Сочинение про войну на чувашском языке 4 класс

Кам тăшмана парăнмасть, ăна халах манмасть…

Ваттисен самахе

    Вăрçă… Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи… 1418 талăк хушши кĕрлене çак харушă вăрçă. Пирĕн чечекленекен тăван çĕршыв çине 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсен эшкерĕсем систермесĕр тапăннă, лăпкă хуласене, ялсене аркатнă, сирпĕтне, çунтара-çунтара янă.  Совет халăхĕ пĕр çын пек пулса Тăван çĕршыва хутелеме çĕкленне.

    Вăрçăра пехотинецсем те, летчиксем те, моряксем те, разведчиксем те, партизансем те фашистсене хирĕç кĕрешнĕ.

    Вĕсен хушшинче пирĕн ял çыннисем те пулнă. Хашĕ-пĕри паттăррăн çапăçса яланлăхах вăрçă хирĕнче юлнă. Таврăннисем вара çамрăк ăрăва телей сунса: «Эпир курнине сирĕн нихçан та курмалла ан пултарччĕ,» — тенĕ.

    Иртнĕ вăрçă 27 миллион çын пурнăçне илсе кайна. Вăрçа пирĕн çĕршыва пĕтĕмпе 679 миллиард тенкĕлĕх çухату кунĕ. Миçĕ шкул, больница, музей çĕрпе танлашман-ши?! Çавăн пек йывăр та хăрушă тапхăрта пĕтĕм халăх пĕр çиреп чăмăра пуçтарăннă. 130 ытла чĕлхепе калаçакан халăх пĕр ĕмĕтпе, пĕр тĕллевпе кĕрешнĕ. Çавăнпа çĕнтерне те ĕнтĕ çав ирсĕр тăшмана совет халăхе…

    Шел пулин те, вăрçă ветеранесен шучĕ çулсерен чакса пырать. Пирĕн вĕсене хамăран вăй-хал çитнĕ таран пулăшмалла. Тепĕр чухне ырăпа чĕнсе калаçни те вĕсен кăмлне çĕклет, вăрçă суранĕсем çинчен манма пулăшать.

    Пиртен инçех мар Гордеев Алексей Николаевич пурăнать. Вăл Хулаçырми ялĕнчи вăрçа ветеранĕсенчен пĕртен-пĕр сывă юлнă çын.

    Вăрçă пуçланнă хыпара Элекçей тете Хусан хулинче илтнĕ. Çак тапхăрта вăл ремесла училищинче вĕреннĕ. Часах Элекçей тăван яла таврăнать. Ашшĕне вăрса илсе каяççе. Амăшĕ вара тăвăтă ачипе пĕччен тăрса юлать. Элекçей тете окоп та чавать, колхозра та ĕçлет. Часах вăл бригадир пулса тăрать. Бригадирта 2 çул ĕçлет.

   1943 çулта вăл вăрçа каять. Элекçей тетене,ытти çамрăксемпе пĕрле, Украинăна илсе каяççĕ. Çул çинчех вĕсем, мĕскĕнсем, тăшман атаки айне лекеççĕ. Çак каç вара 60 çухрăм çуран утаççĕ вĕсем, мĕншен тесен эшелонне нимĕççем çунтарса яна. Урамра вара «шатăртаттрать декабрь». Çул çинче Элекçей тетен чи çывăх тусĕ Юманов Петр вилсе каять. Вал хамăр ял çынниех пулнă…

   Элекçей тете нихăçан та хайне хушнă ĕçрен пăрăнман. Командир пана ĕçе вăхăтлă пурнăçлама тăрăшнă. Ахальтен мар вăл «Хĕрле çалтар» ордена тивĕç пулнă.

    Аслă Çĕнтерĕве вăл Берлин хулинче кĕтсе илет. Çĕнтеру çинчен калаçма пуçласан Элекçей тетен куçĕсем шывланаççĕ.

    Чăваш йекечĕпе пĕрле вырăссем, украинецсем, белоруссем, хаккассем, узбексем, якутсем, эрменсем савăнаççĕ. Пурте вĕсем – ентĕшсем, тăвансем. Анчах пурин те пĕр шухăш: «Халăхсен юнĕ мĕн чухлĕ тăкăннă çак Çĕнтерушĕн?» Çамрăк каччăн хăвăртрах тăван килне тавранасси килет. Ахальтен мар ваттисем: «Тăван çĕршыв – анне, ют çершыв – атте,» — тенĕ.

