĕ Нарспи çак хурлăха, чăтаймарĕ унăн хурлăхпа тулнă мĕскĕн чĕри… Хăй те вăл ыратăва тÿсеймесĕр çакăнса вилчĕ…

Ун хурлăхлă юррисем

Юлчĕç çынсен асĕнче.

Халь те пулин Силпире

Асăнаççĕ мĕскĕне…

Таса тĕшлĕ поэзи вилĕмсĕр, çавăнпа вăл кашни çĕнă ăрăва хăйĕн халиччен палăрман йăлтăравĕпе курăнса тăрĕ. «Нарспи» поэмăра этемлĕхĕн ĕмĕчĕсем шăранса тухнă. «Нарспи» авторĕ поэзилле тĕнче-туйăм тĕссен пуянлăхне, çынлăх туйăмне хаклани палăрать. Поэмăн чĕлхи те, сăнарĕсем те кăмăла тыткăнлаççĕ. Нарспипе Сетнер шăпи, вĕсен вĕри те таса туйăмĕсем паянхи çамрăксемшĕн те ют мар. Пĕр-пĕринчен вăйпа туртса уйăрнă хĕрпе каччă этем чысне, тивĕçне, телейне нĕрсĕррĕн таптакан пусмăр тĕнчине, ашшĕ-амăшне, çÿлти вăйсене те хирĕç тăраççĕ. Тискерлĕхе тиркеççĕ вĕсем. Поэмăри ĕçсен йĕрки ансат та уçăмлă. Унăн шăнăрĕ – ĕçлекен çынна ырлани, вăл тăвакан ырă ĕçсене хÿтĕлени.

Çакă çутă тĕнчере

Вăйли çук та этемрен:

Шывсем çинче, çĕр çинче

Хуçа пулса вăл тăрать.

Çакăн пек çирĕплетсе хăварнă хăйĕн шухăшне К. В. Иванов. Вăл малашлăха пĕлсе тăнă евĕрех çырать.

Анчах вăйлă этем те

Хăй тĕнчине пăхăнать.

Укçапала эрехех

Çынна ăсран кăларать.

Пурнăçри танмарлăх, çăткăнлăх, ÿсĕр-пÿсĕрлĕх этем ăс-хакăлне, телейне çăтса яни çинчен те вăл вичкĕн сăмахпа систернĕ. Çын эрех-сăра авăрне путасса вăл пĕлсех тăнă тейĕн.

К. В. Иванов çырни хальхи пур çынна та килентерет, тĕлĕнтерет. Вăл поэмăна епле тарăннăн, уççăн çырнинчен эпир паянхи кун та тĕлĕнсе тăратпăр. Унăн ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр пирĕн чĕрере пулĕ, эпир çак туйăма сÿнме памăпăр… К. В. Иванов ячĕ те, « Нарспи » ячĕ те – сÿнми…

«Нарспи» поэма сăмахлăх тĕпчевçисене те чылай çул шухăшлаттарнă, халě те шухăшлаттарать, тавлаштарать те. Чăн-чăн талант, гений çырнă произведени кăна тĕрлě халăхăн çĕршер ăсчахне нумай-нумай çулсем хушши çапла кăсăклантарма пултарать. «Нарспи» поэма – халăх кăмăлне пěлсе-туйса çырнă хайлав. Унта эпир чăваш халăхěн чи паха шухăш-туйăмěсене тупатпăр. Вăл этем тивěçлěхěпе, ирěклěхěпе, танлăхěпе пурăнма вěрентекен хайлав. Вăл çамрăклăх вăйěпе, пурнăç туртăмěпе çиçсе тăрать.

К.В.Иванов – поэт-лирик. Унăн лирики – гражданла лирика. Ивановăн шухăш-кăмăлĕ халăх шухăш-кăмăлĕпе пĕрлешсе, ăна уççăн палăртса тăнă. Халăха савăнтарни поэта савăнтарнă, халăха хурлантарни поэта хурлантарнă, чун-чĕрине ыраттарнă.

К.В.Иванов хăйĕн пултарулăхěн пěтĕм вăйне мул тěнчин тĕрěсмарлăхне уçса кăтартас çĕре янă. Анчах ырă курасси, телей, ирěклĕх укçара мар – акă ун пултарулăхě витĕр тухакан тěп йĕр, тěп шухăш. Этем – чи вăйли, чи таси, анчах укçа-тенкĕ ăна темěн тĕрлě ирсĕрлĕхпе лапăртаттарса хурать, çыхлантарса лартать, ăсран кăларать, унăн хакне, унăн вăйне çухаттарать, ăна пěтерет. Укçа-тенкĕ çын пурнăçне хуçса аркатать, çывăх çынсене мантарать.

Пурнăçри юрату час-часах çапла вĕçленнě: çынсем майĕпен хурлăхлă шăпипе çырлахнă, савман çынпа пĕрлешнě, чунпа хăрса типнĕ, чирлесе хěне кайнă. Мул çын чунне пăснине, кил-йышри деспотизм этем ирĕкне хěсĕрленине хăш-пĕр чăваш просветителĕсем К.В.Ивановчченех, сăмахран, И.Н.Юркин 1889-1890 çулсенчех хăйěн «Мул», «Этем пырĕ тутă та, куçě выçă» повеçĕсенче сивленě. Анчах К.В.Иванов мул тĕнчин моральне питленипе çеç çырлахмасть, вăл çав йěркесене хирĕç тăма вěрентет. «Мĕнле тухмалла-ши çав инкекрен?» – акă мěнле хастар гуманизмла шухăш пăлхантарать автора. Çавăнпа вăл хăйĕн ырă геройĕсене паттăр тăвать, усал йăласемпе кěрештерет.

Константин Васильевич Иванов патша вăхăтěнче, тискер саманара пурăннă. Питех те кěске пулнă унăн ěмěрě, 25 çултах вăхăтсăр çěре кěнě. Çак аслă талант витěмěпе чăвашсен илемлě литератури чăн ăсталăх тěлěшěнчен çÿллě шая çěкленнě. Пире те ун хайлавěсем тěлěнтереççě, ырришěн кěрешме чěнеççě, тěрěслěхшěн тăма вěрентеççě, тăван чěлхен илемне туйтарса тăраççě. Пурнăçра та ырри çěнтерессине шансах тăратпăр.

Ĕçе тăвакан —

Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕн

9-мĕш класĕнче вĕренекен

Смирнов Дмитрий Олегович

22. 04. 2015 ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Федорова Е.С.

Like this post? Please share to your friends:
  • Сочинение на чем ты любишь кататься зимой
  • Сочинение на чувашском языке чыса самракран упра
  • Сочинение на чем должны основываться отношения между людьми итоговое
  • Сочинение на цпд фсин пример
  • Сочинение на чувашском языке про зиму