Сочинение петем халах вайепе 8 класс

Çӗнтерӳпӗр аслӑюрӑ,

Пӗр уяв пек пуличчен

Тар та юхрӗ, юн та юхрӗ,

Пуçӗпе пěтни миҫен!…

                       П.Хусанкай.

Скачать:

Предварительный просмотр:

Çӗнтерӳ пӗр аслӑ юрӑ,

Пӗр уяв пек пуличчен

Тар та юхрӗ, юн та юхрӗ,

Пуçӗпе пěтни миҫен!…

                       П.Хусанкай.

   «Вӑрҫӑ» сӑмах ытла та хӑрушшӑн, сиввӗн илтӗнет: чуна ҫӳçентерет, кӑмӑла хуҫать, чун-чӗрене ыраттарать, сехрене хӑпартать.

     «Вӑрҫӑ асаппа инкек акать», — тӗнӗ ваттисем. Кирек мӗнле вӑрҫӑ та куҫҫульсӗр, ҫухатусӑр пулмасть. Пур вӑрçӑ та халӑх историйӗнче хурлӑхлӑ йӗр хӑварнӑ. Иккемӗш тӗнче вӑрçинех илӗр. Ытла та ирсӗр  тӑшман тапӑннӑ пирӗн çӗр-шыв çине. 1941-мӗш çулхи июнӗн 22-мӗшӗнче ирпе тапӑнас чух нимӗç офицерӗсемпе салтакӗсене çакӑн пек памятка валӗçсе панӑ:..вырӑс çыннисене пурне те вӗлерӗр: салтак-и вӑл е хӗрарӑм, хӗр ача е арçын ача – хӗрхенсе ан тӑрӑр, вӗлерӗр. Çапла тусан хӑвна вилӗмрен хӑтаратӑн, çемйун малашлӑхӗшӗн тӑрӑшатӑн тата хӑвна ӗмӗрлехех мухтава кӑларатӑн.» Авӑепле хӑрушӑ тӗллев тытнӑ Гитлер! Ахальтен мар ӗнтӗ Стихван Шавли хӑйӗн «Гитлер çамкиҫине» сӑвинче çак сӗмсӗр те хӑпсанчӑк çынна: «Палач! Çӗлен! Сӑпса! Çӑхан! Калта! Хурах! Эсрел!» — тет чӗререн тарӑхса та чунтан кураймасӑр. çемьерен

     Кашни нимӗç фашистӗнчех чунсӑрлӑх, çӑткӑнлӑх хуçаланнӑ. Вӗсен чунӗсенче пӗр чӗптӗм хӗрхенӳ туйӑмӗ те пулман. Мӗн чухлӗ çынна персе вӗлернӗ, мӗн чухлӗ ҫынна ҫунтарса янӑ, мӗн чухлӗ ҫынна чуралӑха хӑваласа кайнӑ, мӗн чухлӗ ҫынна концлагерьсенче асаплантарнӑ… .  Нимӗҫ «йыттисем» пирӗн халӑха кӳнӗ инкек-синкеке, терт-асапа каласа та пӗтерес ҫӳк.

     Манӑн тӑван ҫӗршыв- ҫеньял,  вӑл инча ҫырма çӳмӗнче вырнаçнӑ. Картӑ ҫинче вӑл пӗчекҫеҫ точкӑ. Çавӑнпа пӗчӗк тата пысӑк ялсенче пурӑнакан çынсем çӗнтерчӗç фашистсене. Пирӗн ялта195 çын вилнӗ. Пирӗн ҫемьерен те нумай çын кайнӑ вӑрҫа, вӗсенчен пӗтӗмӗ таврӑнман. Ишмулкин Александр Иванович вӑрҫӑра пуҫне хунӑ, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн лайӑх пурӑнӑҫшӑн тӑрӑшнӑ. Степан тете вӑрçӑран сывах таврӑннӑ. Вӑл питӗ маттур пулнӑ. Нимӗç фашистсемпе питӗ лайӑх çапӑçнӑшӑн  Хӗрлӗ çӑлтӑрлӑ орден парнеленнӗ.

    Пирӗн ялта вӑрҫӑра паттар керешсе вильнисем валли, памятник уҫнӑ. Мрамортан плита ҫинче вӑрçӑра вилнисен ячӗсене çырса хунӑ. Çӗнтерÿ кунӗ, 9-мӗш майра, пӗтӗм халӑх, шкул ачисем памятник патӗнче пуçтарӑнаççӗ.

    Пирӗн çемьере кадровый военныйсем те пур. Алексей тете офицер-командир Литвара взвод йӗркелесе пынӑ. Çар службине пӗтерсен Тольяти хулинче милицинче ӗçлет. Иван тете 217 Свирский воздушно-десентный ҫар службинче пулса иртет. Нагорный Карабахра 1989 – çулсенче унӑн взвочӗ мирлӗ халӑха хураланӑ. Анчах çав вӑхӑтра Нагорный Карабахра тӑнӑҫлӑх пулман, мӗншӗн тесен азербайджансем, армянсем хайсен хушшинче пӗр пӗринчен ҫаратса пурӑннӑ. Вӗсем ҫынсене ним вырӑне те хуман: вӗлернӗ, касса-каса пӑрахнӑ. Çулпа машина пыракан салтаксене те пӗтӗмпех пӗрсе вӗлереҫҫӗ. Иван тете  каласа панӑ тӑрӑх: полковник хӑйӗн водителӗпе штапа кайма тухнӑ, нумай пулмасть вӗсене ҫул варрине çитсен тӑшмансем полковник пуҫне каснӑ та салтак ӑшне чиксе хунӑ. Кайран  вӗсене штапне кайса пӑрахаçҫӗ. Çакна итлесе ларнӑ хыҫçӑн пирӗн куçҫульсем ухма тытӑнчӗç, мӗншӗн тесен мӑнчул ҫамрӑксем çак вӑрҫӑра  вилеçҫӗ.

   Иван тете вӑрçӑ пӗтсен яла нумай наградӑпа таврӑнать.Служба хыҫҫӑн Санкт-Петербурга парашютнӑй спортӗнче инструктор пулса ӗçлет. Унтан таврӑнсан,  вӑл Тольяти хулиненче милицине ӗҫлеме керет. Нумай пулмасть ӑна амантаçҫӗ, тӑна кемесӗрех вӑл вилет. Ана хисеплесе Тольятинче памятник лартаçҫӗ. Нимӗҫсемпе çапӑҫнӑ чух вилеме ирте-ирте пына киле таврансан тивесле вахатра хайен вилемне тупна.

МБОУ «Верхнеколчуринская СОШ»

Сочинение по теме «Война глазами детей»

Выполнила ученица 9 класса

Краснова Лия

Учительница чувашского языка и литературы

Смирнова М.А.

Районный конкурс сочинений «Этот день Победы порохом пропах…», посвящённого 72-й годовщине Победы

в Великой Отечественной войне 1941-1945 г.г.

«Они ковали Победу»

Работа Николаевой Виктории Викторовны

Ученицы 8 класса муниципального

общеобразовательного бюджетного

учреждения средней общеобразовательной школы с. Нижнеулу-Елга муниципального

района Ермекеевский район

Республики Башкортостан

Руководитель Ильина Марина Станиславовна

2017 г.

Вилсессĕн те пĕтмест вǎл паттǎр:

Ик пурнǎç панǎ паттǎра,

Иккĕмĕш пурнǎç çавǎнпа та

Вилĕмсĕр чаплǎ ун вара.

Д. Бедный

Мӗн-ши вӑл вӑрçӑ? Кирлӗ-ши пире вӑл? Вӑрçӑ… Çак сӑмаха çыртӑм та чӗре ыратса кайрӗ. Хальхи вӑхӑтри çамрӑксен Тӑван çӗршывӑн аслӑ вӑрçи çинчен каласа панӑ тӑрӑх çеç пӗлеççӗ. Анчах аслӑ ӑрӑвӑн чӗрине вӑл – тӳрленмен суран пек ыраттарать. Çак вӑрçӑра пулас профессие илес, вӑрӑм та телейлӗ кун-çула кӗтсе илес ӗмӗтсем татӑлнӑ. Çак вӑхӑтра юлашки тӗлпулу, юлашки хут алӑ пани, юлашки хут çывӑх çын пӑхни… Вӑрçӑ… Кӗленче катӑкӗ пек пирӗн халӑхӑн чӗрине кӗрсе ларчӗ. Хӗвел çутине тӗтӗмпе капларӗ. Тӳсейми ырату паттӑрла вилӗсенчен кӳчӗ. Мӗн чухлӗ юн тӑкнӑ! Мӗн чухлӗ куççуль тӑкнӑ! Тӑван çӗр пушарпа хупланнӑ; курӑксем сывлӑмпа макӑрнӑ, хура йывӑçсем тӗшӗрӗлсе аннӑ, пин-пин саспа тискер ырату таврана çӗмӗрнӗ. Çак тивӗçсӗрлӗхе хирӗç чӑн паттӑрсем тӑнӑ. Вӗсем телейӗ нихӑçан та вӑрçӑ пулманнинче, мирлӗ пурӑннинче. Çакӑшӑн вӗсем кӗрешнӗ, аманнӑ, çак шухӑшпа вилнӗ.

Петӗр Хусанкайӑн «Таня» ятлӑ хайлавӗ асран тухмасть. Тăван çĕршыв чысĕшĕн пуçна ан шелле, тенӗ ваттисем сӑмахӗнчи пек çамрӑк партизанка Зоя, çав тери тӑван çӗре юратса, хӑйӗн пуçне паттӑрла хунӑ. Тыткӑна лексен хаяр тӑшмансене парӑнман, хӑйӗн юлташ-партизансене сутман. Нимӗç фашисчӗсем тӳсме çук муриклесен те шӑлне çыртнӑ, чӑтнӑ. Чӑн пулнӑ ӗçсем çинчен Хусанкай çырни питӗрех те чуна хускатать. Пӗр енчен куççуль тухать, Зоя Космодемьянскаяна шеллесе, тепӗр енчен тивӗçлипе унӑн хастарлӑхӗпе мӑнаçланан.