    Халĕ 83-ри Элекçей тете  манукĕсемпе савăнса пурăнать. Вĕсене: « Телейлĕ те вăрăм ĕмĕрле пулăр», — тесе пиллет. Ватăсен пилĕ вара пуянлăхран та хаклă.

    Вуланă хайлавсем тăрăх эпир çакна пĕлетпĕр: çĕнтеру кунĕ хăвăртрах çывхартас тесе аслисемпе юнашар тăрса ачасем те кĕрешнĕ.  Вĕсем фронтра та, тылра та пĕтĕм йывăрлăха туссе ирттерсе тăшмана çапса аркатма тăрăшнă. Пирĕн, çамрăксен, ирĕк пурнăçа сыхласа  хăварассишен паттăрла çапçăма хатĕр пулмалла. Çак хаяр вăрçă çинчен самантлăха та манмалла мар.

    Вăрçă вучĕ çĕр çинче паянхи кун та сÿнмен-ха. Чечня вăрçи те хай çинчен мантармасть: террористсем алхасаççĕ, мирлĕ шăплăха пăсаççĕ.

    Телейлĕ пурăнма пире мирлĕ пурнăс кирлĕ. Çавăнпа та эпир яланах çапла калатпăр: «Пултăр мир ĕмерех!»

Районный конкурс сочинений «Этот день Победы порохом пропах…», посвящённого 72-й годовщине Победы

в Великой Отечественной войне 1941-1945 г.г.

«Они ковали Победу»

Работа Николаевой Виктории Викторовны

Ученицы 8 класса муниципального

общеобразовательного бюджетного

учреждения средней общеобразовательной школы с. Нижнеулу-Елга муниципального

района Ермекеевский район

Республики Башкортостан

Руководитель Ильина Марина Станиславовна

2017 г.

Вилсессĕн те пĕтмест вǎл паттǎр:

Ик пурнǎç панǎ паттǎра,

Иккĕмĕш пурнǎç çавǎнпа та

Вилĕмсĕр чаплǎ ун вара.

Д. Бедный

Мӗн-ши вӑл вӑрçӑ? Кирлӗ-ши пире вӑл? Вӑрçӑ… Çак сӑмаха çыртӑм та чӗре ыратса кайрӗ. Хальхи вӑхӑтри çамрӑксен Тӑван çӗршывӑн аслӑ вӑрçи çинчен каласа панӑ тӑрӑх çеç пӗлеççӗ. Анчах аслӑ ӑрӑвӑн чӗрине вӑл – тӳрленмен суран пек ыраттарать. Çак вӑрçӑра пулас профессие илес, вӑрӑм та телейлӗ кун-çула кӗтсе илес ӗмӗтсем татӑлнӑ. Çак вӑхӑтра юлашки тӗлпулу, юлашки хут алӑ пани, юлашки хут çывӑх çын пӑхни… Вӑрçӑ… Кӗленче катӑкӗ пек пирӗн халӑхӑн чӗрине кӗрсе ларчӗ. Хӗвел çутине тӗтӗмпе капларӗ. Тӳсейми ырату паттӑрла вилӗсенчен кӳчӗ. Мӗн чухлӗ юн тӑкнӑ! Мӗн чухлӗ куççуль тӑкнӑ! Тӑван çӗр пушарпа хупланнӑ; курӑксем сывлӑмпа макӑрнӑ, хура йывӑçсем тӗшӗрӗлсе аннӑ, пин-пин саспа тискер ырату таврана çӗмӗрнӗ. Çак тивӗçсӗрлӗхе хирӗç чӑн паттӑрсем тӑнӑ. Вӗсем телейӗ нихӑçан та вӑрçӑ пулманнинче, мирлӗ пурӑннинче. Çакӑшӑн вӗсем кӗрешнӗ, аманнӑ, çак шухӑшпа вилнӗ.

Петӗр Хусанкайӑн «Таня» ятлӑ хайлавӗ асран тухмасть. Тăван çĕршыв чысĕшĕн пуçна ан шелле, тенӗ ваттисем сӑмахӗнчи пек çамрӑк партизанка Зоя, çав тери тӑван çӗре юратса, хӑйӗн пуçне паттӑрла хунӑ. Тыткӑна лексен хаяр тӑшмансене парӑнман, хӑйӗн юлташ-партизансене сутман. Нимӗç фашисчӗсем тӳсме çук муриклесен те шӑлне çыртнӑ, чӑтнӑ. Чӑн пулнӑ ӗçсем çинчен Хусанкай çырни питӗрех те чуна хускатать. Пӗр енчен куççуль тухать, Зоя Космодемьянскаяна шеллесе, тепӗр енчен тивӗçлипе унӑн хастарлӑхӗпе мӑнаçланан.

Пӗлтӗр шкулта эпир тăван литература урокĕнче Куçма Турхан çырнă «Пулеметчик Иван Смирнов» ятлă хайлава вуласа тухрăмăр. Смирнов пирки автор çапла çырать: «…Унăн кашни сăмахĕ, кашни утăмĕ çак этем çав тери тỹрĕ кăмăллă пулни çинчен калать. Мĕн тери лайăх çын, мĕн тери лайăх командир», — тенĕ боецсем. Ун хыççăн таçта та кайма хатĕр тăнă салтаксем. «Мĕнле çамрăк, мĕн тери тирпейлĕ, хăйне тытма пĕлекен çын», — тенĕ командирсем. Ăна кирек мĕнле ĕç шанма та иккĕленмен. Паттăр ятне тивĕç Иван Смирнов пулеметчик чӑн та Çĕнĕ Сĕнтĕр ялӗнче Чӑваш Республикинче çуралса ӳснӗ. Пин те тӑхӑр çӗр хӗрӗхмӗш çулта Иван Васильевича çара илнĕ. Кĕçех иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçланнă. Вăрçă хирĕнче чӑваш пулемётчикӗ паттăрла кĕрешнĕ, хĕрỹ çапăçура пĕччен юлсан та тăшман çине вут тăкнă. «Чарăнми перекен пулемет нимĕç танкĕ ун çине кĕрсе кайсан çеç шăпланать, танк айĕнче çамрăк каччăн чĕри те тапма чарăнать».

Манӑн аслӑ кукаçей Дмитриев Поликарп Алексеевич та вӑрçӑра пулнӑ, аманса килнӗ. Аслӑ кукаçей пин те тӑхӑр çӗр хӗрӗх виççӗмӗш çултан Тӑван çӗршывӑн аслӑ вӑрçинче фашист нимӗçӗсем хирӗç çапӑçнӑ. Вӑл Украина фрончӗнче паттӑрла Ровна хулине хӳтеленӗ чух аманнӑ. Кукаçей каланӑ тӑрӑх, унӑн ашшӗ вӑрçӑ çинчен пит калаçма юратман. Тӑшман ирлӗхленнине, аçтахалӑхланнине аса илесси килмен тӗр унӑн. «Нуша, асар-писер ырату, хуйхӑ, кичем никамӑн та курмалла ан пултӑр»,- аслӑ кукаçей сӑмахӗсене ялан калать мана атте.

Çавсене евӗр, Тӑван çӗршывӑн паттӑр хӗрӗсемпе ывӑлӗсене паянхи мирлӗ вӑхӑтшӑн пуç таймалла. Эпир вӗсене тивӗçлӗ пулмалла. Паянхи кун та, Тӑван çӗршывӑн аслӑ вӑрçи хыççӑн çитмӗл икӗ çул иртнӗ пулсан та, Çӗнтерӳ куне çу уйӑхӗн тӑххӑрмӗшӗнче уявлатпӑр. Шкулӗпе çултан-çул çак чаплӑ кун сыввисене тата çӗре кӗнӗ вӑрçӑ паттӑрсене асӑнса, чысласа «Никама та манман, нимӗн те манӑнмӗ» обелиск патӗнче пуçтарӑнатпӑр, сӑмах калатпӑр, сӑвӑ-юрӑ шӑрантаратпӑр. Таврари тӑватӑ ялтан вӑрçӑра пулнӑ пӗр çын та юлман, ватӑлса вилнӗ, çапах та вӗсен ячӗсен паянхи кунчен обелиск çинче çеç мар, кашнин чӗринче пичетленсе юлнӑ. Малалла та хӑйсен ячӗсем асран кайсан та вӗсен ӗçне нихӑçан та манас çук.