Пӗлтӗр шкулта эпир тăван литература урокĕнче Куçма Турхан çырнă «Пулеметчик Иван Смирнов» ятлă хайлава вуласа тухрăмăр. Смирнов пирки автор çапла çырать: «…Унăн кашни сăмахĕ, кашни утăмĕ çак этем çав тери тỹрĕ кăмăллă пулни çинчен калать. Мĕн тери лайăх çын, мĕн тери лайăх командир», — тенĕ боецсем. Ун хыççăн таçта та кайма хатĕр тăнă салтаксем. «Мĕнле çамрăк, мĕн тери тирпейлĕ, хăйне тытма пĕлекен çын», — тенĕ командирсем. Ăна кирек мĕнле ĕç шанма та иккĕленмен. Паттăр ятне тивĕç Иван Смирнов пулеметчик чӑн та Çĕнĕ Сĕнтĕр ялӗнче Чӑваш Республикинче çуралса ӳснӗ. Пин те тӑхӑр çӗр хӗрӗхмӗш çулта Иван Васильевича çара илнĕ. Кĕçех иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçланнă. Вăрçă хирĕнче чӑваш пулемётчикӗ паттăрла кĕрешнĕ, хĕрỹ çапăçура пĕччен юлсан та тăшман çине вут тăкнă. «Чарăнми перекен пулемет нимĕç танкĕ ун çине кĕрсе кайсан çеç шăпланать, танк айĕнче çамрăк каччăн чĕри те тапма чарăнать».

Манӑн аслӑ кукаçей Дмитриев Поликарп Алексеевич та вӑрçӑра пулнӑ, аманса килнӗ. Аслӑ кукаçей пин те тӑхӑр çӗр хӗрӗх виççӗмӗш çултан Тӑван çӗршывӑн аслӑ вӑрçинче фашист нимӗçӗсем хирӗç çапӑçнӑ. Вӑл Украина фрончӗнче паттӑрла Ровна хулине хӳтеленӗ чух аманнӑ. Кукаçей каланӑ тӑрӑх, унӑн ашшӗ вӑрçӑ çинчен пит калаçма юратман. Тӑшман ирлӗхленнине, аçтахалӑхланнине аса илесси килмен тӗр унӑн. «Нуша, асар-писер ырату, хуйхӑ, кичем никамӑн та курмалла ан пултӑр»,- аслӑ кукаçей сӑмахӗсене ялан калать мана атте.

Çавсене евӗр, Тӑван çӗршывӑн паттӑр хӗрӗсемпе ывӑлӗсене паянхи мирлӗ вӑхӑтшӑн пуç таймалла. Эпир вӗсене тивӗçлӗ пулмалла. Паянхи кун та, Тӑван çӗршывӑн аслӑ вӑрçи хыççӑн çитмӗл икӗ çул иртнӗ пулсан та, Çӗнтерӳ куне çу уйӑхӗн тӑххӑрмӗшӗнче уявлатпӑр. Шкулӗпе çултан-çул çак чаплӑ кун сыввисене тата çӗре кӗнӗ вӑрçӑ паттӑрсене асӑнса, чысласа «Никама та манман, нимӗн те манӑнмӗ» обелиск патӗнче пуçтарӑнатпӑр, сӑмах калатпӑр, сӑвӑ-юрӑ шӑрантаратпӑр. Таврари тӑватӑ ялтан вӑрçӑра пулнӑ пӗр çын та юлман, ватӑлса вилнӗ, çапах та вӗсен ячӗсен паянхи кунчен обелиск çинче çеç мар, кашнин чӗринче пичетленсе юлнӑ. Малалла та хӑйсен ячӗсем асран кайсан та вӗсен ӗçне нихӑçан та манас çук.

Вӑрçӑ темиçе ӑрӑва мирлӗ пунӑçа хаклама вӗрентнӗ, анчах халиччен те, е пӗр çӗрте е тепӗр çӗрте бомба çурӑлнӑ сас илтӗнет, çынсем вилеççӗ. Паянхи вӑрçа куçа курӑнман тӑшман йӗртсе пырать, çавӑнпа та вӑл хӑрушӑрах. Ку тӑшман – терроризм. Вӑрçӑра çынсем пӗлеççӗ ӑçта хӑйӗннисем, ӑçта тӑшмансем. Халӗ ӗнтӗ террористсем намӑсла мирлӗ çынсем çине сисмен, кӗтмен çӗртен тапӑнаççӗ. Пирӗн тӗп тӗллев мӗнпур тӗнчери хӑрушлӑха хирӗç ушкӑнпа тӑрас пулать.

Çынсен ӑнланмалла: вӑрçӑпа вӗсем имшер тӑнӑçлӑха аркатма пултараççӗ! Кирек мӗнле ыйтӑва та мирлӗ сӳтсе ярса пулать. Тӳссе, чӑтса ирттерес пулать, вара мӗн пур тавлашура çапӑçусӑрах килӗшӳ тупса пулӗ. Анчах тӗнчере ырӑ та, усал та пур, çавӑнпа вӑрçӑсем тата пулма пултараççӗ. Пур çынсем те ырлӑх енне тӑмалла, мӗншӗн тесен эпир пӗрле чух вӑйлӑрах, хастарлӑрах тата тӳсӗмлӗрех. Çынсем çакна ӑнланиччен çӗнтерӳ пулмӗ. Эпир пурте çут çанталӑкӑн ачисем, çвӑнпа ӑна хӳтелес, упрас пулать, унсӑрӑн пирӗн планета пӗтме пултарать. Ветерансене чыслас пулать, мӗншӗн тесен вӗсем пирӗн çӗр çинче тӑнӑçлӑхпа килӗшӳшӗн хӑйсене шеллемен, мӗн пур вӑйне, пунӑçне панӑ, пуçне хунӑ.

Понятие счастья, как известно, для всех разное. Оно зависит от того, как мы расставляем жизненные приоритеты. Для кого-то важнее всего семья, она дает ему поддержку и смысл существования. Кто-то считает, что счастье состоит в количестве денег, ведь они предоставляют свободу и возможности. Некоторые просто хотят заниматься любимым делом, достигая в нем совершенства.

Читать далее…

Стихотворение Н. Заболоцкого «Не позволяй душе лениться» очень известно, так как люди чувствуют огромную пользу от слов, которыми поэт требует отказаться от душевной лени. Стихотворение легко запоминается и может использоваться, чтобы настраивать себя на преодоление главной трудности в любом деле: слабовольного безделья, равнодушия, беспечности, рефлексии.

Читать далее…

Дружба – это настоящее богатство, которое не каждый находит в своей жизни. Когда нет друзей, жизнь становится серой, неинтересной и скучной. Другое дело, когда рядом с тобой есть близкие по духу люди, с которыми можно весело проводить время и делиться сокровенными секретами. А самое главное то, что настоящий друг поддержит тебя в трудную минуту и сможет искренне порадоваться успехам и победам.

Читать далее…

Поэзия 19 века пополнила мировую литературную сокровищницу именами Пушкина, Блока, Некрасова, Фета и многих других гениальных людей. Их стихи до сих пор изучают в школе. Человек, не знакомый с произведениями этих поэтов, просто не может считаться образованным и культурным.

Читать далее…

В этом разделе представлены «Лучшие сочинения сочинения 8 класс».
Количество сочинений: 324

Понятие счастья, как известно, для всех разное. Оно зависит от того, как мы расставляем жизненные приоритеты. Для кого-то важнее всего семья, она дает ему поддержку и смысл существования. Кто-то считает, что счастье состоит в количестве денег, ведь они предоставляют свободу и возможности. Некоторые…

Сочинения сочинения 8 класс

Стихотворение Н. Заболоцкого «Не позволяй душе лениться» очень известно, так как люди чувствуют огромную пользу от слов, которыми поэт требует отказаться от душевной лени. Стихотворение легко запоминается и может использоваться, чтобы настраивать себя на преодоление главной трудности в любом деле:…

Сочинения сочинения 8 класс

Дружба – это настоящее богатство, которое не каждый находит в своей жизни. Когда нет друзей, жизнь становится серой, неинтересной и скучной. Другое дело, когда рядом с тобой есть близкие по духу люди, с которыми можно весело проводить время и делиться сокровенными секретами. А самое главное то, что…

Сочинения сочинения 8 класс

Поэзия 19 века пополнила мировую литературную сокровищницу именами Пушкина, Блока, Некрасова, Фета и многих других гениальных людей. Их стихи до сих пор изучают в школе. Человек, не знакомый с произведениями этих поэтов, просто не может считаться образованным и культурным.Если говорить о моем…

Сочинения сочинения 8 класс

Анализ стихотворения Лермонтова «Желание» следует начать с истории его создания. Это стихотворение поэт пишет в шестнадцатилетнем возрасте – в 1831 году. Лермонтов выражает в нем наивную романтическую мечту обрести свое место в жизни. Лирический герой стихотворения полагает, что Россия – не то…

Сочинения сочинения 8 класс

Александр Сергеевич Пушкин – известный русский поэт и писатель. Данный материал предназначен для подготовки учеников 8 класса к написанию сочинения «Мой Пушкин», выражающего отношение к этому великому человеку.

Интересные темы
Творчество А. С. Пушкина интересно…

Сочинения сочинения 8 класс

Проблема счастья является одной из вечных проблем общества. Данный материал, который поможет при подготовке к написанию сочинения «Что такое счастье для человека?», включает в себя краткое рассмотрение природы счастья, аргументацию и заключение.

Введение
Счастье –…

Сочинения сочинения 8 класс

На протяжении многих веков люди задаются вопросом о том, в чем заключается истинное счастье. Данный материал, предназначенный для подготовки к написанию сочинения «Что такое счастье?» в 8 классе, представляет собой рассуждение о природе счастья и аргументацию.

Понятие
Счастье –…

Сочинения сочинения 8 класс

План
1. Известный художник К. Ф. Юон.
2. Главные действующие лица картины.
3. Художественно-композиционные особенности картины.
4. Выводы.

Известный советский художник Константин Фёдорович Юон за свою жизнь создал очень много произведений в самых разных жанрах — эскизы, зарисовки,…

Сочинения сочинения 8 класс

Век мятежных настроений

Михаил Юрьевич Лермонтов родился в 1814 году. Он жил в эпоху крушения надежд и идеалов, духовной опустошённости и отсутствия веры в возможность улучшения ситуации. Его детство пришлось на время распространения идей декабризма, а юношеские годы – на подавление…

Сочинения сочинения 8 класс

Кстати, как настроение после вчерашнего?

Давайте сегодня напишем хорошее Сочинение про учителя на чувашском языке для 7 класса, с переводом, по литературе.

Сочинение про учителя на чувашском языке

Лайӑх учитель вӑл-педагогран та ытларах.

Лайӑх учитель — хӑйӗн вӗренекенӗсене лекцисем вулакан, пӗлӳ паракан ҫын мар. Ку пысӑкрах япала. Лайӑх учитель хӑйӗн вӗренекенӗсене лайӑх ҫынсем пулма, ҫине тӑрса ӗҫлеме, хӑйсен тӗллевӗсем патне ӑнтӑлма хавхалантарма пултарать. Вӗсем хӑйсен вӗренекенӗсен пурнӑҫне йӗркелеме тата вӗсене лайӑх витӗм кӳме пултараҫҫӗ.