Вӑрçӑ темиçе ӑрӑва мирлӗ пунӑçа хаклама вӗрентнӗ, анчах халиччен те, е пӗр çӗрте е тепӗр çӗрте бомба çурӑлнӑ сас илтӗнет, çынсем вилеççӗ. Паянхи вӑрçа куçа курӑнман тӑшман йӗртсе пырать, çавӑнпа та вӑл хӑрушӑрах. Ку тӑшман – терроризм. Вӑрçӑра çынсем пӗлеççӗ ӑçта хӑйӗннисем, ӑçта тӑшмансем. Халӗ ӗнтӗ террористсем намӑсла мирлӗ çынсем çине сисмен, кӗтмен çӗртен тапӑнаççӗ. Пирӗн тӗп тӗллев мӗнпур тӗнчери хӑрушлӑха хирӗç ушкӑнпа тӑрас пулать.

Çынсен ӑнланмалла: вӑрçӑпа вӗсем имшер тӑнӑçлӑха аркатма пултараççӗ! Кирек мӗнле ыйтӑва та мирлӗ сӳтсе ярса пулать. Тӳссе, чӑтса ирттерес пулать, вара мӗн пур тавлашура çапӑçусӑрах килӗшӳ тупса пулӗ. Анчах тӗнчере ырӑ та, усал та пур, çавӑнпа вӑрçӑсем тата пулма пултараççӗ. Пур çынсем те ырлӑх енне тӑмалла, мӗншӗн тесен эпир пӗрле чух вӑйлӑрах, хастарлӑрах тата тӳсӗмлӗрех. Çынсем çакна ӑнланиччен çӗнтерӳ пулмӗ. Эпир пурте çут çанталӑкӑн ачисем, çвӑнпа ӑна хӳтелес, упрас пулать, унсӑрӑн пирӗн планета пӗтме пултарать. Ветерансене чыслас пулать, мӗншӗн тесен вӗсем пирӗн çӗр çинче тӑнӑçлӑхпа килӗшӳшӗн хӑйсене шеллемен, мӗн пур вӑйне, пунӑçне панӑ, пуçне хунӑ.

Кстати, как настроение после вчерашнего?

Давайте сегодня напишем хорошее Сочинение про учителя на чувашском языке для 7 класса, с переводом, по литературе.

Сочинение про учителя на чувашском языке

Лайӑх учитель вӑл-педагогран та ытларах.

Лайӑх учитель — хӑйӗн вӗренекенӗсене лекцисем вулакан, пӗлӳ паракан ҫын мар. Ку пысӑкрах япала. Лайӑх учитель хӑйӗн вӗренекенӗсене лайӑх ҫынсем пулма, ҫине тӑрса ӗҫлеме, хӑйсен тӗллевӗсем патне ӑнтӑлма хавхалантарма пултарать. Вӗсем хӑйсен вӗренекенӗсен пурнӑҫне йӗркелеме тата вӗсене лайӑх витӗм кӳме пултараҫҫӗ.

Лайӑх учительсем нумай пахалӑхлӑ, вӗсене халӑх хушшинчен уйӑрса тӑраҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен япалисемпе интересленеҫҫӗ, ӑнланусене интереслӗ те интереслӗ формӑпа ӑнлантарса пама вӑхӑт уйӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем хӑйсен вӗренекенӗсене питӗ тӳсӗмлӗ, ӑнланаҫҫӗ, кашни вӗренекенӗ хӑйне майлӑ вӗреннине ӑнланса илеҫҫӗ. Вӗсем те питӗ лайӑх калаҫакан, хӑйсен вӗренекенӗсене тӗрӗс инструкцисем пама тата каялла ҫыхӑнтарма пултаракан ҫынсем пулса тӑраҫҫӗ.

Лайӑх учитель вӑл-тӗслӗх те. Вӗсем хӑйсен вӗренекенӗсемпе танлашма пултаракан тата вӗренме пултаракан лайӑх пахалӑхсене, хӑйсене мӗнле тыткаланине кӑтартаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен вӗренекенӗсене хисеплӗ, ырӑ пулма, яланах пӗтӗм вӑйран тӑрӑшма хавхалантараҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен вӗренекенӗсемпе пӗр-пӗринпе лайӑх хутшӑнусем тӑваҫҫӗ, хӑйсен вӗренекенӗсене ҫитӗнӳ тума пулӑшас тесе мӗн май килнӗ таран пурне те тума хатӗр.

Лайӑх учительсем те новаторсем тата пултарулӑх личноҫӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсем савӑнӑҫлӑ та интереслӗ вӗрентӳ мӗнле тумаллине ӑнланаҫҫӗ. Вӗренекенсене мӗнле кӑсӑклантармаллине, вӗсене тухӑҫлӑрах вӗренме пулӑшнине вӗсем пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем тӗрлӗ меслетсене вӗренни кирлӗ пулнине тата вӗрентӳ стильне вӗренекенсен нушисемпе килӗшӳллӗн адаптациленине ӑнланаҫҫӗ.