Лайӑх учительсем нумай пахалӑхлӑ, вӗсене халӑх хушшинчен уйӑрса тӑраҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен япалисемпе интересленеҫҫӗ, ӑнланусене интереслӗ те интереслӗ формӑпа ӑнлантарса пама вӑхӑт уйӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем хӑйсен вӗренекенӗсене питӗ тӳсӗмлӗ, ӑнланаҫҫӗ, кашни вӗренекенӗ хӑйне майлӑ вӗреннине ӑнланса илеҫҫӗ. Вӗсем те питӗ лайӑх калаҫакан, хӑйсен вӗренекенӗсене тӗрӗс инструкцисем пама тата каялла ҫыхӑнтарма пултаракан ҫынсем пулса тӑраҫҫӗ.

Лайӑх учитель вӑл-тӗслӗх те. Вӗсем хӑйсен вӗренекенӗсемпе танлашма пултаракан тата вӗренме пултаракан лайӑх пахалӑхсене, хӑйсене мӗнле тыткаланине кӑтартаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен вӗренекенӗсене хисеплӗ, ырӑ пулма, яланах пӗтӗм вӑйран тӑрӑшма хавхалантараҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен вӗренекенӗсемпе пӗр-пӗринпе лайӑх хутшӑнусем тӑваҫҫӗ, хӑйсен вӗренекенӗсене ҫитӗнӳ тума пулӑшас тесе мӗн май килнӗ таран пурне те тума хатӗр.

Лайӑх учительсем те новаторсем тата пултарулӑх личноҫӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсем савӑнӑҫлӑ та интереслӗ вӗрентӳ мӗнле тумаллине ӑнланаҫҫӗ. Вӗренекенсене мӗнле кӑсӑклантармаллине, вӗсене тухӑҫлӑрах вӗренме пулӑшнине вӗсем пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем тӗрлӗ меслетсене вӗренни кирлӗ пулнине тата вӗрентӳ стильне вӗренекенсен нушисемпе килӗшӳллӗн адаптациленине ӑнланаҫҫӗ.

Юлашкинчен, лайӑх учитель хӑйӗн вӗренекенӗсемшӗн тӑрӑшать. Вӗсем хӑйсен вӗренекенӗсене хӑйсен вӑй-хӑватне уҫса пама пулӑшассипе чун-чӗререн интересленеҫҫӗ, хӑйсен вӗренекенӗсене хӑйсен шайӗнче пӗлме вӑхӑт уйӑраҫҫӗ. Вӗсем вӗсен йывӑрлӑхӗсене итлеҫҫӗ, вӗсен ҫитӗнӗвӗсемшӗн ыратаҫҫӗ.

Лайӑх учитель вӑл — класс умӗнче лекцисем вулакан ахаль ҫын мар. Вӗсем хӗрӳллӗ, чӑтӑмлӑ, хавхалантаракан тата тӑрӑшакан ҫынсем. Вӗсем хӑйсен вӗренекенӗсен пурнӑҫне тӗлӗнмелле пултаруллӑ йӗркелеме, вӗсене хӑйсен тӗллевӗсене пурнӑҫлама пулӑшаҫҫӗ.

Сочинение про учителя на чувашском языке (перевод)

Хороший учитель — это больше, чем просто педагог.

Хороший учитель — это не просто человек, который читает лекции своим ученикам и передает знания. Это нечто большее. Хороший учитель способен вдохновить своих учеников стать лучшими людьми, упорно трудиться и стремиться к своим целям. Они способны формировать жизнь своих учеников и оказывать положительное влияние на них.

Хорошие учителя обладают многими качествами, которые выделяют их из толпы. Они увлечены своим предметом и уделяют время тому, чтобы объяснять понятия в увлекательной и интересной форме. Они также обладают большим терпением и пониманием к своим ученикам и осознают, что каждый ученик учится по-своему. Они также являются отличными собеседниками, способными дать четкие инструкции и обратную связь своим ученикам.

Хороший учитель — это еще и пример для подражания. Они демонстрируют хорошие ценности и поведение, на которые могут равняться их ученики и у которых они могут учиться. Они поощряют своих учеников быть уважительными, добрыми и всегда стараться изо всех сил. Они поддерживают позитивные отношения между собой и своими учениками и готовы сделать все возможное, чтобы помочь своим ученикам добиться успеха.

Хорошие учителя также являются новаторами и творческими личностями. Они понимают, как сделать обучение веселым и интересным. Они знают, как заинтересовать и мотивировать учеников, что помогает им учиться более эффективно. Они также осознают важность изучения различных методов обучения и адаптируют свой стиль преподавания в соответствии с потребностями своих учеников.

Наконец, хороший учитель заботится о своих учениках. Они искренне заинтересованы в том, чтобы помочь своим ученикам раскрыть свой потенциал, и уделяют время тому, чтобы узнать своих учеников на личном уровне. Они прислушиваются к их трудностям и болеют за их успехи.

Хороший учитель — это не просто человек, который стоит перед классом и читает лекции. Они страстные, терпеливые, вдохновляющие и заботливые. Они обладают удивительной способностью формировать жизнь своих учеников и помогать им достигать своих целей.

Çакă çутă тĕнчере
Вăйли çук та этемрен.
Шывсем çинче, çĕр çинче
Хуçа пулса вăл тăрать…
                  К. В. Иванов
Пирĕн   тавралăх   пуян   та   илемлĕ.   Хуласемпе   ялсенче   пурăнакансем
хăйсен кану вăхăтне вăрмансенче, юхан шывсен хĕрринче ирртереççĕ. Çынсем
тăван   çĕре   авалтанах   хаклаççĕ.   Мĕншĕн   тесен   çут   çанталăк   çынна   чылай
пулăшу, усăлӑх парать. Çĕр – пирĕн пÿрт. Кашни çын хăй çуралса ÿснĕ вырăна
ытларах килĕштерет. Пурнăç тăршшĕпех асран тухмасть тăван тавралăх. Çут
çанталăк  пире  яланах  пулăшма  хатĕр.  Канма та  чĕнет, çимӗçне те  парать,
сывлăш   та   парать,   шыв   та   парать,   сиплет   те.   Пирĕн   те   уншăн
тăрăшмалла. Чăвашсен   паллă   поэтесси  Галина   Елисеева,   этемĕн   çĕр   çинчи
шăпи çинчен тарăннăн шухăшланӑ: «Çут çанталӑк ӗмӗрӗ вӑрӑм пултӑр тесен −
çыннӑн   ӑслӑ   пулмалла»,−тенӗ  вӑл.  Чӑн   та,   çут   çанталăкран   мĕн   пуррине
пăчăртаса, ĕмсе илетпĕр те, каялла вара хамăр нимĕн те парасшăн мар. Çĕр­
аннемĕрĕн, мĕн пур чĕрĕлĕхĕн, çут тĕнчен пусмăрçине тухмастпăр­и капла?
Юхан шывсем, çăлкуçсем типеççĕ, тÿремлĕхсем çырма­çатрана куçаççĕ, ката­
вăрмансем хăраççĕ, çĕр пулăхлăхĕ чухăнланать, кайăк­кĕшĕкпе чĕр чун сасси
илтĕнме пăрахать… Çакна кулленхи пурнăç çаврăмĕнче асăрхамастпăр та вĕт.
Хамăр   ларакан   туратта   касмастпăр­и?   Эгоист   мар­и   эпир?   Çут   çанталăк
экологийĕпе чун экологийĕ пирки калаçма, татăклă йышăнусем тума вăхăт
çитмерĕ­ши?
Анчах та çынсем çут çанталăка нумай улăштарма пултараççӗ, татах та
лайăх   еннелле   мар.  Усă   тăвас   тесе,  этем   çут   çанталăк   пурнăçне   хутшăнни
тĕрлĕ йышши çыхăнусене улăштарса яраççĕ. Нумай усă кӳреççĕ. Халь ĕнтĕ
кÿлĕсем   ăшăхланнă,   типме   пуçланă.   Вăрманти   ÿсен­тăрансен   хушшинче
тĕлĕнмелли   кĕрешÿ   пырать.   Çĕр   айӗнчи   тымарсем   те   ÿсмелли   вырăншӑн кĕрĕшеççĕ, вĕсене те пушă тавралăх, тăранмалли апат кирлĕ. Чĕрĕ  чунсеншӗн
чи хакли çĕр çинчи – шыв. Çавăнпа та ӑна упрамалла, таса тытмалла. 
Мĕнле,   мĕнпе   пулăшмалла­ши   çут   çанталăка?  
  Пирӗн   тавралӑха
упрассишĕн,   пуянлатассишĕн   кашни   çыннăн   –   ваттин   те,   çамрăккин   те
тăрăшмалла. Çуралнă çĕршĕн, тăван еншĕн ырă ĕç тума кашни çыннăн хăйне
пĕчĕкрен   хăнăхтарса   пымалла.   Çут   çанталăкри   пурнăç   пĕр   енлĕ   улшӑнса,
начарланса   ан   кайтӑр   тесен,   çынсен   вăрмана   пĕлсе   усă   тумалла.   Каснă
лаптăксем   вырăнне   çĕнĕ   йывăçсем   лартса   хăвармалла.   Таптаса   пĕтернĕ
вăрмансене   çăлас   тесен,   йывăç   ытларах   лартас   пулать.   Мĕншĕн   тесен
вăрмансем,   таврари   сывлăшран   кăмрăк   йÿçеклĕ   газ   илсе   ун   вырăнне   таса
кислород   кăлараççĕ.   Пĕтĕм   чĕрĕ   чуна   кислород   кирлĕ.   Кÿлĕсене   тасатса
тарăнлатмалла,   çырансене   çирĕплетмелле,   çуп­çап   пăрахмалла   мар.   Çакна
пурнăçа   кĕртесси   пĕтемпех   хамăртан   килет.  Пирӗн   тавралăх   мĕн   чухлĕ
тасарах, этем унпа мĕн чухлĕ сăпайлă килĕшÿре пурăнать, çын сывлăхĕ çавăн
чухлĕ   çирĕпрех.   Çĕр   мĕн   чухлĕ   пурлăхлăрах,   çавăн   чухлĕ   çын   пурнăçĕ
тулăхрах та пуянрах. Çĕр çынна сĕткен парса ÿстерет. Тыр­пул, пахча çимĕç,
улма­çырла,   сиплĕ   шыв,   мăйăр­кăмпа,   вутă­шанкă   −   пурте   çут   çанталăк
пурлăхĕ, çынна вăй­хăват паракан ырлăхӗ.
Çут çанталăкӑн чĕлхи çук. Тата ăна пулăшма пултараканĕ те çын кăна.
Апла пулсан, кашни çын чĕринче ырă кăмăл çуралтăр, яланах пурăнтăр. Çут
çанталăк   илемĕ,   ырлăхĕ   çынсене   яланах   савăнăç   кÿтĕр.  Пурте   йĕркене
пăхăнсан пирӗн тавралăх таса пулмалла тесе шутлатăп. Çынсен сывлăхĕ те
çирĕпрех пулĕччĕ. Пирĕн сывлăх хамăр алăра. Çавăнпа хамăн шухăша самана
таппин   шелсĕр   авăрне   ÿксе   шар   курнă   Митта   Ваçлейĕн   сăмахĕсемпе
вĕçлесшĕн:
Нумай та пĕтет, сахал та çитет,
Тату пурнăçа элле мĕн çитет?
Пурри вăл ­ пĕрле, çукки ­ çурмалла,
Тата, тăвансем, мĕнле пулмалла?

Тавтапуç
сана, педагогăм! 18:24

26.01.2010

«Ял
пурнăçĕ»

З.
Михайлова

Çĕр
çинче çын алли тĕкĕнмен ĕç çук та пулĕ.
Кашни ĕçех юратса, чунтан парăнса
пурнăçласан пирĕн пурнăç аталанса çеç
пымалла. Ахальтен мар чăвашсем: «Ĕç
— пурнăç илемĕ”, — теççĕ. Пурнăç чăннипех
те чаплă пултăр тесессĕн пур çыннăн та
хăйне килĕшекен пĕр-пĕр ĕçе суйласа
илмелле. Суйласа илни çеç çителĕксĕр —
çав ĕçре кăмăлтан тăрăшмалла, çитĕнÿсем
тумалла, хăв телейне тупмалла.

«Ĕç
пурнăç тытать, ĕç телей кÿрет”, — тенĕ
ваттисем. Паллах, кашни çыннăн хăйĕн
ĕçĕ-хĕлĕ, хăйĕн савăнăçĕ, хăйĕн телейĕ.
Хăшĕ-пĕрисем ашшĕ-амăшĕн ĕçнех малалла
туртаççĕ, теприсем тăванĕсем сĕннипе
пĕр-пĕр ĕçе кĕрешеççĕ, виççĕмĕшĕсем çут
çанталăк панине — таланта тĕпе хураççĕ.
Хăв юратнă ĕçе пĕр кун хушшинче суйласа
илме те май çук. Çапах пĕр-пĕр ĕçе
кăмăлласси пĕчĕкренех палăрать вăл.

Çĕр
çинчи мĕн пур ĕçе çыннăн ăста аллипе
çивĕч ăс-хакăлĕ тăвать. Çав ĕçсене
çĕклекен çынсен профессийĕсене шутласа
кăларма та çук: агроном, летчик, çăкăр
пĕçерекен, ĕне сăвакан, юрă çыракан, çĕр
сухалакан, сутуçă, сăвăçă, пулăçă,
строитель…

Паллах,
пур професси те лайăх, пур професси те
кирлĕ. Анчах та Турă пур çынна та пĕр
пек пултарулăх памасть çав. Пурне те
артист пулма пÿрмен, ÿнерçĕ-художник
пулма та… Йывăçран каскаласа тĕрлĕ
илемлĕ эрешсем тума та, хитре кĕпесем
çĕлеме те пурте пултараймаççĕ. Çавăнпа
та çыннăн чун-чĕринче хăш туртăм-сисĕм
ытларах вăй илет, çыннăн кăмăлĕ хăш ĕç
патне ытларах сулăнать — çавна суйласа
илет те.

Учитель
ĕçĕ вара пархатарлă та сăваплă. Ача
çуралсанах унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ
амăшĕ пулса тăрать. Хăй пепкине вăл
утма, калаçма вĕрентет, ĕçе хăнăхтарать,
çут çанталăк пулăмĕсемпе паллаштарать.
Амăшĕ пурнăç тăршшĕпех ывăл-хĕрне ĕмĕре
чыслă пурăнса ирттерме вĕрентет. Шкулти
вĕрентекене вара — иккĕмĕш анне теççĕ.
Мĕншĕн ун пек хаклаççĕ-ха ăна? Кашни
ачан ăс-тăн ÿсĕмĕнче, тавра курăм
аталанăвĕнче, пултарулăхпа ăсталăх
туптавĕнче вĕрентекенĕн тÿпи питĕ
пысăк. Пĕчĕк ачаран, вулама-çырма
пĕлменскертен, пулас инженер е врач,
пуçлăх е ăсчах çитĕнтересси çăмăл мар.
Хĕр ачасемпе ывăл ачасем пурнăç çулĕ
çине тухмалли ăс-тăнпа ăсталăха шкулта
кăна илме пултараççĕ.

Вĕрентекенĕн
еплерех пулмалла-ши? Мĕнлерех куратпăр-ха
эпир ăна? Унăн хăйне ашшĕ-амăшĕ шанса
панă ачаран чăн-чăн çын тумалла вĕт-ха.
Çакна пултарма вара вĕрентекенĕн хăйĕн
чăн-чăн çын пулмалла: ырă кăмăллă,
сăпайлă, таса чунлă, пуçаруллă, çивĕч,
ăслă, талантлă, культурăллă. Ачапа пĕр
чĕлхе тупма пĕлни — пысăк ăсталăх.
Ашшĕ-амăшне воспитани мелĕ-ăслайĕсемпе
паллаштарса витĕм кÿме пултарни те
çакăнтах кĕрет.

Вĕрентекен
пуринчен те ырă, пултаруллă, хисеплĕ,
чуна çывăх, кирек кама та ăнланма тата
темĕнле йывăр ыйтăва та тивĕçлĕ татса
пама пултаракан çын вăл. Ачана тăван
амăшĕ мĕнле туйăмпа юратать, учитель
те çавăн пекех савса кăмăллать. Амăшĕ
хăй тĕпренчĕкне ырă сунать — учитель
те ыррине çеç сунать. Амăшĕ хăй ачине
ырă-сывă, тĕрĕс-тĕкел, ăслă-тăнлă та
сапăрлă çын тăвасшăн — учитель те
çавăншăнах çунать. Учителĕн ачана
вĕрентÿпе воспитани парас ĕçри чун-чĕре
туртăмĕ, таса ĕмĕчĕ ашшĕ-амăшĕнни
евĕрлех. Çут çанталăк хăй ăна ырă енсене
çеç панă тейĕн. Унсăрăн вăл вĕрентекен
пулаймĕ, ашшĕ-амăшĕ те хăйсен ачисене
шанса памĕ. Учитель вăл ашшĕ-амăшĕшĕн
те, ачасемшĕн те Турă вырăнĕнче тăнă
пек туйăнать. Çĕр çинче мĕн ырри пур —
йăлтах вĕрентекенрен тухать: пурне те
асăрхать, йăнăш тусан — тĕрĕс çул çине
тăратать, ăнланмасан — айăплама та
пултарать, анчах ытларах чухне —
каçарать. Çапла туса вăл ача чунĕнчи
ырă туйăмсене вăратать, ыррипе усаллине
уйăрса илме вĕрентет. Вара ун пек
ачасенчен усал çын пулмĕ: вăрлакан-çаратакан
та, вĕлерекен-пусмăрлакан та… Ашшĕ-амăшĕн
чысне яракан çын мар, Тăван çĕр-шывшăн
усăллă ĕç тăвакан патриот пулĕ унран.
Тепĕр чухне вĕрентекен ачасенчен
çирĕпрех ыйтни те, вĕсене хыттăнрах
калани те пулать. Паян çирĕп ыйтмасан
— ыранхи куна тивĕçтерекен пĕлÿпе
кăмăл-сипет шайĕ пулмĕ ачасен. Вĕрентекен
никама та усал сунмасть, пурне те чипер
ача тăвасшăн çунать. Хăйĕн чун пуянлăхĕпе
çамрăксене те çынсене юратса хисеплеме,
ĕçчен те йĕркеллĕ çын пулма вĕрентет.

Кашни
вĕрентекенех хăйĕн вĕренекенĕсем сапăр
та хастар чун-чĕреллĕ çынсем пулччăр
тесе тăрăшать, ырă шухăш-ĕмĕтпе пурăнать.
Вăл çĕр çинчи çĕршер професси валли
тÿрĕ чунлă çынсем вĕрентсе хатĕрлет.
Тÿрĕ чунлă çынсем — саккунлăхпа йĕркелĕхе
пăхăнакансем. Ку вара — çĕр çинчи, хамăр
хушăри тăнăçлăх никĕсĕ. Çакăнта мар-и
учителĕн пархатарлă ĕçĕ?

Мĕнле
хисеплемĕн-ха вĕрентекене? Вăл кашни
ачан пурнăçĕпе, савăнăçĕ-хуйхипе,
терт-нушипе пурăнать. Кашни вĕренекене
хăй ачине юратнă пек юратать, йывăр
вăхăтра пулăшать, унпа пĕрле савăнать
те, кулянать те. Педагог вăл пĕр вăхăтрах
чун инженерĕ те. Ачан чунне вĕрентекен
пек тата кам ăнланма пултарать-ши? Тата
кам унран ытла ача чунне витĕр курать,
ăна сăваплă витĕм кÿрсе çĕр-шыва,
ашшĕ-амăшне, тăванĕсене, юлташĕсене
юрăхлă та тивĕçлĕ çын ÿстерме хевте
çитерет?

Учитель
ĕçĕ питĕ яваплă ĕç. Пурне те пĕлесшĕн
çунакан таса чунлă шăпăрлансемпе пĕлÿлĕх
тĕнчинче çÿрени, мĕн пĕлнине пĕлменнисемпе
тавçăрайманнисем патне çитерме тăрăшни
мăнаçлантарать, хавхалантарать, чунра
савăнăç вăратать. Чăнах, хăвăн ăс-тăнна,
пултарулăхна ыттисене парнелесси —
сăваплă ĕç. Кашни вĕрентекен хăйĕн
пурнăçне пархатарлă ĕçпе ирттерет.

Пур
çыннăн та хăйĕн юратнă вĕрентекенĕ пур.
Пĕрисем пĕрремĕш учителе асра тытаççĕ,
теприсем пĕр-пĕр предмета вĕрентекен
учителе ырăпа асăнаççĕ. Вĕрентекен вăл
— пур ачана та, пур çынна та кирлĕ çын.
Аслă Вĕрентекенĕмĕре, Иван Яковлевич
Яковлева, чăваш халăхĕ ырăпа асăнса
пурăнать. Мĕн чухлĕ çын Геннадий
Никандрович Волков педагог-ăсчах
кĕнекисене вуласа хăйĕн ăс-хакăлне
çивĕчлетет, тавра курăмне анлăлатать,
тĕнче курăмне тарăнлатать… Тăван
республикăмăрăн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем
сахал мар. Вĕсем чăннипех те мухтава
та, хисепе те тивĕçлĕ.