Юлашкинчен, лайӑх учитель хӑйӗн вӗренекенӗсемшӗн тӑрӑшать. Вӗсем хӑйсен вӗренекенӗсене хӑйсен вӑй-хӑватне уҫса пама пулӑшассипе чун-чӗререн интересленеҫҫӗ, хӑйсен вӗренекенӗсене хӑйсен шайӗнче пӗлме вӑхӑт уйӑраҫҫӗ. Вӗсем вӗсен йывӑрлӑхӗсене итлеҫҫӗ, вӗсен ҫитӗнӗвӗсемшӗн ыратаҫҫӗ.

Лайӑх учитель вӑл — класс умӗнче лекцисем вулакан ахаль ҫын мар. Вӗсем хӗрӳллӗ, чӑтӑмлӑ, хавхалантаракан тата тӑрӑшакан ҫынсем. Вӗсем хӑйсен вӗренекенӗсен пурнӑҫне тӗлӗнмелле пултаруллӑ йӗркелеме, вӗсене хӑйсен тӗллевӗсене пурнӑҫлама пулӑшаҫҫӗ.

Сочинение про учителя на чувашском языке (перевод)

Хороший учитель — это больше, чем просто педагог.

Хороший учитель — это не просто человек, который читает лекции своим ученикам и передает знания. Это нечто большее. Хороший учитель способен вдохновить своих учеников стать лучшими людьми, упорно трудиться и стремиться к своим целям. Они способны формировать жизнь своих учеников и оказывать положительное влияние на них.

Хорошие учителя обладают многими качествами, которые выделяют их из толпы. Они увлечены своим предметом и уделяют время тому, чтобы объяснять понятия в увлекательной и интересной форме. Они также обладают большим терпением и пониманием к своим ученикам и осознают, что каждый ученик учится по-своему. Они также являются отличными собеседниками, способными дать четкие инструкции и обратную связь своим ученикам.

Хороший учитель — это еще и пример для подражания. Они демонстрируют хорошие ценности и поведение, на которые могут равняться их ученики и у которых они могут учиться. Они поощряют своих учеников быть уважительными, добрыми и всегда стараться изо всех сил. Они поддерживают позитивные отношения между собой и своими учениками и готовы сделать все возможное, чтобы помочь своим ученикам добиться успеха.

Хорошие учителя также являются новаторами и творческими личностями. Они понимают, как сделать обучение веселым и интересным. Они знают, как заинтересовать и мотивировать учеников, что помогает им учиться более эффективно. Они также осознают важность изучения различных методов обучения и адаптируют свой стиль преподавания в соответствии с потребностями своих учеников.

Наконец, хороший учитель заботится о своих учениках. Они искренне заинтересованы в том, чтобы помочь своим ученикам раскрыть свой потенциал, и уделяют время тому, чтобы узнать своих учеников на личном уровне. Они прислушиваются к их трудностям и болеют за их успехи.

Хороший учитель — это не просто человек, который стоит перед классом и читает лекции. Они страстные, терпеливые, вдохновляющие и заботливые. Они обладают удивительной способностью формировать жизнь своих учеников и помогать им достигать своих целей.

Чӑваш
чĕлхи  — тӑван чĕлхе

Эй,
челхем, анне панӑ чĕлхем,

Янӑра
эс çут тĕнчере!

Ыттине
çер чĕлхе  хуть пĕлем,

Эсĕ
ман пĕрре çеç – пĕрре

(Николай
Сандров).

     Тӑван чĕлхе. 
Мĕн-ши вӑл тӑван чĕлхе? Ман шутпа, тӑван чĕлхе вӑл атте-анне, асаттепе асанне
чĕлхи, эпĕ çуралнӑ çуралманах калаçа пуçланӑ  чӑваш чĕлхи. Тӑван чĕлхепе 
калаçса эпир хамӑр шухӑш-туйӑма палӑртатпӑр, чуна уçатпӑр, кӑмӑла çĕклетпĕр.
Атте-анне чĕлхи мӑн асаттесемпе асаннесен пурнӑçĕ – шӑпи çинчен аса илтерсех
тӑрать, хамӑр пуласлӑх пирки шухӑшлаттарать.   

      Сӑмахран
илес пулсан, тӑван чĕлхене юратман çын ашшĕ-амӑшне тӑван халӑхне те,
çĕрне-шывне те юратма пултараймасть. Эп шутланӑ тӑрӑх тӑван чĕлхе – тӑван
халӑхӑн иксĕлми ӑс-тӑн çӑл-куçĕ. Çак çӑл-куçран эпир мĕн ачаран тумламӑн-тумламӑн
пĕлӳ илсе ӳсетпĕр. Аннен кӑкӑр сĕчĕпе пĕрле унӑн ачаш та лӑпкӑ сассипе, вӑл
сӑпка юрри шӑрантарнине илтетпĕр.

                      
Чӑвашсене çутта кӑлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев: «Тӑван чĕлхесĕр чӑн-чӑн пĕлӳ
çук,» —  тенĕ. Хӑйĕн çур ĕмĕрне чӑвашсене çутта кӑларас ĕçре тимленĕ
патриархӑмӑр питĕ тĕрĕс каланӑ тесе шутлатӑп. Вӑл, пирĕншĕн, чӑвашсемшĕн, çанӑ
тавӑрса ĕçленĕ. Чӑвашла та чаплӑ поэмӑсем, романсем, сӑвӑсем янӑрасса пĕлсех,
шансах тӑнӑ вӑл.

 Чӑнах та, нумай
çул иртрĕ пулин те тӑван чĕлхене пĕтме парас марччĕ. Чылай паллӑ ӑсчахсем,
писательсемпе поэтсем чĕлхемĕр çинчен мӑнаçланса калани тĕл пулать.  Тĕслĕхрен,
А.Артемьев каланиех илер.

«Эй, тӑван
чĕлхемĕр, эсĕ чӑваш юманĕ пек ватӑ та патвар, хӑвӑн хӑватна çухатмасӑр
ĕмĕртен-ĕмĕре,çултан-çул тĕрекленсе ӳсетĕн, юман вутти пекех хĕрӳллĕ те вӑйлӑ
çунатӑн, чĕре кӳтсе çитсен ӑшӑтатӑн, кирлĕ чухне çунтаратӑн, тӑваншӑн эсĕ
тĕттĕмри çул маякĕ, тӑшманшӑн эсĕ – вилĕм тытамакĕ»,- тет. Çапла курать ĕнтĕ
писатель паха та ытарлӑ чӑваш чĕлхин вӑйне, пуянлӑхне.

     Шутлатӑп,
шутлатӑп та ачана мĕн пĕчĕкрен чӑвашла калаçма вĕрентмелле. Акӑ эпĕ эпĕ 7-мĕш
класа çитрĕм. Анчах та вырӑсла та, чӑвашла та тĕрĕс те яка калаçатӑп, çырма та
аван пĕлетĕп. Ют чĕхесене те вĕренме тӑрӑшатӑп. Аттепе анне килте чӑваш чĕлхине
сума суни, хисеплени курӑнсах тӑрать. Ытти çемьесенче
«мама»,»папа» тесе чĕнеççĕ пулсан, пире аттепе анне тесе
чĕнме вĕрентнĕ. Мĕнле илемлĕ, янӑравлӑ янӑрать çак икĕ сӑмах.

     Çапла вара,
çут тĕнчере пин-пин чĕлхе. Вĕсем хутӑшаççĕ, тупӑшаçççĕ, çывӑхланаççĕ. Пĕр-пĕрне
парнесем те параççĕ, парнисем вара – сӑмахсем.

     Ман чӑвашах
пулас килет. Тӑван чĕлхене хисеплени хамӑртанах килет. Манӑн чĕлхем малалла та
янӑрасса шанас килет. Эпĕ ӑна ĕненетĕп. Вӑл çĕр çинчен ан çухалтӑр.

Тӑван
чĕлхемĕр, ĕмĕр сывӑ пул!

Эпир
çĕрте çĕрсен те – эсĕ юл

Анне
чĕлхи, эс тӑванран тӑван,

Санран
çывӑххи кам пур-ши ман.

Ĕçе
пурнӑçлаканĕ:  Кириллова Карина  7 класс

Вĕрентекенĕ:
Маслова Светлана Михайловна

Like this post? Please share to your friends:
  • Сочинение про галогены по химии
  • Сочинение про героев кавказский пленник
  • Сочинение про гермеса
  • Сочинение про гаишника
  • Сочинение про германию на немецком