2010
çула Вĕрентекен çулĕ тесе йышăнни вăл
учительсене хисепленине пĕлтерет.
Учитель ĕçĕ çăмăл маррине пурте ăнланаççĕ.
Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсем те мĕн май пур
таран шкула пулăшма тăрăшаççĕ: классене
тирпей-илем кĕртме те, вĕрентÿпе воспитани
ĕçне лайăхлатма та, шкулăн пурлăх никĕсне
пуянлатма та. Ашшĕ-амăшĕсем вĕрентекенсене
ăнланса, пулăшса пырсан ĕçлеме те
кăмăллă, чунра та ырă. Учительсене çынсем
ĕненни-шанни те савăнтарать. Акă, 2009
çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче ыйтăм
ирттерсе Пĕтĕм Раççейри халăх шухăш-кăмăлне
тишкерекен центр çакăн пек пĕтĕмлетÿ
тунă: Раççейре халăх ытларах учительсене
тата чиркÿ çыннисене ĕненет-шанать.
Чăннипех те, шкулсенче ответлă та,
шанчăклă та, чăтăмлă та ырă шухăш-кăмăллă
çынсем ĕçлеççĕ. Вĕсен ырми-канми ĕçĕ-хĕлĕ
олимпиада-конкурс çĕнтерÿçисен
çитĕнĕвĕсенче, Президент стипендиачĕсенче,
медальпе вĕренсе тухакансенче, пултаруллă
та талантлă ачасенче курăнать.

Педагогсем
— кашни ача шăпинче ырă йĕр хăваракансем,
кашни ачан ăс-тăнĕпе характерне
çирĕплетсе, ăсталăхне аталантарса
пурнăç çулĕ çине кăларакансем. Тайма
пуç сире, учительсем.

Эпĕ
кăмăллакан ĕç

Учителӗн
ӗҫӗ
пит йывӑр:

Атте те, анне
те пулан.

Анне—тӗк
— выртса эс ан ҫывӑр,

Атте—тӗк
— ларса эс ан кан.

Валентин
Урташ.

Ҫӗр
ҫинче
ҫын
алли тӗкӗнмен
ӗҫ
ҫук
та пулӗ.
Кашни ӗҫех
юратса, чунтан парӑнса
пурнӑҫласан
пирӗн
пурнӑҫ
аталанса кӑна
пырӗ.
Ахальтен мар чӑвашсем:,
«Ёҫ
— пурнӑҫ
илемӗ»,
— теҫҫӗ.
Пурнӑҫ
чӑннипех
чаплӑ
пултӑр
тесессӗн,
пур ҫыннӑн
та хӑйне
килӗшекен
пӗр—пӗр
ӗҫе суйласа
илмелле. Суйласа илни ҫеҫ
ҫителӗксӗр
— ҫав
ӗҫре
кӑмӑлтан
тӑрӑшмалла,
ҫитӗнӳсем
тумалла, хӑв
телейне тупмалла. «Ёҫ
пурнӑҫ
тытать, ӗҫ
телей кӳрет»,
— тенӗ
ваттисем. Паллах, кашни ҫыннӑн
хӑйӗн
ӗҫӗ—хӗлӗ,
хӑйӗн
савӑнӑҫӗ,
хӑйӗн
телейӗ.
Хӑшӗ—пӗрисем
ашшӗ—амӑшӗн
ӗҫнех
малалла туртаҫҫӗ,
теприсем тӑванӗсем
сӗннипе
пӗр—пӗр
ӗҫе
кӗрӗшеҫҫӗ,
виҫҫӗмӗшсем
ҫут
ҫанталӑк
панине — таланта тӗпе
хураҫҫӗ.
Хӑв
юратнӑ
ӗҫе
пӗр
кун хушшинче суйласа илме те май ҫук.
Ҫапах
пӗр—пӗр
ӗҫе
кӑмӑлласси
пӗчӗкренех
палӑрать
вӑл.
Сӑвӑра
каланӑ
пек:

Ыйтрӑм
эпӗ
Тольӑран:

«Ӳссен
эсӗ
кам пулан?»

Толя тухтӑр
пулап тет,

Ҫынсене
сыватӑп
тет.

Ҫӗр
ҫинчи
мӗн
пур ӗҫе
ҫыннӑи
ӑста
аллипе ҫивӗч
ӑс—хакӑлӗ
тӑвать.
Ҫав
ӗҫсене
ҫӗклекен
ҫынсен
профессийӗсене
шутласа кӑларма
та ҫук:
агроном, летчик, ҫӑкӑр
пӗҫерекен,
ӗне
сӑвакан,
юрӑ
ҫыракан,
ҫӗр
сухалакан, сутуҫӑ,
сӑвӑҫӑ,
пулӑҫӑ,
строитель…

Эпӗ
вара — вӗрентекен
пуласшӑн.
Мана учитель ӗҫӗ
кӑмӑла
каять. Турӑ
пур ҫынна
та пӗр
пек пултарулӑх
памасть ҫав.
Пурне те артист пулма пӳрмен,
ӳнерҫӗ—художник
пулма та… Йывӑҫран
каскаласа тӗрлӗ
илемлӗ
эрешсем тума та, хитре кӗпесем
ҫӗлеме
те пурте пултараймаҫҫӗ.
Ҫавӑнпа
та ҫыннӑн
чун—чӗринче
хӑш
туртӑм—
сисӗм
ытларах вӑй
илет, ҫыннӑн
кӑмӑлӗ
хӑш
ӗҫ
патне ытларах сулӑнать
— ҫавна
суйласа илет те.

Учитель ӗҫӗ
мана мӗн
пӗчӗкренех
килӗшет.
Вӗсен
ӗҫӗ—хӗлӗ
— ялан ман куҫ
умӗнче,
асра, чунра. Ача ҫуралсанах
унӑн
пӗрремӗш
вӗрентекенӗ
амӑшӗ
пулса тӑрать.
Хӑй
пепкине вӑл
утма, калаҫма
вӗрентет,
ӗҫе
хӑнӑхтарать,
ҫут
ҫанталӑк
пулӑмӗсемпе
паллаштарать. Амӑшӗ
пурнӑҫ
тӑршшӗпех
ывӑл—хӗрне
ӗмӗре
чыслӑ
пурӑнса
ирттерме вӗрентет.
Шкулти вӗрентекене
вара — иккӗмӗш
анне теҫҫӗ.
Мӗншӗн
ун пек хаклаҫҫӗ—ха
ӑна?
Кашни ачан ӑс—тӑн
ӳсӗмӗнче,
тавра курӑм
аталанӑвӗнче,
пултарулӑхпа
ӑсталӑх
туптавӗнче
вӗрентекенӗн
тӳпи
питӗ
пысӑк.
Пӗчӗк
ачаран, вулама—ҫырма
пӗлменскертен,
пулас инженер е врач, пуҫлӑх
е ӑсчах
ҫитӗнтересси
ҫӑмӑл
мар. Хӗр
ачасемпе ывӑл
ачасем пурнӑҫ
ҫулӗ
ҫине
тухмалли ӑс—тӑнпа
ӑсталӑха
шкулта кӑна
илме пултараҫҫӗ.

Вӗрентекенӗн
еплерех пулмалла—ши? Мӗнлерех
куратпӑр—ха
эпир ӑна?
Унӑн
хӑйне
ашшӗ—амӑшӗ
шанса панӑ
ачаран чӑн—чӑн
ҫын
тумалла вӗт—ха.
Ҫакна
пултарма вара вӗрентекенӗн
хӑйӗн
чӑн—чӑн
ҫын
пулмалла, ырӑ
кӑмӑллӑ,
сӑпайлӑ,
таса чунлӑ,
пуҫаруллӑ,
ҫивӗч
ӑслӑ,
талантлӑ,
культурӑллӑ
пулмалла. Ачапа пӗр
чӗлхе
тупма пӗлни
— пысӑк
ӑсталӑх.
Ашшӗ—амӑшне
воспитани мелӗ—ӑслайӗсемпе
паллаштарса витӗм
кӳме
пултарни те ҫакӑнтах
кӗрет.

Вӗрентекен
ҫӗр
ҫинчи
чи пултаруллӑ,
чи ӑслӑ,
чи хисеплӗ
ҫын
пек туйӑнать
мана. Ҫав
вӑхӑтрах
— пуринчен те ырӑ,
чуна ҫывӑх,
кирек кама та ӑнланма
тата темӗнле
йывӑр
ыйтӑва
та тивӗҫлӗ
татса пама пултаракан ҫын
вӑл.
Ман шутпа, ачана тӑван
амӑшӗ
мӗнле
туйймпа юратать, учитель те ҫавӑн
пекех савса кӑмӑллать.
Амӑшӗ
хӑй
тӗпренчӗкне
ырӑ
сунать — учитель те ыррине ҫеҫ
сунать. Амӑшӗ
хӑй
ачине ырӑ—сывӑ,
тӗрӗс—тӗкел,
ӑслӑ—тӑнлӑ
та сапӑрлӑ
ҫын
тӑвасшӑн
— учитель те ҫавӑншӑн
ҫунатъ.
Учителӗн
ачана вӗрентӳпе
воспитани парас ӗҫри
чун—чӗре
туртӑмӗ,
таса ӗмӗчӗ
ашшӗ—амӑшӗнни
евӗрлех.
Ҫут
ҫанталӑк
хӑй
ӑна
ырӑ
енсене ҫеҫ
панӑ
тейӗн.
Унсӑрӑн
вӑл
вӗрентекен
пулаймӗ,
ашшӗ—амӑшӗ
те хӑйсен
ачисене шанса памӗ.
Учитель вӑл
ашшӗ—амӑшӗшӗн
те, ачасемшӗн
те Турӑ
вырӑнӗнче
тӑнӑ
пек туйӑнать.
Ҫӗр
ҫинче
мӗн
ырри пур — йӑлтах
вӗрентекенрен
тухатъ: пурне те асӑрхать,
йӑнӑш
тусан — тӗрӗс
ҫул
ҫине
тӑратать,
ӑнланмасан
— айӑплама
та пултарать, анчах ытларах чухне
— каҫарать.
Ҫапла
туса вӑл
ача чунӗнчи
ырӑ
туйӑмсене
вӑратать,
ыррипе усаллине уйӑрса
илме вӗрентет.
Вара ун пек ачасенчен усал ҫын
пулмӗ:
вӑрлакан—ҫаратакан
та, вӗлерекен—пусмӑрлакан
та… Ашшӗ—амӑшӗн
чысне яракан ҫын
мар, Тӑван
ҫӗр—шывшӑн
усӑллӑ
ӗҫ
тӑвакан
патриот пулӗ
унран.

Тепӗр
чухне вӗрентекен
ачасенчен ҫирӗпрех
ыйтни те, вӗсене
хыттӑнрах
калани те пулать. Эпир вара, ӑнланмасӑр,
кӑштах
кӳренетпӗр
те. Паян ҫирӗп
ыйтмасан — ыранхи куна тивӗҫтерекен
пӗлӳпе
кӑмӑл—сипет
шайӗ
пулмӗ
пирӗн.
Вӗрентекен
никама та усал сунмасть, пурне те чипер
ача тӑвасшӑн
ҫунать.
Хӑйӗн
чун ыратӑвӗпе
пире те ҫынсене
юратса хисеплеме, ӗҫчен
те йӗркеллӗ
ҫын
пулма вӗрентет.

Кашни
вӗрентекенех
хӑйӗн
вӗренекенӗсем
сапӑр
та хастар чун—чӗреллӗ
ҫынсем
пулччӑр
тесе тӑрӑшать,
ырӑ
шухӑш
—ӗмӗтпе
пурӑнать.
Вӑл
ҫӗр
ҫинчи
ҫӗршер
професси валли тӳрӗ
чунлӑ
ҫынсем
вӗрентсе
хатӗрлет.
Тӳрӗ
чунлӑ
ҫынсем
— саккунлӑхпа
йӗркелӗхе
пӑхӑнакансем.
Ку вара — ҫӗр
ҫинчи,
хамӑр
хушӑри
тӑнӑҫлӑх
никӗсӗ.
Ҫакӑнта
мар—и учителӗн
пархатарлӑ
ӗҫӗ?

Мӗнле
хисеплемӗн—ха
вӗрентекене?
Вӑл
кашни ачан пурнӑҫӗпе,
савӑнӑҫӗ—хуйхипе,
терт—нушипе пурӑнать.
Кашни вӗренекене
хӑй
ачине юратнӑ
пек юратать, йывӑр
вӑхӑтра
пулӑшать,
унпа пӗрле
савӑнать
те, кулянать те. Педагог вӑл
пӗр
вӑхӑтрах
чун инженерӗ
те. Ачан чунне вӗрентекен
пек тата кам ӑнланма
пултарать—ши? Тата кам унран ытла ача
чунне витӗр
курать, ӑна
сӑваплӑ
витӗм
кӳрсе
ҫӗр—шыва,
ашшӗ—амӑшне,
тӑванӗсене,
юлташӗсене
юрӑхлӑ
та тивӗҫлӗ
ҫын
ӳстерме
хевте ҫитерет?

Учитель
ӗҫӗ
яваплӑ
пулин те, вӑл
— манӑн
юратнӑ
професси. Хамран пӗчӗкрех
ачасемпе калаҫас—кулас,
юрлас—ташлас килет. Пурне те пӗлесшӗн
ҫунакан
таса чунлӑ
шӑпӑрлансемпе
пӗлӳлӗх
тӗнчине
тухас кӑмӑл
пысӑк.
Хам мӗн
пӗлнине
пӗлменнисемпе
тавҫӑрайманнисем
патне ҫитересси
мана Турӑ
умӗнче
ырӑ
ӗҫ
тунӑ
пекех туйӑнать,
мӑнаҫлантарать,
хавхалантарать, чунра савӑнӑҫ
вӑратать.
Чӑнах,
хӑвӑн
ӑс—тӑнна,
пултарулӑхна
ыттисене парне— лесси — сӑваплӑ
ӗҫ.
Манӑн
та хамӑн
пурнӑҫа
пархатарлӑ
ӗҫпе
ирттерес килет.

Пур ҫыннӑн
та хӑйӗн
юратнӑ
вӗрентекенӗ
пур. Пӗрисем
пӗрремӗш
учителе асра тытаҫҫӗ,
теприсем пӗр—пӗр
предмета вӗрентекене
ырӑпа
асӑнаҫҫӗ.
Учитель вӑл,
ман шутпа, чи кирлӗ
ҫын.
«Вӗрентекен
пур чух вӗренсе
юл,»— тенӗ
ваттисем. Аслӑ
Вӗрентекенӗмӗре,
Иван Яковлевич Яковлева, чӑваш
халӑхӗ
ырӑпа
асӑнса
пурӑнать.
Мӗн
чухлӗ
ҫын
Геннадий Никандрович Волков педагог—ӑечах
кӗнекисене
вуласа хӑйӗн
ӑс—хакӑлне
ҫивӗчлетет,
тавра курӑмне
анлӑлатать,
тӗнче
курӑмне
тарӑнлатать…

Тӑван
республикӑмӑрӑн
тава тивӗҫлӗ
вӗрентекенӗсем
сахал мар. Вӗсем
чӑннипех
те мухтава та, хисепе те тивӗҫлӗ.

Эпӗ
хамӑн
юратнӑ
вӗрентекенӗмӗрсем
ҫине
пӑхатӑп
та — пулас ӗҫӗм
ҫинчен
шухӑша
путатӑп.
«Ёмӗр
пурӑн,
ӗмӗр
вӗрен»,
— теҫҫӗ
халӑхра.
Манӑн
та пурнӑҫ
тӑршшӗпех
вӗренес
те вӗрентес
килет, пурне те усӑллӑ
ҫын
пулас килет, хамӑн
юратнӑ
профессипе мӑнаҫланса
пурӑнас
килет.

Вӗренекенсене
манар мар. Уявсемпе юбилейсенче салам
сӑмахӗ
ярар, ӑшӑ
сӑмахпа
чунӗсене
йӑпатар.
Мӗншӗн
тесен, Вениамин Тимаков поэт калашле:

Вӑл
кӑтартрӗ

Чӑн
сӑмахӑн
хӑватне,

Ырӑ
ӑнтӑлу
ҫуратрӗ

Чӗремре
ача чухне.

Тавтапуҫ,
вӗрентекенӗм,

Халиччен
ҫӗршер
ҫынна

Эс ҫунат
парса ҫӗкленӗ

Пирӗнтен
хисеп сана.

Атте-анне
пурри — телей

Атте—аннерен
хакли ҫук.

Ваттисен
сӑмахӗ.

Мӗн
ӗлӗк—авалтанах,
ҫӗр
ҫинче
пурнӑҫ
пуҫланса
кайнӑранпах
мӗн
пур чӗр
чун, ӳсен-тӑран
пӗр—пӗринпе
ҫывӑхланса
хӑйсен
вырӑнне
ҫӗнӗ
ӑру
хӑварнӑ.
«Ача—пӑча
пӳрт
тултарать», «Ача —пӑча
чун йӑпатать»,
— тет чӑваш
ҫынни.
Ватӑсем
те туйра ҫапла
пиллеҫҫӗ:
«Ӑмӑрт
кайӑк
евӗр
мӑшӑрлӑ
пулӑр.
Шӗшкӗ
пек хунавлӑ
пулӑр…»

Ача ҫуралнине
ӗлӗкхи
чӑваш
турӑ
парни вырӑнне
хурса йышӑннӑ.
Пепке ҫуралнӑшӑн
питӗ
хӗпӗртенӗ
вӑл,
пӗтӗм
йӑх—ӑрупа
пуҫтарӑнса
ача чӑкӑчӗ
ҫини
йӑла
туса ирттернӗ.
Ял—йыш та ача ҫуралнине
пӗлсен
ҫапла
калаҫнӑ:

— Ҫавсен
«ҫӗнӗ
кайӑк»
тупса килнӗ!

— Ылтӑн—и,
кӗмӗл—и?

— Ылтӑн!
— тенӗ
арҫын
ача пулсан.

— Кӗмӗл!
— тесе пӗлтернӗ
хӗр
ача пулсан.

Ашшӗ
— амӑшӗ
«ҫӗнӗ
кайӑкра»
малашне хӑйсене
хуҫалӑхра,
кулленхи ӗҫре
пулӑшакана,
ӑру
несӗллӗхне
тӑсакана
тата хӑйсене
ватлӑхра
пӑхса
упракана, вилме выртсан юлашки ҫула
тивӗҫлӗ
ӑсатакана
курнӑ.

Манӑн
та, ытти ачасенни пекех, аттепе анне
пур. Вӗсем
пӗр—пӗрне
куҫпа
сӑнаса,
чун —чӗрепе
савса пӗрлешнӗ.
Ҫав
юратӑвӑн
тӗпренчӗкӗ
— эпӗ
ҫурални.
Анне мана ҫут
тӗнчене
киличчен хӑй
варӗнче
тӑхӑр
уйӑх
йӑтса
ҫӳренӗ,
ырӑ—сывӑ
ҫуратас
тесе упраса—сыхласа пурӑннӑ.
Ҫуралсассӑн
атте пире больницӑран
киле илсе кайнӑ,
йӗркеллӗ
ҫуралнӑшӑн
питӗ
хӗпӗртенӗ
вӑл.
Кашни кун юратса анне хӑй
кӑкӑрӗн
сипетлӗ
те ӑшӑ
сӗчӗпе
мана тӗрек
панӑ,
атте вара кӑмӑллӑ
та ӑшӑ
куҫӗпе
ачашшӑн
ҫупӑрланӑ,
йӑвашшӑн-ҫепӗҫҫӗн
пуплесе йӑпатнӑ…
Миҫе
ҫӗр—каҫ
ҫывӑрман-ши
тата вӗсем!
Эпӗ
кӑшт
ҫеҫ
нӑйкӑшма
пуҫласанах
вӗсем
ман пата чупса пынӑ,
юрӑ
юрласа, сӑпка
сиктерсе лӑплантарнӑ,
ҫитернӗ,
тасатнӑ,
ҫунӑ…
Ҫулталӑка
ҫит
— сен ура ҫине
тӑратса,
вылятмӑш—такмак
ҫеммисем
каласа пӗрремӗш
утӑмсем
тума пулӑшнӑ.
Калаҫма
вӑхӑт
ҫитсен
чӗкеҫ
чӗлхи
пилленӗ.
Ача пахчине ҫӳреме
пуҫласан
манӑн
кашни ӳсӗмшӗн
—пултарулӑхшӑн
чунтан савӑннӑ,
мана татах та ӑслӑрах
та илемлӗрех
тӑвасшӑн
ҫуннӑ
вӗсем.
Хитре кӗпе—тумтир,
капӑр
тетте—пукане, ӑслӑ
кӗнеке
илсе парса савӑнтарнӑ.
Кунсерен, каҫ
кӳлӗм,
аттепе анне мана ача пахчине илме пыни
халӗ
те асрах. Аттене е аннене курсанах эпӗ
ун патне ыткӑнаттӑм,
вӑл
хӑй
чун тӗпренчӗкне
ыталаса ҫупӑрлатчӗ,
пит ҫӑмартинчен
чуп тӑватчӗ,
ҫурӑмран
лӑпкатчӗ,
пуҫран
ачашлатчӗ…
Тепӗр
чух ҫӳле—ҫӳле
ҫӗклетчӗ
те пӗчӗк
чунӑм
темле шанчӑклӑ
туйӑмпа
хӑпартланса
каятчӗ.
Мӗн
хаклӑраххи
пур—ши ачашӑн
тӗнчере
ашшӗпе
амӑшӗ
ӑна
икӗ
енчен пӗчӗк
те черчен аллисенчен ҫавӑтса
пырсан?

Шкул ҫулне
ҫитсен
ӑслӑ—тӑнлӑ
ҫын
пулма вӗрентӗр
тесе пӗтӗм
вӑй—халне
парать пире атте —анне. Килте е
урамра мӗнле
те пулин ыйту, татса парайман шухӑш—тӗллев
ҫуралсанах
вӗсем
патне чупса пыратпӑр,
канаш—сӗнӳ
ыйтатпӑр.
Аттепе анне хӑйсен
пурнӑҫ
курӑмӗн
ӑслайӗпе
пире тӗрӗс
хурав шыраса тупма пулӑшаҫҫӗ.
Ҫапла
майпа пиртен ҫын
тума тӑрӑшаҫҫӗ.
Анчах та хӑш—пӗр
чухне /пулкаланӑ
та пулӗ
ҫемьере
хирӗҫӳсем/
атте—анне каланине итлесшӗн
мар эпир, ҫамрӑксем.
Ваттисем пурӑнса
ирттернӗ
пурнӑҫ
ӑслӑлӑхне—вӗрентӗвне
шута хурасшӑн
мар, «хамӑрла»
пурӑнасшӑн.
Ашшӗ—амӑшӗ
хӑйӗн
ывӑл
— хӗрне
нихӑҫан
та усал сунмасть ӗнтӗ.
Вӑл
ӑна
ҫӗр—шыва
юрӑхлӑ,
ӑслӑ
та пултаруллӑ,
таса чунлӑ,
ырӑ
кӑмӑллӑ
тӑвасшӑн
пикенет. Ҫав
вӑхӑтрах
хӑйсенчен
телейлӗрех,
савӑнӑҫлӑрах,
пуянрах /тулӑхрах/
пурӑнтарасшӑн
тӑрӑшать.
Ашшӗ—амӑшӗн
пехилӗнчен
тухакан ҫыннӑн
пархатарӗ
ҫук
тесе ахальтен каламан. Ҫавӑнпа
эпӗ
те атте—анне сӑмахне
куллен ӑша
илме тӑрӑшатӑп,
анне пек сӑпайлӑ,
вашават, ӗҫчен
тата атте пек хӑюллӑ,
харсӑр,
тӳрӗ
кӑмӑллӑ
пулма ӗмӗтленетӗп.

Атте—анне
пурри — телей. Атте—анне пурри —
ӑраскал.
Хама ҫуратса
ӳстернӗ
атте-аннерен пахи никам та ҫук.
Чун панӑ,
ӑса
вӗрентнӗ,
ӗҫе
хӑнӑхтарнӑ,
пурнӑҫ
ҫулӗ
ҫине
тӑратнӑ
хаклӑ
ҫынсем
умӗнче
пуҫӑма
таятӑп.
Хамӑн
пурнӑҫӑмри
чи ҫывӑх
ҫыннӑмсеНе
нихӑҫан
та чӗререн
кӑлармастӑп.
Тата ҫакна
хушса калам. Тусӑм,
тантӑшӑм!
Аҫупа
аннӳне
хисепле! Вӗсемшӗн
эсӗ
яланлӑхах
ача—пӑча
— пӗчӗк
чухне те, ӳссе
ҫитӗнсен
те, вӑтам
ҫулсене
ҫитсен
те. Санӑн
кашни утӑму,
кашни ӗҫӳ
— аҫупа
аннӳ
куҫӗ
умӗнче.
Тӗрӗс
те лайӑх
утӑмусем
вӗсене
савӑнӑҫ
кӳрӗҫ,
тӗрӗс
мар утӑм
туни вара — хурлӑх.
Ҫавӑнпа
та аҫупа
аннӳне
савӑнтарма
кӑна
тӑрӑш,
вӗсене
нихӑҫан
та ан кулянтар. Яланлӑхах
ас ту: пурнӑҫ
малалла шӑвать,
эсӗ
ҫитӗнетӗн,
аҫу—аннӳ
ватӑлать.
Вӗсене
пурнӑҫра
куллен пулӑшса
пыр. Пӗчӗк
чухне, ача чухне панӑ
чун ӑшшине
аҫупа
аннӳне
тавӑрса
пар. Эпир вӗсем
умӗнче
пысӑк
парӑмра.

Канăçсăр чунлă
пулнă çав Çеçпĕл Мишши

Пĕлес килет,
кам эсĕ – Çын,

Пурнăç Турри
е Чун чури?

Эп – Канăç
шыраса тупма

Пĕлмен
Этемсенчен Пĕри.

Светлана
Асамат,

Çеçпĕл Мишши
ячĕллĕ

преми
лауреачĕ

Канăçсăр
чунлă пулнă çав Çеçпĕл Мишши. Ачаранах
канăç мĕнне пĕлмен вăл. 11 çултах ашшĕсĕр
тăрса юлнăскерĕн ачалăхĕ те пулман.
Вĕреннĕ те, ĕçленĕ те, чирĕ те асаплантарнă.
Ашшĕне тĕрмене хупнă хыççăн ялтан
кăларса ярассипе те хăратнă. Ача чухнех
тем те тÿснĕ, чăтнă. Çапах таса чунлă,
çирĕп кăмăллă, хастар юлнă. Ман шутпа,
Мишша ăнланман япала пулман та пулĕ.
Кирек мĕнле ыйту çине те тивĕçлĕ хурав
пулнă унăн. Ача чухнех пурнăç тути-масине
лайăх пĕлнĕ, каярах вăл хăйĕн капланса
тулнă шухăшĕсене шурă хут çине куçарнă.
Шухăшĕсем вара унăн тарăн, сăмахĕсем
çивĕч, емĕчĕсем çутă.

Светлана
Асамат юрăç-сăвăç сăмахĕсем мана та
шухăша ячĕç. Кам пулнă-ши Çеçпĕл Мишши?
Пурнăç Турри е Чун чури? Тÿрех калама
та йывăр. Эпĕ шутланă тăрăх, хăйĕн чунĕн
чури çеç пулман вăл – айван та мĕскĕн
мар. Вăл çивĕч ăслă, вĕри чунлă, кăвар
чĕреллĕ. Нихăçан та хăйшĕн çеç çунман
вăл. Тăван чĕлхе, тăван халăх, тăван
çĕршыв шăпи канăç паман ăна. Киввине
çĕннипе, усаллине ыррипе улăштарас
килнĕ унăн. Хăй çиес çăкăр татăкне те
çынна пама хатĕр пулнă вăл. Ман шутпа,
ăна Пурнăç Турри теме пулать. Эпĕ ăнланнă
тăрăх, Турă вăл пурне те телей сунакан
ырă вăй. Çеçпĕл Мишши пурнăçра ырришĕн
çеç çуннă: чăваш ачине те, чăваш арăмне
те, чăваш çыннине те шеллет, чăваш чĕлхи
пĕтессинчен те хăрать, халăх чухăн
пурăннăшăн та кулянать. Ырришĕн Çеçпĕл
Мишши тем тума та хатĕр. «Çырăттăм,
ÿкерĕттĕм – чăваш наци культуришĕн ыр
ĕç туса хăварăттăм…» — тенĕ вăл. Çавăн
пек пуриншĕн те çунакан канăçсăр Çын
пулнă пирĕн Çеçпĕл.

«Унăн пурте
пулнă: ăс-тăн, вĕри чĕре, малашлăха çирĕп
шанни. Вăл – поэзи шанчăкĕ, Тĕрĕслĕхпе
Тасалăх йыхравçи, чăваш чунĕн тĕслĕхĕ»,
— тесе çырнă Украина писателĕ С. Репьях.
«Çеçпĕл Мишши – чăваш чунĕн тĕслĕхĕ»
тени мана питĕ килĕшрĕ. Пирĕн юратнă
сăвăç çинчен çакăн пек çырни, чăваш
çыннин ырă енĕсене ытти халăх çыннисем
те пĕлни вăл питĕ паха. Чăннипех те
Çеçпĕл Мишшине ашшĕ-амăшĕ чăвашăн пур
ырă енне те парнеленĕ: ăсĕ-тăнĕ,
тавçăрулăхĕ, чăтăмлăхĕ, пултарулăхĕ,
кăмăл-сипечĕ, ĕçченлĕхĕ, чун вĕрилĕхĕ,
çынлăхĕ. Унăн чунĕнче пурте пулнă –
ĕмĕрĕ çеç кĕске килнĕ. Ытла та çамрăкла
уйрăлса кайнă вăл çутă тĕнчерен. Халăх
асĕнче вăл яланах çамрăк: тĕреклĕ,
мăнаçлă, хĕрÿ, лара-тăра пĕлмен, тÿрĕ
кăмăллă, таса чунлă.

Çеçпĕл
Мишшин сăн-сăпачĕ чăваш халăхĕн
кун-çулĕнче малашне те çутă çăлтăр пек
ялкăшса тăрĕ. Çулăмлă сăмахсемпе
хĕмленекен сăввисем чăн чăвашла уççăн
янăрĕç. Унăн ячĕ чăваш чĕринчен нихăçан
та тухмĕ.

Эпĕ – Çеçпĕл
чĕннĕ чăваш ачи, сассăма паратăп, унăн
сăввисене янраттарса вулатăп, хам та
сăвăсем çыратăп.

Çеçпĕл пиччем!

Яту сан
чăннипех те чаплă,

Ĕçÿ те сумлă
та хăватлă.

Пуласчĕ ман
та чăваш чунлă,

Таса вăй-халлă,
пултаруллă.

Кăвар
чĕреллĕ Çеçпĕлĕн ячĕ — пирĕн чĕрере

Çеçпĕл Мишши
пирĕн чĕрере те, шухăшра та хитре чечек
ячĕпе пурăнать. Çеçпĕл чечекĕ тесенех
поэт сăнарĕ куç умне тухать. Вăл питĕ
хастар та таса чунлă пулнă. Унăн сăввисем
те «чунлă», тарăн шухăшлă. Хăш-пĕр сăввине
темиçе хут вуласан та ăнланма йывăр.
Хăй пурăннă вăхăта вăл тĕпĕ-йĕрĕпе
căнласа панă. Мĕнле çавăн пек лайăх
ăнланнă-ха вăл пурнăçа? Çамрăк пулнă
вĕт-ха вăл. Кашни сăввинчех камăн мĕнле
пулмаллине, мĕн тумаллине ăнлантарса
парать, вĕрентсе калать. Учитель-сăвăç
тесе калас килет ман ăна. Хăш-пĕр сăввинчи
йĕркесене илсех парас килет.

Ватă аслаçу
пÿртне

Йăвантарса
яр,

Ĕмĕрлĕх никĕс
çине

Çĕнĕ çурт
лартар!

(Иртнĕ
самана)

Чи юлашки
таса вăрçа –

Чăн çутăшăн,
таса тĕнчешĕн!

Çав тăххăрмĕш
хума ватар!

Васкар телей
çĕрне çитмешкĕн!

(Хĕрлĕ
тинĕсре)

Пусмăрти
халăхсем,

Пĕр çĕре
пухăнар.

Улпута йĕрлесе
тыткăнлар!

Пурăннă
тарăхса,

Çапăçар
савăнса,

Малалла,
малалла çул хывар!

(Атăл юрри)

Фронта мĕнпурĕ
пулăшар-и –

Арçын, хĕрарăм,
çамрăксем!

Ĕçе хастаррăн
хутшăнар-и?

Фронта
хăюллăн, салтаксем!

(Тăвансене
пулăшар)

Ĕмĕр чура
пулма çитĕ,

Чура пулма
намăс!..

Ирĕклĕ кун-çул
тумашкăн

Тăрăр пурте
харăс!..

Ачăрсене
вĕрентме те

Эсĕр ан
ÿркенĕр:

Чăваш çĕрне
юратмашкăн

Вĕсене
вĕрентĕр.

Ачăрсем чăваш
чĕлхишĕн

Тăма хатĕр
пулччăр,

Ют халăхсем
ĕлĕкхин пек

Чăвашран ан
кулччăр.

Çитĕ! Шăпăр
шăтăкĕнчен

Çут тĕнчене
тухăр!

Этем чунне
– выльăх чунĕ

Вырăнне ан
хурăр.

(Чăваш
арăмне)

Юрăсемпе
эсĕр мухтăр

Сăвăçсен
ятне,

Хытă сасăсемпе
юрлăр

Вĕсен сăввине.

(Эпĕ вилсен)

Эй, ваттисем!

Эй, ват çынсем!

Авал чăваш
асаплă пулнине

Çамрăксене
каласа парăр:

Тăван çĕршывăн
капăр чĕлхине

Ялан савма
хушса хăварăр.

(Чăн чĕрĕлнĕ!)

Тăван чăваш
хăюллине,

Вăл вăйлине
курасчĕ ман.

Чăваш! Çĕклен
те çунатлан!

Куçна тĕлле
хĕвел çине.

(Чăваш!
Чăваш!)

Ачасене те,
çамрăксене те, хĕрарăмсене те, ватă
çынсене те – пурне те вĕрентсе, хушса,
ыйтса, чĕнсе калать вăл. Унăн чун-чĕринче
пурин валли те кирлĕ сăмах туллиех. Хăй
шухăшне ахаль çеç каламасть вăл,
сăвăласа-шăрçаласа калать. Мĕнле хăюллă
та ăслă пулнă вăл. Унăн сăввисенче мĕн
чухлĕ ăслă шухăш: савăнтараканни,
хурлантараканни, тарăхтараканни,
хумхантараканни. Унăн сăввисенче –
чăваш халăхĕн иртнипе пуласси, иртнине
аса илни, пулассине ĕмĕтленни курăнать.

Çеçпĕл
Мишшине тата манăн художник-сăвăç тесе
калас килет. Вăл сăмахсемпе сăнарлă
ÿкерчĕксем тăвать.

Кăвак çутăран
шăратнă акапуç,

Туртийĕ
хушшинче хĕвел ташлать,

Çĕн Кун –
шевле сарриллĕ ылтăн пуç –

Чăваш уйне
ака тума тухать.

(Çĕн Кун
аки)

Инçе çинçе
уйра уяр

Карталанса
чăлтăртатать,

Енчен енне
çупса чупать…

(Инçе çинçе
уйра уяр)

Чипер юлсам,
хĕвел çĕршывĕ!

Чечек çĕршывĕ,
сывă юл!

Эс те, сăнчăр
пĕлмен стихия –

Хăватлă
тинĕс, сывă пул!

(Экспромт)

Сăввисене
вуланă хыççăн Çеçпĕл Мишшине оратор-сăвăç
тесе калама та май пур. Вăл сăввисене
ахаль, туйăмсăр-мĕнсĕр вулама çырман,
пурте вулаччăр, пĕлччĕр, илтчĕр, ăнланччăр
тесе çырнă. Янраттарса вулама, кашни
сăмахне чунпа туйма çырнă.

Çĕн Сывлăш,
вĕр!

Çĕн Сывлăш,
вĕр!

Чăваш çĕрне
тĕреклĕх кĕрт!

Çĕн Сывлăш,
вĕр! Çĕнĕ вăй пар,

Чăваш чĕри
пултăр кăвар.

(Инçе çинçе
уйра уяр)

Çĕн тĕнче!
Эй, çĕнĕ кунăм,

Каялла ан
кай, ан чак!

(Тинĕсе)

Чăннипех
те чаплă поэт вăл пирĕн. Ахальтен мар
ĕнтĕ унăн сăввисене нумай чĕлхене
куçарнă. Ăна ырлама, мухтама сăмах та
çитмест. Шкулта вĕреннĕ е халь вĕренекен
кашни ача унăн пĕр сăввине те пулсан
пăхмасăр калама пĕлет. Эпĕ те Çеçпĕл
Мишши сăввисене килĕштеретĕп. Шкулта
Çеçпĕл Мишшин çуралнă кунне халалласа
ун сăввисене илемлĕ вулакансен конкурсĕ
пулать. Эпĕ те конкурса хутшăнма пĕр
сăввине пăхмасăр калама вĕренетĕп. Унăн
сăввине вĕренесси маншăн, чăваш ачишĕн,
пысăк чыс та телей. Кашниех Çеçпĕл Мишши
çинчен ытларах пĕлме тăрăшсан, сăввисене
илемлĕ вулама вĕренсен, паллах, ун ячĕ
пирĕн чĕререн нихçан та тухас çук. «Ыр
çын вилет – ят юлать», — тенĕ ваттисем.
Çеçпĕл Мишшин ырă та сумлă ячĕ яланлăхах
халăх асĕнче пулать. Чăваш пурăнать
пулсан — Çеçпĕл Мишши те пурăнать. Хамăр
халăх историне пуянлатакансене пирĕн
манма юрамасть.

Çеçпĕл Мишши —
пирĕн чĕрере

Çеçпĕл Мишши
çуралнăранпа 110 çул çитет. Пĕр ĕмĕр
каялла пурăннă мухтавлă поэтăмăр,
талантлă та пултаруллă çыннăмăр. Ĕмĕр
ытла иртнĕ пулсан та Çеçпĕл Мишши паян
та асрах, паян та халăх чĕринче. Ăна
манма май çук – вăл Çеçпĕл! Ун пек çын
100 çулта пĕрре çеç килет çĕр çине: çынна
тĕлĕнтерме, ĕмĕрлĕхе ят хăварма. Пушкин
пек, Бичурин пек, Яковлев пек…

Анчах та
мана кулянтараканни те шухăшлаттараканни
вăл – Çеçпĕл Мишши çамрăклах çĕре кĕни.
Ыла та шел вĕт-ха. Çеçпĕл чечекĕ пекех.
Юр кайсанах шăппăн та сăпайлăн шăтса
тухать те хĕвел хĕртсе пăхма пуçласанах
куçран çухалать. Çеçпĕл Мишши те çавах.
Ман шутпа, вăл «хыпаланса пурăннă»: 9
уйăхра утма пуçланă, çулталăкра калаçма
вĕреннĕ, пиллĕкре вулама тытăннă,
саккăрта шкула кайнă, вун иккĕре вулăс
кантурĕн çыруçинче вăй хунă, вун саккăрта
учительсен семинарине вĕренме кĕнĕ,
вун тăххăрта Мускавра пулса Ленина
курнă, çирĕм пĕррере юстици пайĕн
пуçлăхĕнче ĕçленĕ, çирĕм иккĕре Хура
тинĕс хĕрринче сывлăхне сипленĕ, çирĕм
виççĕре пурнăçран уйрăлнă. Кусемсĕр
пуçне Мишша тĕрлеме те, юрлама та, ÿкерме
те питĕ ăста пулнă. Ашшĕне тĕрмене хупсан
амăшне ака-суха ĕçĕнче те нумай пулăшнă.
Тискер чунлă çынсене пула тĕрмере те
ларма тивнĕ унăн. Салтак шăпи те лекнĕ
ăна. Чи хăватли, чуна тыткăнлаканни, чи
асамли вара унăн – чун-чĕререн шăранса
тухнă хайлавĕсем: 40 ытла сăвă, 6 прозăлла
хайлав, «Упик» драма, Анастасия Червякова
патне çырнă 98 çыру, тус-юлташĕсем патне
янă çырусем. 23 çулта çакăн чухлĕ ĕç тума
ĕлкĕрнĕ вăл, таланчĕ те нумай енлĕ пулнă
унăн: вулавçă, çыруçă, ал ăсти, художник,
поэт, педагог, пропагандист, агитатор,
патшалăх ĕçченĕ, ăста юрист. Паллах,
шухăшлатăн та тĕлĕнетĕн. Тата самани
те ачашламан ăна, шăпи те питĕ йывăр
пулнă унăн. Пурне те ăçтан чăттăр ĕнтĕ
çын чĕри?!

Понравилась статья? Поделить с друзьями:

Новое и интересное на сайте:

  • Сочинение песни военных лет в моей семье
  • Сочинение письмо другу 5 класс об одном удачном дне в семье
  • Сочинение песков здесь полюс поздравляю вас ребята сочинение егэ
  • Сочинение письмо дины жилину
  • Сочинение песен симс 4

  • 0 0 голоса
    Рейтинг статьи
    Подписаться
    Уведомить о
    guest

    0 комментариев
    Старые
    Новые Популярные
    Межтекстовые Отзывы
    Посмотреть все комментарии